Синоптиксем ыран асӑрханма ыйтаҫҫӗ. Уйрӑмах - ҫула тухакансене. Ыран кӑнтӑрла республикӑра ҫил-тӑман вӗҫтерӗ, ҫил вӑйланса ҫеккунтра 15-17 метр хӑвӑртлӑхпа вӗрӗ, ҫул ҫинче 500 метр аякри курӑнмӗ. Ҫил-тӑман ҫӗрле те чарӑнмӗ. Ҫавна май хӑрушсӑрлӑхӑн «сарӑ» шайӗ пулӗ.
Ҫанталӑк япӑхланнӑ май электропралуксем татӑлас, ҫул ҫинче авари пулас, хавшак конструкцисем персе анас хӑрушлӑх пулӗ.
«Асӑрханаллӑ тата тимлӗ пулӑр!» - ҫапла асӑрхаттарать Инкеклӗ лару-тӑру министерстви.
Ҫил-тӑмана пула паян ирхи 5 сехетрен Чӑваш Енре, Тутарстанра тата Мари Элте федераци трассисенче йывӑр тиевлӗ машинӑсене, автобуссене ытлашши ҫӳреме чарнӑ. Ку «Атӑл» М-7,«Ҫӗрпӳ - Чӗмпӗр» А-151, «Вятка» Р-176 ҫулсене пырса тивет.
Кунсӑр пуҫне «Восток» М-12 ҫулӑн пӗр пайне, Канашран Шали таран, хупнӑ.
Кӗҫӗр вӑйлӑ ҫил Шупашкарти Богдан Хмельницкий урамӗнчи 57-мӗш «а» ҫуртӑн тӑррине сӳсе пӑрахнӑ. Унта – лавккасем, кафе, парикмахерски… Ҫурт самаях сиенленнӗ. Тӑррине ҫил сӳнӗрен мачча та курӑнать.
Кӗҫӗр ҫил-тӑман, ҫил вӑйлах алхаснӑ «Чӑваш Енри ҫанталӑк» проект авторӗ Владимир Михайлов пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫӗрле Шупашкарта ҫил ҫеккунтра 20 метр хӑвӑртлӑхпа вӗрнӗ. Паян ҫил лӑпланнӑ. Эрнекун ирхине вара вӑл каллех вӑйланӗ, ҫеккунтра 20-22 метр хӑвӑртлӑхпа та вӗрме пултарӗ.
Юр 5 сантиметр хулӑнӑш ҫунӑ пулсан та хӗл ларасса кӗтмелле мар-ха. Чӑваш Ене каллех ӑшӑ таврӑнать.
Ыран кӑнтӑрла ҫумӑр ҫӑвӗ, тӗтре карса илӗ. Термометр 2-7 градус ӑшӑ кӑтартӗ. Эрне варринче тата ӑшӑтӗ, уяртӗ, сывлӑш 10-15 градус таран ӑшӑтӗ. Анчах ҫил вӑйланӗ.
Кӗҫнерникун та ӑшӑ, ҫиллӗ ҫанталӑк тӑрӗ. Эрне вӗҫнелле сивӗтме пуҫлӗ. Эрнекун ҫумӑр ҫӑвӗ, канмалли кунсенче антициклон хуҫаланӗ, 2-7 градус ӑшӑ пулӗ. Шӑматкун уяр тӑрӗ.
Хӗл ҫитмен-ха, анчах вӑл мӗнле пуласси чылайӑшне халех кӑсӑклантарать. Малтанлӑха синоптиксем пӗлтернӗ тӑрӑх, хӗлле юр нумай пулӗ. Уйрӑмах – раштав уйӑхӗнче.
Чӳк уйӑхӗ ӑшӑ килмелле. Ҫапах ун чухне те хӗллехи ҫанталӑк пулнине манмалла мар. Климат хӗлӗ чӳкӗн 1-мӗшӗнче пуҫланмалла.
Юпа уйӑхӗнчех ҫӗр юрпа пӗрремӗш хут витӗнӗ. Чӳк уйӑхӗнче темиҫе хутчен те юр ҫӑвӗ. Хӗл чӳк вӗҫӗнче ларӗ. Ун чухне юр хулӑнӑшӗ 10 сантиметра ҫитмелле.
Раштав, нарӑс тата пуш нормӑран сивӗрех пулмалла. Кӑрлачпа ака – нормӑпа килӗшӳллӗн. Кӑрлачра юр сахал ҫӑвӗ, пуш уйӑхӗнче вара – нормӑран 1,5 хут нумайрах. Ҫуркунне варринче нӳрӗк дефицичӗ пулӗ ахӑртнех. Юр часах ирӗлессе кӗтмелле мар – нормӑпа килӗшӳллӗн ака варринче кӑна ҫӗр тухӗ.
Паянхи ир тӗлне Чӑваш Енре 22 пин ҫын ҫутӑсӑр пулнине пӗлтернӗ. Аса илтерер: ӗнер вӑйлӑ ҫил ҫурт тӑррисене сӳнӗ, йывӑҫсене тӳнтернӗ.
Хальхи вӑхӑтра 8 муниципалитетри хӑш-пӗр ялта ҫутӑ ҫук. Пӗтӗмпе 9 пин ҫуртра /вӗсенче 22 пин ҫын пурӑнать/ электроэнерги пӗтнӗ. Кунсӑр пуҫне социаллӑ тытӑмри 30 объектра ҫутӑ ҫук. Хальхи вӑхӑтра бригадӑсем ӗҫлеҫҫӗ.
ЧР Элтеперӗ Олег Николаев пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫитес вӑхӑтра япӑх ҫанталӑк мӗн чухлӗ тӑкак кӳнине шутлӗҫ.
Паян вӑйлӑ ҫиле пула тӗрлӗ тӑрӑхра шар курнӑ. Шупашкарти тата Патӑрьел тӑрӑхӗнчи пӑтӑрмахсем пирки пӗлтернӗччӗ ӗнтӗ.
Муркаш муниципаллӑ округӗнчи Шурчара шкул тӑррин пӗр пайӗ хӑйпӑннӑ. Сӗнтӗрвӑрринче Ярославль урамӗнчи нумай хваттерлӗ ҫурт тӑрринчен темиҫе шифер вӗҫсе ӳкнӗ. Прокуратура вырӑнти влаҫа юсав ӗҫӗсене ҫийӗнчех тума ыйтнӑ.
Палӑртмалла: хӑш-пӗр тӑрӑхра вӑйлӑ ҫиле пула электричество сӳннӗ. Паян каҫ тӗлне республикӑри 12 пине яхӑн ҫын ҫутӑсӑр юлнӑ.
Паян ҫуллахи пекех ӑшӑ. Ытларикунпа юнкун вара кӑшт сивӗтӗ. Юнкун каҫхине ҫумӑр ҫӑвӗ те сивӗтӗ. Кӗҫнерникунпа эрнекун кӑнтӑрла 11-13 градус кӑна ӑшӑ пулӗ. Ҫӗрле вара – 7-9 градус. Ҫил ҫурҫӗр-хӗвеланӑҫ енчен кастарса вӗрнипе тата сивӗрех пек туйӑнӗ.
Икӗ кунра ҫумӑр самай ҫӑвӗ. Апла, кӑмпа сезонӗ пуҫланӗ. Канмалли кунсенче ҫумӑр ҫумӗ, сывлӑш температури 18-20 градус таран ӑшӑнӗ.
Синоптиксем малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫитес эрнере ҫуллахи ӑшӑ таврӑнӗ, 22-27 градус ӑшӑ пулӗ.
Ку эрне мӗнле пулӗ? Синоптиксем мӗн калаҫҫӗ? Паян ҫӗрле ҫумӑр ҫукаланӑ. Ҫапах тӑпрара нӳрӗк сахал-ха.
Эрне варриччен сывлӑш температури 23-28 градус пулӗ. Кӗҫнерникунпа эрнекун шӑрӑхланӗ – 28-33 градус таран ҫитӗ.
Канмалли кунсенче ҫанталӑк каллех уҫӑлтарӗ. Шӑматкун вырӑнӑн-вырӑнӑн ҫумӑр ҫӑвӗ. Малталӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫитес кунсенче каҫсерен 8-9 градус кӑна ӑшӑ пулмалла.
Типӗ ҫанталӑк тӑнӑран, ҫӗр типсе кайнӑран Вӑрмар районӗнче инкеклӗ лару-тӑру режимӗ пулнине палӑртнӑ. Ҫитес вӑхӑтра комисси йӗркелӗҫ. Вӑл типӗ ҫанталӑк ял хуҫалӑх предприятийӗсемпе фермер хуҫалӑхӗсене мӗн чухлӗ тӑкак кӳнине тишкерӗ. Кун хыҫҫӑн укҫан мӗнле пулӑшма май пуррипе паллаштарӗҫ.
Палӑртмалла: кӑҫал ҫулла ҫумӑр сахал ҫунӑ. Ҫӗртме уйӑхӗ типӗ килчӗ. Синоптиксем пӗлтернӗ тӑрӑх, утӑ уйӑхӗнче аслатиллӗ ҫумӑр темиҫе хут вӑйлӑ ҫумалла.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (19.12.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 740 - 742 мм, -5 - -7 градус сивӗ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.