Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -1.7 °C
Ахальтен ахах пулас ҫук.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: ҫанталӑк

Ҫутҫанталӑк
ru.pinterest.com сайтри сӑн
ru.pinterest.com сайтри сӑн

Синоптиксем кӗркунне мӗнле пулассине палӑртнӑ.

Авӑн уйӑхӗ сывлӑш температури, нӳрӗк тӗлӗшпе нормӑпа килӗшсе тӑрӗ. Пӗрремӗш ҫурринче «карчӑк ӑшши» пулӗ, иккӗмӗш ҫурринче вара кӗрхи нӳрӗ те сивӗ ҫанталӑк хуҫаланӗ.

Юпа, чӳк уйӑхӗсем те сивӗ килӗҫ, нӳрӗк сахалрах пулӗ.

Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, чӳкӗн пӗрремӗш декади вӗҫӗнче хӗл ларӗ. Виҫҫӗмӗш декадӑра 20 градус таран сивӗтме пултарӗ. Раштава, ахӑртнех, 25 сантиметр ҫӳллӗш юрпа кӗрӗпӗр.

 

Ҫутҫанталӑк

Ҫулла вӗҫленчӗ, ҫанталӑк вара ҫаплипех ҫуллахи пек ӑшӑ-ха. Синоптиксем пӗлтернӗ тӑрӑх, паян кунӗпех уяр пулӗ, ҫӗрле тата ыран ирхине ҫумӑр ҫӑвӗ, аслати авӑтма пултарӗ. Ыран термометр 20-25 градус ӑшӑ кӑтартӗ.

Юнкун вара пӗлӗтленӗ, ҫумӑрлӑ ҫанталӑк пуҫланӗ, ҫил вӑйланӗ, ҫавна май 11-13 градус ӑшӑ пек кӑна туйӑнӗ.

Канмалли кунсенче ҫумӑр ҫума чарӑнӗ, хӗвел тухӗ, 17-22 градус таран ӑшӑтӗ. Ахӑртнех, «карчӑк ӑшши» пуҫланӗ, вӑл авӑн уйӑхӗ варриччен тӑсӑлӗ.

 

Ҫутҫанталӑк

Синоптиксем авӑн уйӑхӗ мӗнле пулассине пӗлтернӗ. Уйӑх ҫуллахи ӑшӑ ҫанталӑкран пуҫланӗ. Ҫурлан 31-мӗшӗнче тата авӑнӑн 1-мӗшӗнче хӗвеллӗ, шӑрӑх пулӗ. Эппин, Пӗлӳ кунне ҫуллахи пек тӑхӑнса кайма юрать.

Уйӑх варриччен типӗ ҫанталӑк тӑрӗ. Ку – «карчӑк ӑшши». Иккӗмӗш ҫурринче вара кӗркуннехи ҫанталӑк хуҫаланма тытӑнӗ, ҫумӑрсем пуҫланӗҫ. Сывлӑш температури нормӑпа килӗшӳллӗн пулӗ.

 

Ҫутҫанталӑк
stihi.ru сайтри сӑн
stihi.ru сайтри сӑн

Синоптиксем ҫуллан юлашки эрни мӗнле пулассине пӗлтернӗ. Ҫанталӑк ӑшӑ тӑрӗ. Паян кӑнтӑрла хыҫҫӑн тата каҫхине каллех ҫумӑр ҫӑвӗ.

Ытларикун уяртӗ. Юнкун вара каллех ҫумӑрлӑ ҫанталӑк таврӑнӗ. Шӑматкун та, ахӑртнех, ҫумӑр ҫӑвӗ. Вырсарникун ӑшӑ та хӗвеллӗ ҫанталӑк тӑрӗ. Кӑнтӑрти районсенче термометр 30 градус патнеллех кӑтартӗ.

Ку эрнере вӑтамран 17-22 градус ӑшӑ пулӗ. Анчах анӑҫ енчен вӗрекен ҫил вӑйланнине пула кӗрхи пек тумланма тивӗ.

Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, авӑн уйӑхӗн пуҫламӑшӗ те лайӑх ҫанталӑкпа савӑнтарма пултарӗ.

 

Ҫутҫанталӑк
«Чеб.ру» сайтри сӑн
«Чеб.ру» сайтри сӑн

Синоптиксем пӗлтернӗ тӑрӑх, Чӑваш Ене тропика ӑшши килӗ, ҫумӑр ҫӑвӗ. Ҫумӑрӗ кӗҫӗрех ҫума тытӑнӗ, ыран та, шӑматкун, кӑнтӑрлаччен чарӑнмӗ. Кайран вара ӑшӑтӗ, республика пӗр талӑклӑха ӑшӑ секторне лекӗ: 20-25 градус таран ӑшӑтӗ, кӑнтӑр-тухӑҫ районӗсенче 30 градус таранах пулӗ.

Вырсарникун кӑнтӑрлаччен ҫапла ӑшӑ пулӗ. Кӑнтӑрла хыҫҫӑн вара сивӗтӗ, ҫумӑр ҫӑвӗ, аслати авӑтма пултарӗ, ҫил самай вӑйланӗ. Тунтикун вырӑнӑн-вырӑнӑн кӑна ҫумӑр ҫӑвӗ, 16-21 градус ӑшӑ пулӗ.

Ҫапах ҫулла кайма васкамасть. Гидрометцентр пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫурла уйӑхӗн вӗҫӗ климат норминчен 1-2 градус ӑшӑрах пулӗ.

 

Ҫутҫанталӑк

Синоптиксем ку эрнере мӗнле ҫанталӑк пулассине пӗлтернӗ.

Кӗҫӗр ҫумӑр ҫӑвӗ. Ыран, ытларикун, ытларах кӑнтӑр-анӑҫ районӗсенче ҫумӑрлӑ пулӗ. Хушӑран аслати те авӑтӗ, термометр 15-20 градус ӑшӑ кӑтартӗ.

Юнкун хӗвел тухӗ. Кӗҫнерникун каллех вырӑнӑн-вырӑнӑн ҫумӑр ҫума пултарать. Эрнекун вӑйлӑрах ҫӑвӗ, ҫил вӑйланӗ.

Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, канмалли кунсем те ҫумӑрсӑр иртмӗҫ. Шӑматкун кӑнтӑрти районсенче 30 градус таран ӑшӑтма пултарӗ, ҫуҫӗр енче сивӗрех пулӗ – 20 градусран кӑшт ытларах кӑна. Ҫумӑр ытларах республика варринчи тӑрӑхсенче пулӗ.

 

Ҫутҫанталӑк

Ҫурла уйӑхӗ мӗнле пулӗ? Синоптиксем акӑ мӗн пӗлтереҫҫӗ: хальхи шӑрӑх ку ҫулла — юлашки. Уйӑх пуҫламӑшӗнче чи шӑрӑх кунсем пулӗҫ те малалла сывлӑш температури чакма тытӑнӗ. Уйӑх варри тӗлне самаях сивӗтӗ, 15-20 градус кӑна ӑшӑ пулӗ.

Ҫитес вӑхӑтра ҫумӑрсем пуҫланӗҫ. Пӗрремӗш декадӑра вырӑнӑн-вырӑнӑн кӑна ҫӑвӗ, хушӑран — аслатиллӗ. Иккӗмӗш декадӑра сивӗрех, ҫумӑрлӑ ҫанталӑк тӑрӗ. Виҫҫӗмӗш декадӑра ҫумӑр тата ытларах ҫӑвӗ. Ҫапах ун чухне ҫуллахи ӑшӑ та таврӑнӗ.

 

Ҫутҫанталӑк
privet-rostov.ru сайтри сӑн
privet-rostov.ru сайтри сӑн

Ку эрнере мӗнле ҫантлӑк пулӗ? Синоптиксем пӗлтернӗ тӑрӑх, эрне пуҫламӑшӗ хӗвеллӗ пулӗ. Эрне варринче вара пӗлӗтленӗ, анчах ҫавӑн пекех ӑшӑ пулӗ, сивӗтмӗ.

Ҫурла уйӑхӗн пуҫламӑшӗнче пирӗн пата тропика сывлӑшӗ ҫитӗ, термометр 27-32 градус таран кӑтартӗ.

Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, шӑрӑх ҫанталӑк ҫурла уйӑхӗн пӗрремӗш декади вӗҫленичченех тӑрӗ.

 

Ҫутҫанталӑк
inbusiness.kz сайтри сӑн
inbusiness.kz сайтри сӑн

Синоптиксем пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫумӑр ҫума чарӑнса ҫуллахи шӑрӑх хуҫаланма тытӑнӗ.

Канмалли кунсенче уҫӑрах ҫанталӑк пулӗ. Ҫил те вӑйлӑ вӗрӗ. Каҫсерен 10-15 градус кӑна ӑшӑ пулӗ.

Шӑматкун кӑнтӑрла 20-25 градус ӑшӑ пулӗ. Вырсарникун пӗлӗтленӗ. Тунтикунран вара термометр 22-27 градус кӑтартма тытӑнӗ. Эрне варринче вара 30 градус шӑрӑх пулӗ.

Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫурла уйӑхӗн шӑрӑх ҫанталӑкран пуҫланӗ. Ҫумӑр ҫурлан 6-мӗшӗччен ҫумӗ.

 

Ҫутҫанталӑк

Синоптиксем ку эрнере мӗнле ҫанталӑк пулассине пӗлтернӗ. Паян хушӑран ҫумӑр ҫукалӗ. Ыран та, ытларикун, ӑшӑ пулӗ-ха, хӗвел ҫинче 32-37 градус шӑрӑх пекех туйӑнӗ. Кӑнтӑрла хыҫҫӑн вара аслатиллӗ ҫумӑр ҫума, ҫил вӑйланма пултарать.

Эрне варринче хушӑран ҫумӑр ҫума пултарать. Термометр кӑнтӑрласерен 22-27 градус кӑтартӗ.

Канмалли кунсенче уяр ҫанталӑк тӑрӗ. Анчах ҫӗрле 10-15 градус кӑна ӑшӑ пулӗ.

Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫитес эрне пуҫламӑшӗнче ҫуллахи лайӑх ҫанталӑк тӑрӗ. Утӑ уйӑхӗн 31-мӗшӗнче каллех ҫумӑр пулӗ, ҫурла пуҫламӑшӗнче пуҫламӑшӗнче те ҫӑвӗ.

 

Страницӑсем: 1, 2, [3], 4, 5, 6, 7, 8, 9, 10, 11, 12, 13, ... 37
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (20.11.2025 03:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 755 - 757 мм, -1 - -3 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ӗҫри ыйтусемпе ӗҫлесен аванрах. Сирӗн ҫине тӑрса вӗсене татса пама, ӗҫпе е ҫывӑх ҫынсемпе ҫыхӑннӑ пӑтӑрмахсене йӗркелеме тивӗ. Тӗллев патне талпӑнма юратни сире кӗтнинчен те лайӑхрах кӑтартусем парӗ. Канмалли кунсенче хӑнана кайни вара ывӑнтарӗ кӑна.

Чӳк, 20

1932
93
Карягин Сергей Афанасьевич, чӑваш журналисчӗ ҫуралнӑ.
1967
58
Куславкка хула пулса тӑнӑ.
2001
24
Петров Николай Петрович, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ агрономӗ вилнӗ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
хуҫа тарҫи
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хуть те кам тухсан та
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
хуҫа арӑмӗ
хуҫа хӑй
кил-йышри арҫын