Шупашкарта вырнаҫнӑ Республикӑри клиника онкологи диспансерӗн ҫуртне тӗпрен юсаса ҫӗнетме палӑртнӑ. Халӗ юсав ирттерекен организацие суйлама аукцион ирттерессине пӗлтернӗ. Контрактӑн пуҫламӑш хакӗ 321,4 миллион тенкӗпе танлашнӑ.
Онкодиспансерӑн хирурги корпусне, пульницӑн тулаш енне, ҫавӑн пекех хирургипе радиологи корпусӗсен территорине тирпей-илем кӗртесшӗн.
Юсав ӗҫӗсене 2023 ҫулхи раштав уйӑхӗн 11-мӗшӗнчен кая юлмасӑр вӗҫлемелле.
Чӑваш Енре «Атӑл» – Сӗнтӗрвӑрри – Октябрьски – Куславкка» автоҫула кӑҫал юсаса пӗтерме палӑртнӑ. Ӑна ҫӗнетес ӗҫе 2020 ҫултах пуҫӑннӑ. Ҫуркунне ҫитсен ҫул-йӗрҫӗсем юсав ӗҫне малалла тӑсӗҫ.
Чӑваш Енӗн Транспорт тата ҫул-йӗр хуҫалӑхӗн министерствинче пӗлтернӗ тӑрӑх, Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи ҫула ҫӗнӗ технологие пӑхӑнса сараҫҫӗ. Кивӗ асфальта ҫул айккине хытарма усӑ курӗҫ. Тротуарсемпе автобус чарӑнӑвӗсене те тума пӑхса хӑварнӑ.
Мӗнпур ӗҫе 2022 ҫулхи чӳк уйӑхӗн вӗҫӗ тӗлне вӗҫлемелле.
Сӑмах май каласан, «Атӑл» – Сӗнтӗрвӑрри – Октябрьски – Куславкка» автоҫула 1970 ҫулта тунӑ. Унта тӗплӗ юсав пӗрре те ирттермен, ҫулӑн хӑш-пӗр лаптӑкне ҫеҫ икӗ хутчен юсанӑ.
Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи Октябрьски (Ӗсмел) салинче Мӑн Енӗш урлӑ хывнӑ кӗпере тӗпрен юсӗҫ. Ҫак тӗллевпе 83,6 млн тенкӗ уйӑрнӑ. Кӗпере юсама аукционра шӑпах ҫакнашкал малтанхи хака палӑртнӑ та.
Хӑш подрядчик аукциона выляса илнине пушӑн 29-мӗшӗнче пӗтӗмлетӗҫ. Аукционта палӑртнӑ заданипе килӗшӳллӗн, юсав икӗ тапхӑрпа иртмелле — 2022 ҫулхи утӑ уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен пуҫласа ҫурлан 31-мӗшӗччен тата ҫитес ҫулхи ака уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен пуҫласа авӑнӑн 30-мӗшӗччен. Юсав хыҫҫӑн мӗн те пулин ҫӗмӗрӗлсен, подрядчикӑн ӑна 8 ҫул хушши хӑй шучӗпе пӑхса тӑмалла пулӗ.
Аса илтеретпӗр, ҫак кӗпере юсамалли проекта хатӗрлес тӗлӗшпе ҫулталӑк маларах аукцион ирттернӗччӗ.
Шупашкарти аэропорта кӑҫал юсаса пӗтерсе ӗҫлеттерсе ярасшӑн. Аэровокзал халӗ те ӗҫлет-ха. Анчах юсаса ҫӗнетнӗ хыҫҫӑн вӑл пысӑкланса-хитреленсе кайӗ.
Аэропорта юсама Федерацин сывлӑш транспорчӗн агентстви 2021 ҫулхи ҫурла уйӑхӗнче ирӗк панӑ. Хыҫҫӑнах унта строительсем ӗҫе пуҫӑннӑ. Чӑваш Енӗн транспорт тата ҫул-йӗр хуҫалӑхӗн министрӗ Владимир Осипов пӗлтернӗ тӑрӑх, ӗҫсем графикпа килӗшӳллӗн пулса пыраҫҫӗ.
2021 ҫула аэропорт пассажирсен йышӗпе те, рейссен шучӗпе рекордла кӑтартупа вӗҫленӗ. Пирӗн патран самолётсем ҫӗршывӑн тӗрлӗ хулине, Ҫурҫӗрпе Кӑнтӑр таранах, вӗҫеҫҫӗ. Ҫакӑнта федераци тата республика хыснисенчен укҫа уйӑрса пулӑшни те витӗм кӳрет.
Тӗплӗн юсаса ҫӗнетнӗ хыҫҫӑн Чӑваш патшалӑх филармонийӗ уҫӑлассине Чӑваш халӑх сайчӗ ӗнер пӗлтернӗччӗ-ха. Юсав ӗҫӗсемпе паллаштарма, сӑмах май каласан, культура учрежденийӗнче пресс-конференци ирттернӗ.
«Унччен эпир юханшыври карап пекчӗ, халӗ пире океанти лайнерпа танлаштарма пулать. Раҫҫейри тата тӗнче шайӗнчи ҫӑлтӑрсене чӗнме те намӑс мар. Кунта хальхи вӑхӑтри юрӑ-ҫемӗн ҫулленхи фестивальне ирттерес кӑмӑл пур», – хавхаланса калаҫнӑ филармонин илемлӗх ертӳҫи Николай Казаков.
Унсӑр пуҫне вӑл аслӑ ҫулхисем, ҫамрӑксем тата ача кӗтекен хӗрарӑмсем валли концертсем йӗркелесшӗн.
Федераци пӗлтерӗшлӗ «Атӑл» М-7 ҫулӑн 637-643-мӗш километрӗсене юсаса ҫӗнетес ӗҫ малалла пырать. Асӑннӑ лаптӑк – Шупашкар районӗнчи Хыркасси тата Явӑш ялӗсем хушшинче.
«Дорисс» строительство организацийӗ ӗҫе 2019 ҫулта пуҫӑннӑ, палӑртнине 2023 ҫул тӗлне вӗҫлемелле.
Проектра пӑхса хӑварнӑ тӑрӑх, унта транспорта иртсе ҫӳреме икӗ хутлӑ ҫул пулӗ, ҫул сарлакӑшӗ 4 йӗртен тӑрӗ.
Хальхи вӑхӑта илсен, 6 километр тӑршшӗ ҫултан 4,9 километрне юсаса ҫӗнетнӗ. Апла пулин те пурнӑҫламалли паянхи кун тӗлне самай-ха.
Шупашкар хулинче залива юсама тытӑннӑ. Республикӑн влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗнче хыпарланӑ тӑрӑх, ӗҫе чӳк уйӑхӗн ҫуррисенче вӗҫлемелле.
Амӑшӗн палӑкӗ умӗнчи лапама тата картлашкасене ҫӗнетесси, шыв сетьне улӑштарасси халӗ малалла пырать. Строительство объекчӗн тӗп архитекторӗ – Филипп Якубчук. Заливра ҫуран тата велосипедпа ҫӳремелли зонӑсем, ача-пӑчапа спорт лапамӗсем, баскетболпа воркаут лапамӗсемпулӗҫ. Юсав ӗҫӗпе тӳре-шарапа пӗрлех паллашнӑ Андрей Михайлов журналист «Хыпар» сайтӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, «залив хӗрринче пирс тунӑ, 1,5 пин тӑваткал метр брусчатка сарнӑ, дамба ҫине боллардсемпе, вырӑн-вырӑнпа асфальт сарнӑ, светильниксене улӑштарӗҫ, йывӑҫсемпе тӗмсем лартӗҫ».
Тӳрех палӑртар. Йӑлтах мар. Пӗр пайне.
Шупашкарти аэропортра юсав ӗҫӗсем пуҫланнӑ. Аэровокзалта пӗлтернӗ тӑрӑх, подряд организацийӗ реконструкцин малтанхи тапхӑрне пуҫӑннӑ. Паянхи куна илсен хатӗрленӳ ӗҫӗсем пыраҫҫӗ, ҫитес эрнере строительсем аэропорт ҫурчӗн пӗр пайне сӳтме тытӑнӗҫ.
Аэропортӑн паянхи аталанӑвӗ пирки сӑмах пуҫарнӑ май ҫакна илтерер: 2016 ҫулта «Шупашкарти халӑхсем хушшинчи аэропорт» тулли мар яваплӑ общество (вӑл «Аэрофьюэлз» компанисен ушкӑнне кӗрет) тата Чӑваш Ен Правительстви килӗшӳ тунӑ. Ун хыҫҫӑн «МАЧ» общество аэропорта тытса пырассине хӑй аллине илет, вӗҫевсен географине анлӑлатать, аэровокзал ҫуртне юсаса ҫӗнетет.
Авиапассажирсене турттарасси унтанпа икӗ хут ытла ӳснӗ, Шупашкартан самолётсем ҫӗршывӑн тӗрлӗ хулине вӗҫеҫҫӗ. Унччен хӑнӑхнӑ пек Мускавра Питӗре ҫеҫ мар. Сӑмахран, Ҫӗнӗ Уренгой, Минеральные Воды, хулисене.
Аэровокзала юсаса ҫӗнетнӗ хыҫҫӑн авиапассажирсене хӑтлӑрах та меллӗрех пулӗ.
Ҫак кунсенче Чӑваш Ен тӗп хулинче ҫӗнӗ клуб хутлӑхӗ уҫма хатӗрленеҫҫӗ. Вӑл Шупашкар хулинчи халӑхӑн социаллӑ ыйтӑвӗсене тивӗҫтерекен центрӑн пулӗ.
«Мой социальный центр» (чӑв. Манӑн социаллӑ центр) клуб хутлӑхне хута ярассипе ҫыхӑннӑ ӗҫсем халӗ малалла пыраҫҫӗ. Строительсем тар тӑкнипе пӗрлех йӗркелӳпе ҫыхӑннӑ ытти ӗҫе те пурнӑҫлаҫҫӗ.
Ҫӗнӗ учрежденире ваттисем валли тӗрлӗ енӗпе кӑсӑклӑ мероприятисем иртӗҫ. Халӑхӑн социаллӑ ыйтӑвӗсене тивӗҫтерекен центрпа танлаштарсан унти пурнӑҫа ҫулланнӑ ҫынсем хайсене кирлӗ пек йӗркелеме пултарӗҫ. Вӑл Константин Иванов урамӗнче вырнаҫӗ.
Шупашкарти филармоние юсама пуҫӑннӑ Питӗрти «Спецстрой» организаци республикӑн Культура, национальноҫсен ӗҫӗсен тата архив ӗҫӗн министерствипе судлашнӑ. Тавӑҫпа строительство организацийӗ республикӑн Арбитраж судне ҫитнӗ. Ҫапла тума ӑна юсав ӗҫӗшӗн укҫа тӳлесе татманни хистенӗ.
«Спецстрой» тулли мар яваплӑ обществӑпа республикӑн Культура министерстви контракта 2019 ҫулхи раштав уйӑхӗнче алӑ пуснӑ. Ӗҫ хакне 149,5 миллион тенкӗ тесе кӑтартнӑ. Организаци хӑйӗн тивӗҫне пурнӑҫланӑ, анчах саккасҫӑ ӑна тӳлесе пӗтермен-мӗн. Парӑм виҫи 6,651 миллион тенкӗ тӑрса юлнӑ.
Суд парӑма шыраса илме йышӑннӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (21.12.2024 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 749 - 751 мм, 0 - 2 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Григорьев Николай Григорьевич, чӑваш ҫыравҫи, профессор ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |