Ӗнер Тутарстан Республикинчи Элкел районӗнчи Сиктӗрме-Хусанкай ялӗнче чӑвашсен «Уявӗ» иртнине Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ-ха.
Аса илтерер: унта Чӑваш Енри делегаци те хутшӑннӑ. Уява Тутарстанри, Чӑваш Енри фольклор ушкӑнӗсем те пырса ҫитнӗ.
Халӑх тетелӗнчи «Елчӗк Ен» пабликра пӗлтернӗ тӑрӑх, «Чӑваш Республикин культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ», «Раҫҫей Федерацийӗн культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ» хисеплӗ ятсене тивӗҫнӗ Геннадий Борисов ертсе пыракан Патреккел халӑх хорӗ, Тӳскелти «Шуҫӑм», «Тускил» ансамбльсем пулнӑ.
Сӗнтӗрвӑрри тӑрӑхӗнче пурӑнакан ҫамрӑксем чӑвашла тумланса ҫемье ҫавӑрнӑ. Илемлӗ чӑваш тумӗпе вӗсем вырӑнти ЗАГСа пырса ҫитнӗ, унта вӗсем ҫырӑннӑ.
Дмитрий тата Татьяна каланӑ тӑрӑх, вӗсем йӑх-несӗлӗмӗрсен йӑли-йӗркине упраса хӑварасшӑн, чӑваш тумне вара мӑнаҫланса тӑхӑнаҫҫӗ.
Чӑваш Ен Элтеперӗ Олег Николаев аякри чӑвашсене чыслама йышӑннӑ. Ун пек документа вӑл иртнӗ эрнерех алӑ пуснӑ.
«Чӑваш Республики умӗнчи тава тивӗҫлӗ ӗҫсемшӗн» орден медалӗпе Мускаври «Чӑваш культурин обществи» организацин председательне Лира Смирновӑна чысланӑ.
Пушкӑртстанри Пелепей районӗнчи чӑвашсен наципе культура автономийӗн председательне Владимир Яковлева «Чӑваш Республикин культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ» ят панӑ.
Шупашкарти Чӑваш тӗррин музейӗнче ҫӗртме уйӑхӗн 14-мӗшӗнче паллӑ чӑваш дизайнерӗн Кристина Макосееван «Хӗвел ташши» курав уҫӑлӗ.
Кристина Макосеева — этнодизайнер, «Три солнца» (чӑв. Виҫӗ хӗвел) бренд авторӗ. Дизайнер хальхи вӑхӑтри тумпа тата аксессуарсемпе паллаштарӗ. Вӗсене вӑл чӑваш эрешӗпе хатӗрлет.
Экспозире чӑваш эрешӗллӗ илемлӗ тум ҫеҫ мар, ытти капӑр япала пулӗ. Сулӑсене, сӑмазран, вӑл чӑвашсен ваттисен сӑмахӗсене алӑпа ҫыраса хурать.
Сургутри чӑвашсем «Сӑпка юррисен историйӗсем 2.0» проекта пӗтӗмлетнӗ. Кун пирки Телеграмри «Пуринчен малтан. Ҫывӑрса юлмасан» каналта пӗлтернӗ.
«Туслӑх» чӑвашсен наци-культура центрӗн ертӳҫи Татьяна Толстова тӗнче тетелӗнче хыпарланӑ тӑрӑх, ку проект 11 наци организацине пӗрлештернӗ.
Ӗҫе 400 шкул ачине, 100 ытла мӑн ҫынна – музыкантсене, студент-дизайнерсене, педагогсене, ашшӗ-амӑшне – явӑҫтарнӑ.
Кӗнекене QR-код вырнаҫтарнӑ. Ҫавна май сӑпка юррисене итлеме, нацисен йӑли-йӗркипе паллашма пулать иккен.
Калининградри Светлогорск хулинче ҫу уйӑхӗн 17-18-мӗшӗсенче Раҫҫейри халӑхсен наци культурин ҫулсерен иртекен форумӗ пулнӑ.
Унта Мускаври чӑваш культурин обществин делегацийӗ хутшӑннӑ. «Ентеш» фольклор ансамблӗ те кайнӑ. Делегацие маларах асӑннӑ обществин председателӗ Лира Смирнова ертсе пынӑ.
Калининградри чӑвашсен «Туслӑх» организацийӗ илемлӗ экспозици хатӗрленӗ, чӑваш наци апат-ҫимӗҫне ас тивтерсе кӑтартнӑ, чӑваш сувенерине хатӗрлессипе ӑсталӑх сехечӗ ирттернӗ.
«Стамбул ҫинчен юратнӑ юрӑсем» ятпа ӗнер, ҫу уйӑхӗн 10-мӗшӗнче, Турцири Стамбул хулинче концерт иртнӗ.
«Вӑл пӗр самант пек иртсе кайрӗ, ырӑ аса илӳ хӑварчӗ», – тесе ҫырнӑ Стамбулта пурӑнакан чӑваш хӗрӗ Надина Джавадова халӑх тетелӗнчи хӑйӗн страницинче.
Чӑваш Енри Елчӗк районӗнче ҫуралса ӳснӗ, тахҫанах Турцинче тӗпленнӗ ентешӗмӗр пӗлтернӗ тӑрӑх, концерт вӑхӑтӗнче икӗ хор бенефисӗ иртнӗ. Стамбул хулин мэрийӗ ҫумӗнчи Турцири классика музыкин хорӗ Германири Ахен хулинчи хорпа пӗр сцена ҫине тухнӑ.
Турцинчи хор ҫывӑх вӑхӑтра Германие кайӗ.
Элӗк тӑрӑхӗнчи Татмӑш ялӗнче пурӑнакан Владислав Дубинин тӑванӗсене вунӑ сыпӑк таран тӗпченӗ. «Ҫак сӑваплӑ ӗҫе пуҫӑниччен вӑл тӑван ялӗн историне тишкернӗ», – пӗлтернӗ «Чӑваш Ен» патшалӑх телерадиокомпанийӗ.
2014-мӗш ҫулта ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ ҫав тӑрӑхри паллӑ таврапӗлӳҫӗ Александр Ананьев хӑй вӑхӑтӗнче кӗнеке кӑларма ӗмӗтленнӗ. Ял ҫинчен чылай материал тупнӑ, вун-вун статья ҫырнӑ. Унӑн аслӑ хӗрӗ Татьяна Евдокимова ашшӗ ӗҫне Владислав Дубининпа малалла тӑснӑ.
Владислав хӑйӗн несӗлӗсемпе те кӑсӑкланма тытӑннӑ. Вӗсен ҫемйине Чукмар тесе чӗннӗ-мӗн.
«Чукмар ратнинчен тухнӑскерем Китайра ҫеҫ мар, Норвеги, Америка ҫӗршывӗсенче те пурӑнаҫҫӗ. Ҫапла майпа "Чукмары из Татмыш" кӗнеке кун ҫути курнӑ – тӑванӗсене 10 сыпӑк таранах тӗпченӗ унта автор. Дубининсем, Дубиковсем, Дубинскисем, Дубровскисем тата Константиновсем – пурте Чукмарсем иккен», — хыпарланӑ Вероника Павловӑпа Димитрий Макаров хатӗрленӗ сюжетра.
Чӑваш халӑх юмахӗсенче мана кӑсӑклӑ сюжет мар, вӗрентсе калани килӗшет. Чӑваш халӑхӗн ӑсӗ вӗсенче пит вырнаҫуллӑ вырнаҫнӑ. Пӗрре эс кӑсӑклӑ сюжетпа каҫӑхса кайса паллашатӑн, тепре — унта хывса хӑварнӑ ӑса ӑша хыватӑн.
Ҫавна май 1982 ҫулта тухнӑ «Чӑваш юмахӗсем» кӗнеке, Г. Ф. Юмарт пухса хатӗрленӗскер, симӗс хуплашкаллӑскер, маншӑн пурнӑҫа вӗрентекен кӗнекесенчен пӗри шутланать. Ытти юмах пуххисем аван пулӗ те, анчах шӑп ҫак кӑларӑмра ман шутпа пурнӑҫа вӗрентекен юмахсем чылай кӗнӗ. Ачалӑхра вӑл ман пурччӗ, анчах упранса юлаймарӗ. Кайран вара тепӗр экземпляра эп хамӑн юлташран ыйтса тупнӑччӗ. Чӑрмаланса пӗтнӗскер пулин те ман кӗнеке ҫӳлӗкӗнче вӑл чи пӗлтерӗшлӗ вырӑн йышӑнать.
Пурнӑҫа вӗрентни вара унта пит нумай. Калӑпӑр, «Тилӗ тус» юмах хыҫҫӑн эп ҫӗнӗ япала туянсан кивӗ япалана тӳрех кӑларса пӑрахмастӑп. Ҫӗнни чӑн та йӗркеллӗ пулнине тӗрӗслесе ӗненсен кӑна киввинчен хӑтӑлатӑп (вӗсене пухса пыни те йӗркеллӗ мар-ҫке). «Лаша шырани» юмах евӗрли хампа та пӗрре пулса иртнӗччӗ — пӗррехинче каҫса кайсах алӑри телефона шырарӑм (кунта пурнӑҫа вӗрентни ҫук ӗнтӗ, анчах юмах сюжетне чӑн пурнӑҫран илни куҫ кӗрет)…
Ку умсӑмах пулчӗ.
Луганск хулинче Илемпи ятлӑ ҫӑка ӳсет. Унӑн хунавне Халӑх фрончӗн Чӑваш Ен хастарӗ Александр Филиппов нумаях пулмасть лартса хӑварнӑ. Ӑна вӑл унччен икӗ кун маларах ҫут тӗнчене килнӗ хӗрӗн ячӗпе Илемпи ят панӑ.
Чӑваш Енпе Луганск килӗштерсе ӗҫлеме пуҫланӑ май унта пирӗн патри хастарсем тӑтӑшах кайса ҫӳреҫҫӗ, май килнӗ таран пулӑшма тӑрӑшаҫҫӗ. Лугански Туслӑх паркне валли нумаях пулмасть Чӑваш Енрен тӗрлӗ йывӑҫ хунавне илсе кайнӑ.
Чӑвашсем ывӑл ҫуралсан юман лартнӑ, хӗр ҫуралсан — ҫӑка. Чӑваш хастарӗсенчен пӗри Александр Филиппов Луганскра ҫӑка хунавӗ лартнӑ. Ӑна вӑл Илемпи ят панӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (21.12.2024 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 749 - 751 мм, 0 - 2 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Григорьев Николай Григорьевич, чӑваш ҫыравҫи, профессор ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |