Мускаври ВДНХра «Раҫҫей» курав малалла ӗҫлет. Чӑваш наци музейӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, паянхи куна унта чӑваш тӗррин кунне халалланӑ.
Курава пырса куракансем чӑва эрешӗллӗ брошка хатӗрлеме пултараҫҫӗ. Ҫав енӗпе вӗсене Чӑваш тӗррин музейӗнче ӗҫлекен Татьяна Петрова пулӑшать. Наци тумне тӑхӑнса сӑн ӳкерӗнме те май пур. Пысӑк экран ҫинче вара чӑвашсен виҫӗ этнографи укшӑнӗпе паллаштаракан фильм кӑтартаҫҫӗ.
Шупашкар хулинчи халӑхӑн социаллӑ ыйтӑвӗсене тивӗҫтерекен комплекслӑ центрта тӑрӑшакансем паян ӗҫе чӑваш эрешӗллӗ тумпа пынӑ. Ятарлӑ ҫипуҫ ҫуккисем хӑйсен тумне тӗрленӗ алшӑллисемпе илемлетнӗ.
«Ӗҫе тӗрӗпе» республика акцине эпир хаваспах хутшӑнатпӑр. Ҫипуҫ ҫумне илемлӗн ҫыпӑҫтарса хунӑ пӗчӗк сӑмса тутри те илем кӳрет, сӑн ҫуталсах каять», — тенӗ центрта ӗҫлекен Татьяна Ильина.
Унсӑр пуҫне центра куравсем те уҫӑлнӑ. Унта учреждение ҫӳрекен кинемейсемпе мучисем ӑсталанӑ хитре япаласемпе паллаштараҫҫӗ.
Шупашкарта юпа уйӑхӗн 20-мӗшӗнче ҫамрӑк художниксен «Юн» куравӗ уҫӑлнӑ.
Вӑл Ярославль урамӗнчи 42-мӗш ҫуртри «Нехудожник» галерейӑра ӗҫленӗ.
Ӑна йӗркелекенсем пӗлтернӗ тӑрӑх, курава чӑваш ҫӗрӗ ҫинчи ӳнерпе паллаштарас, ун ҫинчен ытларах каласа кӑтартас тӗллевпе ирттернӗ. Экспозици никӗсӗнче — этносра хӑйсене шыракан ҫамрӑксем.
«Самоотречение. Самоосознание!» лозунгпа ирттернӗ куравра 17 ҫамрӑк пултарулӑхӗпе паллашма май килнӗ.
Курава ҫамрӑксем хутса ӑшӑтман, ҫутӑсӑр пӳлӗмре йӗркеленӗ. Чунсӑр ҫурта чун кӗртнӗ темелле-тӗр.
Куравра Настасия, Юратса Амайа, Ксения Кошелева (Чувишенка), Юрий Никандров, Федорова Нина, Алкания Туктарова, Михаил Маюшкин, VALERI, Полина Серафимова, Юма Андреева, Катико, Олич Алеха, rv, Лиза Шаплина, Савӑнпи, Коля Т, Анастасия Сайкова ӗҫӗсем пулнӑ.
Шупашкар районӗнчи хастарсем Тӗмен хулинче пулнӑ, унта чӑваш культурипе паллаштарнӑ.
Чӑваш Республикин культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗсем Маргарита Павлова тата Любовь Вазюкова, Шупашкар районӗнчи паллӑ хореограф Надежда Васильева ҫурҫӗрте пурӑнакан чӑвашсем валли чӑваш тӗррине тӗрлеме тата чӑвашла ташлама вӗрентекен ӑсталӑх сехечӗсем ирттернӗ.
Аякри йӑхташӑмӑрсем ку тӗлпулӑва ӑшшӑн йышӑннӑ.
Тутар Республикин Пӗкӗлме районӗнчи Наратлӑ ятлӑ чӑваш ялӗнче тата Элмет районӗнчи тӗне кӗмен чӑвашсен ялӗнче концерт иртнӗ.
Пӗкӗлме хулинчен унта «Мерчен» тата «Туйралинка» ушкӑнсем килсе ҫитнӗ. «Патраклӑ ялӗнче «Ҫеҫпӗл» ушкӑнӗпе ансамбль манӑн «Тӑван ял» юрра юрласа савӑнтарчӗ», — пӗлтернӗ Францири чӑвашсен ассоциацийӗн ертӳҫин ҫумӗ, Францирен хӑнана килнӗ чӑваш хӗрӗ Галина Таймасова.
Пӗрремӗш каналпа каллех чӑвашсене кӑтартнӑ. Хальхинче — ентешӗмӗрсем пӗтӗм халӑх хушшинчи «Раҫҫей» курав-форума епле хатӗрленни ҫинчен каласа кӑтартнӑ.
Асӑннӑ форум чӳк уйӑхӗн 4-мӗшӗнче, Халӑхсен пӗрлӗхӗн кунӗнче, Мускаври ВДНХра уҫӑлӗ. Унта ҫӗршыври мӗнпур 89 субъект хутшӑнӗ.
Чӑваш Енре хатӗрленӗ «Раҫҫейӗн тӗрленӗ карттии» мероприятин визит карточки пулассине пӗлтереҫҫӗ. Унӑн цифра копине асӑннӑ ҫурта кӗнӗ ҫӗре вырнаҫтарса хурӗҫ.
Куравра чӑваш йӑли-йӗркиллӗ туйпа паллаштарӗҫ. Пулас мӑшӑрсем, Максим тата Анастасия, туя ҫине тӑрсах хатӗрленеҫҫӗ.
Пирӗн сумлӑ ентешӗмӗр, СССР лётчик-космонавчӗ, авиацин генерал-майорӗ, Совет Союзӗн икӗ хут Геройӗ, Андриян Николаев ҫуралнӑранпа 2024 ҫулхи авӑн уйӑхӗн 5-мӗшӗнче 95 ҫул ҫитӗ.
Унӑн ятне-сумне халӑхра сарас тӗллевпе 2024 ҫулта пирӗн республикӑра уяв мероприятийӗсем иртӗҫ.
Ҫавӑн пек Хушӑва республика Элтеперӗ Олег Николаев алӑ пусса ҫирӗплетнӗ, документа республикӑн влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗнче вырнаҫтарнӑ.
Иван Яковлев ҫуралнӑранпа 175 ҫул ҫитнине халалласа Хусанта ҫавра сӗтел иртӗ. Мероприятие Чӑваш Енӗн Наци вулавӑшӗ, Хусанти федераци университечӗ тата Тутарстанри наци библиотеки авӑн уйӑхӗн 21-22-мӗшӗсенче пӗрле пулса ирттерӗҫ.
«Гений места. Технология работы с наследием И.Я. Яковлева в современных архивах, музеях и библиотеках» ятлӑ регионсем хушшинчи ҫавра сӗтел Н.И. Лобачевский ячӗллӗ ӑслӑлӑх вулавӑшӗнче иртӗ.
Унта Чӑваш Енӗн культура министрӗн пӗрремӗш ҫумӗ Татьяна Казакова, Тутарстан культура министрӗн пӗрремӗш ҫумӗ Юлия Адгамова, Хусанти федераци университечӗн ӑслӑлӑх енӗпе ӗҫлекен проректорӗ Дмитрий Таюрский, музейсемпе архивсен, вулавӑшсен ӗченӗсем хутшӑнӗҫ.
«Пулаҫҫӗ вӗт тӗнчере ҫакӑн пек пултаруллӑ та ӗҫчен хӗрсем: пӑрчӑкан пек вӑр-вар, чӗкеҫ пек чӗвӗлти, кӑввик кӑвакарчӑн пек кӑмӑллӑ!» Ҫакӑн пек ырласа ҫырнӑ Марина Карягина тележурналист халӑх тетелӗсенчен пӗринчи хӑйӗн страницинче. «Хальхинче Дина Трякова ал ӗҫ маҫтӑрӗ пирки-ха сӑмахӑм», — тенӗ вӑл.
Йӗреҫ районӗнчи Пучинке хӗрӗ Дагестанра иртнӗ халӑх пултарулӑхӗн фестивалӗнче ӗҫтешӗсемпе пӗрле Чӑваш Ен культурипе паллаштарнӑ. Марина Карягина унран илнӗ интервью «Россия 1» каналпа эфира тухӗ.
Марина Карягина ертсе пыракан «Ирхи тӗпел» кӑларӑмра (ӑна «Чӑваш Ен» ПТРК кӑтартать) Канаш районӗнчи Мӑкӑр ялӗнчи пултаруллӑ икӗ хӗрарӑм пулнӑ.
Марина Карягина халӑх тетелӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, студие Вероника Долматова баянпа, Вероника Иванова купӑспа пырса кӗнӗ.
Икӗ Вероника (вӗсем — иккӗмӗш сыпӑкри йӑмӑкӗпе аппӑшӗ) вырӑнти «Туслӑх» фольклор ушкӑнне ҫӳреҫҫӗ.
Вероника Ивановна профессилле купӑсҫӑ мар, анчах вӑл ҫак инструментпа ӑста калама пӗлет, ҫавна хӑй тӗллӗн вӗреннӗ.
Вероника Юрьевна виҫӗ ача амӑшӗ пулин те студие тухья тӑхӑнса пынӑ. Вӑл ӑнлантарса панӑ тӑрӑх, хитре чӑваш кӗпипе тухьяна аппӑшӗ, Вероника Ивановна, тӗрлесе панӑ, ҫавна кӑтартас тесе вӑл хӗр тумне тӑхӑннӑ.
Вероника Иванова вырӑнти фольклор ушкӑнне ертсе пырать, ушкӑнри хӑй тӗллӗн вӗреннӗ артистсене те чӑваш тумне тӗрлесе парать. Унсӑр пуҫне вӑл тӗрӗ ӑсталӑхне ачасене вӗрентет.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (22.12.2024 03:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, -1 - -3 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Кӑрмӑш гербне йышӑннӑ. | ||
| Вӑта Тимӗрҫен шкулне уҫнӑ. | ||
| Аслут Александр Николаевич, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |