
Шупашкарти 40-мӗш вӑтам шкулта ӗҫлекен Алекснадр Степанов шкул ачисем валли «Хевте» уйлӑх (лагерь) йӗркелессине пӗлтернӗ. Уйлӑха «Хавал» ушкӑнпа пӗрле пуҫарса янӑ.
Вӑл кӑҫалхи утӑ уйӑхӗн 25-мӗшӗнчен пуҫласа ҫурла уйӑхӗн 1-мӗшӗччен «Алый парус» ача-пӑча санаторийӗнче иртӗ. Унта 20-25 ачана кӗтеҫҫӗ. Ку — тӳлевлӗ мероприяти. Пӗр ачашӑн 18,7 пин тенке тӳлемелле). Унта 8-16 ҫултисем хутшӑнма пултарӗҫ .
«Ертӳҫисен ушкӑнне хальлӗхе 4 ҫын кӗрет: Алпарух (Александр Блинов, пуҫлӑх), Айтар (Александр Степанов), Уйӑхпи (Вероника) тата Анна (Хусан федераци университечӗн студентки)», — пӗлтернӗ Александр Марсович халӑх тетелӗнчи хӑйӗн страницинче.
Программа вара ҫӑпларах пулӗ: кашни кун пӗрер сехет чӑваш чӗлхи тата ҫавӑн чухлех кашни кун пӗрер сехет пӗр-пӗр ют чӗлхе (тӗслӗхрен, акӑлчан, турккӑ, итальян чӗлхисем - ачасем хӑйсем суйлӗҫ) вӗренӗҫ.
Унсӑр пуҫне ачасем валли чӗлхе вӑййисем, ӑсталах лаҫҫисем ирттерӗҫ.
«Хавал» университетри пек эпир те ачасене кунӗпех чӑвашла калаҫтарма тӑрӑшӑпӑр», — хыпарлана Александр Степанов.
Ҫыхӑнмалли телефон: +7 952 022 9054. Телеграмри контакт: @cv_haval21 е @alparuh.

Ака уйӑхӗн 25-мӗшӗнче пирӗн республикӑра Чӑваш чӗлхи кунне уявлӑпӑр, ака уйӑхӗн 29-мӗшӗнче — Патшалӑх элемӗсен кунне. Ҫавна май пирӗн тӑрӑхра Чӑваш чӗлхи эрни иртет.
Эрне ака уйӑхӗн 17-мӗшӗнче Республикӑн ача-пӑчапа ҫамрӑксен вулавӑшӗнчи «Чӑваш чӗлхи! Тӑван чӗлхе!» программӑпа уҫӑлнӑ. Ака уйӑхӗн 22-мӗшӗнче Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗнче «Ҫӑкӑр чӗлли» спектакль кӑтартнӑ.
Чӑваш наци музейӗ ӗнер тата виҫӗмкун хулари шкулсене ҫитсе Чӑваш чӗлхи кунӗсем ирттернӗ. Ӗнер пирӗн республикӑра Пӗтӗм чӑваш диктантне ҫырнӑ.
Паян Чӑваш Енӗн наци вулавӑшӗнче аудиокӗнеке вулакансен «Тӑван сӑмах» республикӑри конкурсӗн ҫӗнтерӳҫисене чыслӗҫ.

Ака уйӑхӗн 22-мӗшӗнче Муркаш районӗнчи Чӑваш Сурӑм вӑтам шкулӗнче «Эпир чӑваш ачисем» уяв иртнӗ. Ӑна ачасене И.Я.Яковлев ӗҫӗ-хӗлӗпе паллаштарас, тӑван халӑх культурине хаклама тата упрама вӗрентес тӗллевпе йӗркеленӗ.
Ачасем уявра чӑвашла сӑвӑсем каланӑ, юрӑсем юрланӑ, ташланӑ. Вырӑнти шкулта ӗҫлекен Алина Петрова пӗлтернӗ тӑрӑх, уяв питӗ хаваслӑ та савӑнӑҫлӑ иртнӗ.

Ака уйӑхӗн 21-25-мӗшӗсенче Шупашкарти ача пахчисенче «Неделя народной культуры» (чӑв. Халӑх культурин эрни) фестиваль иртӗ. Шкул ҫулне ҫитменнисен учрежденийӗсенче ачасене чӑваш юмахӗсемпе, чӑваш юррисемпе тата халӑх ваййисемпе паллаштарӗҫ.
Чӑваш тумӗпе паллаштаракан, ал ӗҫне хӑнахтаракан ӑсталӑх лаҫҫисем ӗҫлӗҫ. Ачасене хулари музейсене илсе кайса тӑван тӑрӑх историйӗпе паллаштарӗҫ.

Пушкӑртстанри Ҫтерлӗ (Стерлитамак) хулинче «Ачалӑх тӗнчи» фестиваль-конкурс иртнӗ. Кун пирки «Хыпар» издательство ҫурчӗн журналисчӗ Елена Атаманова халӑх тетелӗнчи хӑйӗн страницинче пӗлтернӗ.
«Аякри тӑвансем тӗлӗнтерчӗҫ те, савӑнтарчӗҫ те. Ҫӗр-ҫӗр ача ҫитнӗччӗ уява, пурте-пурте чӑваш тумӗпе, капӑрлӑхсемпе. Чӑвашла хитрен юрлаҫҫӗ, паллӑ поэтсен сӑввисене шӑрантараҫҫӗ, чӑваш тумӗ ҫинчен каласа кӑтартма та пӗлеҫҫӗ.
Асӑрхӑр: ял ачисем мар, хулара пурӑнакан шӑпӑрлансем!
Пушкӑртстанра тем тесен те урӑхларах!!! Пушкӑртстанра чӑвашлӑха хисеплени, юратни, тӑван чӗлхене, культурӑна, йӑла-йӗркене сума суни тата вӑйлӑрах курӑнать! Вӗсем туслӑха хаклама, пӗрле чӑмӑртанса, пӗр-пӗрне ура хумасӑр, вак-тӗвекленмесӗр, пӗр-пӗрне ӑмсанмасӑр ӗҫлеме пӗлеҫҫӗ. Тата ҫав тери уҫӑ кӑмӑллӑ та тарават! Чаплӑ, чаплӑ Уяв тӑк уяв пулчӗ!» — хавхаланса та ҫунатланса пӗлтернӗ мероприяти пирки Елена Атаманова журналист.

Паян Чӑваш таврапӗлӳҫисен форумӗ иртнӗ. Унта чӑвашсем Пушкӑртстанран, Чӗмпӗртен, Ӗренпуртан тата ытти ҫӗртен килсе ҫитнӗ. Чӑваш культурине тӗпчекенсен форумӗ Чӑваш Енӗн Наци вулавӑшӗнче иртнӗ.
«Вӗсем ҫак ӗҫе чун ыйтнипе (пӗр тӳлевсӗр) туса пыраҫҫӗ, ҫавӑнпа ҫулталӑкра пӗрре пухӑнса аякри йӑхташӑмӑрсемпе пӗрле сӳтсе яваҫҫӗ», – тесе тӗрӗс палӑртнӑ вулавӑш ӗҫченӗ Антонина Андреева халӑх тетелӗнчи хӑйӗн страницинче.

Балашиха хулинчи «Солнышко» (чӑв. Пӗчӗк хӗвел) кану центрӗнчи «Тӑвансемӗр» вырӑс-чӑваш юррин ансамблӗ «Музыка в метро» проекта хутшӑннӑ.
Ансамбль ертӳҫи — Лидия Петрова.
Проект пирки Алексей Макаревский халӑх тетелӗнчи хӑйӗн страницинче пӗлтернӗ тӑрӑх, вӑл — нумай енлӗ проект.
Музыкантсем ҫӗнӗ итлекенсене тупаҫҫӗ, пассажирсем ҫула май тенӗ пек юрӑ-кӗвӗпе киленеҫҫӗ.

Чӑваш Енре пурӑнакансем Таиландра чӑваш юррине янӑратнӑ. Тӗрӗссипе, сцена ҫинче янӑраман-ха. Мототаксире. Ӑшӑ ҫав ҫӗршывра тук-туксем урам тӑрӑх хутлаҫҫӗ.
Таиланда канма кайнӑ чӑвашсем Пхукет хулипе мототаксипе вӗҫтерсе пынӑ чухне чӑваш юррине ярса пама ыйтнӑ. Ара, тук-тукра Bluetooth-колонка пулнӑ та, таксист каланине итленӗ.

Чӑваш хастарӗсем ҫулсеренех «Хавал» университет уҫаҫҫӗ. Кӑҫал вӑл утӑ уйӑхӗн 16-мӗшӗнчен пуҫласа 22-мӗшӗччен ӗҫлӗ.
Аса илтерер: унта чӑваш чӗлхине вӗренме, тӑван халӑхӑмӑрӑн пуян эткерлӗхӗпе кӗске вӑхӑтра туллин те тӗрлӗ енлӗн паллашма май туса параҫҫӗ.
Кӑҫал «Хавал» ҫуллахи университет «Мечта» санаторире ӗҫлӗ. Вӑл Шупашкартан инҫех мар.
Ҫуллахи университета чӑваш чӗлхипе кӑсӑкланакансене пурне те хапӑл туса кӗтсе илӗҫ.

Нумаях пулмасть пирӗн республикӑра «Их имена останутся в истории» (чӑв. Вӗсен ячӗсем историре юлӗҫ) темӑпа ӑслӑлахпа практика конференцийӗ иртнӗ. Ӑна Тӑван ҫӗршыв хӳтӗлевҫин ҫулталӑкне тата К.П. Неверов генерал-лейтенант ҫуралнӑранпа 130 сул ҫитнине халалланӑ.
К.П. Неверов — чӑваш купсин, меценанчӗн Прокопий Ефремовӑн мӑнукӗн ывӑлӗ. Лидия Филиппова журналист тата публицист халӑх тетелӗнчи хӑйӗн страницинче пӗлтернӗ тӑрӑх, мероприяти ҫӳллӗ шайра иртнӗ. Унта ӑслӑлӑх ӗҫченӗсем, таврапӗлӳҫӗсем, педагогсем, литераторсем, ветерансем, кадетсем тата ыттисем хутшӑннӑ. Шупашкартан ҫеҫ мар, Челепир хулинчен те. Ҫавсен йышӗнче чӑваш меценанчӗн йӑхӗнчен тухнисем те пулнӑ. Мероприяти вӑхӑтӗнче, сӑмахран, Неверов генерал-лейтенантӑн Челепирти мӑнукӗ Наталия Викторовна телефонпа ҫыхӑнса калаҫнӑ.
