Чӗмпӗр хулинче Акатуя пуҫтарӑнӗҫ. Ӑна ҫак эрнере, ҫу уйӑхӗн 27-мӗшӗнче, ирттерме палӑртса хунӑ.
Аса илтерер: Акатуя ҫурхи уй-хир ӗҫне вӗҫленӗ хыҫҫӑн уявлаҫҫӗ. Паянхи кун ӑна республика тулашӗнчи чӑвашсем тӑван халӑхӑмӑр йӑли-йӗрине тытса пырас, упраса хӑварас тӗллевпе йӗркелеҫҫӗ.
Чӗмпӗрти уявра Акатуй йӑли-йӗркине кӑтартса парӗҫ, куракансене фольклор коллективӗсем юрӑ-ташӑпа савӑнтарӗҫ. Вӑйпиттисем кӗрешсе тупӑшӗҫ, кире пуканӗ йӑтӗҫ.
Ал ӑстисем хӑйсен ӗҫӗсемпе паллаштарӗҫ. Акатуйра чӑвашсен апат-ҫимӗҫне ас тивсем пӑхма та май килӗ.
Тутарстанри Ҫыранҫи Чаллӑ хулинче чӑвашсен Уявӗ иртнӗ.
Телеграмри «Пуринчен малтан. Ҫывӑрса юлмасан» каната пӗлтернӗ тӑрӑх, йӑхташӑмӑрсем уява «Ҫуллахи Микула кунӗпе ҫураҫуллӑн пухӑнаҫҫӗ».
Асӑннӑ ҫӑлкуҫра ҫырса кӑтартнӑ тӑрӑх, ҫамрӑксем вӑййа тухнине кӑтартса панӑ, карталанса юрланӑ, ташланӑ, кӑмӑл туличчен савӑннӑ.
Уява асӑннӑ хулари чӑвашсен наципе культура автономийӗ тата «Чӗкеҫ» халӑх ансамблӗ (пултарулӑх ушкӑнне Елена Кондюкова ертсе пырать) йӗркеленӗ.
Раҫҫейри халӑхсен ҫуртӗнче ҫӗршыври чӑвашсен федераци наципе культура автономийӗн уйрӑм вырӑн пулӗ. Ку хыпара Чӑваш Енӗн нацителекуравӗ пӗлтернӗ.
Чӑваш Ен Элтеперӗ Олег Николаев Раҫҫейри халӑхсен ҫурчӗн директорӗпе Анна Полежаевӑпа тӗл пулнӑ. Халӑхсен ҫурчӗ Чӑваш Енпе пӗрле тӗрлӗ проекта пурнӑҫа кӗртме палӑртать иккен.
Анна Полежаева пирӗн республикӑран вӗренмелли чылай тесе палӑртса хӑварнӑ. Ырӑ тӗслӗх шутӗнче вӑл Раҫҫейӗн тӗрленӗ карттине палӑртнӑ.
Чӑваш чӗлхин «Хавал» ҫуллахи университечӗ (хастарсем ҫапла ят панӑ. Ытти ҫул уйлӑх текенччӗ) кӑҫал та ӗҫлӗ. Шучӗпе 13-мӗш хут иртӗ вӑл. Чӑваш хастарӗсем хальхинче Етӗрне районӗнчи «Сӑр шурӑмпуҫӗ» кану базинче пухӑнӗҫ. Университет утӑ уйӑхӗн 9-мӗшӗнчен пуҫласа утӑ уйӑхӗн 14-мӗшӗччен ӗҫлӗ.
Чӑваш чӗхин ҫуллахи университетне хутшӑнас тесен кӑштах укҫа тӳлемелле. Вӑл программӑна хутшӑнма, чӗлхе вӗреннӗшӗн тӳлеме, кану базинче пурӑннине тата апатланнине саплаштарма кайӗ.
Университет ӗҫе-хӗлӗпе ҫыхӑннӑ ыйтусене Алпарух (Александр) Блинов (унӑн телефон номерӗ +79023285051, халӑх тетелӗнчи страници — https://vk.com/alparuh, Телеграмри — https://t.me/alparuh) урлӑ уҫӑмлатма май килӗ. Мускавра пурӑнакансем Павел (Павӑл) Нягинпа (телефон номерӗ +79530158189, халӑх тетелӗнчи страници — https://vk.com/el4ek е Телеграмри — https://t.me/pavl_v_n) ҫыхӑнайӗҫ. Самарӑрисене Сергей Захаров (тел. +79277529296, халӑх тетелӗнчи страници — https://vk.com/justlikecariboo) пулӑшайӗ.
Ака уйӑхӗн 25-мӗшӗнче, Чӑваш чӗлхи кунӗнче, Мускавра «DIVA Ethno Future Sound» ушкӑнӑн концерчӗ пулнӑ.
Чӑваш музыкин этно-проектне чӑваш халӑх юррисене куракансем патне тӗнче шайӗнчи жанрпа ҫитерес тӗллевпе йӗркелесе янӑ. Ӑна Мускавра пуҫарнӑ. Тӗнче шайӗнчи музыкантсем Пысӑк театр сцени ҫине те тухаҫҫӗ, тӗнче шайӗнчи конкурссене те хутшӑнаҫҫӗ. Маттур артистсен концертне чӑваш культурипе тата чӗлхипе кӑсӑкланакансем пухӑннӑ.
«DIVA Ethno Future Sound» ушкӑн концертне Шупашкарта та курма май килнӗ. Асӑннӑ коллектив Чӑваш патшалӑх филармонийӗнче ака уйӑхӗн 28-мӗшӗнче концерт лартса панӑ.
Ака уйӑхӗн 28-мӗшӗнче Мускаври Раҫҫей патшалӑх истори библиотекинче И.Я.Яковлев ҫуралнӑранпа 175 ҫул ҫитнине халалланӑ конференци иртессине эпир унччен пӗтернӗччӗ-ха.
Марина Карягина тележурналист пӗлтернӗ тӑрӑх, конференцие Чӑваг Енӗн Наци вулавӑшӗн директорӗ Роза Лизакова ертсе пынӑ, тӗп хулари библиотекӑн пуҫлӑхӗ Михаил Афанасьев, Чӑваш Енӗн культура министрӗ Светлана Каликова, Раҫҫейӗн наукӑсен академийӗн информатика проблемисене тӗпчекен центр ертӳҫи Юрий Чёрный, Мускаври чӑваш культурин пӗрлешӗвӗн ертӳҫи Лира Смирнова салам сӑмахӗпе тухса калаҫнӑ.
«И.Я. Яковлев еткерне тишкерсе нумай ӗҫ тӑватпӑр. Ҫав ӗҫсене пӗтӗмлетсе форумра Олег Студенцов (гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институчӗ, Шупашкар), Нина Литвинова (Чӗмпӗр), Галина Ертмакова (ЧР патшалӑх истори архивӗ, директор), Александр Семёнов (ЧР патшалӑх истори архивӗ), Андрей Зарубин (Чӑваш патшалӑх Наци музейӗ), Татьяна Баймушкина (ЧР Наци библиотеки, директор ҫумӗ), Галина Быкова (ЧР Наци библиотеки, директор ҫумӗ), Надежда Кириллова (ЧР тава тивӗҫлӗ артисчӗ) тухса калаҫрӗҫ. Эпӗ Вӗрентекенӗмӗрӗн сӑнарне "Чувашия" ГТРК ӳкернӗ телефильмсенче камсем тата мӗнле кӑтартни ҫинчен кӗскен каласа патӑм», — хыпарланӑ «Контактра» Марина Карягина.
Красноармейски тӑрӑхӗнчи Мефодьевсем ачисене чӑваш йӑли-йӗркине хӑнӑхтараҫҫӗ.
Ҫемьере пилӗк ача ӳсет: виҫӗ хӗрпе икӗ ывӑл. Асламӑшӗ тата амӑшӗ кӑтартса пулӑшса пынипе хӗрсем чӑваш тӗррине тӗрлеме тата пир тӗртме ханӑхаҫҫӗ.
Светлана Матвеевна ачаранах тӗрлеме юратнӑ. Ҫав ӑсталӑха хӗрарӑм Натальӑна, хӑйӗн ывӑлӗн Алексейӑн арӑмне, вӗрентнӗ.
«Асатте-асаннесен йӑлана-йӗркине упраса хӑвармалла, ӑна ҫамрӑксене вӗрентмелле», — тет ҫемье пуҫӗ Алексей Валерьевич.
Ӗнер «Культура» телеканал чӑвашсене тата Атӑл тӑрӑхӗнчи ытти вак халӑха ҫутта тухма пулӑшнӑ Иван Яковлев ҫуралнӑранпа 175 ҫул ҫитни ҫинчен сюжет кӑтартнӑ.
Иван Яковлев сумлӑ педагог, ҫыравҫӑ, тӑлмачӑ, хальхи чӑваш алфавитне йӗркелекенӗ тата пӗрремӗш чӑваш шкулне уҫаканӗ пулнӑ.
Аслӑ патриархӑмӑр хӑй пурӑннӑ вӑхӑтра 400 ытла шкул уҫса хӑварнӑ. Чӑваш ачисем валли ҫеҫ мар, ытти халӑхсенни валли те.
Ҫуралсан виҫӗ кунтан тӑлӑха юлнӑскер ырӑ ҫемьене лекнӗ. Каярах ӑна темле ура хума хӑтланакан та пулнӑ, анчах Иван Яковлевӑн ырӑ ячӗ тата ырӑ ӗҫӗсем упранса юлнӑ.
Чӗмпӗр хулинче пӗлтӗр чӑваш алфавитне халалласа палӑк лартнӑччӗ. Ӑна Иван Яковлев уҫнӑ чӑваш шкулӗн картишӗнче вырнаҫтарнӑ. Вырӑнтисем ӗнентернӗ тӑрӑх, ун патӗнчен ҫын татӑлмасть.
«Пӗлтӗртенпе кунтан халӑх татӑлмасть: тӗрлӗ ӗҫлӗ тӗлпулусем иртеҫҫӗ, хула хӑнисем кунта ятарласа сӑн ӳкерӗнме килеҫҫӗ», — теҫҫӗ иккен Чӗмпӗр хулинче пурӑнакан хастар чӑвашсем. Кун пирки Чӑваш Енӗн патшалӑх телерадиокомпанийӗ пӗлтернӗ.
Аса илтерер: ҫӗнӗ чӑваш алфавитне йӗркеленӗренпе 150 ҫул ҫитнӗ ятпа лартнӑ палӑк авторӗ — Виктор Аванмарт скульптор. Палӑка халӑхран пухнӑӑ укҫа-тенкӗпе ӑсталанӑ.
Пирӗн республикӑра Пӗрлехи информаци кунӗсене ирттерессине чӗртсе тӑратни пирки эпир унччен пӗлтернӗччӗ-ха.
Аса илтерер: вӗсен вӑхӑтӗнче тӳре-шара ӗҫ коллективӗсемпе тӗл пулать, вӑл е ку ҫивӗч ыйтусене хускатать, ҫынсен ыйтӑвӗсене хуравлать.
Черетлӗ информаци кунӗ ака уйӑхӗн 19-мӗшӗнче иртӗ. Ун чухне чӑвашсен аслӑ вӗрентекенӗ Иван Яковлев ҫуралнӑранпа 175 ҫул ҫитни пирки те сӑмах хускатӗҫ. Ку темӑна информкунӑн кун йӗркине кӗртнӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (22.12.2024 03:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, -1 - -3 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Кӑрмӑш гербне йышӑннӑ. | ||
| Вӑта Тимӗрҫен шкулне уҫнӑ. | ||
| Аслут Александр Николаевич, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |