
Тутарстанри Нурлат хулинче чӑваш туйӗ иртнӗ. Утӑ уйӑхӗн 30-мӗшӗнче Вадим Егоровпа Марина Маланьеван пӗр ҫемьене чӑмӑртаннӑ. Ҫырӑнтару уявне каччӑпа хӗр чӑваш тумӗпе ҫитнӗ. Вӗсен ашшӗ-амӑшӗпе тӑванӗсем те ҫамрӑксенчен юлман, ҫапла капӑрланса туя кайнӑ.
«Сувар» пӗлтернӗ тӑрӑх, хӑнасене «Ҫеҫпӗл», «Шӳлкеме» фольклор ансамблӗсем савӑнтарнӑ.
Чӑваш туйӗсене йӗркелесси Нурлатри Туслӑх ҫурчӗн «Этносвадьба. Национальный колорит» проектпа килӗшӳллӗн пурнӑҫланса пырать иккен. Чӑваш туйне виҫӗ хутчен ирттернӗ.

Чӑвашсем христос турра ӗненме пуҫлани ҫинчен фильм ӳкересшӗн.
Пирӗн тӑрӑхра пурӑнакансем христос тӗнне йышӑнни пирки фильм ӳкерес ыйтӑва РФ Патшалӑх Думин депутачӗ Анатолий Аксаков «Спас» телеканал ертӳҫипе Борис Корчевниковпа тӗл пулсан сӳтсе явнӑ.
Кино урлӑ чӑвашсем тӗнпе ҫыхӑннӑ йӑла-йӗркене ламран лама парса пынине, ҫавна май тӗн культурӑн пӗр пайӗ пулса тӑнине кӑтартса парасшӑн.
Депутатпа журналист православипе ҫыхӑннӑ пуҫарусене пулӑшассине те сӳтсе явнӑ.

Чӑваш Енре чӑваш ачисен «Эткер» смени черетлӗ хутчен ӗҫлеме тытӑннӑ. Кун пирки Александр Степанов чӑваш чӗлхипе литературин вӗрентекенӗ «Контактра» халӑх тетелӗнчи хӑйӗн страницинче пӗлтернӗ.
«Кӑҫал эпир ӑна Ирпипе, Ирина Диаровӑпа, 10-мӗш хут ирттеретпӗр. Тӗлӗнмелле!!! Тӗрлӗ регионта пурӑнакан чӑваш ачисем Шупашкарта пухӑнса пӗр-пӗринпе пӗр чӗлхе тупса «Чӑваш тӗнчине» туйма тытӑнӗҫ. Шанас килет паллах. Паянхи кун вӗсем пӗр-пӗринпе паллашрӗҫ, юрларӗҫ те ташларӗҫ, хӑйсен тӑван енӗ ҫинчен постер хатӗрлерӗҫ, ыттисене паллаштарчӗҫ», — каласа кӑтартнӑ хастар вӗрентекен хӑйӗн страницинче.
Чӑн та, питех те пӗлтерӗшлӗ ӗҫ туса ирттереҫҫӗ.

Пушкӑртстанри Давлекан районӗнчи Кузьминовка ялӗ 100 ҫулхине уявланӑ. Унта ял ҫыннисем ҫеҫ мар, тӳре-шара та, артистсем те пуҫтарӑннӑ.
«Урал сасси»
хаҫат пӗлтернӗ тӑрӑх, Давлекан ҫӗрӗ ҫинче пӗр ӗмӗр каялла Кузьминовка ятлӑ ял йӗркеленнӗ. Ӑна пуҫарса яраканӗ Иван Тарасов шутланать. Ял хӑвӑрт ӳсме пуҫланӑ. Кунта Чуюнчӑ-Николаевка ялӗнчи ҫемьесем те куҫса килнӗ. Кузьминовкӑра пурӑнакансенчен ытларах пайӗ мӑкшӑсемпе чӑвашсем пулнӑ.

Пӗрремӗш каналпа кӑтартакан «Непутёвые заметки с Дмитрием Крыловым» телекӑларӑмра хальхинче Чӑваш Енпе паллаштарнӑ. Каларкама ӳкерекенсем Етӗрне, Канаш тӑрӑхӗсенче, Сӗнтӗвӑрринче, «Ясна» этнокомплексра тата ытти хӑш-пӗр вырӑнта пулнӑ.
Кӑларӑма тимлӗ итленисем хӑш-пӗр факт йӑнӑшӗсене асӑрханӑ-ха. Ҫак йӗркесен авторӗ, сӑмах май каласан, туй хыҫҫӑн тӑватӑ кунта ҫӗнӗ мӑшӑр валли чӑвашсем нимелле пӳрт лартса параҫҫӗ тенине илте юлчӗӗ. Хальхи вӑхӑтра ниме, шел пулин те, манӑҫа тухса пырать.
Апла-и, капла-и, федераци телеканалӗпе республикӑмӑр тата чӑваш йӑли-йӗрки ҫинчен каласа кӑтартни паха.

«Уяв» ансамбль Иркутск тӑрӑхӗнчи Ольхон районӗнче иртнӗ «Ёрдын вӑййисем 2025. Евразири халӑхсен вӑййисем» этнофестивале тата форума хутшӑннӑ. Кун пирки Телеграмри «Пуринчен малтан» канал пӗлтернӗ.
Асӑннӑ уяв - бурятсен, эвенксен, тофаларсен, якутсен тата куҫса ҫӳрекен ытти халӑхӑн уявӗ иккен.
Чӑваш Енри «Уяв» фольклор ансамблӗ Иркутск тӑрӑхне гастрольпе тухса кайнӑ. Вал унта 10 кун пулӗ.
Маларах асӑнса хӑварнӑ Ольхон ҫӗрӗ ҫинче чӑваш халӑх юрри пуҫласа янӑранӑ-мӗн.

Ӗнер, утӑ уйӑхӗн 6-мӗшӗнче, Мускаври ВДНХра чӑваш Акатуйӗ иртнӗ.
Уява халӑх ансамблӗсем, эстрада юрӑҫисем, профессилле артистсем хутшӑннӑ. Вӗсен йышӗнче Чӑваш патшалӑх юрӑпа ташӑ ансамблӗ, «Ярды» вокал ушкӑнӗ тата Августина Уляндина, «Бельканто» классик-ушкӑн, «Ҫеҫпӗл» чӑваш вокал ансамблӗ, «Ҫавал» фольклорпа эстрада ансамблӗ.
Уява пынисем валли крафт вӑййисем йӗркеленӗ, Чӑвашра туса илекен сувенир тата ытти продукцин курав-ярмаркки ӗҫленӗ.
Ӑл ӑстисем хушпу, пукане, сыхлӑх хатӗрӗсем, шӑрҫаран тата хӑваран авса япаласем тума вӗрентнӗ.
Раҫҫей кухнин ҫуртӗнче хуплу, шӳрпе, пашалу пӗҫерме вӑрентекен ӑсталӑх лаҫҫисем ӗҫленӗ.

Тутарстанри Сиктӗрмере паян Уяв иртнӗ. Ҫавна май унта Чӑваш сӑри фестивалӗ те иртнӗ.
Унта пулса курнӑ Антонина Андреева пӗлтернӗ тӑрӑх, «Чӑваш сӑри» фестиваль лапамне хаклӑ хӑнасем пырса курнӑ.
«Ачак сӑрине вӗретекен «Вирьял» халӑх фольклор ушкӑнӗ (ертӳҫи - Лев Иванов)
авал чӑвашсем мӗнле сӑра туни, мӗнле савӑт-сапапа усӑ курни ҫинчен тӗпӗ-йӗрӗпех кӑтартса пурне те тӗлӗнтернӗ. Хӑшӗсем кун пек савӑтсен ячӗсене те ас тумасть».

Тутарстанри Сиктӗрмере паян Уяв иртнӗ. Ҫавна май унта Чӑваш сӑри фестивалӗ те иртнӗ.
Унта пулса курнӑ Антонина Андреева пӗлтернӗ тӑрӑх, «Чӑваш сӑри» фестиваль лапамне хаклӑ хӑнасем пырса курнӑ.
«Ачак сӑрине вӗретекен «Вирьял» халӑх фольклор ушкӑнӗ (ертӳҫи - Лев Иванов)
авал чӑвашсем мӗнле сӑра туни, мӗнле савӑт-сапапа усӑ курни ҫинчен тӗпӗ-йӗрӗпех кӑтартса пурне те тӗлӗнтернӗ. Хӑшӗсем кун пек савӑтсен ячӗсене те ас тумасть».

Берлинта пурӑнакан чӑвашсем пухӑннӑ. Кун пирки Телеграмри «Пруинчен малтан» каналта пӗлтернӗ.
Тӗлпулӑва нумаях пулмасть Германие куҫса кайнӑ Савӑнпи (София Толстова) блогер йӗркеленӗ-мӗн.
Чӑваш ҫамрӑкӗсем кафесенчен перичне пуҫтарӑннӑ. Ӑна Чӑваш Енре ҫуралнӑ пикепе унӑн савнийӗ, яппун каччи, уҫнӑ. Тӗлпулӑва пухӑннисем пӗр-пӗринпе паллашнӑ, «Вупӑр» вӑйӑ вылянӑ. Ҫамрӑксем пурте чӑваш тумтирӗпе, капӑрлӑх ҫакса пынӑ.
