Республикӑра
![]() g-switch.org/ru Тутарстан арҫынни, 30 ҫултискер, кӑрлач уйӑхӗн 7-мӗшӗнче Патӑрьеле килнӗ те пасарта тумтир тӑхӑнса пӑхнӑ. Ҫав вӑхӑтра вӑл енчӗкне сак ҫине хунӑ. Унта документсем, укҫа пулнӑ. Арҫын пасартан тухса кайнӑ, енчӗкне вара манса хӑварнӑ. Аса илсен каялла таврӑннӑ, анчах сак ҫинче енчӗк пулман. Оперативлӑ следстви ушкӑнӗ ӗҫ-пуҫа уҫӑмлатнӑ вӑхӑтра общество туалетӗнче енчӗк тупни пирки хыпар ҫитнӗ. Анчах унта докуменчӗсем ҫеҫ пулнӑ, укҫи курӑнман. 30 ҫулти арҫын ӗнентернӗ тӑрӑх, енчӗкре 21 пин тенкӗ выртнӑ. Йӗрке хуралҫисем видеокамерӑсене пӑхнӑ та павильона арҫын хыҫҫӑн пасарти тепӗр сутуҫӑ, 53-ри хӗрарӑм, кӗнине палӑртнӑ. Хайхискер арҫынна укҫа-тенке каялла тавӑрса панӑ. Хӗрарӑм тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Следстви комитечӗ тунӑ сӑн Шупашкарта пурӑнааан 10 ҫулти Саша сывлӑх енчен хавшак. Вӑл пуйӑспа кайса курма ӗмӗтленнӗ. Унӑн ӗмӗтне РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри следстви управленийӗн ӗҫченӗсем пурнӑҫланӑ. Вӗсем Пӗтӗм Раҫҫейри "Ӗмӗтсен чӑрӑшӗ" акцие хутшӑннӑ. Ведомство ӗҫченӗсем арҫын ачана Трактор савучӗн территорине илсе килнӗ. Унта Саша тепловоз ҫине ларса курнӑ, хӑйне чӑн-чӑн машинист пек туйнӑ. Саша тепловоза пиклеттерсе, пускӑчсене пусса курнӑ, куншӑн питӗ савӑннӑ. "Эпӗ тепловозпа хамах кайнине никам та ӗненмӗ!" - тенӗ савӑнӑҫлӑн арҫын ача транспортран ансанах. "Ҫав вӑхӑтра ачан куҫӗнче мӗн чухлӗ савӑнӑҫ пулчӗ. Ҫакна кура эпир уншӑн чӑннипех те пӗлтерӗшлӗ япала тунине ӗнентӗмӗр", - тенӗ следстви управленийӗн ӗҫченӗсем. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() ЧР Элтеперӗ Олег Николаев профессионал коллективсене пултарулӑх проекчӗсене пурнӑҫлама грантсем уйӑрса парасси пирки хушу алӑ пуснӑ. Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗ "Сӑр чикки" оперӑна лартмашкӑн 5 миллион тенке тивӗҫнӗ. Кӑҫал Вырӑс патшалӑх драма театрӗ 100 ҫул тултарать, ҫавна май уяв мероприятийӗсене ирттерме 5 миллион тенкӗ уйӑрса пама йышӑннӑ. Чӑваш наци музейӗ чӑваш тӗррин шкулӗпе ҫыхӑннӑ проекта пурнӑҫлама 3 миллион тенке тивӗҫнӗ. Чӑваш патшалӑх академи симфони капелли "Симфо-фолк - пур вӑхӑт кӗвви" проекта 3 млн тенкӗпе пурнӑҫлӗ. Андриян Николаев ячӗллӗ асӑну комплексӗ тата Чӑваш патшалӑх пукане театрӗ хӑйсен проекчӗсене пурнӑҫламашкӑн 1-шер миллион тенке тивӗҫнӗ. Сӑмах май, кӑҫалтан 6 проекта пурнӑҫлама пӗтӗмпе 18 миллион тенкӗлӗх грант параҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() ШӖМ тунӑ сӑн Кӑрлач уйӑхӗн 6-мӗшӗнче Ҫӗнӗ Шупашкарта пурӑнакан арҫыннӑн телефонӗ ҫине банк карттипе лавккара тавар туянни пирки пӗлтерекен смс хыҫҫӑн смс килме тытӑннӑ. Кашнинчех - 1 пин тенкӗрен сахалрах. Арҫын хӑйӗн карточкине ҫухатнине ӑнлансан ӑна блокировка тунӑ та кун пирки полицие кайса пӗлтернӗ. Йӗрке хуралҫисем ҫакна палӑртнӑ: ҫав карточкӑпа Ҫӗнӗ Шупашкарти Совет урамӗнчи тӗрлӗ лавккара пӗр ҫыннах ҫине-ҫине тавар туяннӑ. Ҫак ҫын ку хуларах пурӑнакан 45 ҫулти хӗрарӑм пулнӑ. Вӑл каласа кӑтартнӑ тӑрӑх, карточкӑна урамра тупнӑ та тӳрех лавккана кайнӑ. Унтан ют ҫын банк карттине ывӑтнӑ. Хӗрарӑм арҫынна кӳнӗ тӑкака саплаштарнӑ. Ҫапах ун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Астӑвӑр: ют ҫын карточки ҫинчи укҫана тӑкаклани вӑрланипе танах. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() ШӖМ тунӑ сӑн Кӑрлач уйӑхӗн 6-мӗшӗнче 17 сехет те 20 минутра М-7 автоҫул ҫинче, Ҫӗрпӳ районӗнче, авари пулнӑ. 23 ҫулти водитель ҫул ҫинчи виҫӗ ҫынна ҫапса кайнӑ. Шел те, пӗри вилнӗ. Мӗн тунӑ-ха ҫав виҫӗ ҫын ҫул ҫинче? Унччен кӑшт маларах ҫул ҫинче икӗ машина ҫапӑннӑ, унти ҫынсем мӗн пулнине пӑхмашкӑн салонран тухнӑ. Шӑп ҫав вӑхӑтра 23-ри водитель, Шупашкар енне кайма тухнӑскер, вӗсем ҫине пырса кӗнӗ. Ҫул ҫинче тӗттӗм пулнӑ, ҫитменнине, юр ҫунӑ. 63 ҫулти хӗрарӑм, Канашра пурӑннӑскер, вилнӗ. Унӑн упӑшкине тата тепӗр машина водительне пульницӑна илсе кайнӑ. Халӗ ӗҫ пуҫа уҫӑмлатаҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
![]() "Чӑваш Ен" ПТРК тунӑ видео скринӗ Шупашкарти 56-мӗш шкул ачисем " Классиксен рецепчӗпе пӗҫеретпӗр" конкурса хутшӑнса мала тухнӑ. Ачасен пӗр-пӗр хайлаври апат-ҫимӗҫе е историре йӗр хӑварнӑ ҫыннӑн ҫимӗҫне хатӗрлемелле пулнӑ. 4-мӗш класс шӑпӑрланӗсем малтанхи тапхӑрта тӑпӑрчӑпа симӗс суханран хуран кукли пӗҫернӗ. Ку ҫимӗҫе Александр Кумма тата Святослав Рунге ҫырнӑ "Ленивый вареник" юмахра асӑннӑ. Ачасем вулавӑша кайса Александр Невский кнеҫ мӗн ҫиме юратни пирки вуласа пӗлнӗ. Вӑл вир пӑтти тата пулӑ юратнӑ-мӗн. Конкурсра вӗсем ҫарӑк, йӳҫ кӑшман пирки те пӗлнӗ. Финалта чӑх какайӗнчен, хӑяртан тата грушӑран мӗн те пулин интересли хатӗрлеме ыйтнӑ. Шупашкар ачисем "Телей чечекне" хатӗрленӗ те жюри пайташӗсене чӑннипех те тӗлӗнтернӗ. Ҫапла вӗсем 1-мӗш вырӑн йышӑннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ял пурнӑҫӗ
![]() "Чӑваш Ен" ПТРК тунӑ видео скринӗ Тӑвай районӗнчи Мучар ялӗнче пурӑнакансем 13 ҫул шыв кӗтне. Кӑҫал тинех шыв башни ӗҫлесе кайнӑ. 2008 ҫулта мучарсем шывлӑ пулас тесе 50 пин тенкӗ пухнӑ. Анчах ӗҫ малалла кайман, вырӑнти тӳре-шара ку ӗҫе мӗнле программӑпа хута ярасси пирки шутланӑ. Пӗлтӗр Элтепер хатӗр проектлисене пулӑшма хушу парсан Мучарта шыв сечӗсене хунӑ, башня лартнӑ. Йӑнтӑрччӑсен те проекчӗ хатӗр пулнӑ. Ҫак икӗ ялта шыв тӑвас тесе Чӑваш Енӗн резерв фондӗнчен 26 миллион тенкӗ уйӑрнӑ. Сӑмах май, хальхи вӑхӑтра республикӑра 3 пине яхӑн шыв башни тата скважина пур. Анчах вӗсенчен чылайӑшне юсаса ҫӗнетмелле. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Прокуратура Ҫӗмӗрлери пекарньӑна тӗрӗсленӗ те йӗркене пӑснӑ тӗслӗхсене тупнӑ. Ведомство унта антисанитари хуҫаланнине тупса палӑртнӑ. Ҫӑкӑр-булка таврашӗ, торт, пирожнӑй пӗҫерекен пекарньӑра юсав ӗҫӗсене тахҫанах ирттерменни палӑрнӑ. Ҫуркаланчӑк вырӑнсенче хура тата кӑпма сийӗ пухӑннӑ. Хывӑнса тӑхӑнмалли пӳлӗмри стенм ҫинче те кӑмпа пухӑннӑ. Тула каймалли пӳлӗме пачах хутса ӑшӑтман. Стенапа урай хушшинче шӑши кӗрсе тухмалӑх шӑтӑксем курӑннӑ. Производство цехӗнче алӑ ҫумалли раковина пачах пулман. Туалетра раковина пур, анчах шыв ҫук. Ҫӑкӑра хутса ӑшӑтман пӳлӗмре упранӑ, нӳрӗклӗхе тӗрӗслесе тӑман. Апат-ҫимӗҫ вара эрех пулнӑ курупкара выртнӑ. Фирма директорӗ тӗлӗшпе представлени ҫырнӑ. Ку тӗлӗшпе административлӑ ӗҫ пуҫарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
![]() cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Чӑваш Ен Элтеперӗ Олег Николаев кӑҫал та ЧР Патшалӑх Канашне Ҫырупа тухӗ. Ку кӑрлач уйӑхӗн 28-мӗшӗнче пулӗ. Хальхи вӑхӑтра Ҫырӑва хатӗрлеҫҫӗ. Ҫавна май ҫынсенчен те сӗнӳсем йышӑнаҫҫӗ. ЖКХ ыйтӑвӗсем, пӗчӗк шалу, сывлӑх сыхлавӗ... Элтепер палӑртнӑ тӑрӑх, ҫак ыйтусем тӗпре пулӗҫ. Чӑваш Енри регион управленийӗн центрӗ халӑх тетелӗсенче ыйтӑм ирттернӗ. Унта хутшӑннисен 66 проценчӗ палӑртнӑ тӑрӑх, Элтеперӗн Ҫырура пӗчӗк ӗҫ укҫин ыйтӑвне хускатмаллах. Респондентсен 44 проценчӗ ЖКХ тытӑмӗнчи хаксем пирки ыйту ҫӗклеттересшӗн. Ыйтӑм ирттернӗ чухне Ҫыру валли 730 сӗнӳ те килнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑвашлӑх
![]() Чӑваш наци конгресӗ вырнаҫнӑ ҫуртра ӗҫлекен «Ҫӑлкуҫ» кафере ҫулсерен Сурхурине палӑртаҫҫӗ. Ку йӑлана, Тимӗр Тяпкин пуҫарса янӑскере, кӑҫал та пӑрахӑҫламан. Тимӗр Акташ пӗлтернӗ тӑрӑх, «Ҫӑлкуҫ» кафене чылайӑн пухӑннӑ. Вӗсем калаҫусем ирттернӗ, чӑваш юррисене шӑрантарнӑ, халӑхӑн кӗвви-ҫеммине итленӗ. Сӗтелсем уйрӑмах чӑваш апачӗпе пуян пулнӑ — кунта чӑваш сӑри те, шӑрттан та, йӑвача та вырӑн тупнӑ. Хӑнасене шӳрпепе сӑйланӑ. Тимӗр Тяпкин каласа панӑ тӑрӑх ӑна хатӗрленӗ повар — узбек (аса илтерер: «Ҫӑлкуҫ» кафен хуҫи улшӑннӑ). Шӳрпене узбексем те пӗҫереҫҫӗ, ӑна «шурпа» теҫҫӗ. Уява Тимӗр Тяпкин уҫнӑ. Сӑмах калакансен йышӗнче Ваттисен Канашӗн председателӗ Николай Адёр пулнӑ. Вӑл чӑваш орфографийӗн ыйтӑвне ҫӗкленӗ. Ҫавӑн пекех хӑйсен ҫитӗнӗвӗ пирки Николай Балтаевӑн ывӑлӗсем каласа панӑ. Аттил хальхи вӑхӑтра Питӗрти академире вӗрентет иккен, унӑн арӑмӗ ятарласах чӑвашла вӗреннӗ. Асаматӑн та ҫитӗнӗвӗсем сахал мар. Чехире ӗҫлесе пурӑнать пулин те ӑна ҫавах тӑван ене туртать. Нумай пулмасть унӑн пӗр ӗҫӗ Дубайра пӗрремӗш вырӑна тивӗҫни пирки те вӑл каласа панӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (01.05.2025 21:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 752 - 754 мм, 5 - 7 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Ҫемен Элкер, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
| Шорникова Елена Васильевна, чӑваш актриси ҫуралнӑ. | ||
| Сергеев Алексей Сергеевич, чӑваш актёрӗ, тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |