Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -0.7 °C
Шаланкӑ шыв кӑларать, ула курак пырса ӗҫет.
[ваттисен сӑмахӗ: 2507]
 

Хыпарсем

ЧӲК
17

Савнисен словарӗ пичетленсе тухрӗ
 Геннадий Дегтярёв | 17.11.2008 11:11 |

Туссем, эсир техника ӑслӑлӑхӗн ыйтӑвӗсемпе ҫырнӑ кӗнеке таврашне вулама юрататӑр-и? Паллах, (ҫемҫерех калам-ха) кӑмӑлласах каймастӑр. Киче-е-ем вулама. Мӗншӗн кичем? Мӗн-ма тесен “технарьсен” чӗлхи типӗ-типӗ – стандартлӑ. Вӗсем ирӗклӗхе юратмаҫҫӗ: кашни ӑнлавӑн пӗр ят кӑна пулмалла теҫҫӗ, пӗр сӑмахпа темиҫе япалана палӑртмалла мар теҫҫӗ. Ҫапах та вӗсене уншӑн ӳпкелер мар. Хӑвӑрах ӑнланатӑр: капсюль вырӑнне хушӑран кастрюль тесен, атом вырӑнне те ҫавӑн евӗрлине калама пуҫласан специалистсем пӗр-пӗрне ӑнланми пулӗччӗҫ. Вара техника процесӗ те вӑрахланӗччӗ, ҫӗршыв та хӑрушлӑха лекӗччӗ. Ай-яй-яй! калаҫса кайрӑм. Хӑратаканӗсем халь пирӗн ахаль те пур-ха – вӑн, телевизорӗпе радионе яма та шикленмелле.

 

Ахаль калаҫура вара эпир пӗр сӑмаха тепринпе ирӗклӗнех улӑштаратпӑр. Ӗненместӗр-и? Тӗслӗхрен, пӗр-пӗр шӗвӗркке урамран лап-лапра килсен амӑшӗ ывӑлӑ-ӑ-ӑм! тесе кӗтсе илет-ши? Кӑмӑлне кура, пӗри сысна ҫури! тесе кӑшкӑрать, тепри шӑпӑрлана э-хе-хей, сысна ҫурийӗм тесе ӳпкелет. Кун пек улӑштарусем ятарлӑ лару-тӑруран килеҫҫӗ тейӗпӗр, хӑнӑхнӑ ылмашусем те сахал мар чӗлхере: куршакне чӳлмек теҫҫӗ, кӑшманне – чӗкӗнтӗр, пиччене – тете.

Малалла...

 

Ҫавра сӗтеле хутшӑннисемИрхи Хусан. Чӳкӗн 15-мӗшӗ. Чӳк уйӑхне кура сивӗтме пуҫланӑ ҫанталӑк. Халӑхсен хушшинчи туслӑх ҫурчӗ. Шӑп та лӑп ҫак вӑхӑтра, ҫак ҫуртра «Сувар» хаҫат 15 ҫул тултарнӑ ятпа Раҫҫейӗн тӗрлӗ регионти журналистсемпе хаҫатҫӑсем хушшинче ҫавра сӗтел иртрӗ. Пирӗн сайтран ҫак сайтӑн тӗп администраторӗ Николай Плотников хутшӑнчӗ.

Хутшӑнакансем хушшинче «Хыпар» хаҫатӑн тӗп редакторӗ А.П. Леонтьев, Пушкӑртра тухса тӑракан «Урал сассин» тӗп редакторӗ Михайлов Ю.Н., Чӗмпӗрти «Канаш» хаҫатӑн тӗп редакторӗ Ларионов Н.Н., Пушкӑртстанра тухакан «Аван-и» радиокӑларӑмӑн редакторӗ Никитина Т.П, «Сувар» хаҫатӑн малтанхи радакторӗсемпе ӗҫченӗсем тата халӗ ӗҫлекен журналистсем пулчӗҫ. Ҫавра сӗтеле, паллах, «Сувар» хаҫатӑн тӗп редакторӗ Константин Малышев ертсе пычӗ.

Ҫавра сӗтелте хаҫатсен ӗҫӗнче тӗл пулакан йывӑрлӑхсене, вӗсемпе кӗрешмелли мелсене сӳтсе яврӗҫ. Чи пысӑк тема вырӑнӗнче хаҫатсен тиражӗ пулчӗ.

Малалла...

 

Ҫапла, пирӗн чӑвашла вулавӑш аталансах пырать — хайлавсен шучӗ пӗр пинрен иртсе кайрӗ. 1000-мӗш номерлӗ хайлав «Мӗншӗн йӑмра ҫулҫи типӗтнӗ пулӑ евӗр?» пулчӗ. Ӑна Канаш районне кӗрекен Вӑтакас Татмӑшри пӗтӗмешле пӗлӳ паракан вӑтам шкул вӗренекенӗ Димитриева Галина Вениаминовна ҫырнӑ. Ку ӗҫе, паллах, ахаль вырнаҫтарман — вӑл эпир ирттерекен фантастикӑпа фэнтэзи конкурса килнӗ.

Вырӑс электронлӑ вулавӑшӗсемпе пире, паллах, тупӑшма йывӑртарах, ҫапах та Раҫҫейри ытти вак халӑхсен вулавӑшӗсемпе ӑмӑртма пулатех. Чи пысӑкки вӗсенчен — тутарсен. Хальлӗхе вӗсен 1413 хайлав, малалла та ҫак шайрах аталанса пырса кӗҫех вӗсене те иртсе кайӑпӑр!

 

Чӳкӗн 12-14 мӗшӗнче Чӑваш Енре ӗҫлӗ тӗллевпе Дани элчи пулчӗ. Пер Карлсен Чӑваш Енри Министрсен кабинечӗн Председателӗпе Сергей Гапликовпа, Республикӑн Правительство пайташӗсемпе тӗл пулса калаҫрӗ. Калаҫура Данипе Чӑваш Ен хушшинчи ҫыхӑнусене сӳтсе яврӗҫ. Уйрӑмах Дани Чӑваш Ене укҫа хывасси, Данипе Чӑваш Енри пысӑк предприятисем хушшинчи ҫавра сӗтелсене йӗркелесси, ял хуҫалӑхра пӗрле пурнӑҫлама май пур проектсене хатӗрлесси, пӗлӳпе культурӑра икӗ енлӗ ҫухӑнусене ҫирӗплетесси пирки калаҫу нумай пулчӗ.

Пер Карлсен Шупашкарти «АККОНД» УАО ӗҫӗпе паллашрӗ, кооператив институчӗн студенчӗсемпе тӗл пулчӗ.

 

Хыпар ҫӑлкуҫӗ

 

ЧӲК
12

Саманапа пӗр кӗвӗллӗ ӑсчах
 Ирина Дегтярева | 12.11.2008 16:08 |

Чӳк уйӑхӗн 11-мӗшӗнче Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институтӗнче “М.Я.Сироткин эткерӗ тата литература пӗлӗвӗпе фольклористикӑн, культурологипе педагогикӑн паянхи ыйтӑвӗсем” ятпа регионсем хушшинчи ӑслӑхпа ӗҫлӗх конференцийӗ иртрӗ. Ӑна ӑсчах ҫуралнӑранпа 100 ҫул ҫитнине халалланӑ.

Михаил Яковлевич Шупашкар районне кӗрекен Анаткас ялӗнче ҫуралнӑ (ку ял халь Ҫӗнӗ Шупашкар йышне кӗрсе кайнӑ). 1939 ҫулччен вӑл пуҫламӑш шкул вӗрентекенӗ, инспектор-методист, вырӑс чӗлхипе литературине вӗрентекен, педучилище завучӗ пулса ӗҫленӗ. 1939–1941 ҫулсенче М.Я. Сироткин — Чӑваш наука тӗпчев институчӗн (хальхи гуманитари институчӗн) ертӳҫисенчен пӗри. Ун хыҫҫӑн Тӑван Ҫӗршыва хӳтӗленӗ — вӑрҫӑра пуҫламӑшӗнчен вӗҫне ҫитиех пулнӑ. Хыҫҫӑнхи ҫулсем пединститутра тата университетра иртнӗ.

Малалла...

 

Ӗнер, чӳкӗн 9-мӗшӗнче, Шупашкар хулин хисеплӗ гражданинӗн, «Шупашкар троллейбус управленийӗ» муниципиаллӑ унитарлӑ предприяти директорӗн — Орешников Виталий Константиновичӑн чӗри тапма чарӑннӑ. Унӑн пӗтӗм ӗҫӗ Шупашкарпа ҫыхӑннӑ, 1961 ҫултанпа тӗрлӗ вырӑнсене йышӑнса вӑл Шупашкара самай илем кӳнӗ. Виталий Константиновичпа ыран, 11-пе 13 сехет хушшинче Шупашкар троллейбус управленийӗнче сывпуллашӗҫ. Адресӗ: Энгельс урамӗ, 27 ҫурт.

 

Орешников Виталий Константинович 1945 ҫулхи утӑн 5-мӗшӗнче Етӗрне районне кӗрекен Мӑн Пакӑшра ҫуралнӑ.

1973-1977 ҫулсенче ВЛКСМӑн Шупашкарти хула комитечӗн секретарӗ, пӗрремӗш секретарӗ вырӑна йышӑннӑ, Шупашкарти трактор тӑвакан савута тунӑ ӗҫе хастаррӑн хутшӑннӑ. Шупашкарти ГК ССКПӗн промышленность пайӗн инструкторӗ пулнӑ май вӑл хулари чылай промышлеллӗ проедприятине ура ҫите тӑма, аталанма пулӑшнӑ. Хулари электротранспорт хуҫалӑха аталантарассишӗн хунӑ вӑйне нимӗнле виҫепе те виҫме ҫук.

Малалла...

 

Нумай пулмасть чӑваш кӗнеке издательствинче Иван Тенюшевӑн «Вӗсем виҫҫӗн ҫеҫ юлчӗҫ» икӗ томлӑ романӗ пичетленсе тухрӗ. Кӗнекери ӗҫсем Тӑван Ҫӗршывӑн аслӑ вӑрҫинче пулса иртеҫҫӗ. Хайлав лайӑх вуланать — сӑнарсем тӳрех чуна тыткӑнлаҫҫӗ.

 

Иван Яковлевич Тенюшев 1923 ҫулта Патӑрьел районне кӗрекен Алманчӑ ялӗнче ҫуралнӑ. Вӑтам шкулта ачасене вӗрентнӗ, Йӗпреҫ район хаҫачӗн редакторӗ пулса ӗҫленӗ. Ҫавӑн пекех «Ҫамрӑк коммунист», «Вучах» хаҫатсене редакциленӗ, «Коммунизм ялавӗ» хаҫатӑн пай пуҫлӑхӗ пулнӑ. Чӑваш кӗнеке издательствин редактрӗ ӗҫне те пӗр хушӑ туса пыма тивнӗ унӑн. Иван Яковлевич хальхи вӑхӑтра ЧПУн журналистика факультечӗн литература тӳрлетӗвӗпе стилистика кафедра пуҫлӑхӗ пулса тӑрмашать.

Литература ӗҫне 1958 ҫулта пикеннӗ. Чи малтан очерксем, калавсем пичетленӗ. Романӗ те кун ҫути курнӑ. Ытти халӑх литературине чӑвашла самай куҫарнӑ — К. Наджми «Вешние ветры», Л. Толстойӑн «Детство. Отрочество.

Малалла...

 

ЧӲК
03

Яковлевӑн истори кӗнеки
 Ирина Дегтярева | 03.11.2008 19:10 |

Ҫук-ҫук, ку хутӗнче сӑмах-юмах Иван Яковлевич пирки мар (ара, кирек мӗнӗн те виҫи пулмалла-ҫке), Николай Лукич пирки. Э-э-эй, вӑл кам пулнине пурех тӗшмӗртеймерӗҫ-тӗр. Ҫулланнӑ ҫынсене аса илтеретӗп: иртнӗ ӗмӗрӗн 50-мӗш — 80-мӗш ҫулӗсенче “Капкӑн” журнала уҫаттӑмӑр та — Н.Яковлев текен карикатуристӑн шӳтлӗ ӳкерчӗкӗсене пӑхса вар хытиччен кулаттӑмӑр. “Ялавра” унӑнах тата ҫыравҫӑсенчен юлташла тӑрӑхласа ӳкернисем тухатчӗҫ... Ну вӑт, ҫав Николай Яковлевӑн тин ҫеҫ “Кун-ҫул эрешӗсем” ятлӑ кӗнеки ҫапӑнса тухрӗ. Атьсемри, 80 урлӑ каҫрӗ те ҫак маттур старик — кӗнеке хыҫҫӑн кӗнеке кӑларма пуҫларӗ. Ку ӗнтӗ виҫҫӗмӗш!

2006 ҫулта Николай Лукичӑн “Сурӑм ҫӑлтӑрӗсем” кӗнеки кун курнӑччӗ. Ҫӗнӗ ӗҫ ҫав кӗнекен хушӑмӗ евӗрлӗ туйӑнать. Унта 50 яхӑн очеркпа статья, кашнинчех пӗр-ик ҫын пирки каласа панӑ. Мӗн тӗрлӗ кӑна шӑпа ҫук пуль! Акӑ, тӗслӗхрен, Федор Ильин вӑрҫӑ вӑхӑтӗнче “Смерш” управленийӗнче отделени командирӗ пулнӑ — тӑшман шпионӗсене сиенсӗрлетнӗ. Вӑрҫӑ хыҫҫӑн ҫак ҫын пӑшалсӑр-мӗнсӗр 13 кашкӑр ҫури тытнӑ. Ҫакӑн хыҫҫӑн ӑна Кашкӑр Хӗветӗрӗ теме пуҫланӑ.

Малалла...

 

2008 ҫулхи чӳкӗн 1-мӗшӗнче чӑваш тата танлаштаруллӑ литература пӗлӗвӗн кафедрин доценчӗ, Раҫҫӗй писателӗсен союзӗн членӗ тата ЧНК вице-президенчӗ Валентин Александрович Абрамов 50 ҫул тултарчӗ. Эпир, факультет ӗҫченӗсем, юратнӑ ӗҫтешӗмӗре ҫак паллӑ уяв ячӗпе пӗтӗм чун-чӗререн саламлатпӑр. Валентин Александрович, сирӗн ҫӑмӑл мар, анчах пархатарлӑ ӗҫӗрте малашне те пысӑк ҫитӗнӳсем тума ҫӳлти Турӑ яланах пулӑшса пытӑр. Ҫирӗп вӑйхалпа иксӗлми ӑнтӑлу сунатпӑр сире. Пултаруллӑ та маттур студентсем эсир вулакан лекцисене пӗр сиктерми ҫӳреччӗр, сирӗнпе пӗрле пурнӑҫа тӗрлӗ енлӗ хаклама вӗренччӗр. Вӑрӑм ӗмӗрлӗ пулӑр!

 

ЧӲК
02

Тӑван ҫӗр-шыв Хусанкая чыслать
 Ирина Дегтярёва | 02.11.2008 00:30 |

Чӗлхе, поэзи тата ӳнер тӗпчевҫи, Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институчӗн чӗлхе пӗлӗвӗ пайӗн пуҫлӑхӗ, Чӑваш наци конгресӗн хисеплӗ президенчӗ, филологи наукисен кандидачӗ Атнер Хусанкай 60 ҫул тултарчӗ. Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институчӗн ларусен залӗнче ҫав ятпа савӑнӑҫлӑ пуху иртрӗ. Хисеплӗ кӗрекере юбиляр хӑй, унӑн амӑшӗ – СССР халӑх артистки Вера Кузьмина, институт директорӗ Валерий Григорьев профессор, Чӑваш Республикин культура министрӗ Роза Лизакова, ЧР вӗренӳ министрӗ Галина Чернова пулчӗҫ. Атнер Петровича Республика президенчӗ Николай Федоров, Патшалӑх Канашӗн пуҫлӑхӗ Михаил Михайловский тата ытти сумлӑ ҫынсем ятарлӑ телеграммӑсемпе саламланӑ. Раҫҫейри тата ют патшалӑхри паллӑ ӑсчахсем янӑ саламсене те вуласа пачӗҫ. Министрсем Атнер Хусанкая Хисеп грамотипе тата хаклӑ парнепе чысларӗҫ.

Малалла...

 

Страницӑсем: 1 ... 3978, 3979, 3980, 3981, 3982, 3983, 3984, 3985, 3986, 3987, [3988], 3989, 3990, 3991, 3992, 3993, 3994, 3995, 3996, 3997, 3998, ... 4039
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (26.11.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 754 - 756 мм, 0 - -2 градус сивӗ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Пултарулӑхпа, психологипе е медицинӑпа ҫыхӑннӑ ӗҫ сире социаллӑ статуса ӳстерме пулӑшӗ. Парӑмсемпе, кредитсемпе, налуксемпе ҫыхӑннӑ ыйтусем татӑлӗҫ. Эсир укҫапа ҫыхӑннӑ ӗҫсене лайӑх пурнӑҫласа пыратӑр. Ҫутҫанталӑка тухни, шыв процедурисем, сывлӑха ҫирӗплетмелли массаж курсӗ тата спорт сывлӑха тата нерв тытӑмне лайӑх витӗм кӳрӗҫ.

Чӳк, 26

1911
114
Яков Ухсай, чӑваш сӑвӑҫи, драматургӗ, ҫыравҫи ҫуралнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...