Экономика
![]() «Промтрактор» парӑмпа татӑласшӑн «Трактор савучӗсем» концерн ӗҫ укҫи парӑмне ҫулталӑк пуҫланиччен татма шантараҫҫӗ. Ырӑ хыпара предприятин пресс-служби пӗлтерет. Сӑмах май, Чӑваш Енри тӳре-шара республикӑри тӗрлӗ организацире темиҫе уйӑх пуҫтарӑнса пынӑ ӗҫ укҫи парӑмне темиҫе кунта тӳлесе таттарасшӑннине Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ. Трактор савучӗсен пресс-релизӗнче ӑнлантарнине ӗненсен, концерн шалӑва тӳлеме ӑнтӑлни пысӑкрах шайрисем ҫине тӑнипе ҫыхӑннӑ. Унта: «Ку вӑл Раҫҫей Федерацийӗн, Внешэкономбанкӑн тата «Трактор савучӗсем» концернӑн ертӳҫисем пӗрле тӑрӑшнин кӑтартӑвӗ», — тесе ҫырнӑ. Вӗсем холдинга финанс енчен сыватассипе программа хатӗрленӗ-мӗн. «Ҫулталӑк вӗҫӗччен эпир ӗҫ укҫин парӑмне пӗтӗмпех татӑпӑр. Компани счечӗ ҫине 675 миллион тенкӗ килчӗ», – ӑнлантарнӑ пулӑма концерн президенчӗ Михаил Болотин. |
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (13.09.2025 21:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 766 - 768 мм, 8 - 10 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Терентьев Юрий Петрович, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
| Егоров Валерий Петрович, литературовед, публицист ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |