Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -1.7 °C
Суя чупать ҫӗр ҫулпа, чӑнни утать пӗр ҫулпа.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпар: Пӑрачкав районӗн ял тӑрӑхӗн ҫулӗ-йӗрне юсаҫҫӗ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Анастасия Пирӗшти 12.07.2013 22:08 | 1631 хут пӑхнӑ

Ҫул-йӗре юсамалли ятарлӑ планпа килешӳллӗн кӑҫал Пӑрачкав районӗнче вырӑнти хытӑ ҫула 0,7 ҫухрӑмра юсама палӑртнӑ. Унсӑр пуҫне ял-хула таврашӗнчи ҫулсене 5,4 ҫухрӑм тӑршшӗ ҫӗнетмелле. Ҫак ӗҫ валли пӗтӗмешле 8 032,9 пин тенкӗ тӑкакламалла.

«Спецтехстрой» ТМЯО организацийӗ паянхи куна 0,7 ҫухрӑм тӑршшӗ ҫула юсассине вӗҫлет. Вӗсемех Пӑрачкав ял тӑрӑхӗнче 2 470 пин тенкӗлӗх Ленин, Ульянов, Шкул урамӗсенче ҫула юсанӑ.

«Пӑрачкав» КМК (ПМК) вара Кудеиха ялӗнчи Октябрь урамӗнчи ҫул лаптӑкне юсанӑ. Ку ӗҫ вӗсен 273,73 пин тенкӗлӗх ларнӑ. Тепӗр предприяти — «Агрожимсервис» — Анастасово ял тӑрӑхӗнче вӑй хурать, кунта вӗсем вырӑнти ҫула чул тӗпренчӗкӗсемпе сарса тухнӑ.

Район сайчӗ пӗлтернӗ тӑрӑх ҫитес кунсенче ҫул юсавӗ районӑн ытти ял тӑрӑхӗсенче те ҫитмелле.

#Анастасово ял тӑрӑхӗ, #ҫул-йӗр, #юсав, #Кудеиха, #Пӑрачкав районӗ, #Пӑрачкав ял тӑрӑхӗ

 

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем