Ҫак шӑматкун СССР халӑх артисткин Вера Кузьминан пултарулӑх каҫӗ иртет. Ятне каланипех ҫителӗклӗ ҫынсем пирӗн хушӑра йышлах мар. Вера Кузьмина вара шӑпах ҫавсен шутӗнчен. Унӑн хисеплӗ ячӗсем пирки каласа кайма кирлех те мар.
Вӑл чӳк уйӑхӗн 16-мӗшӗнче Тӑвай районӗнчи Енӗш Нӑрваш ялӗнче 1923 ҫулта ҫуралнӑ. Хӑйӗн ҫуралнӑ кунне вӑл тӑван ялӗнче те Тӑвайра та уявланӑ. Паллӑ кунпа саламлама унӑн пӗлӗшӗсемпе ачалӑхри тусӗсем пухӑннӑ. Вӗсем пӗр-пӗр спектакль пуҫӑнсанах ял артисткин сассине илтессишӗн радиоприемник ҫывӑхне вырнаҫнине аса илнӗ. Сцена ҫинче 60 ҫул вылянӑ хушӑра Вера Кузьмина епле кӑна роле калӑпламан-ши! Театра юратакансемшӗн вара вӑл паян кун та сцена ҫинче пулни чӑн-чӑн парне! Сӑмахран, «Укҫа чул кастарать» спектакле илер-и е тата тинтерех лартнӑ «Сутӑн илнӗ чыс» премьерӑна-и.
Ҫак шӑматкун вара Вера Кузьминан пултарулӑх каҫӗ иртӗ. Унта вӑл халӗ вылякан спектакльсенчи сыпӑксемпе пӗрлех театр ӳнерне кӑмӑллакансем пысӑка хурса хаклакан «Хура чӗкеҫ» моноспектакль пайӗ те пулӗ.
Сӑнсем (39)