Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +12.3 °C
Ӗнен сӗчӗ чӗлхе вӗҫӗнче.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем

Тӗнче тетелӗ

2014 ҫулталӑк иртсе кайнӑран пӗлтӗрхи пулӑмсене хак пама та вӑхӑт ҫитрӗ. 2014 ҫул Культура ҫулталӑкӗ пек иртнӗрен пӗлтӗр мероприятисен йышӗ сахал мар пулчӗ. Ҫавӑн пекех Раҫҫей шайӗнчисем те пулчӗҫ.

Пӑхса илер-ха, хӑш пулӑмсене пирӗн сайт хӑнисем суйларӗҫ. Ыйтӑма эпир чӑвашла тата вырӑсла версисенче ирттертӗмӗр, сире халӑх палӑртнӑ 7 пулӑмпа паллаштарасшӑн.

7-мӗш вырӑнта (5 сас) «Хыпар» издательство ҫурчӗн ертӳҫине Валери Туркая лартни. Асӑнса хӑварас пулать — унччен вӑл уҫӑ ҫыру ҫырнӑччӗ, Алексей Леонтьев ҫак предпритие ытла нумай ҫул ертсе пынишӗн пӑшӑрханнӑччӗ. «Хыпар» ертӳҫи улшӑннине малтанах халӑх ырларӗ теме пулать, анчах та Чӑваш халӑх поэчӗн малаллахи утӑмӗсем пурне те килӗшсех каймарӗҫ пулас, хирӗҫле калаҫусем ҫурала пуҫларӗҫ.

6-мӗш вырӑна (5 сас) «Пӗтӗм чӑваш диктанчӗ» йышӑнчӗ. Пӗлтӗр ӑна иккӗмӗш хут йӗркелерӗҫ. Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институчӗ ирттернӗ меропритие пурӗ 3 пин ытла ҫын хутшӑннӑ, «5»-лӗх 136 ҫын ҫырнӑ.

5-мӗш вырӑна (7 сас) Ҫӗрпӳри этнокультура паркӗпе ҫыхӑннӑ пӑтӑрмах йышӑнчӗ. Вӑл ҫулталӑк пуҫламӑшӗнчех пулса иртрӗ — вырӑнти пуп «сӗннипе» парка вырнаҫтарнӑ чӑваш йӑли-йӗрки юпине склада кайса пуҫтарса хунӑ.

Малалла...

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://chuvash.org/iytam/36.html
 

Вӗренӳ Артем Гаврилов
Артем Гаврилов

РФ Вӗренӳ министерствин Хушӑвӗпе килӗшӳллӗн ҫӗршыври аслӑ шкулсенчи 10 студента публицист, ҫыравҫӑ Александр Солженицын ячӗллӗ стипендие параҫҫӗ. Стипендие тивӗҫнисен йышӗнче Шупашкар каччи те пур.

Артем Гаврилов И.Н.Ульянов ячӗллӗ ЧПУра журналистика енӗпе 3-мӗш курсра ӑс пухать. Унӑн журналистикӑри пултарулӑхне, тӗпчев ӗҫне пысӑк хак панӑ.

Артем МИХсен фестивалӗсене час-часах хутшӑнать. Вӑл 2013 ҫулта тата кӑҫал ЧР Элтеперӗн стипендине тивӗҫнӗ. Артем 2012 ҫултанпа Чӑваш наци радиовӗнче «Студенческий городок» (чӑв. Студентсен хули) кӑларӑма ертсе пырать.

Артем Гаврилова пӗлтӗр РФ Профессионал журналистсен пӗрлӗхне илнӗ.

 

Республикӑра

Шупашкарти пепкелӗх центрӗнче тин ҫуралнӑ икӗ арҫын ачапа хӗрачана амӑшӗсем пӑрахса хӑварнӑ. Вӗсем пепкисене пӗччен ӳстерессинчен хӑраса ӳкнӗ-мӗн.

Ку кӑрлачӑн 17-мӗшӗнче пулнӑ. Шупашкарти Калинин район администрацийӗн ЗАГС пайӗ ӗҫченӗсем амӑшӗсем пӑрахса хӑварнӑ пепкесене регистрациленӗ.

Телее, виҫӗ пепке те халӗ ҫемйисене тупнӑ. Вӗсене пач ют ҫынсем хӑйсем патне илесшӗн. Халӗ усрава илме кирлӗ документсене хатӗрлеҫҫӗ-мӗн.

Официаллӑ информаци тӑрӑх, ачасем сывӑ ҫуралнӑ, сывлӑх енчен аптӑрамаҫҫӗ.

 

Ял пурнӑҫӗ

Кӑшарни — Христос тӗнне ӗненекенсен пӗлтерӗшлӗ уявсенчен пӗри. Ун умӗн яш-хӗр пуласлӑха пӗлес тесе юмӑҫ ярать. Шел те, юлашки вӑхӑтра ку йӑла-йӗрке ялсенче сӳнсе пырать.

Елчӗк районӗнчи Вырӑскасси ялӗнчи ҫамрӑксем вара йӑлана пӑрахӑҫламан. Вӗсем ҫак кун пӗр ҫӗре пухӑнса юмӑҫ янӑ. Клуб заведующийӗ Алина Краснова пухӑннисене Кӑшарнире юмӑҫ яни пирки каласа кӑтартнӑ.

Ҫамрӑксем ӗлӗкхи йӑла ҫинчен калаҫнӑ. Унта хӑйсем те юмӑҫ ярса пӑхнӑ. Хӗрсем хапха урлӑ ҫӑматӑ пенӗ, тӗкӗртен пӑхнӑ. Ҫавӑн пекех ҫӗрӗпе, хутпа юмӑҫ янӑ.

Пӗр сӑмахпа, ҫамрӑксем вӑхӑта хаваслӑ ирттернӗ. Кун пек мероприятисем яш-хӗре йӑла-йӗркесен историйӗпе паллашма пулӑшаҫҫӗ.

 

Республикӑра

Вӑрмар районӗнчи Кивӗ Вӑрмар шкулӗнче ачасен хӑрушсӑрлӑхӗшӗн тӑрӑшаҫҫӗ. Вӗсене ҫул-йӗр правилисене вӗрентмешкӗн ҫуран ҫӳрекенсен хулине туянса панӑ.

Кунашкал хула шӑпах Кивӗ Вӑрмр шкулне лекни ахальтен мар. Шкул директорӗ Сергей Антонов тата вӗрентекенсем ачасене ҫул-йӗр правилисене хӑнӑхтарассишӗн самай тӑрӑшаҫҫӗ. Тӑрӑшнин усси пур. Ҫамрӑк инспекторсем район, республика тупӑшӑвӗсенче малти вырӑнсене йышӑнаҫҫӗ.

Шкул ертӳлӗхӗ ҫамрӑк инспекторсен пӳлӗмне те уҫасшӑн-мӗн. Ҫуран ҫӳрекенсен хулипе кирек хӑш вырӑнта та усӑ курма пулать. Ӑна ӗҫлеттерме тытӑнмашкӑн темиҫе минут та ҫителӗклӗ.

Чаплӑ хатӗр-хӗтӗре парнеленӗ чухне район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Константин Никитин та пулнӑ. Ҫакнашкал хулана Вӑрмарти «Родничок» (чӑв. Ҫӑлкуҫ) ача пахчине те парнеленӗ.

Сӑнсем (14)

 

Республикӑра

Нарӑс уйӑхӗн 12-мӗшӗнче Чӑваш наци музейӗ 94-мӗш ҫуралнӑ кунне паллӑ тӑвать. Кӑрлачӑн 16-мӗшӗнчен пуҫласа нарӑсӑн 10-мӗшӗччен унта «Историпе паллаш» акци иртет. Музей ҫак кун ҫынсенчен чӑваш тӑрӑхӗн историйӗпе культурине сӑнлакан тӗрлӗ япала йышӑнать. Тӳлевсӗр.

Ҫынсенчен йышӑннӑ хатӗр-хӗтӗр музей фондӗнче тивӗҫлӗ вырӑн йышӑнӗ. Парнелекен ҫынсен ячӗсене Чӑваш наци музейӗн Хисеп кӗнекине кӗртӗҫ.

Кунсӑр пуҫне унта Чӑваш наци музейне 2010–2015 ҫулсенче килнӗ япаласен куравӗ уҫӑлӗ.

Музейре ӗҫлемелли кунсенче ирхи 9 сехетрен пуҫласа 17 сехетчен кӗтеҫҫӗ. Ыйтса пӗлмелли телефон — 62-41-24.

 

Хулара Евгений Васильев тунӑ сӑн
Евгений Васильев тунӑ сӑн

Кӑрлачӑн 17-мӗшӗнче «Пичет ҫурчӗ» чарӑну патӗнчи каҫҫа хупнӑ. Халӗ ҫынсене ку йывӑрлӑх кӑларса тӑратать-мӗн. Тӗлӗнмелле те, хӑшӗ-пӗри каҫӑ ҫук пулсан та тепӗр енне каҫмалли мел шыраса тупнӑ.

Ҫук, карта урлӑ сиксе каҫмаҫҫӗ вӗсем. Чарӑнуран инҫех мар пурӑнакан Ольга Фадеева ҫав меле хӑйӗн куҫӗпе курнӑ. Ҫынсем урапа айне пуласран хӑрамасӑр карта патне каҫаҫҫӗ, унтан шикленмесӗр ун хӗррипе утаҫҫӗ те ҫавра ҫул патне ҫитеҫҫӗ. Унтан вара каллех урапа айне лекесрен хӑрамасӑр ҫул урлӑ каҫаҫҫӗ.

Ҫав вырӑна хупнӑ май влаҫ ҫынсене икӗ мелрен пӗрине суйлама сӗнет. Е чукун ҫул патне ҫитмелле, е суту-илӳпе курав центрӗ патӗнчи ҫӗр айӗпе ҫул урлӑ каҫмалли вырӑнпа усӑ курмалла. Пӗрремӗшне ҫитмешкӗн — 610 метр, иккӗмӗшне — 770 метр. Ара, ку меллӗрех пек те. Унччен троллейбуса ларсан ҫавра ҫул патне ҫитиччен самай вӑрах каймалла пулнӑ. Халӗ вара транспорт хӑвӑрт ҫӳрет.

Хула администрацийӗ ҫакна палӑртать: укҫа-тенкӗ ҫитсен ҫул ҫийӗн каҫмалли вырӑн тӑвӗҫ. Анчах хальлӗхе ҫӗнӗ тротуарпа, ҫӗр айӗнчен каҫмалли вырӑнпах ҫырлахма тивет-мӗн.

Пӗлтӗр «Пичет ҫурчӗ» чӑрӑнура 6 инкек пулнӑ. Урапа айне 4 ҫын лекнӗ, вӗсенчен пӗри вилнӗ.

Малалла...

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://pg21.ru/publicnews/view/790
 

Республикӑра

Кӑрлачӑн 17-мӗшӗнче ЧР Элтеперӗ Михаил Игнатьев республикӑри тата районти хаҫатсен тӗп редакторӗсемпе ҫавра сӗтел ирттернӗ. Унта МИХсем тата влаҫ органӗсем халӑх ыйтӑвӗсене татса панӑ ҫӗрте мӗнле вырӑн йышӑнни пирки калаҫнӑ.

Чи малтанах Михаил Васильевич редакторсене професси уявӗпе саламланӑ. Хальхи МИХсене мӗн ҫитмест? Ку ыйтӑва Михаил Васильевич ҫапла палӑртнӑ: чӑн журналиста пысӑк квалификаци ҫеҫ ҫителӗксӗр. Унӑн совеҫӗ тата тирпейлӗхӗ пулмалла-мӗн.

Ҫавра сӗтелре влаҫ органӗсемпе пресса ҫыхӑнса ӗҫлесси пирки те калаҫнӑ.

«Хыпар» хаҫатӑн тӗп редакторӗ Валери Туркай вара «Чӑваш Республикин хисеплӗ журналисчӗ» ята ҫирӗплетесси пирки сӗнӳ панӑ. Ӑна ҫавра сӗтеле хутшӑнакансем ырланӑ ҫеҫ.

Сӑнсем (30)

 

Раҫҫейре

Кремльти Собор лапамне ҫулсерен лартакан чӑрӑша кашнинчех тӗплӗн суйлаҫҫӗ. Ҫӗнӗ 2015 ҫула кӗтсе илме суйланине вара Хӗрлӗ Чутай районӗнчи Тухтамӑшра ҫуралса ӳснӗ, хальхи вӑхӑтра Мускав облаҫӗнчи Дороховски вӑрман хуҫалӑхӗнче аслӑ участок лесничийӗнче тӑрӑшакан Юрий Пигильдин сӗннӗ.

Юрий Германович ҫак чӑрӑша 27 ҫул хушши пӑхса упранӑ. 31 метр тӑршшӗ илемлӗ ҫӑра чӑрӑш 110 ҫулта иккен, вуллин диаметрӗ — 72 сантиметр. Палӑртмалла, хӑйӗн илемӗпе пин-пин ҫынна уяв кӑмӑлӗ парнеленӗ чӑрӑш Кремльте шӑп Кивӗ Ҫӗнӗ ҫулччен — тӑнӑ.

 

Хулара

Турра ӗненекенсем паян Кӑшарние кӗтсе илеҫҫӗ. Ҫав вӑхӑтра вӗсем чиркӗве туртӑннине кура Шупашкарта общество транспорчӗн расписанине кӑшт раснарах йӗркелеме йышӑннӑ. Ку вӑл Атӑл хӗрринчи чиркӳсем патне ҫитерекен 22-мӗш тата 7-мӗш маршрутлӑ автобуссене пырса тивет.

7-мӗш номерлӗ автобус «Чукун ҫул вокзалӗ» чарӑнуран Ҫветтуй Троицки мӑнастирӗ патне 22 сехетрен пуҫласа ҫурҫӗр иртни пӗрреччен хутлӗ.

7-мӗш автобусӑн хушма расписанийӗ:

«Чукун ҫул вокзал» чарӑнуран 22:00, 22:30, 23:00, 23:30, 24:00, 00:30 сехетсенче; «Мӑнастир» чарӑнуран: 22:15, 22:45, 23:15, 23:45, 00:15, 00:45 сехетсенче.

22-мӗш автобусӑн хушма расписанийӗ:

Чернышевский урамри «4-мӗш лицей» чарӑнуран 21:45, 22:10, 22:35, 23:00, 23:25, 23:50, 00:15 сехетсенче;

«Введени соборӗ» чарӑнуран 22:10, 22:35, 23:00, 23:25, 23:50, 00:15, 00:40 сехетсенче.

 

Страницӑсем: 1 ... 2850, 2851, 2852, 2853, 2854, 2855, 2856, 2857, 2858, 2859, [2860], 2861, 2862, 2863, 2864, 2865, 2866, 2867, 2868, 2869, 2870, ... 3619
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (30.04.2024 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 761 - 763 мм, 8 - 10 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ку эрне сире пурнăç мĕн тери йĕркесĕр пулнине кăтартĕ. Ялан хăвăр пирки шутласа ыттисем пирки маннине асăрхатăр. Сирĕн интерессем ыттисеннипе çыхăнура пулнине ăнланма вăхăт. Ку мĕне пĕлтерет-ха? Эсир такама япăх туса хăвăрах сиен кÿретĕр.