Культура
![]() Пушӑн 16-мӗшӗнче Шупашкарти «Кӑнтӑр» клубра хула шайӗнчи «Кӗмӗл сасӑ» конкурс фестиваль иртнӗ. Конкурса пултаруллӑ ҫамрӑксене тупса палӑртас тӗллевпе ирттереҫҫӗ. Унта 15–35 ҫулсенчи ҫамрӑксем хутшӑнаҫҫӗ. Хула шайӗнче Юлия Мокеева мала тухнӑ. Вӑл Шупашкарти 18-мӗш шкулта ӑс пухать. Иккӗмӗш вырӑна культура училищинче вӗренекен Алексей Николаев йышӑннӑ. Виҫҫӗмӗш вырӑна Шупашкарти 22-мӗш шкулти Анастасия Давыдова тата Евгения Аникина тухнӑ. Юлия Мокеева ҫӗнтерӳҫӗ Пӗтӗм Раҫҫейри «Кӗмӗл сасӑ» конкурса хутшӑнӗ. Вӑл пушӑн 24-26-мӗшӗсенче Чӑваш патшалӑх филармонийӗнче иртӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Статистика
![]() «Про Город» архивӗнчи сӑн Чӑвашстат Чӑваш Енре миҫе ҫын пурӑннине тӗпченӗ. Кӑтартӑва кӑҫалхи нарӑс уйӑхӗн 1-мӗшӗ тӗлне шута илнӗ. Чӑваш Енре 1 миллион ытла ҫын кун кунлать. Ку хисеп 1 236 628 ҫынпа танлашнӑ. Ҫынсен ытларах пайӗ хулара пурӑнать. Пӗтӗмпе 758 064 ҫын хулара тӗпленнӗ (61,3 процент). 478 564 ҫын ялта тӗпленнӗ. Ку – халӑхӑн 38,7 проценчӗ. Пӗлтӗрхипе танлаштарсан, республикӑра кӑҫал 1443 ҫын сахалрах пурӑнать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Спорт
![]() Кӑҫал «Урожай» спорт обществин кубокне ҫӗнсе илессишӗн 14 команда тупӑшнӑ. Матчсем пӗр уйӑх иртнӗ: Ҫӗрпӳ, Етӗрне, Йӗпреҫ, Комсомольски районӗсенче. Пӗтӗмлетӳ вӑййи «Шупашкар-Арена» Пӑр керменӗнче иртнӗ. Етӗрнесене Шупашкар районӗ ҫӗнтернӗ. Йӗпреҫсем вара каҫалсене хыҫа хӑварнӑ. Унтан Йӗпреҫ тата Етӗрне районӗсем тӗл пулнӑ. Йӗпреҫсем етӗрнесене 5:2 шутпа ҫӗнтернӗ. Виҫҫӗмӗш вырӑншӑн тупӑшса Комсомольски районӗ Шупашкар районне ҫӗнтернӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Республикӑна кисретнӗ хӑрушӑ ӗҫ тӗлӗшпе пӑнчӑ лартнӑ. Ку 2015 ҫулта Канашра пулнӑ. Ҫурла уйӑхӗнче ниҫта та ӗҫлемен 21 ҫулти каччӑ 21-ри хӗрарӑм патне хӑнана килнӗ. Ирхине 5 сехетре вӑл, ӳсӗрскер, кил хуҫи хӗрарӑмне тӑм савӑтпа пуҫӗнчен ҫапма пуҫланӑ. Унтан ҫӗҫӗ тытнӑ. 11 уйӑхри хӗрне те пуҫӗнчен савӑтпа ҫапнӑ вӑл. Пӗчӗкскере диван ҫинчен урайне тӑсса антарнӑ та пӗтӗм вӑйран пуснӑ. Амӑшӗпе хӗрӗ ҫавӑнтах вилнӗ. Хӑна вара пӳлӗмрен 14 пин тенкӗлӗх япала йӑтса кайнӑ. Вилесене икӗ кунран тупнӑ. Каччӑ унччен судпа 5 хут айӑпланнӑ. Халӗ ӑна ҫирӗп режимлӑ колоние 24 ҫуллӑха ӑсатнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() "Про Город" хаҫат тунӑ сӑн Шупашкарта пурӑнакан икӗ ҫын ултавҫӑсен серепине ҫакланнӑ. Кун пирки ЧР Прокуратурин пресс-служби хыпарлать. Шупашкарта кун кунлакан 24-ри хӗр пӗр сайтра урапа сутнине курнӑ. Сутуҫа шӑнкӑравланӑ та унӑн банк картти ҫине 71 пин тенкӗ куҫарнӑ. Унтан сутуҫӑ телефона тытма пӑрахнӑ, пӗлтерӳ сайтран ҫухалнӑ. Номере Тула облаҫӗнче регистрацилени паллӑ. 30 ҫулти арҫынна вара радиостанци ертӳҫи шӑнкӑравланӑ имӗш. Хайхискер ӑна акцире выляса илнине, ӑна тивӗҫмешкӗн банк карттин реквизичӗсене пӗлтермеллине каланӑ. Кӑштахран счет ҫинчен 3 пин тенкӗ ытла ҫухалнӑ. Халӗ полици ку ӗҫсене тишкерет. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Ҫӗрпӳ районӗнче хӑрушӑ авари пулнӑ. Унта виҫӗ ҫын пурнӑҫӗ татӑлнӑ. Ҫав шутра 4 ҫулти хӗрача та пур. Икӗ ҫӑмӑл урапа ҫапӑннӑ. Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, Шупашкар район арҫынни, иномарка рулӗ умӗнчи, транспорт хирӗҫ килекен ҫул ҫине тухнӑ. Шуҫлак ҫул ҫинче вӑл ВАЗ-2115 урапапа ҫапӑннӑ. ВАЗра ҫемье пынӑ: 38-ти арҫын, 43 ҫулти хӗрарӑм тата 4-ри хӗрача. Пурте вилнӗ. Иномарка водителӗ тата ача кӗтекен унӑн арӑмӗ те суранланнӑ. Вӗсем пульницӑра. Ҫак водителе ҫул-йӗр правилисене пӑснӑшӑн административлӑ майпа 4 хут явап тыттарнӑ. Унӑн права та пулман. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫурт-йӗр
![]() Шупашкар хулинчи тӳре-шара хваттер тара паракансене шырать. Анчах тара илсе пурӑнас шухӑшпа мар. Хваттер тара парса пурӑнакансене тупса палӑртса вӗсене налук тӳлеттерес шутпа. Нарӑс тата пуш уйӑхӗсенче кӑна сумлӑ комисси пуҫтарсах хваттерсем тӑрӑх ҫӳренӗ. Ун вӑхӑтӗнче Социализм, Энтузиастсен, Афанасьев, Красин, К. Иванов, Кошевой, Кривов, Гузовский, Элкер, С. Михайлов урамӗсенчи тата М. Горький проспектӗнчи ҫуртсене ҫитнӗ. Ҫав вӑхӑтра специалистсем хваттере тара ярса пурӑнакан 76 тӗслӗхе тупса палӑртнӑ. Халӗ ҫав хваттерсен хуҫисен налук историне налук инспекторӗсем тӗрӗслеҫҫӗ-мӗн. Сумлӑ комисси терӗм те, йыша Шупашкарти Мускав район администрацийӗнчи тӳре-шара, Федерацин налук службин инспекцийӗнче тата РФ Пенси фончӗн республикӑри управленийӗнче, республикӑн Ӗҫлӗх службинче тӑрӑшакансемпе полицин участкори уполномоченнӑйӗсем кӗнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() «Про Город» хаҫат тунӑ сӑн Вӑрмар районӗнче пурӑнакан 26 ҫулти арҫын суд сакки ҫине ларнӑ. ЧР Прокуратурин пресс-служби пӗлтернӗ тӑрӑх, ӑна йывӑҫ каснӑшӑн айӑпланӑ. Арҫыннӑн йывӑҫ касмашкӑн ирӗк пулман. Анчах вӑл 2015 ҫулхи ҫурла уйӑхӗн 1-мӗшӗнче виҫӗ юман, 1 вӗрене тата хӑрнӑ 1 юман каснӑ. Ҫапла вӑл патшалӑха 150 пин тенкӗлӗх тӑкак кӳнӗ. Арҫын айӑпне йышӑннӑ. Суд ӑна ҫулталӑк ҫурӑлӑха тӗрмене хупмасӑр айӑпланӑ. Унӑн 4 пин тенкӗ патшалӑх пошлини те тӳлемелле. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Канашри ача-пӑч пульницинче пӗр арҫын ача пӗр уйӑх выртать ӗнтӗ. Унта ӑна кӑвак питпе илсе килнӗ. Кӗлетки ҫинче те кӑвак вырӑнсем пулнӑ. Канашри 4 ҫулти арҫын ача пульницӑра нарӑс уйӑхӗн 24-мӗшӗнчен выртать. Пӗчченех вӑл, амӑшӗ ҫук. Пациентсем каланӑ тӑрӑх, ӑна илсе килнӗ чухне вӑл кӑвак пулнӑ. Куҫӗ те курӑнман. Амӑшӗ ачана хӑйех илсе килнӗ. Ачана пӗрле пурӑнакан арҫын хӗненине пӗлтернӗ. Полицие ун чухнех шӑнкӑравласа пӗлтернӗ. Амӑшӗ апат-ҫимӗҫ йӑтса килет те хӑвӑрт тухса каять. Ачипе курнӑҫма ӑна ирӗк паман. Ача амӑшне юратать, ӑна кӗтет. Каҫхине вӑрансан: «Дядя, бо-бо», — тет. Ачана, ахӑртнех, логопед та кирлӗ. Вӑл лайӑх калаҫаймасть. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() Шупашкара Елена Летучая килсен «Ехрем хуҫа» ресторана хурласа пӗтернӗччӗ. Халӗ вӑл татах ӗҫлеме пуҫланӑ. Унта «Про Город» журналисчӗ пулса курнӑ. Елена Летучая асӑннӑ ресторанра санитари нормисене пӑхӑнманнине тупса палӑртнӑччӗ. Ӑна наци колоричӗпе илемлетнӗ. Меню — чӑвашла тата вырӑсла. Администратор Дарья каланӑ тӑрӑх, ресторан юсав хыҫҫӑн нарӑс уйӑхӗн 18-мӗшӗнче уҫӑлнӑ. Ҫапла унта килекен нумайланнӑ. Хула администрацийӗн ӗҫченӗсем час-часах ҫӳреҫҫӗ-мӗн. Халӗ Елена Летучаяпа пулса иртнине никам аса илмест унта. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (12.09.2025 15:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 764 - 766 мм, 14 - 16 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Ахтимирова Роза Николаевна, чӑваш ҫыравҫи, тӑлмачӗ ҫуралнӑ. | ||
| Раҫҫей президенчӗ Путин Владимир Владимирович Транкасси ялне хӑнана килсе кайнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |