Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +2.3 °C
Ахальтен ахах пулас ҫук.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Пӗлтерӳ: «Хастарлӑх ҫӑлкуҫӗ» ӑмӑртӑвӑн ҫӗнтерӳҫисене пуш уйӑхӗн 25-мӗшӗнче чыслӑпӑр

Сутатӑп Мотоблок валли лентӑллӑ ҫӗрулми кӑлармалли хатӗр сутатӑп. 15 пинпе. Хаклашма юра...
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Аçтахар Плотников 15.03.2017 09:35 | 2750 хут пӑхнӑ
Пӗлтерӳ
Чыслав вӑхӑтне кӗтекен хисеп хучӗсен йышӗ
Чыслав вӑхӑтне кӗтекен хисеп хучӗсен йышӗ

Петӗр Хусанкай ҫуралнӑранпа 110 ҫул ҫитнине халалланӑ «Хастарлӑх ҫӑлкуҫӗ» видеосӑвӑсен ӑмӑртӑвӗн ҫӗнтерӳҫисене чыслама вӑхӑт ҫитрӗ. Ӑна эпир, конкурса йӗркелекенсем, пуш уйӑхӗн 25-мӗшӗнче, шӑматкун, Чӑваш Республикин наци вулавӑшӗнче ирттерме палӑртрӑмӑр. 10 сехетре пуҫланӗ.

Унчченех палӑртнӑччӗ ӗнтӗ: пӗрремӗш-иккӗмӗш-виҫҫӗмӗш вырӑнсене кам-кам йышӑннине чыславра кӑна пӗлтеретпӗр тесе. Ҫавна май ҫӗнтерӳҫӗсен йышне эпир халӗ те сире каламан. Ҫакна шута илсе 1-мӗш тура тухнисен чыслава пурин те пыма тивет, эпир сире пурсӑра та унта ҫитме йыхравлатпӑр! Парнесӗр никам та тӑрса юлмӗ. Кашни ушкӑнра пӗрремӗш вырӑна тухнӑ пӗр хутшӑнакана палӑртнӑ, иккӗмӗш вырӑн — 2 хутшӑнакана панӑ, виҫҫӗмӗшне — виҫӗ хутшӑнакана. Тепӗр тӑватӑ хутшӑнаканӗ хавхалану парниллӗ пулӗҫ. Унсӑр пуҫне, чыслава килнисен йышӗнче пылак парнесем те выляттаратпӑр!

Кам мала тухнисене каламастпӑр терӗмӗр пулин те, икӗ номинацири ҫӗнтерӳҫӗсене пӗлтересех пулать. Пӗри вӑл — «Куракансен кӑмӑлне кайнӑ ӗҫ». Ку номинацине Улатӑр районӗнчи Ҫӗнӗ Эйпеҫри ача пахчине ҫӳрекен 6 ҫулти Тельцова Ариадна тивӗҫрӗ. Унӑн видеосӑввине пуринчен ытла пӑхнӑ. Эпир хакланӑ вӑхӑтра шутлавҫӑ 712 хисепе кӑтартатчӗ. Ун хыҫҫӑн пыракан Мурзаев Артёмӑн (3 ҫулта) 426 кӑначчӗ. Иккӗмӗш — «Чи ӑста видео хатӗрлекенӗ». Ку номинацире эпир Елчӗк вӑтам шкулӗнче 10 класра ӑс пухакан Адюкова Юляна палӑртас терӗмӗр.

Тепӗр хут: чыслава пурне те йыхравлатпӑр! Эпир сирӗн валли хатӗрленӗ парнесене каялла илсе каймалла ан пултӑр.

Аса илтеретпӗр, «Хастарлӑх ҫӑлкуҫӗ» видеосӑвӑсен ӑмӑртӑвне хутшӑнни ҫинчен ӗнентерекен сертификата эпир унчченех хатӗрлесе, ӑна ҫак каҫӑпа каҫса уҫласа илме пулать.

#Хастарлӑх ҫӑлкуҫӗ, #конкурссем, #чӑваш чӗлхи, #ачасем, #Улатӑр районӗ, #чыславсем, #Ҫӗнӗ Эйпеҫ, #Елчӗк районӗ

 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем