Аксаринти Агентий ФАПшӑн пӑшӑрханать. Ҫак ыйтупа вӑл ӗнер, кӑрлачӑн 24-мӗшӗнче, Общество телевиденийӗн тӳрӗ эфирта пыракан «Отражение» кӑларӑмне шӑнкӑравланӑ.
Аса илтеретпӗр, ӗнерхи кӑларӑма Чӑваш Енӗн Элтеперӗ Михаил Игнатьев хутшӑннӑччӗ. Елчӗк районӗнчи Тӳскел ялӗнчен клуб уҫнишӗн хавхаланса шӑнкӑравланӑччӗ. Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи Аксаринти Агентий вара пӑшӑрханупа алла телефон тытнӑ.
Агентий тӳрӗ эфирта пӗлтернӗ тӑрӑх, Михаил Игнатьев Элтепер патне темиҫе хутчен те шӑнкӑравланӑ, анчах ӑна республика ертӳҫипе ҫыхӑнма май килмен. Ҫырупа та вӑл тухнӑ. Ял ҫыннисене канӑҫсӑрлантаракан фельдшерпа акушер пункчӗ тӑваттӑмӗш ҫул ӗҫлемест иккен. 2016 ҫулхи чӳк уйӑхӗнче тепӗр ФАПа та хупнӑ-мӗн.
«Эпир ӑҫта кӑна ҫитмерӗмӗр пулӗ», — чун ыратӑвне уҫрӗ эфирта Агентий. Вӑл ӗнентернӗ тӑрӑх, ЧР Сывлӑх сыхлав министерстви те шарламасть, район администрацийӗн пуҫлӑхӗ те. «Мӗнле-ха капла?» — аптӑрарӗ Аксаринти хастар.
Михаил Игнатьев республикӑра миҫе ФАП пулнине каларӗ, малашне те вӗсене уҫма шантарчӗ.