Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +16.3 °C
Кӗрхи кун кӗлтеллӗ, ҫурхи кун ҫеҫкеллӗ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем

Пӑтӑрмахсем

Нарӑс уйӑхӗн 1-мӗшӗнче Ҫӗнӗ Шупашкарти «Сокол» пӑр керменӗнче хоккейла вылянӑ хыҫҫӑн Герман Шашурин вилнӗ.

Халӗ, следовательсем пӗлтернӗ тӑрӑх, ку ӗҫе уҫӑмлатаҫҫӗ. Герман Львовича ытларикун, нарӑсӑн 2-мӗшӗнче, пытарнӑ.

Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, хоккеист миокард инфарктне пула сывлама чарӑннӑ. Халӗ следстви умӗнхи тӗрӗслев ирттереҫҫӗ. Кун хыҫҫӑн йышӑну тӑвӗҫ.

Пурӑннӑ пулсан Герман Шашурин кӗҫӗх, нарӑс уйӑхӗн 6-мӗшӗнче, 47 ҫул тултарӗччӗ.

 

Раҫҫейре

РФ Ял хуҫалӑх министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, Раҫҫейре ҫӑкӑр хакӗ ӳсме пултарать. Хальлӗхе палӑртнӑ тӑрӑх, хак вӑтамран 3–5 тенкӗ хӑпармалла.

Александр Ткачев министр каланӑ тӑрӑх, ку тулӑ хакӗ ӳснипе ҫыхӑннӑ. Чӑваш Ене ку мӗнле витӗм кӳрӗ?

Шупашкарти ҫӑкӑр пӗҫерекен 2-мӗш савут ҫӑкӑр хакне 4 процент ӳстересшӗн. Ыттисем ҫӑкӑр пӗҫерессине услам тесе шутламаҫҫӗ, ҫавӑнпа вӗсем хаксене улӑштарасшӑн мар.

Пӗлтӗр республикӑра 556 тонна тырӑ пухнӑ. 6 проценчӗ ҫеҫ ҫӑнӑх валли каять. Ытларахӑшӗ — выльӑх-чӗрлӗх ҫитермелле. Ҫӑнӑх авӑртмашкӑн тырра урӑх регионсенчен илсе килеҫҫӗ.

 

Хӗсмет Павел Вязов
Павел Вязов

Ӗнер, нарӑсӑн 3-мӗшӗнче, ирхине Хаваровск крайӗнчи ҫар чаҫӗнче пирӗн чӑваш салтакӗ сарамсӑр вилнӗ. Фургонра сакӑр салтак пулнӑ. Пӗри хӑвӑрт ҫунакан шӗвекпе усӑ курса кӑмака хутма тӑнӑ. Фургон ҫунма тытӑннӑ.

Салтаксем ҫӑлӑннӑ. Анчах кӗтесре ҫывӑракан каччӑ тухайман. Вӑл шӑпах пирӗн ентеш пулнӑ. Павел Вязов — Ҫӗнӗ Шупашкарта каччи.

Ҫӗнӗ Шупашкарти ҫар комиссариатне кун пирки нарӑсӑн 1-мӗшӗнче 23 сехетре пӗлтернӗ. Ун чухне Хабаровск крайӗнче ир пулнӑ. Ҫар комиссариачӗ каланӑ тӑрӑх, ҫичӗ салтак ҫӑлӑннӑ, пирӗнни ҫеҫ тухайман…

Салтак ӳтне Чӑваш Ене хӑҫан илсе килесси паллӑ мар-ха. Ку тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://pg21.ru/news/view/81184
 

Хулара

Шупашкарта ятарлӑ сайт ӗҫлет. Унта кӗрсе маршрут таксийӗсем мӗнле хӑвӑртлӑха ҫӳренине сӑнама пулать. Кун пирки Чӑваш Республикин влаҫӗсен официаллӑ порталӗ пӗлтерет.

Общество транспорчӗ мӗнле ҫӳренине 2015 ҫулхи пуш уйӑхӗнченех сӑнама пулать. Ку — Шупашкар хула администрацийӗн пуҫлӑхӗн Алексей Ладыковӑн пуҫарӑвӗ.

Шупашкарти пур общество транспортне те ГЛОНАСС системӑпа тивӗҫтернӗ. Унӑн даннӑйӗсем ятарлӑ сервера килеҫҫӗ. Кунсӑр пуҫне урапасен хӑвӑртлӑхне 224 камера сӑнама пулӑшать. Вӗсене хулара вырнаҫтарнӑ.

Сайта кӗрсен хӑвӑра кирлӗ маршрут таксийӗн номерне суйламалла ҫеҫ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://pg21.ru/auto/view/66455
 

Персона

Чӑваш Республикинчи кинематографистсен пӗрлешӗвӗ тӑван халӑхӑмӑрӑрӑн пӗрремӗш киноактриси ҫуралнӑранпа 113 ҫул ҫитнине ҫӑкӑр-тӑварпа асӑннине пӗлтерет.

ЧР кинематографистсен пӗрлешӗвӗн пайташӗсем тата чӑваш киноискусствипе кӑсӑкланакансем Тани Юнӑн Карачура патӗнчи масар ҫинчи вилтӑпри ҫине кайса килнӗ. Ушкӑна пӗрлӗх пуҫлӑхӗ Ультияр Цыпленков ертсе пынӑ. Унпа пӗрле унӑн ҫумӗ Илтимӗр Ефремов, Тани Юн тӑванӗ Светлана Березкина поэтесса, Юрий Сергеев режиссер, Юрий Спиридонов кинопродюсер, Николай Сахаров видеооператор тата 90-мӗш ҫулсенче «Чӑвашкино» пуҫлӑхӗ пулнӑ кайнӑ.

Кинематографистсем 2016, 2017, 2018-мӗш ҫулсем наци кинематографишӗн пысӑк пӗлтерӗшлӗ ҫулсем пулнине палӑртнӑ. Кӑҫал, ҫӗртме уйӑхӗн 22-мӗшӗнче, пӗрремӗш чӑваш фильмӗ «Атӑл пӑлхавҫисем» пысӑк экран ҫине тухнӑранпа 90 ҫул ҫитет. Ҫав куна халалласа ҫӗртмен 23-мӗшне Чӑваш кино кунӗ ят парсан тесе шухӑшлаҫҫӗ масар ҫине пухӑннӑ хастарсем. 2017 ҫулхи раштав уйӑхӗн 28-мешӗнче кино ӳкерес, сутас тата халӑх патне фильмсене илсе ҫитерес тесе йӗркеленӗ «Чӑвашкино» киностудине йӗркеленӗренпе 90 ҫул ҫитет.

Малалла...

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://avan-kino.com/a/news/51.html
 

Сывлӑх

Ҫапла, ватӑсем те йӗлтӗр ҫине тӑраҫҫӗ. Ҫулне кура мар хастар кинеми-мучисем Шупашкар районӗнчи халӑхӑн социаллӑ ыйтӑвӗсене тивӗҫтерекен центра ҫӳреҫҫӗ. Анчах пулӑшу ыйтма мар. Пӗрле пухӑнса сывлӑха ҫирӗплетме.

Спорт сывлӑх ҫулӗсене, иммунитет тата гормон тытӑмӗсене, чӗрепе юн тымарӗсене, апат ирӗлтерекен органсене лайӑх витӗм кӳрет тесе ҫирӗплетнӗ май йӗлтӗрпе хаваспах ярӑнаҫҫӗ.

Килте пусӑрӑнса, тивӗҫлӗ канӑва кайсан никама кирлӗ маррине туйса ларасран чӗрӗлӗх кӗртекенни, паллах, — Шупашкар районӗнчи халӑхӑн социаллӑ ыйтӑвӗсене тивӗҫтерекен центрӗ. Ҫулланнисем валли унта тӗрлӗ ушкӑнсем йӗркеленӗ. «Бодрость» (чӑв. Патварлӑх) клубне ҫӳренӗ май кинеми-мучисем пӗрле пухӑнса тренажер залне те каяҫҫӗ.

 

Ӳнер

«Шупашкарти савни» спектакле аслӑрах ҫулхисем кӑна мар, 35–40-рисем те, мӗн тесен те, астӑваҫҫех пулӗ. Вӑл сцена ҫинчен кайни ҫирӗм ҫул ҫитрӗ. Халӗ вара Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗ ӑна тавӑрма шутланӑ. Анчах унчченхи пайсенчен пӗрне кӑтартмӗҫ. Хальхинче куракансем унӑн улттӑмӗш серипе киленӗҫ. «Шупашкарти савни 20 ҫул иртсен» камите курма театр нарӑс уйӑхӗн 25-мӗшӗнче йыхравланине эпир пӗлтернӗччӗ.

Камите 25-мӗшӗнче кӑна мар, 27-мӗшӗнче те кӑтартӗҫ.

1991 ҫулта пуҫласа кӑтартнӑ ҫак камит авторӗ — Чӑваш Енӗн искусствӑсен тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ Николай Сидоров. Режиссерӗ — Чӑваш Енӗн тава тивӗҫлӗ ӳнер ӗҫченӗ Вячеслав Оринов, художникӗ — Лариса Комиссарова, композиторӗ — Чӑваш Енӗн тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ Юрий Кудаков, ташшисене лартаканӗ — Чӑваш Енӗн халӑх артисчӗ Юрий Свинцов.

 

Экономика

Шухӑшланипе шур пӳрт лартаймӑн теҫҫӗ те, анчах выртан каска мӑкланни те паллӑ. Чӑваш Енри тӳре-шара хамӑр патра ҫӗлекен шкул формине республика тулашне те сарасшӑн. Кун пирки вӗсем паян ирттернӗ канашлура сӳтсе явнӑ. Унта республика Элтеперӗ Михаил Игнатьев та, экономика аталанӑвӗн тата вӗренӳ министрӗсем Владимир Аврелькин тата Владимир Иванов та хутшӑннӑ.

Владимир Аврелькин ӗнентернӗ тӑрӑх, ҫӑмӑл промышленноҫӑн республикӑри предприятийӗсем (сӑмах кунта шкул форми ҫӗлекенсем пирки пырать) ют ҫӗршыври компанисемшӗн халех конкурент пулса тӑнӑ. Михаил Игнатьев Элтепер вӗсен республика тулашне те тухмаллине палӑртса хӑварнӑ.

Сӑмах май каласан, хальхи вӑхӑтра пирӗн тӑрӑхра шкул формине «Кайсаров», ОВАС, «Аврора», «Элита» предприятисем ҫӗлеҫҫӗ.

 

Экономика

Нумаях пулмасть ҫӗршывӑн тӗп хулинче вырнаҫнӑ Раҫҫейӗн Суту-илӳпе промышленность палатинче «Citi» фондӑн пӗчӗк усламҫӑлӑхри Раҫҫей премийӗсем» вунпӗрмӗш конкурсне пӗтӗмлетнӗ.

Citi фонд пӗчӗк усламҫӑлӑха сарассипе ӑнӑҫлӑ ӗҫлекенсене тата пӗчӗк усламҫӑсене укҫа-тенкӗ парса пулӑшакансене чыслать.

2015 ҫулта микрофинансировани енӗпе инновацисене пурнӑҫа кӗртекен лидера Пӗчӗк бизнеса аталантаракан Чӑваш Енри агентство палӑрнӑ. Пӗлтӗр строительствӑра чи маттур предприниматель ятне Сӗнтӗрвӑрринчи «Посад» обществӑн пуҫлӑхӗ Александр Афанасьев тивӗҫсе преми илнӗ. «АПМБ» аналитика обществин Сӗнтӗрвӑрринчи уйрӑмӗн финанс аналитикӗ Ольга Шиверова «2015 ҫулхи чи лайӑх кредит эксперчӗ» пулса тӑнӑ.

2005 ҫулта йӗркелеме тытӑннӑ ӑмӑртӑва фонд тӗнчери 32 ҫӗршывра ирттерет. Раҫҫейре конкурса йӗркелеме РФ Экономика министерствипе Суту-илӳ палати те пулӑшать.

 

Республикӑра

Илемлӗ пулас тесе хӑшӗ-пӗри укҫасӑр тӑрса юлать. Тӳлевсӗр косметика процедурине килеҫҫӗ те кредит илсе тухса каяҫҫӗ.

Хӗрарӑмсем 80 пин тенкӗлӗх косметика туянаҫҫӗ. Ку — серепе. Процедура тунӑ хыҫҫӑн хӗрарӑмсене уйрӑм пӳлӗме илсе каяҫҫӗ. Лешсем гипноз тунӑ евӗр хыҫран утаҫҫӗ. Калаҫсан хӗрарӑмсем хӑйсем те сисмеҫҫӗ — кредит килӗшӗвне алӑ пусаҫҫӗ.

Клиентсене телефонпа шӑнкӑравласа тупаҫҫӗ. Хӑшӗ-пӗрне конкурсра выляса илнӗ, ҫавна май тӳлевсӗр процедура тума май пур тесе суяҫҫӗ. Кредичӗсене кайран темиҫе ҫул тӳлеҫҫӗ.

Кун пирки тӗнче тетелӗнчи канашлусенче те ҫыраҫҫӗ. Анчах, Роспотребнадзор пӗлтернӗ тӑрӑх, косметикӑна каялла тавӑрса пама юрамасть. Кунашкаллисенчен шар курнисем Раҫҫейре — ҫӗр-ҫӗр. Экспертсем каланӑ тӑрӑх, ку ултав пулнине ӗнентерме йывӑр.

 

Страницӑсем: 1 ... 2570, 2571, 2572, 2573, 2574, 2575, 2576, 2577, 2578, 2579, [2580], 2581, 2582, 2583, 2584, 2585, 2586, 2587, 2588, 2589, 2590, ... 3665
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (29.06.2024 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 750 - 752 мм, 14 - 16 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ку эрнере астăвăр: çын - машина мар, эппин, сывлăха нумай тимлĕх уйăрмалла. Суранланас е вăраха кайнă чирсем вăранас хăрушлăх пур. Çавăнпа ытлашши ĕçлемелле мар, анчах пуçлăха та кахаллăхпа тарăхтарма юрамасть. Унсăрăн планăрсем пурнăçланмĕç. Эрнен иккĕмĕш çурри вĕткеленÿре иртĕ.

Ҫӗртме, 29

1959
65
Залогин Олег Владимирович, чӑваш барчӗ, журналист, филолог ҫуралнӑ.
1999
25
Мусорин Николай Павлович, вӗрентекен, педагогика ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ вилнӗ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...