Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +0.3 °C
Ир тӑнӑ кайӑк выҫӑ вилмен тет.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Чӑвашлӑх: Лавккари кӑтартмӑшсене чӑвашла ҫырни чылайӑшӗн кӑмӑлне кайнӑ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Никита Сурский 13.02.2018 12:29 | 1997 хут пӑхнӑ
Чӑвашлӑх

Чӑваш Енӗн тӗп хулинчи Университет урамӗнчи 34-мӗш ҫуртра юсав ӗҫӗсем ирттернӗ хыҫҫӑн уҫӑлнӑ «Пятёрочка» лавккара кӑтартмӑшсене вырӑсла кӑна мар, чӑвашла та ҫырса хатӗрленӗ. Кун пирки Чӑвашсен «Хавал» пуҫару ушкӑнӗ «Контактра» халӑх тетелӗнчи хӑйсен ушкӑнӗнче хыпарланӑ.

«Шупашкарти Университет урамӗн 34-мӗш ҫуртӗнчи ҫӗнӗтсе уҫӑлнӑ «Пятёрочка» лавккара кӑтартмӑшсене чӑвашла та тунӑ! Питӗ паха тата хисеплемелли япала!» — ҫапларах хакланӑ ку ӗҫе халӑх тетелӗнче, унпа пӗрлех сӑн ӳкерчӗксем те вырнаҫтарнӑ.

Лавкка хуҫисен ӗҫне мухтаса та ырласа 116 ҫын «килӗшет» палла пусма, 19 ҫын хӑйӗн страницине куҫарса лартма ӗлкӗрнӗ те ӗнтӗ. Хӑшӗ-пӗри вара комментари те хӑварма ӳркенмен. Акӑ, сӑмахран, Оксана Антонова: «Пятёрочка» маттур. Пирӗн район центрӗнче те кӑтартмӑшсем тутарла тата вырӑсла (Тутарстанра)» — тесе ҫырнӑ.

#халӑх тетелӗ, #суту-илӳ, #чӑваш чӗлхи, #чӑвашлӑх, #Шупашкар

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/haval
 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Комментари:

Agabazar // 8795.0.4187
2018.02.15 06:04
Agabazar
Пăвара (Тутарстан) вырăсла тата тутарла тени тĕрĕсех пулмалла.
Такам // 3519.62.2134
2018.02.16 12:22
Agabazar, Оксана Çĕпрел районĕнчен пулмалла.

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем