Культура
![]() Ҫурла уйӑхӗн 24-мӗшӗнче пӗтӗм ҫӗршывӗпех «Ночь кино» (чӑв. Кино каҫӗ) акци иртӗ. Юлашки ҫулсенче йӑлана кӗнӗ ҫак мероприятие пирӗн республика та хутшӑнать. Хӑш кинона пӑхассине халӑхпа татса парасшӑн. Списокри кирек мӗнле фильма та суйлама пулать. Анчах вӗсенчен виҫҫӗшӗ ҫеҫ ҫӗнтерӗ. Сасӑлав утӑ уйӑхӗн 10-мӗшӗччен пырӗ. «Кино каҫне» пирӗн республикӑра Чӑваш Енӗн Культура, национальноҫсен ӗҫӗсен тата архив ӗҫӗн министерстви «Чӑвашкино» киностудипе пӗрле ирттерӗ. Унсӑр пуҫне республикӑри кинотеатрсем, культура керменӗсем, музейсем, вулавӑшсем те акцие хутшӑнӗҫ. Кино юратакансем валли лекцисем, концертсем, экскурсисем пулӗҫ. Тата, паллах, кино кӑтартӗҫ. Килӗшекен кинона суйлас тесен ҫак каҫӑпа иртмелле. Унта стрелкӑпа кӑтартнӑ тӗле пусмалла. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Чӑваш Енӗн тӗрлӗ тӑрӑхӗнче тӗпленнӗ 1о ҫемьене «Юратушӑн тата шанчӑклӑхшӑн» орденпа чысланӑ. Сумлӑ йыша Пӑрачкав районӗнчи Василий Степановичпа Римма Александровна Авраменкосем, Шупашкарти Владимир Андреевичпа Валентина Ивановна Балановсем, Красноармейски районӗнчи Юрий Егоровичпа Римма Гурьевна Дубровсем, Патӑрьел районӗнчи Николай Алексеевичпа Светлана Васильевна Исаевсем, Куславкка районӗнчи Виталий Васильевичпа Антонина Ивановна Майоровсем, Улатӑрти Григорий Константиновичпа Мария Гавриловна Маторкинсем, Ҫӗнӗ Шупашкарти Владимир Константиновичпа Александра Ивановна Кулеминсем, Ҫӗрпӳ районӗнчи Виталий Андреевичпа Елена Михайловна Павловсем, Елчӗк районӗнчи Иван Ивановичпа Зинаида Петровна Портновсем, Шупашкар районӗнчи Евгений Николаевичпа Людмила Александровна Хорасевсем лекнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() Ҫынсем Шупашкарти ҫӗнӗ кӑнтӑр районӗнче вырнаҫнӑ храма таса чунпа ҫӳреҫҫӗ, ҫавӑнпа унта усал шухӑшлӑ вӑрӑ та пырасси пирки шуламаҫҫӗ ахӑртнех. Юлашки вӑхӑтра храмра вӑрланӑ виҫӗ тӗслӗхе шута илнӗ. Виҫҫӗшӗнче те вӑрӑ пӗрешкел майпа хӑтланнӑ. Ҫак преступленисене Шупашкарта пурӑнакан, ниҫта та ӗҫлемен 51 ҫулти хӗрарӑм тунӑ тесе шутлаҫҫӗ. Служба пынӑ вӑхӑтра вӑл храма килнӗ ҫынсен сумкисене, рюкзакӗсене йӑкӑртнӑ. Полицейскисем ӑна шӑпах вӑрланӑ вӑхӑтра тытса чарнӑ. Хӗрарӑм тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Унччен вӑл йӗрке хуралҫисен аллине ҫакланман. Халӗ хӗрарӑмӑн ирӗклӗн тухса ҫӳреме юрамасть. Вӑрланӑ япаласене вара хуҫисене тавӑрса панӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Чылайӑшӗ ӑшӑ вырӑн ҫинче тутлӑ тӗлӗк курнӑ чухне, утӑ уйӑхӗн 4-мӗшӗнче ҫур ҫӗрте, шыравпа ҫӑлав службин дежурнӑй пульчӗ ҫине шӑнкӑрав килнӗ: ҫамрӑк арҫын пулӑшу ыйтнӑ. Хайхискер ҫӗрле йывӑҫ тӑрринчен хӑй тӗллӗн анайман-мӗн. Арҫын йывӑҫ ҫине хӑйех хӑпарнӑ-ха. Кушак аҫи унта хӑпарса кайнӑ та каялла анайман, ҫӳллӗшрен хӑраса ҫухӑрма тытӑннӑ иккен. Ҫамрӑк арҫын ӑна пулӑшас тенӗ – йывӑҫ ҫине хӑпарнӑ. Анчах арҫын хӑй те каялла анайман. Юрать, телефон ҫумра пулнӑ – ҫӑлавҫӑсем патне шӑнкӑравланӑ. Ӑна пусмапа антарнӑ. Ҫав вӑхӑтра кушак аҫи те ҫӗрелле сиксе тарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() Шупашкарта канмалли кунсенче, утӑ уйӑхӗн 7-мӗшӗнче, коттедж ҫуннӑ. Ку пӑтӑрмах «Дубки» коттедж поселокӗнче пулнӑ. Куприянов урамӗнчи икӗ хутлӑ ҫурт 17 сехетре ҫунма пуҫланӑ. Ҫулӑм тӑррине, шалтине сиенлетнӗ. Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, тӑкак 200 пин тенкӗпе танлашнӑ. ЧР Граждан хӳтӗлевӗн тата инкеклӗ лару-тӑру министерствин пресс-служби хыпарланӑ тӑрӑх, пушар аҫа ҫапнӑран тухнӑ. «Про Город» хаҫат сайтӗнче ҫырнине ӗненес тӗк (малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх), ку коттедж – ЧР Арбитраж сучӗн судйин. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Чӑваш Енре тивӗҫлӗ канури ҫынсем тата нумай ачаллӑ ҫемьесем валли социаллӑ карттӑ тӑвасшӑн. Вӑл «Карта жителя» (чӑв. «Пурӑнакан картти») ятлӑ пулӗ. Ку ыйтӑва утӑ уйӑхӗн 3-мӗшӗнче ЧР Экономика аталанӑвӗн министерствинче сӳтсе явнӑ. Ку проекта «Мир» тӳлев карттин наци тытӑмӗ ҫумӗнче пурнӑҫласшӑн. Ведомство пӗлтернӗ тӑрӑх, дисконтлӑ карттӑпа ҫынсен уйрӑм категорийӗ усӑ курӗ. Социаллӑ проект вырӑнти влаҫпа услам пӗрле ӗҫленипе пурнӑҫланса пырӗ. Дисконтлӑ карттӑпа усӑ куракансем хӑш-пӗр суту-илӳ сечӗсенче, организацисенче тавара йӳнӗрех хакпа туянма пултарӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() «Про Город» сайтран илнӗ сӑн Улатӑр хулинче пурӑнакансем ҫак кунсенче урамра тӗлӗнмелле машина ҫӳренине асӑрханӑ. «Тимӗр урхамах» ҫине «Отлов ведьм» (чӑв. «Тухатӑмшсене тытмалли»), «Служба охотников за ведьмами» (чӑв. «Тухатмӑшсене тытакансен служби» тесе ҫырнӑ. Машинӑн малти бамперӗ ҫине шӑлсем ӳкернӗ, алӑкӗ ҫине шӑпӑр утланнӑ хӗрарӑма сӑнланӑ. Ку машина улатӑрсен мар, вӑл таҫтан килнӗ. Номерсене пӑхас тӑк, пирӗн пата вӑл Самар тӑрӑхӗнчен ҫитнӗ. Тухатмӑшсене Самар тӑрӑхӗнче тытмалли служба тесе палӑртнӑ. Эппин, машина чӑхах та ҫав регионтан килнӗ. Улатӑр ҫыннисем хӑйне евӗр машинӑна килӗштернӗ, ун патне тӑрса сӑн та ӳкерӗннӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Ҫемье, юрату тата шанчӑклӑх кунӗ умӗн Чӑваш Енре ҫамрӑк мӑшӑрсене «Ҫамрӑк мӑшӑрсен сертификатне» пирвайхи хут панӑ. Аса илтерер: ҫак документа пама тытӑнасси пирки сайтра унччен хыпарланӑччӗ. Сертификата ЧР Элтеперӗ «Арҫынсен сывлӑхӗ: 80+ тӗллев патне» ӑслӑлӑхпа практика конференцийӗнче виҫӗ мӑшӑра савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура тыттарнӑ. Уяв И.Н.Ульянов ячӗллӗ ЧПУн культура керменӗнче иртнӗ. Ҫак сертификат тин кӑна ҫемье ҫавӑрнӑ упӑшкипе арӑмне амӑшлӑх центрӗсенче пысӑк квалификациллӗ специалистсем патӗнче тӳлевсӗр пулӑшу илме май парать. Ҫак документа хӗсӗрлӗхе тупса палӑртас, ӑна вӑхӑтра сиплес тӗллевпе параҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Утӑ уйӑхӗн 5-мӗшӗнче ҫӗрле Ҫӗнӗ Шупашкарта тӳрех икӗ каччӑн пурнӑҫӗ татӑлнӑ. Тӗкӗрҫ тӑкӑрлӑкӗнчи 4-мӗш ҫуртри пӗр подъездра вӗсене вӗлернӗ. Кун пирки халӑх корреспонденчӗ «Про Город» хаҫата пӗлтернӗ. «Эпӗ пӗлнӗ тӑрӑх, каччӑсене ҫӗҫӗпе чикнӗ. Вӗсем 27-28 ҫулсенче пулнӑ. Питӗ шел, питӗ ҫамрӑк-ҫке-ха», - каласа кӑтартнӑ вӑл хаҫата. РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри следстви управленийӗ кун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Халӗ следовательсем ӗҫ-пуҫа уҫӑмлатаҫҫӗ, ҫак тискер преступление кам тума пултарнине палӑртас тӗллевпе ӗҫлеҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Паян Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев тата Тутарстан Президенчӗ Рустам Минниханов Николай Шелепи палӑкӗ патне чечек хунӑ. Утӑ уйӑхӗн 6-мӗшӗнче Тутарсранри Аксу поселокӗнче чӑвашсен «Уявӗ» иртессине эпир маларах пӗлтернӗччӗ. Унта Чӑваш Енӗн тӗрлӗ районӗнчи (Шӑмӑршӑ, Шупашкар, Патӑрьел, Етӗрне районӗсенчен, Шупашкар хулинчен), Пушкӑртстанри, Самар облаҫӗнчи тата Тутарстанри пултарулӑх ушкӑнӗсем пырсӑ ҫитнӗ. Уява кайнӑ Чӑваш Ен Элтеперӗпе Тутарстан Президенчӗ чӑваш халӑх поэчӗ Шелепи бюсчӗ патне чечек хунӑ. Тутарстанри вӑрман хуҫалӑхӗн пӗрремӗш министрӗн Владимир Гуляевӑн бюстне уҫма хутшӑннӑ. Икӗ регион ертӳҫи ун хыҫҫӑн Тутарстанра пӗтӗм Раҫҫей шайӗнче иртнӗ пӗтӗм чӑвашсен «Уявне» хутшӑннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (14.05.2025 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 743 - 745 мм, 11 - 13 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Золотницкий Николай Иванович, чӑваш чӗлхе пӗлӗвӗн никӗсне хываканӗ, тӗпчевҫӗ, этнограф вилнӗ. | ||
| Оболенцев Никита Иванович, ҫыравҫӑ, драматург, Чӑваш ССР тава тивӗҫлӗ культура ӗҫленӗ ҫуралнӑ. | ||
| Репьях Станислав, украин сӑвӑҫи, Чӑваш Енӗн тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ ҫуралнӑ. | ||
| Дементьев Пётр Васильевич, СССРта авиапром ӗҫне пуҫаракансенчен пӗри вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |