Политика
![]() Паян ЧР Элтеперӗ Олег Николаев паян пултаруллӑ ачасен «Эткер» центрӗнче ҫамрӑксемпе тӗл пулнӑ. Арсен Космовский блогер Олег Алексеевича Тик-Ток валли ролик ӳкерме сӗннӗ. Малтан Олег Николаев тата унӑн пресс-секретарӗ Александр Кузин, ЧР вӗрентӳ министрӗ Алла Салаева, информполитика министрӗн ҫумӗ Юлия Стройкова ташӑ вӗреннӗ. Анчах кайран Олег Николаевпа Александр Кузин ҫеҫ ташланӑ. Сӑмах май, Халӑхсен туслӑхне халалланӑ палӑка уҫнӑ чухне Чӑваш Енӗн пӗрремӗш президенче Николай Федоров та ташланӑччӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Тӑван ҫӗршыв хӳтӗлевҫин кунӗнче Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗ ашшӗсем валли ятарлӑ акци ирттерет. Ҫак ырӑ йӑлана театрта тахҫанах тытса пыраҫҫӗ. Пӗтӗм тӗнчери хӗрарӑмсен кунӗнче те ҫавӑн евӗрлӗ акци иртет унта. Уяв кунӗнче тӗпренчӗкӗсемпе театра пыракан ашшӗсемпе аслашшӗ-кукашшӗсене спектакль курма тӳлевсӗр кӗртеҫҫӗ. Спектакль умӗн ашшӗсене тӗрлӗ парне кӗтӗ, ҫав шутра — юрӑ-кӗвӗллӗ парне те. Тӑван ҫӗршывӑн хӳтелевҫин кунӗнче театр «Золотой цыплёнок» (0+) юрӑллӑ-кӗвӗллӗ юмах кӑтартӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ял хуҫалӑхӗ
![]() Канаш районӗнчи пӗр тӑвансем фермер хуҫалӑхӗ йӗркеленӗ. Чӑваш Республикин ял хуҫалӑх министрӗ Сергей Артамонов Фейсбукра пӗлтернӗ тӑрӑх, Кармами Выҫҫӑлкки ялӗнчи фермерсемпе вӑл ӗнер, нарӑс уйӑхӗн 19-мӗшӗнче, тӗл пулнӑ. Андрей, Сергей, Виктор, Иван Николаевсем 100 пуҫ ӗне выльӑхлӑх ферма уҫас тенӗ. Сергей Николаев министра каланӑ тӑрӑх, фермер хуҫалӑхне уҫас ӗмӗт тахҫанах амаланнӑ. Палӑртнине пурнӑҫа кӗртме «Ҫемье выльӑх-чӗрлӗх фермине йӗркелесси тата аталантарасси» программӑна хутшӑнни май панӑ. Фермер хуҫалӑхӗ ятарлӑ конкурс витӗр тухса 10 миллион тенкӗ гранта тивӗҫнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑвашлӑх
![]() Чӑваш Ен Министрсен Кабинечӗн Председателӗ ҫумӗ — экономика аталанӑвӗн тата пурлӑх хутшӑнӑвӗсен министрӗ Дмитрий Краснов Фейсбука чӑваш тӗрриллӗ тумпа ӳкерӗннӗ хитер сӑн ӳкерчӗк лартнӑ. Ун айне вӑл «Ҫӗр пин тӗрӗш ҫӗршывӗ» ятпа пост ҫырса хунӑ. Вице-премьер «Паха тӗрӗ» художество промыслисен фирминче пулнӑ иккен. Министр палӑртнӑ тӑрӑх, тӗрӗ Чӑваш Ен кун-ҫулӗпе тан аталаннӑ. Тӗрӗ вӑл — истори. Вӑл таҫта та пулнӑ: йӑла-йӗркере, тумра... Хӗре суйланӑ чухне вӑл тӗрленине пӑхнӑ. Типтерлӗрех тӗрлекен пике кил-ҫурчӗ те тирпейлӗ тесе шухӑшланӑ. Тӗрленӗ хӑш-пӗр япалана ламран лама парса пынӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
![]() Дмитрий Семкин Паян, нарӑс уйӑхӗн 20-мӗшӗнче, Чӑваш Республикин Элтеперӗ Олег Николаев патшалӑх наградисемпе чысласси ҫинчен черетлӗ хушу кӑларнӑ. Ӗҫлӗ хутра тӗрлӗ вырӑнта ӗҫлекен виҫӗ ҫынна Чӑваш Республикин Хисеп грамотисемпе чысланӑ, унсӑр пуҫне тава тивӗҫлӗ ятсем пама йышӑннӑ. Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗнче тӑрӑшакан Дмитрий Семкин вокалиста «Чӑваш Республикин халӑх артисчӗ» ят панӑ. Дмитрий Николаевич театрта ӗҫленипе пӗрлех И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университетӗнчи вокал ӳнерӗн кафедрин заведующийӗ пулса тӑрӑшать. Вӑл — Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ артисчӗ, тӗрлӗ конкурспа фестивальте лауреат ятне тивӗҫнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Пушкӑртстанри Якты Кул (вырӑсла ӑна Якты-Куль теҫҫӗ) ялӗнче пурӑнакансем тӗрлӗ уява хаваслӑн паллӑ тума тӑрӑшаҫҫӗ. Aznakaevo-rt.ru сайтра Лиза Нурлыева пӗлтернӗ тӑрӑх, тӑван чӗлхесен тата халӑх пӗрлӗхӗн ҫулталӑкне халалласа музыка каҫӗ иртнӗ. Уява хатӗрленсе вырӑнти ӑстасем ҫулталӑк элемне кӑтартакан ӳкерчӗксем тӗрленӗ. Якты Култи юрӑ-ташӑ ӑстисем хӑйсен пултарулӑхӗпе савӑнтарнӑ. Сцена ҫинче тӗрлӗ халӑх юрри-кӗвви янӑранӑ. Вӗсем пӗр-пӗринпе килӗштерсе, тус-тӑванлӑн пурӑнаҫҫӗ, хӑна-вӗрле пухса пӗр-пӗринпе пӗр кӗрекере савӑнаҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Тин ҫеҫ Шупашкарти типографисенчен пӗринче ҫӗнӗ кӗнеке кун ҫути курчӗ. Ку вӑл — вырӑссен ку чухнехи паллӑ та сумлӑ поэчӗн, халӑхсем хушшинчи тата Раҫҫейри нумай-нумай литература преми лауреачӗн, Раҫҫей Ҫыравҫисен пӗрлӗхӗн Аҫтӑрхан облаҫӗнчи уйрӑмӗн ертӳҫин Юрий Щербаковӑн Чӑваш халӑх поэчӗ Валери Туркай чӑвашла куҫарнӑ сӑввисен «Казаксен юрри» ятлӑ пуххи. Юрий Николаевич Щербаков юлашки вӑхӑтра чӑваш поэчӗсен сӑввисене вырӑсла куҫарас тата вӗсене халӑх хушшине сарас тӗлӗшпе нумай ӗҫлет, ыттисене ырӑ тӗслӗх кӑтартать. 2019 ҫулта вӑл, сӑмахран, аслӑ Ҫеҫпӗлӗмӗрӗн сӑввисен хӑй вырӑсла куҫарнӑ пысӑк ярӑмне Мускавра тухса тӑракан «Литературная газета» хаҫатра пичетлерӗ, поэзие юратакансене Валери Туркайӑн «Не обманывал я мой народ никогда. Стихи Валерия Тургая в переводах Юрия Щербакова» кӗнекене, аякри Аҫтӑрханта пичетлесе, парнелерӗ. Ҫав ҫулах паллӑ сӑвӑҫ, Аҫтӑрхан хула Думин депутачӗ, Раҫҫейри халӑхсен «Атӑл Асамачӗ» поэзи Акатуйӗн хисеплӗ хӑни пулса, Шупашкара ҫитсе курчӗ. Юрий Щербаковӑн сӑввисен тӗп теми — Раҫҫее, аслӑ Атӑлӑмӑра чунтан юратни, Иртнипе Пуласлӑх пирки тарӑннӑн шухӑшлани. |
Сумлӑ сӑмах
Тӗнчере
Чӑвашсене хӑшӗ-пӗри ниепле те тӗрӗксен йышне кӗртесшӗн мар. Пире Европа енне те, ҫармӑссем енне те туртакансем сахал мар. Кунта ӗнтӗ, паллах, чи пысӑк сӑлтавсенчен пӗри тӗн ыйтӑвӗ тӑрать. Ара, пур тӗрӗксем те вӗт-ха, ытларах енӗпе мӑсӑльмансем — тутарӗсем те, пушкӑрчӗсем те, казахӗсем те, Китайри уйгурсем те. Азербайджансемпе турккӑсем пирки калаҫу та ҫук. Хӑшӗ-пӗри вӗсемпе пире нимӗн те ҫыхӑнтарма пултараймасть тесе ӗнентересшӗн. Паян пӗр термин пирки пӗлтӗм. Иккен, казахсен йӑла пур — асар ятлӑ. Пирӗн чӗлхери хӑш сӑмахпа тӳр килет тесе шутлатӑр? «Ниме»-не пӗлтерет иккен! Терминӗ те самаях сарӑлнӑ, пирӗн ниме пирки пӗлсех каймаҫҫӗ пулсан, асар пирки пӗлеҫҫӗ — имӗш ку тухӑҫ халӑхӗсен йӑли. ЭтимологиЯтарласах этимологи сӑмахсарӗсене тишкертӗм — ара, тӗрӗк чӗлхи шутне кӗретпӗр пулин те мӗншӗн терминӗ расна-ши текен ыйту канӑҫ памарӗ. Федотов ниме пирки шарламасть. В. Г. Егоровӑн словарӗнче вара пур. Ак ҫапла ӑна ӑнлантарнӑ:
|
Ҫул-йӗр
![]() Куславккаран Ҫӗнӗ Шупашкара ҫитме ҫул ҫывӑхланӗ. «Атӑл» ҫул ҫинчен Нишер ялне ҫитме ҫул сарма палӑртнӑ. Унта асфальт хурсан водительсене Куславккаран Ҫӗнӗ Шупашкара ҫитме ҫул кӗскелӗ. Халӗ автомобильсен урапа ҫулӗпе ҫӳреме тивет. Йӗпе-сапара, паллах, иртсе ҫӳреймӗн. Ҫӗнӗ ҫул тӑвас пирки Куславкка районӗн социаллӑ пурнӑҫӗпе экономика аталанӑвне сӳтсе явма пухӑнсан (хальхи вӑхӑтра ун пек пухусем тӗрлӗ муниципалитетра иртеҫҫӗ) сӑмах хускатнӑ. Ӗҫе ҫывӑх вӑхӑтра пуҫӑнӗҫ. Кунсӑр пуҫне Куславккари Октябрьски ҫула юсӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Шупашкар хулинчи Кадыков урамӗнчи лавккасенчен пӗринче пӗр арҫын хӗрарӑмӑн телефонне вӑрланӑ. Хӗрарӑм лавккара ача пӳмипе пулнӑ. Ҫыхӑну хатӗрне вӑл унта хунӑ. Ача амӑшӗ тавар суйланӑ самантпа усӑ курса арҫын телефона вӑрласа тарнӑ. Пӑтӑрмах пӗлтӗрхи чӳк уйӑхӗн 15-мӗшӗнчех пулса иртнӗ. Вӑрланӑ самант видеона лекнӗ. Пакунлисем вӑрра чылай вӑхӑт шыранӑ. Ҫав ҫын 44 ҫулти арҫын пулнӑ. Вӑл унччен темиҫе хут та тӗрмере ларнӑ икккен. Кирпӗч шутласа тухнӑранпа вӑхӑт нумаях та иртмен — каллех усал ӗҫ тунӑ. 7 пине яхӑн тӑракан смартфона арҫын полицейскисене тавӑрса панӑ. Пуҫиле ӗҫе суда ярса панӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (19.04.2025 15:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 749 - 751 мм, 23 - 25 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 5-7 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Петров Юрий Филиппович, ветеринари ӑслӑлӑхӗсен тухтӑрӗ, профессор ҫуралнӑ. | ||
| Петров Леонид Порфирьевич, чӑваш чӗлхин тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |