Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +18.3 °C
Мулкачӑн хӑлхи вӑрӑм та хӳри кӗске.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем

Сумлӑ сӑмах Культура

Кӑҫалхи ҫурла (август) уйӑхӗнче Чӑваш Республикинче театроведени науки пуҫланса кайни 55 ҫул ҫитет. Уяв, теес килет те, калама вара хал ҫитмест.… Театроведени науки ХIХ-мӗш ӗмӗр вӗҫӗнче Германире пуҫланса кайнӑ. Берлин университетӗнче литература уйрӑмӗнче ӗҫлекен Макс Герман ҫӗнӗ наука — театроведени науки — шутласа кӑларать. Унччен театрсенчи спектакльсене пьеса енӗпе пахаланӑ, пьеса — спектаклӗн тӗп шӑнӑрӗ шутланнӑ. Театрта лартакан спектакльсене хакласа Макс Герман литературовед хӑй статйисенче пьесӑпа спектакль хушшинчи пысӑк уйрӑмлӑхсене палӑртать. Драматург ҫырнӑ пьеса литературӑпа кӑна ҫыхӑннӑ пулсан, режиссер лартнӑ пьеса драматургпа, актерсемпе, режиссёрпа, художникпе, балетмейстерпа, музыкантпа ҫыхӑнать, спектакль кураканпа хӗмленсе халӑх ӑс-тӑнӗ ҫине пысӑк витӗм кӳрет. Ҫак ученӑй театр искусстви тӗрлӗ искусствона ҫыхӑнтарса халӑха пӗр пысӑк туйӑма пӗрлештерсе витӗм кӳме пултаракан ҫӗнӗ наукӑна — театроведени наукине — ҫирӗплетет. Раҫҫейре вӑл вӑхӑтра, ХIХ-мӗш ӗмӗрӗн вӗҫӗнче тата ХХ-мӗш ӗмӗр пуҫламӑшӗнче, пӗтӗмӗшле театр аталанӑвӗн хӑйне евӗр вырӑнне пӑхса тухнӑ В.

Малалла...

 

Республикӑра

Чӑваш Ен Элтеперӗ Олег Николаев социаллӑ пулӑшу паракан сферӑн ӗҫченӗсемпе ветеранӗсене професси уявӗпе саламланӑ.

«Эсир — шанчӑклӑ та тимлӗ пулӑшуҫӑсем, пурнӑҫра йывӑрлӑха лекнисене эсир пулӑшатӑр, пӗчченлӗхрен хӑтаратӑр, ыранхи куна шанма вӑй-хӑват паратӑр.

Ҫынсен пурнӑҫне лайӑхлатасси — патшалӑхӑн стратеги пӗлтерӗшлӗ тӗллевӗ. Эсир ырми-канми ӗҫлени социаллӑ политика ыйтӑвӗсене татса пама, ачаллӑ ҫемьесене ҫӗнӗрен те ҫӗнӗ йышши мелсемпе пулӑшма, социаллӑ контрактсене пурнӑҫа кӗртме май парать. Ку ӗҫре сирӗн тивӗҫӗр вышкайсӑр пысӑк», — тесе ҫырнӑ саламра республика ертӳҫи.

 

Пӑтӑрмахсем

Инкек ҫири кӗперен ҫывӑх. Ӗнер Куславкка районӗнчи «М-7» автомобиль ҫулӗ ҫинче икӗ пысӑк машина ҫапӑннӑ. Вӗсем ирхи 10 сехетре инкеке лекнӗ.

«Скания» тата ҫур прицеплӑ «КамАЗ» пырса ҫапӑннӑ хыҫҫӑн «КамАЗ» водителӗ инкек вырӑнӗнчех вилсе кайнӑ, «Скания» водителӗпе пассажирӗ суранланнӑ.

Инкек хыҫҫӑн ҫул ҫинче машинӑсене иртсе ҫӳресси пӗр вӑхӑтра йывӑрланнӑ. Кайран ҫула уҫнӑ.

 

Раҫҫейре

Шупашкарти шкулта вӗренекен Наталья Ершова «Что? Где? Когда?» вӑйӑ валли хӑйне евер ыйту шухӑшласа тупнӑ та укҫа выляса илнӗ.

Унӑн ыйтӑвӗ юрӑ-кӗвӗпе ҫыхӑннӑскер пулнӑ. Ку ыйтӑва кевер тата хрусталь тӑманасен хуҫи Борис Левин хуравланӑ. Ҫук, вӑл тӗрӗс хурав парайман.

Наталья панӑ ыйту вара кӑшӑлвирус этючӗ пулнӑ. Чӑнах та, халӗ ку тема питӗ анлӑ сарӑлнӑ. Борис Левин вара ку кӗвӗ чикансен пулнине каланӑ, ҫапла майпа йӑнӑшнӑ.

Шупашкарти шкул ачи 90 пин тенкӗ выляса илнӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://pg21.ru/news/72275
 

Статистика

Кӑҫал кӑрлач-ака уйӑхӗсенче республикӑра 6167 ҫын пурнӑҫран уйрӑлнӑ. Ку, пӗлтӗрхи ҫак тапхӑрпа танлаштарсан, 995 ҫын ытларах. Пӗлтӗр 5172 ҫын вилнӗ. Росстат пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫын вилесси 19,2 процент ӳснӗ.

Ача ҫураласси вара чакнӑ. Ку тапхӑрта, пӗлтӗрхи ҫак уйӑхсемпе танлаштарсан, 92 пепке сахалрах ҫут тӗнчене килнӗ. Ҫапла майпа республикӑра халӑх йышӗ 2680 ҫын чакнӑ. Ҫулталӑк каялла ку кӑтарту 1593 ҫынпа танлашнӑ.

2019 ҫулта карлач-ака уйӑхӗсенче 5139 ҫын вилнӗ, 3721 ача ҫуралнӑ. Халӑх йышӗ 1418 ҫын чакнӑ.

 

Хулара

Шупашкар хулинче пурӑнакан 40 ҫулти арҫын ӗҫсе лартсан питех те пуҫтахланма юратнӑ. Кутӑнскер арӑмӗ пулнӑ хӗрарӑмпа пӗрмай хирӗлнӗ. Хайхисем уйрӑлнӑ хыҫҫӑн та пӗрле пурӑннӑ.

Ашшӗпе амӑшӗ хирӗҫнине вӗсен 13 ҫулти ывӑлӗ те курма-чӑтма-тӳсме тивнӗ. Амӑшне хӳтӗлеме тӑрсан ашшӗ ывӑлне те тиркемен – ӑна та тӳпкеленӗ. Ҫакӑн пек тӗслӗхсем пӗлтӗрхи аван уйӑхӗнчен тытӑнса кӑҫалхи кӑрлаччен тӑсӑлнӑ.

Арҫынна суд 3 ҫул та 3 уйӑхлӑха пӗтӗмӗшле режимлӑ колоние ӑсатма йышӑннӑ. Суд приговорӗ хальлӗхе саккунлӑ вӑя кӗреймен-ха.

 

Вӗренӳ

Муркаш районӗнчи Кашмаш шкулне ҫӗртме уйӑхӗн вӗҫӗччен туса пӗтермелле. Анчах ӗҫ вӑхӑтпа килӗшӳллӗн пымасть. Кун пирки ЧР вӗренӳ министрӗ Алла Салаева пӗлтернӗ.

Шкулти ӗҫссене 45 процент ҫеҫ пурнӑҫланине каланӑ министр. Палӑртмалла: подрядчикпе 147,1 миллион тенкӗлӗх килӗшӳ алӑ пуснӑ, 49,2 миллион тенкипе усӑ курнӑ ӗнтӗ.

Шкул патне ҫул та тумалла. Кун тӗлӗшпе ҫу уйӑхӗн вӗҫӗнче 11,7 миллион тенкӗлӗх килӗшӳ тунӑ. Анчах ӗҫе ниепле те пуҫӑнма ҫук, мӗншӗн тесен строительсем стройматериалсене ҫул ҫине хурса тухнӑ.

 

Статистика
 successful-city.com сайтри сӑн
successful-city.com сайтри сӑн

Чӑваш Енре кӑҫал кӑрлач уйӑхӗнчен пуҫласа ҫу уйӑхӗччен республикӑра 4489 ача ҫуралнӑ. Вӗсенчен 2298-шӗ – арҫын ача, 2191-шӗ – хӗрача.

Чӑваш Енре ҫулталӑк пуҫланнӑранпа 100 йӗкӗреш ҫут тӗнчене килнӗ. Пӗлтӗрхи ҫак тапхӑрпа танлаштарсан, 8 мӑшӑр нумайрах.

Ытларах йӗкӗрешсем Шупашкарта ҫуралнӑ: 58 мӑшӑр. Ҫӗнӗ Шупашкарта 12 йӗкӗреш ҫуралнӑ. Канаш, Улатӑр хулисенче 6-шар йӗкӗреш, Муркаш тата Шупашкар районӗсенче 4-шар йӗкӗреш ҫут тӗнчене килнӗ. Патӑрьел, Вӑрмар, Шӑмӑршӑ, Етӗрне районӗсенче, Ҫӗмӗрлере 2-ше йӗкӗреш ҫуралнӑ.

 

Политика

Кӑрлач уйӑхӗнчен пуҫласа нумай функциллӗ центр директорӗн тивӗҫӗсене Михаил Анисимов пурнӑҫлама тытӑннӑ. Аса илтерер: унччен вӑл, 2018 ҫулхи ҫӗртме уйӑхӗнчен пуҫласа кӑҫалхи кӑрлаччен, информаци политикипе массӑллӑ коммуникацисен министрӗ пулнӑ. Маларах министр ҫумӗн должноҫӗнче ӗҫленӗ.

ЧР Министрсен Кабинечӗ Михаил Анисимова должноҫре ҫирӗплетнӗ. Ҫапла вӑл ку пукана официаллӑ майпа йышӑннӑ. Михаил Владимирович И.Я.Яковлев ячӗллӗ ЧППУна математика тата информатикӑпа шутлав техники енӗпе пӗтернӗ. Вӑл – педагогика ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ.

 

Пӑтӑрмахсем

Шупашкарта каллех тепӗр ҫын нумай хутлӑ ҫуртран ӳкнӗ. Шел те, хальхинче те ку пӑтӑрмах вилепе вӗҫленнӗ.

Ку паян 14 сехет ҫурӑра пулнӑ. «Про Горд» хаҫата халӑх корреспонденчӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, арҫын нумай хутлӑ ҫуртӑн пурте усӑ куракан балконран ӳкнӗ. Ку пӑтӑрмах Учитель урамӗнчи 15-мӗш ҫуртра пулса иртнӗ.

Ҫакна курнӑ ҫынсем каланӑ тӑрӑх, арҫын йӗрке хуралҫисем ҫитиччен вилсе кайнӑ. РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри следстви органӗсем кун тӗлӗшпе следстви умӗнхи тӗрӗслев ирттереҫҫӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://pg21.ru/news/72288
 

Страницӑсем: 1 ... 1219, 1220, 1221, 1222, 1223, 1224, 1225, 1226, 1227, 1228, [1229], 1230, 1231, 1232, 1233, 1234, 1235, 1236, 1237, 1238, 1239, ... 3966
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.08.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 742 - 744 мм, 15 - 17 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Тен, ку эрнере пессимистла кӑмӑл пулӗ. Ҫынсем халӗ сире хирӗҫ, ҫавӑнпа кӑмӑла кайман ҫынсемпе хутшӑнма ан тӑрӑшӑр. Тарӑхмалла мар, тӗнчери пулӑмсенчен аякра пулмалла. Хыпарсем ан пӑхӑр, тӗнче тетелӗнче те вӗсене ан пӑхӑр. Хурлӑхлӑ хыпар курас хӑрушлӑх пур.

Ҫурла, 24

1919
106
Паасонен Хайкки, финн-угр чӗлхисен паллӑ тӗпчевҫи, фольклорист тата этнограф вилнӗ.
1993
32
Каховский Василий Филиппович, паллӑ археолог ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...