Раҫҫейре
![]() Алексей Кизилов Чӑваш Енӗн сывлӑх сыхлав министрӗн ҫумӗ пулса тӑрӑшнӑ Алексей Кизилов Мускав облаҫӗнче ӗҫе вырнаҫнӑ. Унта вӑл Чехов хулинче 1-мӗш район пульницин тӗп тухтӑрӗнче тимлеме тытӑннӑ. Медицина учрежденийӗнче ӗҫлекенсем, Vademec.ru портал пӗлтернӗ тӑрӑх, маларах ҫӗршыв Президенчӗн Администрацине ҫӑхав ҫырнӑ. Унта вӗсем шалу вӑхӑтра паманни, персонал йышне чакарни, эмелпе медицина хатӗрӗсем ҫитменни ҫинчен евитленӗ. Мускав облаҫӗнчи Сывлӑх сыхлав министерствине те вӗсем ҫырнӑ иккен. Анчах ун чухне мерӑсем йышӑнман имӗш. Аса илтерер, Алексей Кизилова иртнӗ уйӑхӑн 31-мӗшӗнче Чӑваш Енӗн премьер-министрӗн Иван Моторинӑн 623-мӗш номерлӗ хушӑвӗпе сывлӑх сыхлавӗн министрӗн ҫумӗнчен кӑларнӑччӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Раҫҫейре
![]() Роспотребнадзор Кемӗр облаҫӗнчи пӗр предприятире ҫын сывлӑхӗшӗн хӑрушлӑх кӑларса тӑратакан крем туса кӑларнине тупса палӑртнӑ. Пите тата алла сӗрмелли крем хӑрушсӑрлӑх требованийӗсемпе килӗшсе тӑмасть-мӗн. Кун пирки Роспотребнадзорӑн Чӑваш Енри управленийӗн пресс-служби хыпарлать. Тӗрӗслев вӑхӑтӗнче пите тата алла сӗрмелли крема, «M Solo Active» ятлӑскере, туртса илнӗ. Ӑна «Кристал Косметик» туса кӑларнӑ. Вӑл микробиологи кӑтартӑвӗсемпе хӑрушсӑрлӑх требованийӗсемпе килӗшсе тӑмасть. Ку кӑна та мар, предприятире туртса илнӗ кремра синегнойлӑ патак тупса палӑртнӑ.____ Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Раҫҫейре
![]() Пуҫӗпех мар-ха. Ҫитес ҫулхи кӑрлачӑн 1-мӗшӗ хыҫҫӑн пирӗн ҫӗршывра аналог телекурава пӑрахӑҫлама тытӑнӗҫ. Ҫакӑ ҫӗнӗ ҫулти малтанхи вунӑ кунта пулса иртессине пӗлтереҫҫӗ. Раҫҫейӗн цифра аталанӑвӗн, ҫыхӑнӑвӑн тата массӑллӑ коммуникацисен министрӗн ҫумӗ Алексей Волин ТАСС информаци агентствин корреспондентне ҫитес ҫул Раҫҫей цифра телекуравӗ ҫине йӑлтах куҫассине пӗлтернӗ. Ҫӗнӗ формата йышӑнас текенсен ятарлӑ приставка туянма тивӗ е ҫӗнӗ йышши телевизор илмелле. Паянхи кун пирӗн республикӑра пурӑнакансен 99 проценчӗ пӗрремӗш мультиплекса пӑхайрать. Иккӗмӗш мультиплекса пысӑк хуласенче: Шупашкарпа Ҫӗнӗ Шупашкарта — тата вӗсен ҫывӑхӗсенчи ялсенче пурӑнакансем ҫеҫ хальлӗхе йышӑнаяҫҫӗ. Ҫапах та Чӑваш Енӗн Цифра аталанӑвӗн министерствинче иккӗмӗш мультиплекс кӑҫалхи ҫул вӗҫленнӗ тӗле республикӑри мӗнпур киле ҫитӗ тесе савӑнтарать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Раҫҫейре
![]() Шупашкарти 130-мӗш ача пахчине ҫӳрекен Лев Гренадёрский Максим Галкин ертсе пыракан «Лучше всех» кӑларӑма хутшӑннӑччӗ. Кӑларӑм ака уйӑхӗн 1-мӗшӗнче эфира тухнӑ. Халӗ 5 ҫулти ача Пӗтӗм Раҫҫейри конкурсра «Гид любитель. До 18 лет» номинацире тупӑшать. Конкурса Раҫҫейри географи обществи йӗркелет. Унта хутшӑнакансен икӗ минута тӑсӑлакан ролик-видеоэкскурси ӳкерсе ярса памалла. Лев хутшӑнакан номинацие 600 ытла заявка панӑ. 5 ҫулти ача видеора Шупашкарти паллӑ вырӑнсем пирки сӑвӑласа каласа кӑтартать. Ӑна вӗсем амӑшӗпе ҫырнӑ. Лев Гренадёрские ҫӗнтерме пулӑшас килет-и? Youtube-канала кӗрсе курӑр. Жюри ҫӗнтерӳҫе палӑртнӑ чухне ролике миҫе ҫын пӑхнине, мӗнле хак панине шута илӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Раҫҫейре
![]() Олег Долгов 1976 ҫулта Шӑмӑршӑ районӗнче ҫуралнӑ. Каярахпа унӑн ҫемйи Самар облаҫне куҫса кайнӑ. Ҫара кайсан вӑл Дагестанри Кизляр хулине лекнӗ. Ун чухне унта шӑпах ҫапӑҫусем пынӑ. Шел те, Чӑваш Ен каччин ӗмӗрӗ кӗске пулнӑ – вӑл 1996 ҫулта спецоперацире паттӑрла вилнӗ. Ӑна кун хыҫҫӑн Раҫҫей Геройӗн ятне панӑ. Нумаях пулмасть Чӑваш Енре ҫуралнӑ каччӑ ячӗпе Раҫҫей почти марка кӑларнӑ. Унта Олег Долговӑн портретне, «Ылтӑн Ҫӑлтӑр» медале сӑнланӑ. Маркӑна 115 пин тиражпа кӑларнӑ, вӑл 27 тенкӗ тӑрать. Шӑмӑршӑ районӗн каччи 20 ҫул та тултарса ӗлкӗреймен. Паттӑрӑн ятне ҫапла хисеп туни чӑннипех те мӑнаҫлӑх туйӑмӗ ҫуратать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Раҫҫейре
![]() Пӗрремӗш каналпа пыракан «Ырӑ ир» каларӑмра Чӑваш Енри Кулибин пирки кӑтартнӑ. Вӑл сусӑрсем валли хатӗр шухӑшласа кӑларнӑ. Кӑларӑм ҫурла уйӑхӗн 21-мӗшӗнче эфира тухнӑ. Унта Раҫҫейри Кулибинсем пирки каласа кӑтартнӑ. Вӗсен йышне Шупашкарти Вячеслав Васильев та кӗнӗ. Вӑл шухӑшласа кӑларнӑ хатӗр пушмака алӑсӑрах хывма май парать. Пӗшкӗнмелле те мар. Хатӗр урана пылчӑкпа вараласран та сыхлать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Раҫҫейре
![]() Чӑваш Енӗн предприятийӗсем тата Михаил Игнатьев Элтепер Мускав облаҫӗнче иртекен ҫарпа ҫыхӑннӑ «Армия-2018» форума хутшӑнаҫҫӗ. Ҫурла уйӑхӗн 21-26-мӗшӗсенчи мероприятие Мускав облаҫӗнчи Кубинка хулинчи «Патриот» конгреспа курав центрӗнче йӗркеленӗ. Чӑваш Енри паллӑ промышленность предприятийӗсем форумра хӑйсен продукцийӗпе паллаштараҫҫӗ. Пӗтӗм тӗнчери мероприятире «ВНИИР-Прогресс», «Волгостальконструкция», «Комбинат автомобильных фургонов» (чӑв. Автомобиль фургонӗсен комбиначӗ), «Лента», Шупашкарти В.И. Чапаев ячӗллӗ производство пӗрлешӗвӗ, «ХСН» тулли мар яваплӑ общество, «ЭЛАРА» Г.А. Ильенко ячӗллӗ ӑслӑлӑхпа производство комплексӗ ҫар промышленноҫӗ валли кӑларакан продукцине хаклама май килӗ. «Армия-2018» форум вӑхӑтӗнче ӑслӑлӑхпа ӗҫ программисен шучӗ 140-рен иртмеллине пӗлтереҫҫӗ. Раҫҫейӗн ҫар техникин хӑвачӗпе те паллаштарӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Раҫҫейре
![]() Чӑваш Енри хӗрарӑм Крымра каннӑ чухне ту ҫинче аманнӑ. Ҫурла уйӑхӗн 19-мӗшӗнче Крымри ҫӑлавҫӑсен пульчӗ ҫине хыпар килнӗ: хӗрарӑм канат ҫулӗнчен инҫех мар аннӑ чухне ӳксе суранланнӑ-мӗн. Ҫӑлавҫӑсем вырӑна ҫийӗнчех ҫитнӗ. Хӗрарӑм ту ҫинчен хӑй тӗллӗн анайман. Ун патне Ялтӑри аварипе ҫӑлав отрячӗн 4 ҫынни тата 1 техника ҫитнӗ. Вӗсем «Ай-Петри» плато ҫине хӑпарсан 1975 ҫулта ҫуралнӑ, Чӑваш Енре пурӑнакан хӗрарӑма тупнӑ. Ҫӑлавҫӑсем хӗрарӑма пӗрремӗш медпулӑшу панӑ. Унтан наҫилкка ҫине хурса канат ҫулӗпе васкавлӑ медпулӑшу машини патне илсе ҫитернӗ. Хӗрарӑма пульницӑна илсе кайнӑ.<s></s> Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Раҫҫейре
![]() Мускаври GayRussia юхӑм хастарӗ Николай Алексеев Чӑваш Енри тата Воронеж облаҫӗнчи ӗҫтешӗсемпе Сарӑту облаҫӗнчи 5 район центрӗнче гей-парад йӗркелеме планланӑ. Унта 300 ҫын хутшӑнмалла пулнӑ. Николай Алексеев парада Вольск, Балаково, Маркс, Пугачев, Энгельс тӑрӑхӗсенче ирттерме шухӑшланӑ. Вольскра 3 акци йӗркелесшӗн пулнӑ, кун пирки район пуҫлӑхне те ҫырса пӗлтернӗ. Икӗ мероприяти ҫурла уйӑхӗн 23-мӗшӗнче иртмелле пулнӑ. Ҫурлан 29-мӗшӗнче вара юхӑм хастарӗсем гей-парад ирттерме шутланӑ. Хайхискерсем Вольск районӗн пуҫлӑхне «общество йӗркелӗхӗпе тата хӑрушсӑрлӑхӗпе тивӗҫтерме» ыйтнӑ. Анчах ертӳҫӗ кунашкал парада ирттерме хирӗҫ пулнине пӗлтернӗ, хастарсене федераци саккунӗсем пирки аса илтерсе ҫырӑва хуравланӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Раҫҫейре
![]() РФ Финанс министерстви эрехӗн чи пӗчӗк хакне палӑртнӑ. Анчах ку улшӑну 40 градуслине пырса тивмест. «РИА Новости» пӗлтернӗ тӑрӑх, 40 градуслӑ эрехӗн ҫур литрӗ сахалтан та 205 тенкӗ тӑрать. Унччен 37-39 градуслӑ эрехсем валли урӑх йӗрке пулнӑ. Халӗ вара вӗсене 40 градуслипе танлаштарнӑ. Пӗр сӑмахпа, вӗсен чи пӗчӗк хакӗ 205 тенкӗ. Ку таранччен унашкал эрехе 4-9 тенкӗ йӳнӗрехпе туянма май пулнӑ. Эрех туса кӑларакан савутсем валли те норма палӑртнӑ. Унта эрехе 178 тенкӗрен йӳнӗрехпе туянма пулмӗ. Курттӑмӑн илес тӗк 173 тенкӗ кӑларса хумалла. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (22.04.2025 03:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, 13 - 15 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Ленин Владимир Ильич, ХХ ӗмӗрти паллӑ политиксенчен пӗри ҫуралнӑ. | ||
| Сергеев Илья Тимофеевич, филологи ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ, доцент вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |