Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -2.7 °C
Пӗччен йывӑҫ час тӳнет.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Раҫҫейре: В.Познер: «Наци чӗлхин аталанӑвне хӗстерни ырри патне илсе ҫитермест»

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Софья Савнеш 10.10.2019 19:23 | 2227 хут пӑхнӑ
Раҫҫейре
aif.ru сайтри сӑн
aif.ru сайтри сӑн

Паллӑ телеертӳҫӗрен Владимир Познертан журналистсем акӑ мӗн ыйтнӑ: вӑл наци чӗлхисене ачасен кӑмӑлне, суйлавне кура вӗрентни пирки мӗн шутлать? Владимир Познер ку ӑна килӗшменнине палӑртнӑ, кунашкал ыйту тухса тӑни те ӑна питӗ тӗлӗнтерет. Унӑн шухӑшӗпе, чӗлхе ҫынна кӑтартать. «Вырӑс чӗлхине вӗренмеллех-и?» тесе ыйтнӑ пулсан вӑл хӑть ҫакна ӑнланӗччӗ. Наци чӗлхи пирки вара…

«Манӑн шухӑшпа, республикӑра кун пек ыйту пулмалла мар, ҫакна ӑнланманни, наци чӗлхин аталанӑвне хӗстерни ырри патне илсе ҫитермест, тӗрлӗ наци ҫыннисен туслӑхне ҫирӗплетмест», - тенӗ Владимир Познер.

Телеертӳҫӗ тӗслӗх вырӑнне Канадӑна, Бельгие, Швейцарие, Финляндие илсе кӑтартнӑ. Познер каланӑ тӑрӑх, ҫак ҫӗршывсенче халӑхран унӑн тӑван чӗлхине туртса илмелле маррине ӑнланакан ҫынсем пурӑнаҫҫӗ.

#Раҫҫейре, #журналистсем, #чӗлхесем, #чӑваш чӗлхи, #политика

 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Комментари:

Agabazar // 2998.19.2818
2019.10.11 10:31
Agabazar
Ну каланă пултăр. Вара мĕн? Кама хăш енчен пулăшма пултараççĕ ун сăмахĕсем?
Agabazar // 2998.19.2818
2019.10.11 10:31
Agabazar
Ну каланă пултăр. Вара мĕн? Кама хăш енчен пулăшма пултараççĕ ун сăмахĕсем?
Валери Туркай // 4690.2.0715
2019.10.12 07:16
КАЛАНИ паха!
КАЛАМАСАН мӗн усси пулатчӗ?
ЭС тата МӖНШӖН ҫыран кунта, пасар хуҫи, УССИ пачах та ҫуккине пӗлен пулсан?

ПУРИНПЕ ТЕ КӐМӐЛСӐРРИСЕНЕ НИМПЕ ТЕ ЮРАМА ҪУК!

ПОЗНЕР ку темӑпа татӑклӑн калани питӗ пысӑк пӗлтерӗшлӗ, тӑванӑм! Вӑл вырӑс ШОВИНИСЧӖСЕНЕ Тӗнче илтмелле сивлерӗ!

Пурне те телей сунса, Аделина мӑнукӗпе ЧӐВАШЛА ҪЕҪ калаҫакан Валери ТУРКАЙ, 8-927-855-54-80
Agabazar // 1816.6.9441
2019.10.14 23:37
Agabazar
Познерсем паян капла калаççĕ те, ыранах тепĕр тĕрлĕ çавăрттарса хума пултараççĕ.
Валери Туркай // 4690.2.0715
2019.10.15 04:22
Пирӗншӗн Познерсем ПАЯН КАПЛА калани паха.
Agabazar // 3645.21.2333
2019.10.15 07:19
Agabazar
В.В.Путин та, авӑ, вырӑс мар, аначах та "патшалӑх" статус пур чӗлхесене факультативла ҫеҫ мар (сайавленисем ҫыртармасӑр) вӗрентнине йӗркеллӗ тесех шутланӑ. 18 ҫул хушши. Тепӗр тесен, 18 ҫул ҫеҫ те мар, ытларах та. Чӑваш республикинчи вырӑс шкулӗсенче чӑваш чӗлхине 35 ҫул ним сайавленисӗрех вӗрентнӗ. Прокурорсем те ун чух лӑпкӑнах ҫӳренӗ. Халь вара чӑваш ялӗсенче те чӑваш чӗлхине сайавлени ҫырса ҫеҫ вӗренме пулать иккен. Вӗрентевҫӗсем пур пулсан. Вӗрентевҫисем вара пулмасса та пултараҫҫӗ. Ара, малашне миҫе ача шкулта чӑваш чӗлхине вӗренессине чат тӗрӗс пӗлсе тӑмасӑр, педагогсене тӗлли-паллисӗр ӗҫе илейместӗн вӗт. Специалистсене аслӑ шкулсенче хатӗрлессипе те ҫавах.

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем