Раҫҫейре
![]() Ҫурла уйӑхӗн 14-мӗшӗнче ача-пӑча ҫыравҫи, Совет Союзӗн тата Раҫҫей писателӗ, Эдуард Успенский пурнӑҫран уйрӑлнӑ. «ТАСС» пресс-служби хыпарланӑ тӑрӑх, вӑл Мускавра вилнӗ. Эдуард Успенский шухӑшласа кӑларнӑ сӑнарсене ачасем лайӑх пӗлеҫҫӗ: Гена крокодил, Чебурашка, Матроскин кушак аҫи, Шарик йытӑ, Хветӗр пичче, Печкин почтальон. Вӑл «Гена крокодил тата унӑн тусӗсем», «Хветӗр пичче, йытӑ тата кушак аҫи» кӗнекесене кун ҫути парнеленӗ. Эдуард Успенский 80 ҫулта пулнӑ. Ҫыравҫӑ 1937 ҫулта ҫуралнӑ. Вӑл – драмтург та, сценарист та, телеертӳҫӗ те. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Раҫҫейре
![]() 25-мӗш Чапаев дивизийӗ Севастопольте ирттернӗ юлашки, 25-мӗш, ҫапӑҫу вырӑнӗнче Шупашкарти шкулсенче вӗренекенсем шырав ирттерӗҫ. Ушкӑна Чӑваш Енри Ҫарпа тинӗс флочӗн ветеранӗсен союзӗн председателӗ Владимир Крюковский ертсе пырӗ. Ҫула ахаль тухаймӑн. Хастар ҫын пулӑшу шыраса Чӑваш Патшалӑх Канашӗн депутачӗ, чӑваш парламенчӗн Социаллӑ политика тата наци ыйтӑвӗсемпе ӗҫлекен комитечӗн пайташӗ Кирилл Ермолаев патне кайнӑ. Парламентари ҫурла уйӑхӗн 8-мӗшӗнче «Пӗрлӗхлӗ Раҫҫей» партин ертӳҫин Дмитрий Медведевӑн Шупашкарти йышӑну пӳлӗмӗнче ҫынсемпе калаҫнӑ. Шыравҫӑсене депутат пулӑшма килӗшнӗ. Владимир Крюковский ерсте пыракан ушкӑн инҫе ҫула ҫак уйӑхӑн ҫурринче тухса кайӗ. Севастопольте вӗсем ҫурла уйӑхӗн 15-30-мӗшӗсенче пулӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Раҫҫейре
![]() Ҫурла уйӑхӗн 3-5-мӗшӗсенче Мускав облаҫӗнчи Дубровское ялӗнче «Санкцисене – 4 ҫул» сыр фестивалӗ иртнӗ. Ӑна Мускав ҫывӑхӗнче пурӑнакан сыродел тата блогер Олег Сирота йӗркеленӗ. Олег Сирота Мускав облаҫӗн кӗпӗрнаттӑрне Андрей Воробьева тата РФ промышленноҫ суту-илӳ министрне Денис Мантурова фестивале йӗркелеме пулӑшнӑшӑн тав тунӑ. Унта 200 фермер, 45 пине яхӑн ҫын килсе курнӑ. «Русский Пармезан» сыр нӳхрепре 1,5 ҫул ытла «пиҫсе» выртнӑ. Фестивальте ӑна аукцион ирттерсе сутнӑ, укҫа-тенке хосписсене пулӑшакан «Вера» ыркӑмӑллӑх фондне панӑ. Фестивальте 1500 сыртан пицца хатӗрленӗ. 50 сантиметр сарлакӑшскере 20 минутра пӗҫернӗ. Ҫапла майпа нимӗҫсем 110 сортран хатӗрленӗ пиццӑран та ирттернӗ, рекорда ҫӗнетнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Раҫҫейре
![]() Кӑҫалхи юпа уйӑхӗн 6-12-мӗшӗсенче Сочи хулинче «Пӗтӗм Раҫҫей» фестиваль иртӗ. Ӑна РФ Журналистсен союзне йӗркеленӗренпе 100 ҫул ҫитнине халалланӑ. Шучӗпе 22-мӗш хут йӗркелекен фестивале хамӑр ҫӗршыври журналистсемпе пӗрлех чикӗ леш енчисем пухӑнӗҫ. Пӗр-пӗринпе тӗл пулса калаҫма май паракан, ыттисен опычӗпе паллаштаракан мероприятире политиксем, ӑсчахсем, культура ӗҫченӗсем эксперт евӗр тухса калаҫассине пӗлтереҫҫӗ. Ҫӗршыври паллӑ публицистсем лекцисем вулӗҫ, ӑсталӑх сехечӗсем ирттерӗҫ. МИХсен ҫӗнӗ проекчӗсене те хӑтлӗҫ. Пӗр ҫынлӑ номерте пӗччен пурӑнас тесен журналистсен 31800 тенкӗ тӳлемелле, икӗ вырӑнлишӗн — 21 пин. Ача-пӑчапа та пыма чармӗҫ. Вунӑ ҫулчченхи пӗр ачашӑн талӑкне 1200 тенкӗ хушса тӳлемелле, 10 ҫултан аслисемшӗн — 2300 тенкӗ. Фестивале хутшӑнакансен унсӑр пуҫне хӑйсемшӗн аккредитаци тӳлевне — 5 пин тенкӗ — кӑларса хумалла. Кунне виҫӗ хутчен апатланни пурӑннин хакне кӗрет. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Раҫҫейре
![]() Пӗтӗм Раҫҫейри «Ҫулталӑк ҫемйи» конкурсра Чӑваш Енри ҫемьене чыслама йышӑннӑ. Ҫак хисепе Шупашкарти Львовсем тивӗҫнӗ. Вӗсене «Нумай ачаллӑ ҫемье» номинаципе палӑртнӑ. Пӗтӗм Раҫҫейри конкурсӑн йӗркелӳ комитечӗн ларӑвӗ ӗнер иртнӗ. Конкурса Раҫҫейӗн 85 суъектӗнчен 329 заявка ҫитнӗ. Шупашкарти Львовсем палӑрнӑ «Нумай ачаллӑ ҫемье» номинаципе 74 заявка пуҫтарӑннӑ. «Ҫамрӑк ҫемье» ята тивӗҫме 69-ӑн ӗмӗтленнӗ, «Ҫемье – йӑла-йӗрке управҫи» номинацие – 70-ӗн, «Ялти ҫемье» пулма 68-ӑн ҫунатланнӑ. «Раҫҫейӗн ылтӑн ҫемйи» номинацие 48 пухӑннӑ. Шупашкарта пурӑнакан Львовсем тӑхӑр ача ӳстереҫҫӗ. Ҫав шутран виҫҫӗшӗ — хӑйсем ҫуратнисем, тепӗр улттӑшне вӗсем усрава илнӗ. Маларах ҫемье республикӑри конкурсра ҫӗнтернӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Раҫҫейре
![]() Череповецри 300 хваттерлӗ ҫурт Шупашкара пула ӑшӑ шывсӑр ларнӑ. Бойлер ванса кайнӑран унти ҫурт-йӗр харпӑрлӑхҫисен юлташлӑхӗ юсас тенӗ. Кирлӗ саппас пайсене туянма 146 пин тенке ларнӑ. Ӑна туянакансем 120 пинне тӳлесе хунӑ. Ытларикун, утӑ уйӑхӗн 24-мӗшӗнче, Череповецри юлташлӑха саппас пайсем ҫитмелле пулнӑ. Ҫуккине кура сӑлтавне шырама пуҫланӑ. Кирлӗ детальсем Череповец вырӑнне Шупашкара кайни ҫавӑн чухне палӑрнӑ. Саппас пая турттарса пыма килӗшнӗ транспорт компанийӗ кӑлтӑка йышӑннӑ, ҫитменлӗхе татса пама шантарнӑ. Ҫурт-йӗр харпӑрлӑхҫисен юлташлӑхӗнче хытах тарӑхнӑ курӑнать — шӑтар-шатӑр ҫилленине пӗлтерсе вӗсем транспорт компанине ҫыру шӑрҫалама, юсав ӗҫне вӑхӑтра пурнӑҫлайманнине пӗлтерме йышӑннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Раҫҫейре
![]() 2019 ҫулта хӑш кунсенче кантарма палӑртни пирки унччен пӗлтернӗччӗ. Ун чухнехи проекта алӑ пусса ҫирӗптеменччӗ-ха. Халӗ кану кунӗсене кӑштах улӑштарасшӑн. РФ Ӗҫлев министерстви ҫу уйӑхӗнче халӑха 9 кун кантарасшӑн. Ведомство РФ Правительствин проект постановленине хатӗрленӗ. Унпа килӗшӳллӗн, кӑрлачӑн 5 тата 6-мӗшӗсенче (шӑматкунпа вырсарникун) ҫу уйӑхӗн 2 тата 3-мӗшӗ ҫине куҫармалла, нарӑсӑн 23-мӗшне вара (шӑматкун) - ҫу уйӑхӗн 10-мӗшӗ ҫине. Ҫапла майпа 2019 ҫулта раштав уйӑхӗн 30-мӗшӗнчен пуҫласа кӑрлачӑн 8-мӗшӗччен, нарӑсӑн 23-24-мӗшӗсенче, пушӑн 8-10-мӗшӗсенче, ҫу уйӑхӗн 1-5-мӗшӗсенче тата 9-12-мӗшӗсенче, ҫӗртмен 12-мӗшӗнче, чӳкӗн 2-4-мӗшӗсенче кантарасшӑн. Республика кунӗ ҫитес ҫул тунтикуна лекӗ, ҫавӑнпа Чӑваш Енре чылайӑшӗ ҫак кун та ӗҫе каймӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Раҫҫейре
![]() Палӑк эскизӗ Севастопольте чӑвашсем палӑк лартас шухӑшлӑ. Ҫакӑн валли укҫа та пухма пуҫланӑ. Анчах ҫак палӑк ячӗ хӑш-пӗр ҫынсене килӗшмест иккен. Сӑмахран, Владимир Болгарский, Крымра лартма палӑртнӑ палӑка «Кӗтекен Анне» (Ожидающая мать) ят парса вырӑнлӑрах тесе Фейсбукра пӗлтернӗ. Хальлӗхе Севастопольти палӑкӑн ячӗ — «Хуйхӑракан анне» (Скорбящая мать). Вӑл палӑка 1941–44 ҫулсенче Севастополе хӳтӗлесе пуҫ хунӑ чӑвашсене асӑнса лартасшӑн. Кӳлепе авторӗ — Владимир Нагорнов. Владимир Болгарский — чӑвашсен паллӑ меценачӗ. Мускавра пурӑнса ӗҫлекен пирӗн ентеш Хӑнакурти асӑну палӑкӗ валли укҫа хывнӑччӗ. Халь вӑл чул палӑк Хӑнакур патӗнче вырӑн тупнӑ, туристсем кӗнӗ ҫӗртре вырнаҫнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Раҫҫейре
![]() Ҫӗршыв Президенчӗ Владимир Путин пирӗн ҫӗршыври тата тепӗр икӗ отрасль ӗҫченӗсене тава тивӗҫлӗ ят пама йышӑннӑ. Ҫӗршыв ертӳҫин утӑ уйӑхӗн 19-мӗшӗнчи указӗпе «Раҫҫей Федерацийӗн тава тивӗҫлӗ журналисчӗ» тата «Раҫҫей Федерацийӗн ҫыхӑну тата информацин тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ» ятсем пулӗҫ. Сумлӑ ята тивӗҫес тесен журналистсен 20 ҫултан кая мар ӗҫлемелле, отрасльти тата Раҫҫей Журналисчӗсен союзӗн наградисем пулмалла. Маларах ун пек хисеплӗ ята Якут Республикинче ҫирӗплетнӗ. Тӗнче тетелӗнче Чӑваш Енри хӑш журналист «Раҫҫей Федерацийӗн тава тивӗҫлӗ журналисчӗ» ята чи малтан кам тивӗҫесси пирки халех пуҫ ватаҫҫӗ. Тӗрлӗ хисеп ячӗпе ытти наградӑна час-час валеҫнине кура вӗсен сумӗ юлашки вӑхӑтра хӑйсен сумне чакарни те вӑрттӑнлӑх мар. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Раҫҫейре
![]() Ҫитес ҫул мӗнле канӑпӑр? 2019 ҫулхи производство календарӗн проектне хатӗрленӗ. Хальлӗхе канмалли кунсене урӑх куна куҫармалли пирки документа йышӑнман-ха. Проектпа килӗшӳллӗн, Ҫӗнӗ ҫул хыҫҫӑн эрнекун, кӑрлачӑн 11-мӗшӗнче, ӗҫе тухмалла. Кайран каллех канмалла: шӑматкун тата вырсарникун. Ҫу уйӑхӗн 1-мӗшӗ тата Ҫӗнтерӳ кунӗ эрне варрине лекеҫҫӗ. Ахӑртнех, канмалли кунсем вӑраха тӑсӑлмӗҫ. Нарӑсӑн 23-мӗшӗнче тата пушӑн 8-мӗшӗнче виҫшер кун кантарӗҫ. Ҫӗртмен 24-мӗшӗ, Республика кунӗ, ҫитес ҫул тунтикуна лекет. Эппин, ун чухне виҫӗ кун кантарӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (22.04.2025 03:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, 13 - 15 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Ленин Владимир Ильич, ХХ ӗмӗрти паллӑ политиксенчен пӗри ҫуралнӑ. | ||
| Сергеев Илья Тимофеевич, филологи ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ, доцент вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |