Раҫҫейре
![]() Шупашкарти мӑшӑр «Пятница!» телеканалпа пыракан «Тӑватӑ туй» проекта хутшӑнассине Чӑваш халӑх сайчӗ ӗнер пӗлтернӗччӗ. Чӑн та, Чӑваш Енри Софья ятлӑ хӗре (вӑл ял хӗрӗ иккен) тата Мускавран ун патне ҫураҫма персе ҫитнӗ Дениса ӗнер 19 сехетре эфира тухнӑ телекӑларӑмра кӑтартрӗҫ. Пирӗн ентешсен туйӗ ҫутҫанталӑкра иртрӗ. Мӑшӑрланма вӗсем 500 пин тенкӗ тӑкакланӑ. Проекта хутшӑнакан пӗр мӑшӑр туй ирттерме, сӑмах май, 2 миллион тенкӗ кӑларса хунӑ. Ют хуларан килнӗ, конкурса хутшӑнакан хӗрсем Софья туйне тиркесе калаҫрӗҫ. Пӗрне унӑн платйи килӗшмен иккен, теприне — ӗҫме-ҫиме. Каччине хурлакан та пулчӗ, туя саманчӗсене пӑрахӑҫлама хӑтланни те. Проектри икӗ хӗр туя тиркесе пӑрахса кайрӗҫ. Апла пулсан та Софьяпа Денис иккӗмӗш вырӑн йышӑнчӗҫ. Анчах вӗсем телекӑларӑмӑн романтика ҫул ҫӳревне каяймӗҫ. Ку парне мала тухакан мӑшӑра лекет. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Раҫҫейре
![]() Шупашкарти мӑшӑр «Пятница!» телеканалпа пыракан «Тӑватӑ туй» проекта хутшӑнать. Кӑларӑмра чуп-чуп уйӑхне ирттермелли путевкӑшӑн каччӑсем мар, хӗрсем тупӑшаҫҫӗ. Вӗсенчен кашниех тупӑшакан пикен туйне ҫитсе ӑна хаклать. Шупашкарта пурӑнакан 18-ти Софьйӑн Тольяттири Янӑпа (30 ҫулта), Ижевскри Марийӑпа (28-та) тата Рязаньти Настьӑпа (19 ҫулта) тупӑшма тивӗ. Софьйӑн упӑшки – 30 ҫулта, вӗсем тӗнче тетелӗнче паллашнӑ. Пике – ялтан, каччӑ – Мускавран. «Тӑватӑ туй» шоу 19 сехетре пуҫланать. Паян унта шӑпах Шупашкарти мӑшӑр тупӑшнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Раҫҫейре
![]() Ӗҫри черетлӗ кану вӑхӑтне палӑртнӑ чухне нумай ачаллисен приоритетлӑ ирӗк пулӗ. Тепӗр майлӑ каласан, ытти ӗҫтешӗн, пӗр-икӗ ачаллисемпе ача-пӑчасӑррисен е ачисем ӳснисен, хӑҫан канассине вӗсен кӑмӑлне кура палӑртма тивӗ. Раҫсей Президенчӗ Владимир Путин федераци шайӗнчи саккуна алӑ пуснине Чӑваш Енӗн Ӗҫлев тата социаллӑ хӳтлӗх министерстви паян пӗлтернӗ. Саккунта сӑмах 12 ҫулчченхи виҫӗ е ытларах ача ӳстерекенсем пирки пырать. Ҫулталӑкри черетлӗ кану вӑхӑтне вӗсем хӑйсене меллӗ вӑхӑтра илме пултараҫҫӗ. Чӑваш Енре, сӑмах май, нумай ачаллисем — 12499 ҫемье. Ку вӑл — кӑҫалхи юпа уйӑхӗн 1-мӗшӗ телне илсен. Иртнӗ ҫулхи ҫав тапхӑртинчен йыш 6,9 процент нумайланнӑ, 2011 ҫултинчен — 50,4 процент. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Раҫҫейре
![]() Керчь.ФМ сайтри сӑн Паян, юпа уйӑхӗн 17-мӗшӗнче, Крым Республикинчи Керчь хулинчи пӗр колледжра сирпӗнӳ пулнӑ. Сирпӗннӗ хатӗре хальлӗхе палӑртайман. Инкекре пурӗ 19 ҫын вилнӗ, 52 ҫын суранланнӑ. 20 ҫынна пульницӑна илсе кайнӑ. Сирпӗнӳ вырӑнӗнче васкавлӑ медпулӑшу бригадисем, ИӖМ тата ФСБ ӗҫченӗсем ӗҫлеҫҫӗ. Колледжа сирпӗтни пирки РФ Президентне Владимир Путина пӗлтернӗ. Владимир Владимирович аманнисене ҫӗршыври чи лайӑх медицина центрӗсене илсе ҫитерме хушнӑ. Следстви комитечӗ кун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Инкек пулнӑ вырӑна Крым пуҫлӑхӗ Сергей Аксенов ҫитнӗ. ИӖМӗн «Ил-76» самолечӗ те Керчь хулине вӗҫнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Раҫҫейре
![]() Пушкӑртстанри Пелепей районӗнчи Слакпуҫ чӑваш ялӗ асӑннӑ тӑрӑхра чи хитре ял ятне илессишӗн тупӑшать. «Самое красивое село Республики Башкортостан» (чӑв. Пушкӑртстанри чи хитре ял) конкурса кӑҫал пуҫласа ирттерме йышӑннӑ. Ӳлӗмрен ӑна ҫулсерен йӗркелесшӗн. Ӑмӑрту ирттерме кӑҫалхи ҫу уйӑхӗн 31-мӗшӗнче Пушкӑртстанри муниципалитет пӗрлешӗвӗсен канашӗн правленийӗ йышӑннӑ. Ял пурнӑҫне хисепе хуракан, тӑван тавралӑха хаклама вӗрентекен, вырӑнти хӑй тытӑмлӑха аталантарма пулӑшакан конкурса 47 заявка ҫитнӗ. Конкурс комиссийӗ вӗсенчен 20-шне иккӗмӗш тура хутшӑнтарма йышӑннӑ. Халӗ bash.news/bst/konkurs/best_of_the_best_selo сайтра интерактивлӑ сасӑлав пырать. Вӑл юпа уйӑхӗн 20-мӗшӗччен тӑсӑлӗ. Ун хыҫҫӑн 5 финалиста суйласа илӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Раҫҫейре
![]() Улатӑрта пурӑнакан Галина Александровна Слугачева килтен пилӗк кун каялла тухса кайнӑ. Унтанпа ун пирки нимӗн те пӗлмеҫҫӗ. Ӑҫта вӑл? Ӑна тӑванӗсем, полицейскисем шыраҫҫӗ. Галина Слугачева 1945 ҫулта ҫуралнӑ. Тивӗҫлӗ канури хӗрарӑм килтен юпа уйӑхӗн 11-мӗшӗнче тухса кайнӑ. Вӑл ӑҫта пулнине пӗлмеҫҫӗ. Хӗрарӑм 70 ҫулти пек курӑнать, ҫӳллӗшӗ 160-165 сантиметр, вӑтам пӳллӗ, ҫӳҫӗ кӗске, хӗрлӗ сарӑ тӗспе сӑрланӑ. Килтен кайнӑ чухне ӳт тӗслӗ ветровка, хура шӑлавар, хура пушмак, хӗрлӗ кӑвак тӗслӗ калпак тӑхӑннӑ пулнӑ. Галина Слугачевӑна курнӑ тӑк 8 (83531)-2-02-02 номерпе шӑнкӑравлама ыйтаҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Раҫҫейре
![]() Севастополь хулинче Чӑваш Енри пураран чиркӳ хӑпартаҫҫӗ. Кун пирки ҫак йӗркесен авторне Чӑваш Енӗн Министрсен Кабинечӗн Крым Республикинчи тата Севастопольти пайташӗ Андрей Яковлев паян пӗлтерчӗ. Вӑл каланӑ тӑрӑх, Севастопольти чӑвашсен наципе культура обществин хастарӗсем Гурий ҫветтуй храмӗнче пулнӑ. Чиркӗве Севастополе хӳтӗлесе пуҫ хунисене асӑнса тума пуҫланӑ. Чиркӳ хӑпартакансемпе Севастопольти чӑвашсен «Туслӑх» фольклор ушкӑнӗ те (ӑна Мариной Громенко ертсе пырать) хутшӑннӑ. Унти чӑвашсен наципе культура обществин ертӳҫи Любовь Тавлуй чӑваш чӗлхине, наци йӑли-йӗркине упраса хӑварас тӗлӗшпе асӑннӑ тӑрӑхра туса ирттерекен ӗҫсем ҫинчен каласа кӑтартнӑ. Чиркӗве Чӑваш Енри Роман Чернов, Николай Маркелов, Григорий Тигинов, Григорий Афанасьев, Владимир Апраксин строительсем хӑпартаҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Раҫҫейре
![]() Ҫитес ҫулхи кӑрлачӑн 1-мӗшӗ хыҫҫӑн пирӗн ҫӗршывра аналоглӑ телекурава пӑрахӑҫлама тытӑнӗҫ. Ҫакӑ ҫӗнӗ ҫулти малтанхи вунӑ кунта пулса иртессине эпир хыпарланӑччӗ. Ҫӗнӗлӗх пирки, аса илтерер, Раҫҫейӗн цифра аталанӑвӗн, ҫыхӑнӑвӑн тата массӑллӑ коммуникацисен министрӗн ҫумӗ Алексей Волин пӗлтернӗччӗ. Раҫҫей цифра телекуравӗ ҫине йӑлтах куҫасшӑн. Малтанласа ҫак тапхӑра ҫӗнӗ ҫул хыҫҫӑнах палӑртнӑччӗ. Халӗ ҫак вӑхӑта икӗ эрне каяраха куҫарасси паллӑ. Кун пирки Алексей Волин «Известия» хаҫата пӗлтернӗ. Унта ҫырнӑ тӑрӑх, ҫакӑ цифра телекуравӗ курма кирлӗ оборудовани туянма ҫынсене ытларах вӑхӑт парас тенипе ҫыхӑннӑ. Аса илтерер, кивӗ йышши телевизорсем валли приставка тата антенна туянмалла, dvd плеерлӑ ҫӗнӗ йышшисем валли — антенна ҫеҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Раҫҫейре
![]() Иркутск тӑрӑхӗнчи «Юлташ» чӑвашсен наципе культура автономийӗн ваттисен канашӗн пайташӗ Леонид Максимов «100 лет уголовному розыску России» (чӑв. Раҫҫейӗн пуҫиле шыравне 100 ҫул) медале тивӗҫнӗ. Эпир ку хыпара автономи ертӳҫи Вероника Тимофеева Фейсбукра пӗлтерни тӑрӑх пӗлтӗмӗр. Паян асӑннӑ служба ӗҫченӗсем професси уявне палӑртаҫҫӗ. Вероника Тимофеева ҫырнӑ тӑрӑх, Леонид Сергеевич Раҫҫейӗн Шалти ӗҫсен министерствин Транспорт ҫинчи Хӗвелтухӑҫ-Ҫӗпӗр лини управленийӗ ҫинчен кӗнекесем ҫырать. Автономи хастарӗ хӑш тӑрӑхри чӑваш пулнине пӗлес тесе эпир уҫӑ ҫӑлкуҫсемпе усӑ куртӑмӑр. Транспорт ҫинчи Хӗвелтухӑҫ-Ҫӗпӗр лини управленийӗн сайтӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, Леонид Максимов Самара облаҫӗнче 1943 ҫулхи утӑ уйӑхӗн 21-мӗшӗнче ҫуралнӑ. Омскра милицин аслӑ шкулӗнче вӗреннӗ. Милицин отставкӑри полковникӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Раҫҫейре
![]() Маттур та хитре пике Полина Яковлева И.Н.Ульянов ячӗллӗ ЧПУн юридици факультетӗнче вӗренет. Вӑл «Раҫҫейри студентсен мисӗ» конкурс коронине ҫӗнсе илнӗ. Пӗтӗм Раҫҫейри конкурс авӑн уйӑхӗн 24-29-мӗшӗсенче Севастопольте иртнӗ. Университет сайтӗнче хыпарланӑ тӑрӑх, ҫӗршыв шайӗнчи конкурса юрист профессине алла илекен тепӗр студент та Александр Изоркин хутшӑннӑ. Вӑл та маттур пулнӑ: «Интеллект мистерӗ» номинацире мала тухнӑ. Полина вара коронӑна ҫӗнсе илнисӗр пуҫне «Пултарулӑх мисӗ» ята та тивӗҫнӗ. Ҫитес ҫул «Студентсен мисӗ тата мистерӗ» конкурс И.Н.Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университетечӗ ҫумӗнче иртӗ. Кун пирки финалта пӗлтернӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (07.10.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 756 - 758 мм, 7 - 9 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Андрей Петтоки, чӑваш сӑвӑҫи, тӑлмачӗ ҫуралнӑ. | ||
| Гаврилова Агафья Гавриловна, чӑваш журналисчӗ, наци ирӗкӗшӗн кӗрешӳҫине персе пӑрахнӑ. | ||
| Данилов Анатолий Васильевич, чӑваш ӳнерҫи ҫуралнӑ. | ||
| Бойко Иван Яковлевич, Чӑваш АССРӗн тава тивӗҫлӗ зоотехникӗ вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |