Раҫҫейре
![]() В.И. Чапаев Крымри пӗр ҫар чаҫне легендарлӑ ентешӗмӗр ятне пама пултарнине Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ-ха. Аса илтерер, маларах Чӑваш Енӗн Патшалӑх Канашӗ ҫак ыйтупа РФ хӳтӗлев министрӗ Сергей Шойгу ячӗпе ҫырупа тухнӑччӗ. Ҫак уйӑхӑн пуҫламӑшӗнче Кӑнтӑр ҫар округӗн командующийӗ Александр Дворников РФ Патшалӑх Канашӗн депутатне Олег Николаева ку тӗлӗшпе хуравланӑччӗ. Ҫакна Фейсбукра Олег Николаев нарӑсӑн 7-мӗшӗнче ҫырнӑччӗ. Александр Дворников Хура тинӗс флочӗн 22-мӗш ҫар корпусӗн 8-мӗш артиллери полкне пирӗн ентеш ятне пама ыйтас шутлине пӗлтернӗччӗ. Халӗ Чӑваш Ен Патшалӑх Канашӗн Ертӳҫи Валерий Филимонов Кӑнтӑр ҫар округ ҫарӗсен командующийӗн ҫумӗнчен Владимир Жаровран ҫыру илнӗ. Унта ҫар чаҫӗсенчен пӗрне В.И. Чапаев ятне пама ыйтнине ырласа йышӑннине пӗлтернӗ. Ентешӗмӗр ятне Хура тинӗс флочӗн 22-мӗш ҫар корпусӗн 8-мӗш артиллери полкне парӗҫ. Ҫӗнӗ хыпара ӗнер Чӑваш Ен Патшалӑх Канашӗн пресс-служби хыпарланӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Раҫҫейре
![]() Вӑрмар районӗнче пурӑнакан Виктор Степанов «Асамлӑх уйӗ» телекӑларӑма хутшӑннӑ. Вӑл Чӑваш Енрен Леонид Якубович валли хӑйне евӗр парне илсе кайнӑ. Кӑларӑм хальлӗхе эфира тухман-ха. Пирӗн ентешсене пуш уйӑхӗн 2-мӗшӗнче курма май пулӗ. Леонид Якубовича вӗсем юрӑпа савӑнтарнӑ. Виктор Степановпа пӗрле ятарласа «Шуҫӑм» фольклор ансамблӗ Мускава кайнӑ. Ентешсем юрланине курас килсен телевизор умне 19 сехет те 55 минутра вырнаҫмалла. Леонид Якубовича чӑвашсен парни килӗшнӗ-и? Ҫакна пуш уйӑхӗн 2-мӗшӗнче пӗлӗпӗр. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Раҫҫейре
![]() «Пӗр класрисем» сайтри сӑн ӳкерчӗк Шупашкарта ҫуралнӑ Сергей Чуплыгин программист халь Иннополисра тымар янӑ. Иннополис Хусанӑн спутник хули шутланать. Унта халӗ 2500 ытла ҫын пурӑнать. Ҫавсенчен пӗри — хайхи Шупашкартан куҫса кайнӑ Сергей Чуплыгин. «Хайтек» интернет-кӑларӑмра пирӗн ентешпе интервью пичетленнӗ. Шупашкар пирки каччӑ «депрессиллӗ хула» тет. IT-специалистсем валли хута янӑ Тутарстанри ҫӗнӗ хулара Сергей «Открытая мобильная платформа» (чӑв. Уҫӑ мобильлӗ платформа) портировани пайӗн инженерӗ пулса ӗҫлет. Хусанӑн ҫум хулине хӑпартнине Сергей Чуплыгин никӗс янӑранпах сӑнаса пынӑ иккен. Шупашкар программисчӗ ОС Sailfish Mobile операци системине тӗрлӗ тытӑмра ӗҫлеттерсе ярассипе тӑрӑшать. Шупашкар ҫыннине икӗ пӳлӗмлӗ хваттер уйӑрса панӑ. Ӑна тара илсе пурӑннишӗн уйӑхне вӑл 10 пин тенкӗ тӳлет, коммуналлӑ пулӑшушӑн — 5 пине яхӑн. 73 тӑваткал метрлӑ хваттершӗн ку вӑл питӗ йӳнӗ тесе хаклать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Раҫҫейре
![]() Нумай пулмасть Мускавра Пӗтӗм тӗнчери «Продэкспо – 2018» куравпа килӗшӳллӗн «Чи лайӑх ҫимӗҫ» конкурс тупӑшӑвӗ иртнӗ. Палӑртма кӑмӑллӑ: унта чӑваш кондитерӗсем Гран-при ҫӗнсе илнӗ. Тӳрех каламалла: вӗсем кунашкал сумлӑ наградӑна иккӗмӗш ҫул тивӗҫеҫҫӗ ӗнтӗ. Экспертсем ҫак курава пысӑка хурса хаклаҫҫӗ. Эппин, вӑл сумлӑ мероприяти. Унта ҫулсерен тӗнчери 2 пин ытла усламҫӑ хӑйӗн ҫимӗҫӗсемпе паллаштарать. Вӗсен хушшинче Чӑваш Енри «Акконд» палӑрнӑ. Кондитер хапрӑкӗ 7 тӗслӗ пылак ҫимӗҫӗпе паллаштарнӑ. Вӗсене жюри пысӑк хак панӑ. Палӑртмалла: хапрӑк ҫак курава ҫулсеренех хутшӑнать. Вӑл туса кӑларакан канихвет-печени тӗнчипех сарӑлнӑ. Курава хутшӑнни хапрӑка ҫӗнӗрен те ҫӗнӗ хутшӑнусем йӗркелеме май парать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Раҫҫейре
![]() Станислав Матвеев Нумай пулмасть федераци каналӗпе Леонид Якубович ертсе пыракан «Я могу!» (чӑв. «Эпӗ пултаратӑп!») кӑларӑм эфира тухнӑ. Унта пирӗн ентеш, Шупашкар каччи Станислав Матвеев мнемотехник, хӑйӗн пултарулӑхӗпе тӗлӗнтернӗ. Станислав Матвеевӑн ӑс-тӑнӗ ҫивӗч. Вӑл астуса юлассипе палӑрса тӑрать. Вӑл ку енӗпе — рекордсмен. Станислав студент пулнӑ чухнех ӑс-тӑна аталантарас тесе тӑрӑшнӑ. Кӑларӑмра пирӗн ентеш икӗ минутра светофорӑн 50 тӗсне астуса юлассипе тӗлӗнтерме шухӑшланӑ. Анчах Станислав пӑлханнипе пӗр тӗсе арпаштарнӑ. Ҫапла майпа вӑл «Раҫҫейри Гиннесс рекорчӗсен» кӗнекине кӗреймен, 50 пин тенкӗ илеймен. Анчах Леонид Якубович Шупашкар ҫамрӑкне мухтанӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Раҫҫейре
![]() РФ Президенчӗ суйлав умӗн амнисти хатӗрлекенччӗ. «Ҫуран ҫӳрекенсен» пӗрлӗхӗн пуҫлӑхӗ Соколов пӗлтернӗ тӑрӑх, хальхинче те амнисти пулать. Кун пирки «Газета.ру» хыпарлать. Ҫавна май «Ҫуран ҫӳрекенсен» пӗрлӗхӗ РФ Президенчӗ Владимир Путин патне ҫыру ҫырнӑ. Унта ҫынна вилмеллех таптанӑ, кӑмӑл-сипет тӗлӗшӗнчен сиен кӳнӗшӗн компенсаци тӳлемен водительсене амнистирен хӑтарма ыйтнӑ. Пӗрлӗх хастарӗсем пӗлтернӗ тӑрӑх, 2015 ҫулхи амнисти вӑхӑтӗнче ҫул-йӗр ҫинчи инкекшӗн тӗрмене лекнӗ водительсем компенсаци тӳлес мар тесе ҫакӑнпа усӑ курнӑ. Вӗсем приставсемпе полицейскисенчен тарса ҫӳреҫҫӗ. Пӗрлӗх пайташӗсен шухӑшӗпе, амнистипе ирӗке тунӑскерсем хаклӑ ваккат тытаҫҫӗ, суд итлевне 5–7 ҫуллӑха тӑсаҫҫӗ. Ҫав тапхӑрта ҫул-йӗр ҫинче шар курнӑ ҫынсен тӑванӗсен тӗрӗслӗх шырамашкӑн вӑй та, чӑтӑмлӑх та юлмасть-мӗн. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Раҫҫейре
![]() Оксана Ачкасова Чӑваш Енӗн Наци телекуравӗпе радио компанийӗн пуҫлӑхӗ Оксана Ачкасова Пӗтӗм Раҫҫейри «Раҫҫей лидерӗсем» конкурсра ҫӗнтереймен. Маларах вӑл ӑмӑртӑвӑн финалне лекнине Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ. Конкурсӑн ҫурма финалисчӗсемпе ҫак уйӑхӑн 2-мӗшӗнче Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев тӗл пулнӑччӗ. Ҫӗршыври 54 регионти 300 финалист шутӗнче НТРК пуҫлӑхӗ Оксана Ачкасова та пулнӑччӗ. Оксана Ачкасовӑна, аса илтерер, ҫак уйӑхӑн 2-мӗшӗнче НТРК пуҫлӑхне ҫирӗплетрӗҫ. Пирӗн республикӑри конкурсҫӑ ҫӗршыв шайӗнче ҫӗнтерӳҫӗсен шутне кӗреймен. Федерацин Атӑлҫи тӑрӑхӗнчи регионсенчен Тутарстанран иккӗн, Самар облаҫӗпе Пермь тӑрӑхӗнчен виҫшерӗн, Чулхула облаҫӗнчен пӗр ҫын лидерсен йышне кӗнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Раҫҫейре
![]() Паян, нарӑс уйӑхӗн 11-мӗшӗнче, Мускав ҫывӑхӗнче самолет ӳкнӗ. Сарӑту авиалинийӗн Ан-148 самолетра 71 ҫын пулнӑ. Кун пирки Интерфакс пӗлтерет. «Тимӗр кайӑк» Мускаври «Домодедово» аэропортран Орска вӗҫсе тухнӑ. Мускавра вӗҫсе хӑпарсанах вӑл радарсен экранӗнчен ҫухалнӑ. Экипажпа ниепле те ҫыхӑну йӗркелеме май килмен. Кӑштахран самолет ӳкнине курнӑ ҫынсем ку хыпара пӗлтернӗ. Вӑл Раменское районӗнче ӳкнӗ. Самолетра 65 пассажир тата экипажӑн 6 ҫынни пулнӑ. Шел те, специалистсем пӗлтернӗ тӑрӑх, унти ҫынсен ҫӑлӑнма шанчӑк пулман. Хальлӗхе ҫӑлавҫӑсем икӗ вилен пайӗсене тупнӑ. Самолет ӳкнӗ вырӑна техника кӗреймест, ҫавӑнпа унта ҫуран ҫитме тивет. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Раҫҫейре
![]() Крымри пӗр ҫар чаҫне легендарлӑ ентешӗмӗр ячӗпе пама пултараҫҫӗ. Маларах Чӑваш Енӗн Патшалӑх Канашӗ ҫапла ыйтупа РФ хӳтӗлев министрӗ Сергей Шойгу ячӗпе ҫырупа тухнине Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ. В.И. Чапаев ятне парассипе ҫыхӑннӑ ыйтупа Кӑнтӑр ҫар округӗн командующийӗ Александр Дворников РФ Патшалӑх Канашӗн депутатне Олег Николаева хуравланӑ. Ҫакна Фейсбукра Олег Николаев нарӑсӑн 7-мӗшӗнче ҫырнӑ. Ырӑ хыпара Чӑваш Ен парламенчӗн сессийӗнче Валерий Филимонов спикер та пӗлтернӗ. Александр Дворников Хура тинӗс флочӗн 22-мӗш ҫар корпусӗн 8-мӗш артиллери полкне пирӗн ентеш ятне пама ыйтасшӑн иккен. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Раҫҫейре
![]() Ҫӗмӗрле хулинчи Виктория Трончук НТВ каналпа пыракан «Ты супер!» (чӑв. Эсӗ супер) телепроекта хутшӑнать. Хӗрача асӑннӑ хулари «Восход» (чӑв. Хӗвелтухӑҫ) культура ҫуртӗнчи «Артон» эстрада музыкин халӑх ушкӑнне ҫӳрет. Ашшӗ-амӑшӗн ӑшшисӗр юлнисем ӑмӑртакан «Ты супер» проектӑн иккӗмӗш сезонне хутшӑнать вӑл. Виктория 13 ҫулта кӑна-ха. Ҫак тарана ҫитсе вӑл хулари, республикӑри тата ҫӗршыври конкурссене хутшӑнма ӗлкӗрнӗ. Вӗсенче тӗрлӗ наградӑна тивӗҫнӗ. Вика «Синяя птица» (чӑв. Сенкер кайӑк), «Челентано», «Одарённые дети Чувашии» (чӑв. Чӑваш Енӗн пултаруллӑ ачисем) конкурссене хутшӑннӑ. Викторийӑшӑн ҫак каҫӑпа http://www.ntv.ru/peredacha/Super/team/68240/17818/ иртсе сасӑламалла. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (27.02.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 754 - 756 мм, -4 - -6 градус сивӗ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Ивник Иван Николаевич, чӑваш сӑвӑҫи, тӑлмачӗ ҫуралнӑ. | ||
| Иван Ивник, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи, тӑлмачӗ ҫуралнӑ. | ||
| Шемекеев Виталий Дмитриевич, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
| Архипов Дмитрий Архипович, «Константинопольти чӑвашсем» очерка ҫырнӑ ҫыравҫӑ вилнӗ. | ||
| Ҫитта Хветӗрӗ, чӑваш ҫыравҫи, сӑвӑҫи фронтра пуҫне хунӑ. | ||
| Виктор Рзай, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи, тӑлмачӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |