Ҫутҫанталӑк
![]() Паян пирӗн республикӑра 33 градус шӑрӑх пулассине Инкеклӗ ӗҫсен министерстви ӗнер систернӗччӗ-ха. Чӑваш Енӗн кӑнтӑр енчи районӗнсенчи пирки калаймӑпӑр та, анчах Шупашкар районӗнче ирпе кӑна ӑшӑччӗ, асӑннӑ тӑрӑха ирхи тӑххӑрсенче пӗлӗтсем карса илчӗҫ, аслати авӑтрӗ. Хӑш-пӗр ҫӗрте ҫумӑр тата пӑр ҫунӑ. Шупашкарта паян каҫхине каллех аслати авӑтассине систереҫҫӗ. Синоптиксем ыран Чӑваш Енре каллех шӑрӑх пулмалла тесе систереҫҫӗ. Сывлӑш температури сулхӑнра та 33-38 градус пулмалла. Юнкун ҫумӑр ҫумалла, вӑйлӑ ҫил тухмалла. Кӗҫнерникунпа эрнекун кӑштах ҫумӑр ҫуса иртмелле. Сывлӑш температури 18-23 градуспа танлашмалла. Синоптиксене ӗненсен, канмалли кунсенче пирӗн тӑрӑхра ҫанталӑк кӑштах сулхӑнлатӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
Ҫутҫанталӑк
![]() zhenskij.mirtesen.ru сайтри сӑн 40 градус патнелле шӑрӑх тӑнӑ хыҫҫӑн Чӑваш Ене уҫӑ ҫанталӑк килчӗ. Паян республикӑра, ытти кунпа танлаштарсан, самай сивӗ, ҫумӑр ҫурӗ. Сивӗ ҫанталӑк нумайлӑха килнӗ-и? Синоптиксем каланӑ тӑрӑх, шӑрӑх ҫанталӑк часах килӗ. Канмалли кунсенче каллех шыва кӗмелли ҫанталӑк пулӗ. Ыран 23-28 градус ӑшӑ пулӗ. Вырсарникун вара тата ӑшӑрах: 31 градус. Ҫитес эрнере шӑрӑх кана мар, пӑчӑ та пулӗ. Мӗншӗн тесен сывлӑш питӗ нӳрӗ пулӗ. Тунтикун каҫхине ҫумӑр чашлаттарма пултарать. Утӑн 14-мӗшӗнче ҫил вӑйланӗ, сивӗ фронта пула пар ҫума пултарать. Эрне варринче 20-25 граду тӑрӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
Ҫутҫанталӑк
![]() utv.ru сайтри сӑн Паян 15 сехет тӗлне Шупашкарта сывлӑш температури 31,9 градуса ҫитнӗ, Улатӑрта – 35,1 градус. Ҫапла метеостанцисем пӗлтернӗ. Анчах ҫынсем халӑх тетелӗсенче термометр пысӑкрах градус кӑтартнине сӑн ӳкерсе лартнӑ. Паян ҫӗр ҫийӗн 1,5 ҫухрӑм ҫӳллӗшӗнче сывлӑш температури 17-19 градус пулнӑ. Ҫиллӗ мар ҫанталӑкра ҫӗр ҫийӗн кун пек чухне 16 градус ӑшӑрах пулать. Ыран ҫав ҫӳллӗшӗнче 21-23 градус пулать. Эппин, сывлӑш температури сулхӑнра 34-39 градуса ҫитме пултарать. 1999 ҫулта утӑ уйӑхӗн 8-мӗшӗнче 33,2 градус ӑшӑ пулнӑ. Чӑваш Енре 2010 ҫулта утӑ-ҫурла уйӑхӗсенче 40 градус таранах шӑрӑх тӑнӑ. Раҫҫей гидрометцентрӗ утӑ уйӑхӗн 7-8-мӗшӗсенче Атӑлҫи тӑрӑхӗнчи хӑш-пӗр регионта хӑрушлӑхӑн «хӗрлӗ сарӑ» тӗсне палӑртнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
Ҫутҫанталӑк
![]() forum.na-svyazi.ru сайтри сӑн Ҫӗртме уйӑхӗ шӑрӑхах пулмарӗ. Ку уйӑх еплерех пулӗ-ши? Синоптиксем мӗн пӗлтернине тишкерер. Хальлӗхе пӗлтернӗ тӑрӑх, утӑ уйӑхӗнче ҫумӑр нормӑран сахал ҫӑвӗ. Ҫитес кунсенчех Чӑваш Енре 30 градус шӑрӑх хуҫаланма тытӑнӗ. Уйӑхӑн иккӗмӗш декадинче те шӑрӑх пулӗ. Виҫҫӗмӗш декадӑра та хӗвел хӗртсе пӑхӗ. Апла уйӑхӗпех шӑрӑх пулӗ. Синоптиксем каланӑ тӑрӑх, хушӑран термометр 35 градусран та ытларах кӑтартма пултарӗ. Ҫапах кашни кунах шӑрӑхра нушаланма тивмӗ. Кӑштах уҫӑрах кунсем те пулӗҫ паллах. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
Ҫутҫанталӑк
![]() tass.ru сайтри сӑн Хальлӗхе республикӑра ҫанталӑк шӑрӑхах мар-ха. Синоптиксем пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫитес уйӑх пуҫламӑшӗнче шӑрӑх килӗ. Ҫӗртмен 27-мӗшӗнче ҫанталӑк ӑшӑ тӑрӗ, 24-29 градус пулӗ. Анчах ҫил вӑйланӗ, ҫеккунтра 19-22 метр хӑвӑртлӑхпа вӗрӗ. Каҫ енне вырӑнӑн-вырӑнӑн аслатиллӗ ҫумӑр ҫӑвӗ. Хӑш-пӗр ҫӗрте пӑр ҫума пултарӗ. Тепӗр кунах ҫанталӑк уҫӑлӗ. Сывлӑш температури 18-23 ҫеҫ пулӗ. Ҫӗртмен 29-мӗшӗнче тата сивӗтӗ, ҫӗртмен 30-мӗшӗнче уяр ҫанталӑк пулӗ. Утӑ уйӑхӗн пуҫламӑшӗнче 30 градус шӑрӑх килӗ. Анчах аслатиллӗ ҫумӑрсем ҫума пултарӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
Каллех сивӗтетҪутҫанталӑк
![]() forum.na-svyazi.ru сайтри сӑн Ӗнер ҫӗрле 6-7 градус ҫеҫ ӑшӑ пулнӑ. Кунашкалли ҫулла пуҫланнӑранпа пулманччӗ-ха. Ыран ӑшӑтӗ, 19-24 градуса ҫитӗ, ҫумӑр ҫумӗ. Юнкун валли вара ҫӗрле кӑштах ҫумӑр ҫукалӗ. Ҫӗртмен 24-мӗшӗнче вырӑнӑн-вырӑнӑн ҫумӑр ҫӑвӗ. Ҫак кун ҫанталӑк та сивӗтӗ. Юнкун ҫӗрле 3-5 градус ҫеҫ ӑшӑ пулӗ. Кӑнтӑрла та ӑшах мар: 15-17 градус. Ҫитменнине, пӗлӗтленӗ, хӗвел таврана ӑшӑтаймӗ. Эрне вӗҫӗнче ӑшӑ килӗ. Ун чухне 20-25 градус таран ӑшӑтӗ. Канмалли кунсенче ҫумӑр ҫума пултарӗ. Уйӑх вӗҫӗнче каллех сивӗтӗ, кӑнтӑрла 8-13 градус ҫеҫ ӑшӑ пулӗ. Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫуллахи ӑшӑ ҫанталӑк утӑ уйӑхӗн пуҫламӑшӗнче ҫитӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
Ҫутҫанталӑк
![]() Паян Чӑваш Енри ҫӑлавҫӑсен сӑвӑрсене пулӑшма тивнӗ. Инкеклӗ лару-тӑру енӗпе ӗҫлекен патшалӑх комитетӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, сӑвӑрсем инкеке лекни пирки пӗри Красноармейски районӗнчи пушар хуралне систерекен тупӑннӑ. Ҫӗр айӗнче пурӑнакан чӗрчунсем пушӑ ларакан фермӑн ҫӑлне темле майпа кӗрсе ӳкнӗ. Вӗсене Именкасси ял арҫынни асӑрханӑ. Хӗрхеннипе сӑвӑрсене хӑй кӑларас тенӗ те — май килмен. Вара вӑл ГКЧСӑн 32-мӗш пушар чаҫне шӑнкӑравланӑ. Унтисем вак-тӗвек тесе тӑман. Вырӑна ҫитнӗ. Чӗрчунсене кӑларма ятарлӑ вӗренпе усӑ курнӑ. Ҫӑла пушар чаҫӗн пуҫлӑхӗ Михаил Арсентьев хӑй аннӑ аннӑ. Ҫӑла ӳкнӗ сӑвӑрсене вӑл асӑрханса кӑларнӑ, унтан чӗрчунсене ирӗке янӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
Ҫутҫанталӑк
![]() newsbel.by сӑнӳкерчӗкӗ Етӗрне районӗнче пурӑнакан ҫынна пулла саккун пӑсса тытнӑшӑн пуҫиле майпа явап тыттарнӑ. Асӑннӑ районти ялсенчен пӗринче пурӑнаканскере РФ Пуҫиле кодексӗн 256-мӗш статйин 1-мӗш пайӗн «б, в» пункчӗсемпе явап тыттарас тенине район прокуратури те ырланӑ. Суд палӑртнӑ тӑрӑх, 62-ри арҫын 2020 ҫулхи пуш уйӑхӗн ҫурринче Сӑр юханшывӗнче тетӗл лартнӑ. Вӑл ҫапла мелпе пулӑ тытнин тӑкакне 7 пин ытла шутласа кӑларнӑ. Арҫын хӑйӗн айӑпне йышӑннӑ. Тӑкака саплаштарнӑ. Суд ӑна пуҫиле майпа 5 пин тенкӗ штраф хурса панӑ. Чӑваш Ен прокуратурин пресс-службинче пӗлтернӗ тӑрӑх, суд йышӑнӑвӗ саккунлӑ вӑя хальлӗхе кӗреймӗн-ха. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
Ҫутҫанталӑк
![]() ЧР Ҫутҫанталӑк министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, Муркаш районӗнче тӑпрана тата шыва тислӗкпе вараланине тупса палӑртнӑ. Кун пирки ведомствӑна вырӑнти халӑх пӗлтернӗ. Ҫу уйӑхӗн 14-мӗшӗнче специалистсем вырӑна ҫитнӗ. Муркаш юханшывӗнчи шыва тата Сӑнав лесничествинчи тӑпрана анализ тума илнӗ. Кӑтарту савӑнтарман: тӑпрара чӑнах та хими япали виҫерен нумай, шывра та ҫавнашкалах. Анализ кӑтартӑвӗсене йӗрке хуралне янӑ, халӗ ку ӗҫе кам тума пултарнине шыраҫҫӗ. Айӑплине тупсан административлӑ майпа явап тыттарӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
Ҫутҫанталӑк
![]() photogorky.ru сайтри сӑн Паян – ҫӗртмен 1-мӗшӗ. Анчах урамра пӗрре те ҫулла пек туйӑнмасть-и? Ан пӑшарханӑр: синоптиксем кӗҫех ӑшӑ ҫанталӑк килессине пӗлтереҫҫӗ. Ыран сивӗ пулӗ-ха, аслати кӗмсӗртетме пултарӗ, сывлӑш температури 13-18 градус таран ҫеҫ ӑшӑнӗ. Эрне варринче ҫумӑр ҫумӗ, Казахстан енчен ӑшӑ килме пуҫлӗ. Ҫӗрмен 5-6-мӗшесенче вӑйлӑ ҫумӑр ҫӑвас хӑрушлӑх пур. «Чӑваш Енри ҫанталӑк» проект авторӗ Владимир Михайлов пӗлтернӗ тӑрӑх, Ҫимӗкре те ҫумӑр ҫӑвӗ, 20-25 градус ӑшӑтӗ. Ҫӗртмен 8-10-мӗшӗсенче вара 30 градус шӑрӑх килмелле. Гидрометцентр пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫӗртме уйӑхӗнчи пӗрремӗш декада нормӑпа килӗшӳллӗн пулӗ – сывлӑш температури вӑтамран 16 градус ӑшӑ тӑрӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (11.04.2025 15:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 745 - 747 мм, 6 - 8 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 4-6 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Ефимов Никита Ефимович, фольклор пухаканӗ, этнограф, чӑваш чӗлхи тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
| Казаков Георгий Николаевич, паллӑ патшалӑх ӗҫченӗ ҫуралнӑ. | ||
| Колбасов Олег Степанович, правовед, юридици ӑслӑлӑхӗсен докторӗ ҫуралнӑ. | ||
| Михайлов Феликс Михайлович, спорт йӗркелӳҫи, ишес енӗпе тӗнче шайӗнчи тӳре ҫуралнӑ. | ||
| Козлова Зинаида Алексеевна, фольклор пухаканӗ, профессор, ЧР тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ ҫуралнӑ. | ||
| Николаев Юрий Михайлович, патшалӑх ӗҫченӗ, ЧР вӑй-хал культурипе спортӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ ҫуралнӑ. | ||
| Терентьев Николай Терентьевич, чӑваш драматургӗ, тӑлмачӗ, актёрӗ вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |