Республикӑра
Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институчӗн пуҫлӑхӗ Юрий Исаев Чӑваш Енӗн вӗренӳ министрӗнче тӑрӑшнӑ Владимир Иванова И.Я. Яковлев ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх педагогика университечӗн ректорӗн тивӗҫӗсене пурнӑҫлама лартнине эпир хӑй вӑхӑтӗнче пӗлтернӗччӗ. Аса илтеретпӗр, экс-министра Михаил Игнатьев Элтепер хӑйӗн канашҫи пулма та шаннӑччӗ. Республикӑн вӗренӳ министрӗн пуканӗ пушанса юлнӑ хыҫҫӑн ку портфеле Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институчӗн директорне Юрий Исаева тыттарас шанчӑк пур. Ку хыпара республикӑри МИХсем хальлӗхе пӗлтермен-ха. Юрий Исаев кандидатурине РФ Вӗренӳ министерствине ярса пани пирки «Правда ПФО» тӗнче тетелӗнчи хаҫат ЧР Элтеперӗн Администрацийӗнче ӗҫлекен шанчӑклӑ ҫӑлкуҫ вӑрттӑн пӗлтерни ҫине таянса паян ирпе хыпарланӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
Ҫӗнӗ Чукалти Ленин палӑкӗ Шӑмӑршӑ районӗнчи Ҫӗнӗ Чукалта Владимир Ленина халалласа палӑк уҫнӑ. Ку пулӑм ҫурлан 4-мӗшӗнче пулса иртнӗ. Палӑк уҫнӑ ҫӗре ялта пурӑнакансем кӑна мар, таврари ялсенчен те пуҫтарӑннӑ. Ленин палӑкне Раҫҫейӗн коммунистсен партийӗн Шӑмӑршӑ районӗнчи комитечӗн пӗрремӗш секретарӗ Г.А. Телегин ҫине тӑнипе уҫма май килнӗ. Тӑван ҫӗршывӑн аслӑ вӑрҫине хутшӑннӑ, 90 ҫулти вӑрҫӑ ветеранӗ С.Ф. Лукиянов та палӑка пысӑка хурса хакланӑ. Васанти халӑх музейӗн пуҫлӑхӗ Г.Н. Ларышников, Ф.Ф. Иванов педагог та палӑкпа кӑмӑллине палӑртнӑ. Мероприятие Ҫӗнӗ Чукал ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Г.П. Чугунов та хутшӑннӑ. Палӑка уҫма кам ҫине тӑнине, кам мӗнпе пулӑшнине те асӑнса хӑварнӑ. Унтан пурте пӗрле пухӑнса палӑк умӗнче сӑн ӳкерӗннӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
Шӑрӑх ҫанталӑкра чылайӑшӗ пляжа, Атӑл хӗррине чӳхенме васкать. Анчах унта килекенсене шывран темӗнле шӑршӑ кӗни сисчӗвлентерет. Атӑл шывӗ симӗсленнӗрен ку. Ку мӗншӗн пулнине специалистсем ӑнлантарнӑ. Атӑла органика — ҫынран тата выльӑх-чӗрлӗхрен юлакан каяш — нумай лекет-мӗн. Шӑрӑх ҫанталӑка пула шыв курӑкӗ те вӑйлӑ ҫитӗнет. Вӗсем вара шыва япӑх витӗм кӳрекен япаласем кӑлараҫҫӗ. Ӑна пулах пулӑсем те вилеҫҫӗ. Атӑл кашни ҫулах «чечеке» ларать. Кунашкаллине утӑ уйӑхӗн вӗҫӗнчен пуҫласа ҫурлан вӗҫӗччен курма пулать. Ҫак тапхӑрта ҫыран хӗррине шыв курӑкӗсем тухаҫҫӗ. Авӑн уйӑхӗнче ҫанталӑк сивӗтсен вӗсем ӳсме пӑрахаҫҫӗ, шыв тасалать. Шывран лайӑх мар шӑршӑ кӗнӗрен хӑшӗ-пӗри унта кӗме тӑхтать. Питех пӑлханмалли ҫук. Специалистсем ку вӑхӑтлӑха ҫеҫ пулнине калаҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
Чӑваш Енри ача-пӑча уйлӑхӗсенче йӗркене пӑснӑ тӗслӗхсене тупса палӑртнӑ. Шӑпарлансем канакан вырӑнсенче Роспотребнадзорӑн Чӑваш Енри управленийӗн специалисчӗсем тӗрӗсленӗ. Специалистсем уйлӑхри пӳлӗмсенче тивӗҫлипе тасатманнине, вӗсене вӑхӑтра уҫӑлтарманнине тупса палӑртнӑ. Ҫавӑн пекех ҫӑванмалли пӳлӗмсенче крансем йӗркеллӗ ӗҫлемен. Аслисем ачасен кун йӗркине те тивӗҫлипе йӗркелемен. Ведомствӑра пӗлтернӗ тӑрӑх, йӗркене пӑснӑшӗн (ку ачасене апатланӑвне, пурӑнмалли условисене те пырса тивет) 214 административлӑ протокол ҫырнӑ. Пӗтӗмпе штрафсем 614,8 пин тенкӗлӗх пухӑннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
Вӑрнар район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Леонид Николаев тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Республикӑри прокуратура вӑл ӗҫ вырӑнӗпе ытлашшипех усӑ курнӑ тесе шухӑшлать. Следстви версийӗ тӑрӑх, 2014 ҫулхи юпа уйӑхӗнче Леонид Григорьевич район хыснинче укҫа ҫителӗклӗ пулманнине пӗлсе тӑрсах подряд организацийӗпе стадион тумашкӑн килӗшӳ алӑ пуснӑ. Вӑл Вӑрнарти ачасемпе ҫамрӑксен спорт шкулӗ ҫумӗнче вырнаҫмалла пулнӑ. Контрактра палӑртнӑ укҫа виҫи — 30 миллион тенкӗ. Ӑна 15 кунра тумалла пулнӑ. Анчах укҫа ҫуккине пула ӗҫ чарӑнса ларнӑ. Ҫав ҫулах пуҫлӑх подрядчикпе 2 миллион та 800 пин тенкӗлӗх ӗҫ пурнӑҫланӑ тесе алӑ пуснӑ. Анчах кун чухлӗ ӗҫ туман. 2015 ҫулта организаци 1 миллион та 900 пин тенкӗлӗх ӗҫ пурнӑҫланӑ, ун хыҫҫӑн унпа килӗшӗве татнӑ. Ҫапла майпа Вӑрнар районӗн хыснине пуҫлӑх 880 пин тенкӗлӗх тӑкак кӳнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
Кӑҫалхи кӑрлач уйӑхӗнче Ҫӗрпӳри район пульници умӗнче тин ҫуралнӑ ачана тупнӑ. Амӑшӗ ӑна хӗл сиввине пӑхмасӑр алӑк умӗнче пӑрахса хӑварнӑ. Хӗрачана каҫхине хӑварнӑ. Вӑл выртакан курупкара виҫӗ градус сивӗ пулнӑ. Телее, пӗчӗкскере часах асӑрханӑ. Следовательсем тӑрӑшнипе ачана пӑрахса хӑварнӑ хӗрарӑма тупнӑ. Генетика экспертизи те вӑл амӑшӗ пулнине ҫирӗплетнӗ. 39 ҫулти хӗрарӑм Куславккара пурӑнать. Ача кӗтнӗ чухне вӑл пульницӑна шута тӑман. Нумаях пулмасть «куккук» амӑшӗ тӗлӗшпе суд приговор вуланӑ. Ӑна РФ УКн 125-мӗш статйипе килӗшӳллӗн (хӑрушлӑхра хӑварнӑшӑн) айӑпланӑ. Ачана сивӗре хӑварнӑ амӑшӗн 7 пин тенкӗ штраф тӳлеме тивӗ. Айӑпланнӑ хӗрарӑм хӑйӗн айӑпне йышӑннӑ. Хӗрача, телее, халӗ ҫӗнӗ ҫемьере пурӑнать. Ӑна усрава илнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
Ҫак кунсенче ЧР Элтеперӗ Михаил Игнатьев Ҫӗнӗ Шупашкарта пулнӑ. Пӗр ҫын Михаил Васильевича тухтӑрсем 10 пин тенке яхӑн шалу илнине пӗлтернӗ. Тӳре-шара тӳрех тӗлӗннӗ: кун пекки пулма пултараймасть. ЧР сывлӑх сыхлавӗн министрӗ Алла Самойлова ҫакна тӗпчеме шантарнӑ. Вӑл та тӗлӗннӗ: тухтӑр мӗншӗн пациентсене сиплемест? Мӗншӗн ӗҫ вырӑнӗнче шалу пирки калаҫса ларать? Тата суять. Ҫур сехет те иртмен — Михаил Игнатьев валли ӗҫченсен 2НДФЛ справкине хатӗрлесе панӑ. Ӑна тишкерсен — Ҫӗнӗ Шупашкарти тухтӑрсен шалу пӗчӗк мар. Алла Самайлова палӑртсах каланӑ: Чӑваш Енри тухтӑрсем вӑтамран 32 пин тенкӗ ӗҫ укҫи илеҫҫӗ. Шалӑп паракан ҫав тухтӑр 20 пин тенкӗрен кая мар шалу илни ҫиеле тухнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
«Пурин те халӑх ырлӑхӗшӗн» ҫине тӑмаллине Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев вӗҫӗмех калать. Анчах тӳре-шара те ҫавна илтмест, те ытлашшипех тар тӑкать: хӑшӗсем ҫынсен ыйтӑвне те вӑхӑтра хуравламаҫҫӗ. Патшалӑх тата вырӑнти хӑй тытӑмлӑх органӗсенче (район-хула администрацийӗсенче, ял тӑрӑхӗсенче) тӑрӑшакансем ҫынсен ыйтӑвне пӑхса тухассипе кӑҫалхи пӗрремӗш ҫур ҫулта епле ӗҫленине нумаях пулмасть Чӑваш Ен прокуратури тишкернӗ. Прокуратура тӗрӗслевӗ палӑртнӑ тӑрӑх, граждансен ыйтӑвне пӑхса тухассипе ҫыхӑннӑ саккуна ҫур ҫулта 100 ытла пӑснӑ. Ку фактсемпе 63 хутчен прокурор кӑтартӑвӗ шӑрҫаланӑ. Ҫынсен ыйтӑвне пӑхса тухассинчи час-час тӗл пулакан кӑлтӑк шутне вӑхӑтра хуравламаннине, ыйтусене ытти органа ӑсатса ларнине, ыйту авторне кун пирки пӗлтерменнине кӗртмелле. Яваплисен тӗлӗшпе прокурорсем ҫине тӑнипе 19 хутчен административлӑ ӗҫ пуҫарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
Марина Грудочкина Марина Грудочкина, виҫӗ ача амӑшӗ, пӗр уйӑх каяллах ҫухалнӑ. Ҫӗмӗрлере пурӑнаканскер килтен ҫӗртме уйӑхӗн 17-мӗшӗнче тухса кайнӑ. Упӑшки Михаил каланӑ тӑрӑх, арӑмӗ унччен те 10-шар кунлӑха ҫухалнӑ. Юлашки хутчен вӑл пӗлтӗрхи ҫурла уйӑхӗнче тухса кайнӑ. Анчах кайран таврӑннӑ вӑл. Хальхинче Михаил сисчӗвленнӗ. Ара, арӑмӗ пӗр уйӑх килсе курӑнмасть-ҫке-ха. Маринӑна ҫӗртме уйӑхӗн 18-мӗшӗнче Чулхула облаҫӗнчи Ясное ялӗнче курнӑ. Унтанпа вӑл ӑҫта иккенне никам та пӗлмест. Телефонӗ сӳннӗ, ҫыхӑнӑва тухмасть. Михаил каланӑ тӑрӑх, аслӑ хӗрӗ амӑшӗ юлташӗпе урапана ларнине курнӑ. Часах таврӑнассине пӗлтернӗ те ҫухалнӑ вӑл. «Пирӗн виҫӗ ача: икӗ хӗр тата пӗр ывӑл. Маринӑна пурте кӗтетпӗр, чӗрӗ пултӑр кӑна», - тенӗ Михаил. Арӑмӗ ҫухални пирки Михаил йӗрке хуралне утӑ уйӑхӗн 18-мӗшӗнче пӗлтернӗ. Марина пирки мӗн те пулин пӗлекенсене 88319343608 номерпе шӑнкӑрлавлама ыйтаҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
Унччен полицире ӗҫленӗ арҫын суд сакки ҫине ларӗ. Ӑна арӑмне хӗненӗшӗн айӑпласшӑн. РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри следстви управленийӗн пресс-служби пӗлтернӗ тӑрӑх, Муркаш районӗнче пурӑнакан 24 ҫулти арҫын кӑҫал кӑрлач, нарӑс тата пуш уйӑхӗсенче тата пӗлтӗрхи нарӑс уйӑхӗнче арӑмне темиҫе хут та хӗненӗ. Палӑртмалла: пӗлтӗрхи нарӑсра тата кӑҫалхи пуш уйӑхӗнче хӗрарӑм ача кӗтнӗ. Арӑмӗ кун пирки йӗрке хуралне пӗлтерсен кӑҫал пуш уйӑхӗнче упӑшкине полицирен кӑларса янӑ. Арҫын тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Халӗ ӑна следовательсем тишкерсе пӗтернӗ, ӑна кӗҫех суд пӑхса тухӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (26.12.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 762 - 764 мм, -5 - -7 градус сивӗ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Василий Давыдов-Анатри, чӑваш халӑх сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
| Мишутин Николай Степанович, ҫыравҫӑ ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |