Республикӑра
![]() Нумаях пулмасть Канашри 12-мӗш ача пахчине Роспотребнадзор хупни пирки пӗлтернӗччӗ. Ун чухне пӳлӗмсенче сывлӑш температури пӗчӗк пулнӑ. Ҫавна май кӑрлачӑн 11-мӗшӗнче суд приставӗсем ача пахчине 30 кунлӑха хупма йышӑннӑ. Ку йышӑну хыҫҫӑн ача пахчин ертӳлӗхӗ ҫитменлӗхсене пӗтерес енӗпе ӗҫлеме пуҫланӑ. Роспотребнадзор каллех тӗрӗслевпе ҫитнӗ. Хальхинче йӑлтах йӗркеллӗ пулнӑ. Кӑрлачӑн 20-мӗшӗнче иртнӗ суд ларӑвӗнче суд приставӗсен йышӑнӑвне вӑхӑт ҫитиччен пӑрахӑҫланӑ. Кун хыҫҫӑн ача пахчи унчченхи пекех ӗҫлеме пуҫланӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
Республикӑра
![]() Рената Кузьмина Чӑваш Енре шкул умӗнхи вӗренӗве пуҫарса янӑ Рената Кузьмина пурнӑҫран уйрӑлнӑ. Рената Борисовна Шупашкарти педагогика колледжне уҫнӑ тата И.Я.Яковлев ячӗллӗ ЧППУра шкул умӗнхи вӗренӳпе коррекци педагогикине пуҫарса янӑ. Рената Борисовна кӑрлачӑн 20-мӗшӗнче куҫне хупнӑ. Вӑл хӑйӗн карьерине 1955 ҫулта Ҫӗмӗрлере пуҫланӑ. Тепӗр 10 ҫултан ӑна ЧР Вӗренӳ министерствин шкул умӗнхи вӗренӳ воспитанийӗн инспекторӗн тивӗҫне шаннӑ. Унта вӑл 35 ҫул ӗҫленӗ. Вӑл тӑрӑшнипе ача пахчисем, ача ҫурчӗсем уҫӑлнӑ. Вӑл ку тытӑма пысӑк тӳпе хывнӑ. Рената Кузьмина 80 ҫулта пулнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
Эрне хыпарӗсемРеспубликӑра
![]() Кӑрлачӑн 16-мӗшпе 22-мӗш кунӗсенче пирӗн сайт ҫак чи пӗлтерӗшлӗ хыпарсене ҫутатрӗ (чи нумай пӑхни тӑрӑх йӗркеленӗ): • Пирӗн сайтҫӑсем суйланӑ Ҫулталӑк ҫыннине палӑртрӑмӑр (вӑл ята икӗ ҫын тивӗҫрӗ); • Светлана Петровӑна мӗн сӑлтава пула канма яма пултарнине пӗлтертӗмӗр; • Пирӗнтен яланлӑхах паллӑ вӗҫевҫӗ тата фотограф Тимофеев уйрӑлса кайрӗ; • Дмитрий Михлеев 75 тултарнине те пӗлтертӗмӗр; • Телеграмм мессенджерта чӑвашла интерфейс пуласси чылайӑшне килӗшрӗ ӗнтӗ; • Энтип Ваҫҫине те 80 ҫул тултарнӑ ятпа саламлама ӗлкӗртӗмӗр; • Шупашкарта та авиабомба кӑларасси вара пире шухӑша ячӗ; • Г. Тусли Упи шкулӗнчи ачасемпе тӗл пулни пирки пӗлтертӗмӗр; • Кашмашсене кам шкул туса парасси пирки те каласа патӑмӑр; • Ҫавӑн пекех Раиса Терюкова ӳкерчӗкне мӗнле министр туянни пирки пӗлтертӗмӗр. Аса илтеретпӗр, пирӗн сайтра кашни кун ҫӗнӗ хыпар. | ||
Республикӑра
![]() Алена Иванов тунӑ сӑн Чӑваш Енре Крымри автомобиль номерӗсене, 82-мӗш регион тесе палӑртнисене, пама тытӑннӑ. Унашкаллисем пирӗн республикӑна 1000 штук килнӗ. Регистраци номерӗсене илме меллӗ пултӑр тесе федераци саккунне улшӑнусем кӗртнӗ. Халӗ машина хуҫин пропискипе транспорт номерӗ ҫыхӑнман. Ҫавӑнпа номер фондне оптимизацилес тесе ытти регион номерӗсене те пама йышӑннӑ. 82-мӗш регион номерӗсене Шупашкарта тата Канашра илме пулать. Анчах Крым номерӗсем ҫынсене питех кирлӗ мар пулмалла. Специалист каланӑ тӑрӑх, ҫав номерсене парса пӗтернипе пӗтерменни пирки шӑнкӑравласа ыйтаҫҫӗ. Кун хыҫҫӑн ҫеҫ 21-мӗш регион номерне илме май пур. Чӑнах та, ытларахӑшӗ хамӑр регион номерне илесшӗн-мӗн. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
Республикӑра
![]() Ҫӗнӗ Шупашкарти ача-пӑча пульницинче икӗ ҫулти ача выртать. Ӑна амӑшӗ пӑрахса хӑварнӑ. Пульницӑра хӑй выртакан хутри хӗрарӑмсене вӑл «анне» тет. Ку хыпара «Про Город» хаҫата Людмила Никифорова пӗлтернӗ. Ача пульницӑра пӗр уйӑх ытла выртать. Амӑшӗ ку таранччен пӗрре те килсе курман. Ача пӗчченех выртать. Тӑванӗсем те килсе курӑнмаҫҫӗ. Ача типтерлӗ курӑнать. Медсестра каланӑ тӑрӑх, ача пӗрремӗш хут выртмасть унта. Ашшӗ-амӑшӗнчен ӑна тӑватӑ хутчен туртса илнӗ. Раштав уйӑхӗнче ачана амӑшӗ кӳршисем патӗнче хӑварнӑ-мӗн. Хӑй темиҫе кунлӑха ҫухалнӑ, таврӑнма шантарнӑ. Анчах хӗрарӑма халӗ те никам та курман. Халӗ ачана кукамӑшне пама документсем хатӗрлеҫҫӗ. Лешӗ Красноармейски районӗнче пурӑнать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
Республикӑра
![]() Нумаях пулмасть Муркаш районӗнчи Москакассинчи Дмитрий Гаврилов, 14 ҫулти шкул ачи, ҫухални пирки пӗлтернӗччӗ. Телее, вӑл тупӑннӑ. Халӗ республикӑра 13 ҫулти Виктория Березкинӑна шыраҫҫӗ. Вӑл, Шупашкарта пурӑнаканскер, шкула кайма тухнӑ та киле таврӑнман. Ӑна полицейскисем, тӑванӗсем шыраҫҫӗ. Викторийӑна юлашки хутчен кӑрлачӑн 18-мӗшӗнче кӑнтӑрла курнӑ. Вӑл шкулалла утнӑ. Вика 13-ре кӑна пулсан та 15–16 ҫулсенчи пек курӑнать. Унӑн ҫӳҫӗ — хӗрлӗ сарӑ тӗслӗ. Вӑл кӑвак куртка тӑхӑннӑ пулнӑ. Йӗрке хуралҫисем пӗлтернӗ тӑрӑх, хӗрача класри тепӗр тусӗн ушкӑнӗнче пулнӑ. Вика кӳршӗ республикӑра пулма пултарни пирки верси пур. Вика Березкинӑна куракансене -- -- -- е 02 номерпе шӑнкӑравлама ыйтаҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
Республикӑра
![]() Кӑрлач уйӑхӗн 21-мӗшӗнче Шупашкарта «Уҫӑ Раҫҫей» юхӑмӑн регионти уйрӑмӗн учредитель пухӑвӗ иртет. Ӑна пирӗн республикӑра Дмитрий Семенов ертсе пырать. Пухура пурне те кӗтеҫҫӗ. Кама тӗрӗс суйлав йӗркелесси, ҫын прависене тивӗҫлипе пурнӑҫласси кӑсӑклантарать — сире кӗтеҫҫӗ. Ӑна Шупашкарти «Чӑваш Ен» хӑна ҫуртӗнчи конференц-залра ирттерӗҫ. Мероприяти 13 сехетре пуҫланать. 16 сехетре унтах «Немцов» документлӑ фильм кӑтартӗҫ. Вӑл — Борис Немцов пирки. Ӑна ҫынсем аса илеҫҫӗ. Вӑл политикӑра пӗрремӗш утӑмсем туни, Ельцин преемникӗ пулни, Раҫҫейри оппозици лидерӗсенчен пӗри пулни пирки кӑтартӗҫ. Фильмра ҫемье архивӗнчи хроника та пур. Фильмра вилӗм ҫук, хальхи Раҫҫейри политиксен чи ҫутӑ ҫыннин пурнӑҫӗ пирки ҫеҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
Республикӑра
![]() Чӑваш Енре ҫул ҫитмен ҫамрӑка шыраҫҫӗ. Вӑл кӑрлач уйӑхӗн 15-мӗшӗнче ҫухалнӑ. Юлашки хутчен ӑна 21 сехетре «Илем» кафе патӗнче курнӑ. Дмитрий Гаврилов – 14 ҫулта. Вӑл Муркаш районӗнчи Москакассинче пурӑнать. Нумаях пулмасть Дима амӑшӗпе ҫапӑҫса кайнӑ-мӗн. Ывӑлӗ Ҫӗнӗ ҫул хыҫҫӑнхи каникул хыҫҫӑн уроксене сиктернӗшӗн аслисем ятланӑ. Амӑшӗ Ирина Гаврилова каланӑ тӑрӑх, унччен вӑл килтен нихӑҫан та тухса кайман. Вӑл ҫухални пирки полицие пӗлтернӗ. Ял ҫумӗнче – федераци ҫулӗ. Амӑшӗ ывӑлӗ ӑҫта кайма пултарнине ӑнланмасть. Полицейскисем Димӑна шырама тытӑннӑ. Вӑл хура-симӗс тӗслӗ куртка, хура калпак, джинс шӑлавар, хура пушмак тӑхӑннӑ пулнӑ. Ӑна кам курнӑ – полицие шӑнкӑравлӑр. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
Республикӑра
![]() Анна Кузнецовапа Михаил Игнатьев Элтепер Чӑваш Енре ача-пӑча хӳтӗлевҫи пулатех. Кун пирки республика Элтеперӗ Михаил Игнатьев ҫӗршыври шӑпӑрлансен омбудсменне Анна Кузнецована шантарса каланӑ. Унпа Михаил Васильевич ӗнер Мускавра тӗл пулнӑ. Республика ертӳҫи Анна Кузнецована хыпарланӑ тӑрӑх, Чӑваш Енре ку енӗпе мӗнпур нормативлӑ актсене йышӑннӑ. Ачасен РФ Президенчӗ ҫумӗнчи уполномоченнӑйӗпе пӗрле пулса пирӗн тӑрӑхри ҫак кандидата ҫирӗплетӗҫ. Чӑваш Енри пӗчӗккисен омбудсменӗ Вячеслав Рафинов республикӑн Патшалӑх Канашӗн депутатне суйланнӑ хыҫҫӑн пирӗн тӑрӑхра ку должноҫе пӗтересси пирки ЧР Патшалӑх Канашӗн сайтӗнче юпа уйӑхӗн 20-мӗшӗнче пӗлтернӗччӗ. Анчах кун пек йышӑну обществӑра та калаҫу самай ҫуратрӗ, РФ Федераци Канашӗн спикерӗ Валентина Матвиенко та ку должноҫе сыхласа хӑварма ыйтнӑччӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
Республикӑра
![]() Мотоциклист-экстремал Атӑл ҫийӗн пынӑ чухне пӑр айне анса кайнӑ. Ҫӑлавпа шырав службин ӗҫченӗсем байкера ҫыран хӗррине тухма пулӑшнӑ. Ку кӑрлач уйӑхӗн 14-мӗшӗнче пулнӑ. Хайхискер каҫхине Сосновка поселокӗнчен инҫех мар мотоциклпа ярӑннӑ. Унччен те пулман – байкер пӑр айне анса кайнӑ. Юрать, ҫумра телефон пулнӑ унӑн. Инкек пулнӑ вырӑна ҫӑлавҫӑсем ҫийӗнчех ҫитнӗ. Вӗсем мотоциклиста шывран тухма пулӑшнӑ, кайран ӑна Шупашкара илсе ҫитернӗ. РФ МЧСӗ пӑр ҫинче тимлӗрех пулма ыйтать. Тӗттӗм чухне пӑр ҫине кӗмелле мар. Инкек лексен 01 номерпе (карас телефонпа – 101) шӑнкӑравламалла. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (09.09.2025 21:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 761 - 763 мм, 10 - 12 градус ӑшӑ пулӗ.
| Бичурин Никита Яковлевич, монголовед, синолог, прозаик, очеркист, сӑвӑҫ ҫуралнӑ. | ||
| Васильев Алексей Васильевич, чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
| Петров Кронид Андреевич, педагогика ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ ҫуралнӑ. | ||
| Талвир Алексей Филиппович, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
| Чӑваш республикин вӗренӳ институтне йӗркеленӗ. | ||
| Кириллов Кирилл Демьянович, литературовед, критик, театровед вилнӗ. | ||
| Айдак Аркадий Павлович, паллӑ ҫӗрйӗркелӳҫӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |