Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +12.5 °C
Мӗн акнӑ, ҫав шӑтать.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсен ҫыххи: Статистика

ЧӲК
29

Эмел хакланнӑ
 Софья Савнеш | 29.11.2014 19:24 |

Статистика

ЧР Сывлӑх министерстви 6 пине яхӑн эмел тӗлӗшпе кашни уйӑхра мониторинг тӑвать. Ку препаратсем ҫын сывлӑхӗпе пурнӑҫӗшӗн питӗ кирлӗ шутланаҫҫӗ.

Тӗрӗслев акӑ мӗн палӑртнӑ: кӑҫалхи кӑрлач-юпа уйӑхӗсенче хаксем вӑтамран 1,95% ӳснӗ. Атӑлҫи федераци окургӗнче ку кӑтарту 3,56% танлашнӑ.

ЧР Сывлӑх министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, эмел кӑларакан савут палӑртнӑ хак патне 25,8-30,0 процент хушнӑ. Кӑҫалхи кӑрлач уйӑхӗпе танлаштарсан, 20 препаратӑн хакӗ ӳснӗ. Вӗсенчен 60 проценчӗ — импорт.

Вӑтамран хаксем 8 процент ӳснӗ. Анчах валидолӑн тата гепарин маҫӗн хакӗсем уйрӑмах ҫыртма пуҫланӑ-мӗн. Ҫавӑн пекех, яланхи пекех ӗнтӗ, шӑнса пӑсӑлнинчен сипленмелли эмелсем хакланнӑ.

 

Статистика

Кӑҫалхи 10 уйӑхра Чӑваш Енре 8154 ҫемье мӑшӑрланнӑ. Уйрӑлакансен йышӗ 4008-па танлашнӑ. Ку цифрӑсене республикӑн Юстици министерстви пӗлтерет.

1000 ҫын пуҫне уйрӑлассине кӑҫалхи 9 уйӑхпа илес тӗк пирӗн рсепублика Раҫҫейри регионсем хушшинче тӑххӑрмӗш вырӑн йышӑнать. Атӑлҫи федераци округӗнче уйрӑлассин коэффицентне тишкерсен, Тутарстанпа тата Мӑкшӑ Республикипе эпир тан пыратпӑр. Тепӗр майлӑ каласан, пӗчӗк — 3,9, Раҫҫейре ку цифра — 4,7.

ЗАГС органӗсем уйрӑлакансем хушшинче ыйтӑм ирттереҫҫӗ. Унта хутшӑннӑ 3124 ҫынран 4,2 проценчӗ ҫулталӑк та пурӑнман, ик ҫулпа утма тӗв тунӑ. Мӑшӑрланнӑ хыҫҫӑн малтанхи 5 ҫулта уйрӑлма тӗв тунисем — 32,5 процент. Уйрӑлакансенчен 27 проценчӗ ҫемьеллӗ пурнӑҫпа 5–10 ҫул пурӑннӑ, 28,3 проценчӗ — 10 ҫултан тытӑнса 25 ҫулччен, 8,2 проценчӗ чӗрӗк ӗмӗр пурӑннӑ хыҫҫӑн уйрӑлнӑ.

 

Статистика

Юлашки вӑхӑтра урнӑ тилӗ, кушак пирки унта та кунта илтме пулать. Хӑш-пӗр хуҫалӑхра карантин пулнине палӑртнӑ. ЧР Патшалӑх ветеринари службин специалисчӗсем республикӑри 10 уйӑхри лару-тӑрӑва пӗтӗмлетнӗ.

Кӑҫал 10 уйӑхра ветеринари службин специалисчӗсем майракаллӑ шултра выльӑх лейкозпа чирленине, сальмонеллеза, пастереллеза, пыл хурчӗсен чирне тупса палӑртнӑ.

Ҫак тапхӑрта урнӑ чирпе чирлӗ 11 чӗрчуна палӑртнӑ. Вӗсен йышӗнче 5 тилӗ, 3 мӑйракаллӑ шултра выльӑх, 3 кушак.

Лейкоза пула Улатӑр районӗнчи 5 ҫын хуҫалӑхӗнче асӑрхаттару пулнӑ. Мӑйракаллӑ шултра выльӑхӑн катараллӑ горячка чирне Патӑрьел районӗнчи Турхан ялӗнче палӑртнӑ. Кайӑк-кӗшӗк сальмонеллезпа чирлӗ тӗслӗх — Хӗрлӗ Чутай районӗнче, пастереллез — Тӑвай тата Ҫӗмӗрле районӗсенче. Сӗнтӗрвӑрри, Муркаш, Ҫӗмӗрле районӗсенче пыл хурчӗсем чирлине палӑртнӑ.

Хальлӗхе республикӑри 21 вырӑнта мӑйракаллӑ шултра выльӑх лейкозпа чирлӗ.

 

Статистика

Чӑвашстат пӗлтернӗ тӑрӑх, чӳкӗн 11–17-мӗшӗсенче, пӗр эренере, Чӑваш Енре апат-ҫимӗҫ сентрисем ҫинче ытларах хуратул кӗрпи, купӑста, хӑяр, ҫӑмарта хакланнӑ.

Ведомство палӑртнӑ тӑрӑх, ытларах хуратул кӗрпин хакӗ хӑпарнӑ. Вӑл пӗр эрнере 40 процент хакланнӑ. Купӑста, хӑяр, помидор, ҫӑмарта, сахӑр, кишӗр, тип ҫу, хӑйма, сӗт хакӗсем те самаях «ҫыртма» тытӑннӑ. Хӑш-пӗр ытти ҫимӗҫ хакӗ те ӳснӗ.

Пӗр эрене хушшинче мӗн йӳнелнӗ-ха? Сурӑх какайӗ, пулӑ. Ҫавӑн пекех кӑлпассин, сысна ашӗн, чӑх какайӗн, ҫӑкӑр, эрех, услам ҫу, чей, макарон таврашӗн хакӗсем чакнӑ.

Тумтир, ытти япала хакӗсем кӑшт чакнӑ. Тӗслӗхрен, арҫын футболки, дизель топливи, телевизор. Хуҫалӑх супӑнӗпе кӗпе-йӗм ҫумалли порошок та кӑштах йӳнелнӗ.

 

Статистика

Комсомольски район прокуратури сусӑрсен паривне хӳтӗлесе суда 86 хутчен тавӑҫпа тухнӑ. Асӑннӑ органта ӗҫлекенсем ӗнентернӗ тӑрӑх, прокуратура ҫынсен социаллӑ ыйтӑвӗсене хӳтӗлессипе сахал мар тӑрӑшать. Ҫав шутра — хӳтлӗхсӗрсен правине пурнӑҫлассишӗн те.

Сӑмаха ҫирӗплетме цифрӑсем те илсе панӑ. Асӑннӑ район прокуратури сусӑрсене хӳтӗлесе 86 хутчен тавӑҫпа тухнӑ иккен. Ҫав шутран 85 тӗслӗхӗнче надзор органӗ сусӑрсене реабилитацин техника хатӗрсемпе, ҫав шутра кресло-пуканпа та, тивӗҫтерме ыйтнӑ. Пӗр тӗслӗхре сусӑра санаторипе курортра сипленме путевка уйӑрма ыйтнӑ.

Маларах асӑннӑ мӗнпур ҫак тавӑҫ республикӑн Сывлӑх сыхлав тата социаллӑ аталану министерствине хирӗҫле. Тавӑҫсенчен 77 тӗслӗхне тивӗҫтернӗ, тӑххӑрӑшне суд ҫывӑх вӑхӑтра пӑхса тухмалла. Тепӗр йышӑнупа килӗшмесӗр республикӑн Аслӑ судне ҫитме тивни те пулнӑ. Ун пеккисем 18 тӗслӗх иккенне пӗлтереҫҫӗ.

Маларах асӑннӑ ведомство суд йышӑнӑвне пурнӑҫласа сусӑрсен ыйтӑвне твиӗҫтерет-мӗн. Прокурорӑн хӑш-пӗр ыйтӑвне суд йышӑнӑвне кӗтмесӗрех пурнӑҫлать иккен.

 

Статистика

Чӑваш Енӗн Патшалӑх ӗҫлӗх служби пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫӗсӗрлӗх хисепӗ ҫак уйӑх пуҫламӑшӗ тӗлне 0,6 процентпа танлашнӑ. Ӗҫсӗр евӗр регистрациленнисен хисепӗ 4 пин ытларах ҫынпа танлашнӑ.

Шутра тӑракан ӗҫсӗрсенчен 56 проценчӗ унчченхи ӗҫрен хӑй ирӗкӗпе кайнӑ. 14 проценчӗ штата чакарнине пула ӗҫсӗр тӑрса юлнӑ. Вӗсенчен 60 проценчӗ — хӗрарӑмсем.

Кӑҫалхи чӳкӗн пуҫламӑшӗ тӗлне ӗҫсӗрлӗх службине тӗрлӗ пулӑшу ыйтма 36 пин ытла ҫын пынӑ. Вӗсенчен 36 пин ытларахӑшне ӗҫе вырнаҫтарнӑ.

Ӗҫлӗх центрӗнче шутра тӑракан портречӗ ҫапларах тесе пӗлтереҫҫӗ, вӑл аслӑ е вӑтам професси пӗлӗвӗ илнӗ хӗрарӑм, хулара пурӑнать, унчченхи ӗҫе хӑй ирӗкӗпе пӑрахнӑ. Хайхисенчен 30 проценчӗ ҫул ҫитмен ачасене е сусӑр ачана пӑхса ӳстерет.

 

Статистика

Иртнӗ эрнере Чӑваш Енре хӑш-пӗр пахча ҫимӗҫ хакланнине палӑртаҫҫӗ. Ав купӑста 24% хакланнӑ. Кун пек кӑтартусене Чӑвашстат мониторинг пӗтӗмлетӗвӗпе килӗшӳллӗн пӗлтерет.

Ҫавӑн пекех помидор хакланнӑ (10,5%). Кишер хакӗ те ӳснӗ — 7,3%. Ҫӗрулми, панулми, сухан та хакланнӑ — 4,1% пуҫласа 4,9% таранах.

Пахча ҫимӗҫ хакӗ кӑна мар, ытти тавар та хакланнӑ. Сахӑр 7 процент хӑпарнӑ. Хӑярпа сысна ашӗ вара йӳнелнӗ — 5,8% тата 4,1%.

Урапа хуҫисене те ҫӑмӑл мар. АИ-95 бензин, дизель топливи хакланнӑ. Ҫавӑн пекех пирус, Раҫҫейре пуҫтарнӑ иномарка хакӗсем хӑпарнӑ. Хамӑрӑн урапасем вара кӑштах йӳнелнӗ.

Пассажир транспорчӗн тата ЖКХ тарифӗсем ҫавӑн пекех юлнӑ.

 

Статистика

Чӑваш Ени халӑха ӗҫпе тивӗҫтерекен служба сайтӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, Шупашкарти ӗҫ пасарӗнче ытларах рабочи специальноҫӗсем ҫитмеҫҫӗ: ҫӗвӗҫсем, каменщиксем, кондукторсем, тӗпел ӗҫченӗсем, грузчиксем, отделочниксем, поварсем, сутуҫӑсем, бетонщиксем, водительсем, тирпейлӳҫӗсем…

Анчах специалистсем хулара ача пахчинче воспитательсем, тухтӑрсем, водительсем, сутуҫӑсем ҫитменнине палӑртаҫҫӗ. Урамри тирпейлӳҫӗсем, чашӑк-тирӗк ҫӑвакансем, тӗпел ӗҫченӗсем яланхиллех ҫитмеҫҫӗ.

Мӗнле профессисем ытлах кирлӗ мар-ха халӗ? Экономистсем, юрисконсультсем, бухгалтерсем тата ыттисем.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://pg21.ru/news/view/73848
 

Статистика

Республикӑн патшалӑхӑн ӗҫлӗх службин направленийӗпе 3 пине яхӑн ҫулсерен вӗренет иккен. Вӗсене 27 вӗренӳ организацийӗнче 60 профессипе специальноҫа хӑнӑхтараҫҫӗ.

Юпан 27-мӗшӗ тӗлне 2620 ӗҫсӗр ҫынна урӑх специальноҫ е професси илме вӗренме янӑ. Ку вӑл ҫулталӑклӑха палӑртнин 100,5 проценчӗ иккен. Ҫулталӑк пуҫланнӑранпа 238 вӗренӳ ушкӑнӗ йӗркеленӗ, вӗсенчен 99 ушкӑнӗ ӗҫсӗррисенчен кӑна тӑрать, теприсенче ӗҫсӗр тесе шута илнисемпе пӗрлех ку йыша кӗменнисем те ӑс пухаҫҫӗ. Пӗрле темелле ӗнтӗ, пӗр ушкӑнра.

Профессие вӗрентессипе Чӑваш Ен кӑҫалхи ҫур ҫулта Раҫҫей субъекчӗсен хушшинче 2-мӗш вырӑн йышӑннӑ, Атӑлҫи федераци округӗнче вара малта пырать.

Ҫӗнӗ профессие вӗрентнин усӑлӑхне ҫав ӗҫпе ҫынсем вырнаҫни тӑрӑх хаклаҫҫӗ. Ҫур ҫулта 1293 ҫын вӗреннӗ пулсан вӗсенчен 0,3 проценчӗ кӑна, е 4 ҫын, центра пулӑшу ыйтма тепӗр хутчен пынӑ. Патшалӑхӑн ҫак программи ку цифрӑна 1,75 процентпа танлашма ирӗк парать-мӗн. Кӑрлач–авӑн уйӑхӗсенче 1979 ҫын вӗреннӗ, центра вӗсенчен 15-шӗ (0,77 проценчӗ) кӑна тепӗр хут ҫитнӗ. Апла тӑк ҫӗнӗ специальноҫа хӑнӑхтарни пирӗн тӑрӑхра сая каймасть.

 

Статистика

Шупашкарти Мускав районӗнче ҫуралнӑ ачасене сайра тӗл пулакан ят параҫҫӗ. Нумаях пулмасть унта Стефания, Архелия, Магомед ҫуралнӑ.

Шупашкарти Мускав район администрацийӗн официаллӑ порталӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, ЗАГС пайӗн ӗҫченӗсем ҫулталӑк пуҫланнӑранпа 2786 ачана регистрациленӗ. Вӗсенчен 1438-шӗ — арҫын ачасем. Арҫын ачасене ытларах Максим, Иван, Михаил ят параҫҫӗ иккен. Хӗрачасене ытларах Мария, Дарья, Виктория ят хураҫҫӗ.

Мускав районӗнче сайра тӗл пулакан ятсене те регистрациленӗ. Стефанийӑпа Архелийӑсӑр пуҫне Радмила ятлӑ хӗрача та пур иккен. Арҫын ачасен йышӗнче сахал тӗл пулакан ятсем — Ильяс, Радомир, Магомед, Назарий.

 

Страницӑсем: 1 ... 31, 32, 33, 34, 35, 36, 37, 38, 39, 40, [41], 42, 43, 44, 45, 46
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (01.05.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 752 - 754 мм, 9 - 11 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 4-6 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ку эрне сире пурнăç мĕн тери йĕркесĕр пулнине кăтартĕ. Ялан хăвăр пирки шутласа ыттисем пирки маннине асăрхатăр. Сирĕн интерессем ыттисеннипе çыхăнура пулнине ăнланма вăхăт. Ку мĕне пĕлтерет-ха? Эсир такама япăх туса хăвăрах сиен кÿретĕр.

Ҫу, 01

1892
132
Ҫемен Элкер, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ.
1912
112
Шорникова Елена Васильевна, чӑваш актриси ҫуралнӑ.
1994
30
Сергеев Алексей Сергеевич, чӑваш актёрӗ, тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
хуть те кам тухсан та
хуҫа хӑй
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
хуҫа тарҫи
хуҫа арӑмӗ
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
кил-йышри арҫын