Пӑтӑрмахсем
![]() Чӑваш халӑх, республикӑн тава тивӗҫлӗ артисчӗ Айдар Хисамутдинов ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнине Чӑваш халӑх сайтӗнче Никита Сурский пӗлтернӗччӗ-ха. Унта вӑл вилӗм сӑлтавне кӑтартманччӗ. Ҫак самантра вара ҫак йӗркесен авторӗ ҫӗнӗ хыпар, халӑх тетелӗсенче тата форумсенче ун чухнех сарӑлнӑ сӑмах чӑна килнине пӗлчӗ. «Idel.Реалии» сайтра ӗнер ҫырнӑ тӑрӑх, артист ҫакӑнса вилнӗ. Пултарулӑх ӗҫченӗсен хушшинче хӑйсенчен маттуртараххисене, ӑслӑраххисене, талантлӑраххисене юратманни-курайманни вӑрттӑнлӑх мар-ха. Айдар Хисамутдинова сцена ҫинче пӗрле тӑнисемех йӑштаса-муталаса-тӑлласа ҫитернӗ текен сӑмах та тӗнче тетелӗнче ҫӳрет. 36-ра ҫут тӗнчепе сывпуллашма шухӑш тытнӑ сцена ӑстин юлашки утӑмӗн тӗп сӑлтавне ҫапах та татса калаймӑпӑр. Балет ӑсти мӗншӗн хӑй ҫине алӑ хунине тӗпчевҫӗсем тӗрӗслеҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫавӑн пекех пӑхӑр |
Комментариле |
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org | МИХ пек регистрациленӗ свидетельство номерӗ: 2017 ҫулхи нарӑсӑн 3-мӗшӗнче алӑ пуснӑ ЭЛ № ФС 77 - 68592. Свидетельствӑна Ҫыхӑну, информаци технологийӗ тата массӑллӑ коммуникаци сферине тӗрӗслесе тӑракан федераллӑ служба (Роскомнадзор) панӑ. Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org ![]() |