Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...

Хӗрлӗ Чутай районӗнчи Тӑван ҫӗршывӑн аслӑ вӑрҫин ветеранӗсене карас телефонӗсемпе тивӗҫтернӗ. Унсӑр пуҫне вӗсене тӳлевсӗр калаҫма май туса панӑ.
Хӗрлӗ Чутай район администрацийӗнче хыпарланӑ тӑрӑх, «Телефоны — фронтовикам» (чӑв. Фронтовиксене — телефонсем) пӗтӗм Раҫҫейри акци иртет. Ӑна Тӑван ҫӗршывӑн аслӑ вӑрҫинче ҫӗнтернӗренпе 75 ҫул ҫитнине халалланӑ. Ҫавна май «Волонтеры Победы» (чӑв. Ҫӗнтерӳ нимеҫисем) халӑх юхӑмӗн хастарӗсем Хӗрлӗ Чутай районӗнчи тӑватӑ ветерана: Кузьма Аргандейкина, Клавдия Ижетниковӑна, Вера Петровӑна, Арсентий Вадейкина — телефонсем тата тӳлевсӗр калаҫма ирӗк панине ӗнентерекен сертификатсем панӑ.
Тепри // 4006.53.2133
2020.09.20 20:45 | |
"Карас телефонĕ" сăмаха кĕртекенни, паллах, мăкарах çын пулнă. Кĕсъе телефонĕ тесе калама пуçланăччĕ, мĕншĕн калла-малла турткаланмалла? | |
