Культура
Республикӑра «Чӑваш Енри ялсене аталантарасси» программа ӗҫлет. Унта хутшӑнмашкӑн тӑратнӑ виҫӗ заявка суйлав витӗр тухнӑ ӗнтӗ. Унпа килӗшӳллӗн, Патӑрьел районӗнчи Ыхраҫырми ялӗнче культура ҫурчӗ хӑпартӗҫ. Вӑл 150 ҫын вырнаҫмалӑх пулӗ. Тӑвай район администрацийӗ «Чутейре 106 вырӑнлӑх культура ҫуртне тӑвасси» проектпа ҫӗнтернӗ. Канаш районӗн администрацийӗ те суйлав витӗр тухнӑ. Ӑвӑспӳрт Кипеч ялӗ те культура ҫурчӗ пулӗ. Ӑна шкул мастерскойӗнчен тӑвӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
Любовь Гавриловапа Федор Волков флейта ӑстисем Шупашкарти Ф.П. Павлов ячӗллӗ музыка училищинче вӗренекен Любовь Гавриловӑпа унта пӗлӳ илнӗ Федор Волков Пӗтӗм Раҫҫейри конкурсран пысӑк наградӑпа таврӑннӑ. Флейтӑпа калаканскерсем Суздальте иртнӗ «Музыка. Талант. Открытие» (чӑв. Музыка. Пултарулӑх. Открыти) ҫӗршыври иккӗмӗш конкурсра малти вырӑнсене йышӑннӑ. Музыка инструменчӗпе калакансене П.И. Чайковский ячӗллӗ Мускаври патшалӑх консерваторийӗн, Гнесинсем ячӗллӗ Раҫҫейӗн музыка академийӗпе Тӗп музыка шкулӗн профессорӗсемпе доценчӗсем хакланӑ. Мускаври, Чулхулари, Улатимӗрти, Хусанти, Сарӑтури, Кироври, Екатеринбургри, Хабаровскри тата ытти хуларисем хушшинче Любовь Гаврилова «Соло» номинацире I степеньлӗ лауреат ята илнӗ. «Ансамбльсем» номинацире кун пек степеньлӗ диплома Любовь Гавриловапа Фёдор Волков тивӗҫнӗ. Ҫамрӑксем Пӗтӗм тӗнчери тата Пӗтӗм Раҫҫейри конкурссенче унччен те пӗрре кӑна мар ҫӗнтернӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
Асламассене халалласа уяв иртӗ Нарӑс уйӑхӗн 10-мӗшӗнче Чӑваш Енӗн Наци вулавӑшӗнче Чӑваш Енӗн культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченне Мария Асламаса тата унӑн ывӑлне, «Камерата Брно» чех оркестрӗн дирижерне, Шупашкарти Ф.П. Павлов ячӗллӗ музыка училищине вӗренсе пӗтернӗ Алексей Асламаса хисеплесе асӑну каҫӗ иртмелле. Уява министерствӑсемпе ведомствӑсен, ӑслӑлӑх учрежденийӗсен, культура тата вӗренӳ учрежденийӗсен пайташӗсем, студентсем, Асламассен тӑванӗсем пуҫтарӑнмалла. Музыка ӳнерӗн ӗҫченӗсем Инна Асламас, Татьяна Асламас, Алексей Аcламас, Антон Асламас, Марина Соприко, Динара Федотова, Дмитрий Семкин «Спешите жить» (Пурӑнма васкӑр) концерт программи хатӗрлеҫҫӗ. Уява пухӑннисем Асламассен династийӗпе курав урлӑ те паллашайӗҫ. Мероприяти 18 сехетре акт залӗнче пуҫланӗ. Унта тӳлевсӗрех кӗртеҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
Чӑвашсем те Крымри мероприятирен юлман Крымра пурӑнакан чӑвашсем ӗнер, кӑрлачӑн 14-мӗшӗнче, Севастопольти наципе культура обществисен ассоциацийӗ ирттернӗ мероприятие хутшӑннӑ. Мероприятие Крымра халӑхсен хӗллехи уявӗсене халалланӑ. Ассоциаци 23 ҫул ӗҫлет. Ӑна Валерий Милодан ертсе пырать. Белоруҫсен, эстонсен, гагаузсен, мӑкшӑсен тата чӑвашсен обществисем чи лайӑх ӗҫлекеннисен йышӗнчине палӑртма кӑмӑллӑ. Тӗрлӗ халӑхӑн культурин илемлӗхне, апат-ҫимӗҫне, тумтирӗпе тата йӑли-йӗркипе паллаштарас тӗллевлӗ уява пуҫтарӑннисене Севастопольти тӳре-шара, общество организацийӗсен пайташӗсем саламланӑ. Вӗсем ассоциаци ӗҫ-хӗлне пысӑка хурса хакланӑ, вӑл тӑнӑҫлӑхпа лӑпкӑлӑха упрама пулӑшать тесе ырланӑ. Ӗнер пирӗн халӑхӑмӑрӑн Крымри пайташӗсем те уяв сӗмне аванах кӗртнӗ. Тӑван халӑхӑмӑр тумтирне тӑхӑннӑскерсем ыттисем пекех тӑван чӗлхепе юрланӑ, наци апат-ҫимӗҫӗпе хӑналанӑ, йӑла-йӗркепе паллаштарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
Константин Яковлев министр Раиса Терюкалова ӗҫӗпе паллашать Чӑваш Енӗн культура министрӗ Константин Яковлев Чӑваш Енӗн халӑх художникӗн, живопись тата прикладной ӳнер ӑстин Раиса Терюкалова ӗҫне туяннӑ. Художник ӗҫӗпе паллашма министрпа пӗрлех культурологи докторӗ, истори ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ, Владимир Васильев профессор тата Чӑваш Е Художниксен пӗрлешӗвӗн ертӳҫи, Чӑваш Енӗн тава тивӗҫлӗ художникӗ Андрей Анохин хутшӑннӑ. Улатӑр районӗнчи Кувакино ялӗнче ҫуралнӑ, 8-мӗш теҫеткене ҫывхаракан ал ӑстин мастерскойӗнче пулнӑ май министр художникӑн ӗҫ условийӗпе кӑсӑкланнӑ. Ку вӑл ытахальтен мар: ӳнерҫӗн сывлӑхӗ чаплах мар. Культура министрӗ художника паллӑ кунпа (вӑл 1939 ҫулхи кӑрлачӑн 8-мӗшӗнче ҫуралнӑ) саламланӑ. Константин Яковлевӑн картинӑсен пуххийӗ пуян-мӗн, ҫавӑнпа та вӑл Раиса Терюкалова ӗҫне хаваспах туяннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
Патӑрьел районӗнчи Тӗп клуб тытӑмӗ Ҫӗнӗ ҫул хыҫҫӑн ҫӗнӗ вӑйпа ӗҫе кӳлӗннӗ. Унта ташӑ кружокӗсенчи занятисем ӗҫлеме тытӑннӑ кӑна мар, хореографсем тата культурӑри ытти хастарсем тӑрӑшнипе, ача-пӑчапа ҫамрӑксене явӑҫтарнипе фестивальсемпе конкурссем йышлӑ ирттерме палӑртаҫҫӗ. Массӑллӑ пӗрремӗш мероприятие кӑрлачӑн 20-мӗшӗнче ирттерме шухӑшласа хунӑ. Вӑл Патӑрьелти культурӑпа кану центрӗнче пулмалла. «Мама года» (чӑв. Ҫулталӑкри анне) шоу-конкурса республикӑра тата Раҫҫейре йышӑннӑ тӗллевлӗ ҫулталӑксене: республикӑри Ашшӗпе Амӑшӗн ҫулталӑкне, Раҫҫейри Экологи ҫулталӑкне тата район 90 ҫул тултарнине халалланӑ. Мероприяти кӑсӑклӑ пуласса шантарнӑ май унта пурне те хапӑл туса кӗтессине пӗлтереҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
Кашнин хӑйӗн сӗнӗвӗ Сӗнтӗрвӑрри район администрацийӗнче кӑҫалхи Акатуя епле ирттерессине сумлӑ йышпа пуҫтарӑнса сӳтсе явнӑ. Йӗркелӳ комитечӗн ларӑвне район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Анатолий Мясников ирттернӗ. Ӗҫлӗ ушкӑна тӗрлӗ отрасльте ӗҫлекенсене кӗртнӗ. Вӗсем Акатуя хӑш вӑхӑтра ирттерме май пуррине, уявӑн сценарине сӳтсе явнӑ. Ларӑва пухӑннисем Акатуйӑн тӗрлӗ сценарийӗ ҫинчен кӑна мар, ӑна ӑҫта ирттересси пирки те калаҫнӑ. Тӗрлӗ ҫын тӗрлӗ вариант сӗннӗ. Кашнин шухӑшне итленӗ хыҫҫӑн ҫитес ларура ку ыйту патне тепӗр хутчен таврӑнма калаҫса татӑлнӑ. Ҫывӑх кунсенче (ку вӑхӑта хальлӗхе кӑрлач уйӑхӗн вӗҫӗнче палӑртнӑ) йӗркелӳ комитечӗ черетлӗ хут пуҫтарӑнӗ, Акатуя епле тата ӑҫта ирттерессине тӗплӗн тишкерсе сӳтсе явӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
Чӑваш Республикин ача-пӑчапа ҫамрӑксен вулавӑшӗнче чӑваш ҫыравҫисен Сурхурине халалланӑ хайлавӗсен «Ҫитрӗ акӑ Сурхури» вулавӗ иртнӗ. Ӑна вулавӑшӑн таврапӗлӳпе наци литературин пайӗ йӗркеленӗ. Сурхури вулавне хутшӑннисем Ҫӗнӗ ҫула тата Сурхурие Атӑлҫи тӑрӑхӗнчи регионсенче епле уявланипе те паллашнӑ. Чӑвашсем хӗлле Сурхури ирттереҫҫӗ, тутарсем — Нартукан, марисем — Шорыкйол, мӑкшӑсем — Од ие, пушкӑртсем — Яны иыл нэнан, удмуртсем — Выль арен. Пирӗн халӑхӑмӑрӑн Ҫӗнӗ ҫулти тӗп сӑнарӗсем Хӗл Мучипе Юр Пике пулсан, марисен — Йушто Кугыза тата Лумудыр, тутарсем — Кыш-Бабай тата Кар-Казы, мӑкшӑсем Хӗл Мучине Нишке тата Мороз Атя теҫҫӗ, пушкӑртсем — Кыш Бабай, удмуртсем — Тол Бабай. Вулавӑша пухӑннисене чӑвашсен хӗллехи уявӗсемпе те паллаштарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
Чӑваш Енӗн Наци вулавӑшӗ «Книга + Кино» (чӑв. Кӗнеке + Кино) кинолектори ирттерме палӑртать. Мероприятие унтисем ҫитес ҫулхи кӑрлач уйӑхӗ валли планланӑ. Кинолектори вӑхӑтӗнче илемлӗ тата документлӑ фильмсене кӑтартӗҫ. Вӗсем пурте — вулавӑш коллекцийӗнчисем. Кӑрлачӑн 4-мӗшӗнче 14 сехетре пӗр тӑван Стргацкийсен «Понедельник начинается в субботу» повеҫӗ тӑрӑх ӳкернӗ «Чародеи» камите йыхравлаҫҫӗ. Кӑрлачӑн 11-мӗшӗнче 16 сехетре «Ты у меня одна» илемлӗ фильм кӑтартӗҫ. Ӑна РСФСР халӑх артистки М.М. Неёлова ҫуралнӑранпа 70 ҫул ҫитнине халалланӑ. Кӑрлачӑн 14-мӗшӗнче 14 сехетре — «Карнавальная ночь» кинокамит, 18-мӗшӗнче 16 сехетре — Н.В. Гоголӗн пьеси тӑрӑх лартнӑ «Шинель». Юлашкинчен каланине РСФСР халӑх артисчӗ З. Трауберг ҫуралнӑранпа 115 ҫул ҫитнине халалланнӑ. Кӑрлачӑн 21-мӗшӗнче 14 сехетре – «На златом крыльце сидели» камит-юмах, 28-мӗшӗнче 14 сехетре – «Золушка» илемлӗ фильм. Кинона юратакансене 212-мӗш пӳлӗмре кӗтеҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
Раштав уйӑхӗн 29-мӗшӗнче Ҫӗрпӳ районӗнче кинотеатр тата культура ҫурчӗ уҫӑлнӑ. Халӗ ҫӗрпӳсем пахалӑхлӑ кино курма пултарӗҫ. Сасси те лайӑх пулӗ. «Асам» кинозал культура аталанӑвӗн центрӗнче уҫӑлнӑ. Кинозалта юсав ӗҫӗсем ирттернӗ, ҫемҫе креслӑсем лартнӑ. Ҫӗнӗ хатӗр-хӗтӗр туянмашкӑн 5 миллион тенке яхӑн тӑкакланӑ. Укҫа-тенке Кино фончӗ уйӑрнӑ. Фонд 100 пин ытла ҫын пурӑнман пӗчӗк хуласенче кинозалсене ҫӗнетмешкӗн укҫа уйӑрать. Кинозала чи малтан шкул ачисем килнӗ. Вӗсем Раҫҫейре ӳкернӗ «Снежная королева 3: Огонь и лед» фильм пӑхнӑ. Ял ҫыннисемшӗн тата районшӑн ку тахҫантанпах кӗтнӗ пулӑм. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (11.01.2025 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 754 - 756 мм, 0 - 2 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Дементьев Пётр Васильевич, СССРта авиапром ӗҫне пуҫаракансенчен пӗри ҫуралнӑ. | ||
| Димитриев Василий Димитриевич, паллӑ чӑваш историкӗ ҫуларнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |