Культура
Ӗнер пирӗн республикӑра «Ҫӗнӗ ятсем уҫатпӑр» VII литература конкурсӗн ҫӗнтерӳҫисене чысланӑ. Ку ӑмӑрту, Марина Карягина тележурналист, сӑвӑҫ тата поэт Фейсбукра пӗлтернӗ тӑрӑх, виҫӗ ҫулта пӗрре иртет. Ҫӗнтерӳҫӗсене Республикӑн ача-пӑчапа ҫамрӑксен вулавӑшне пухнӑ. Литература конкурсне 34 автор 46 ӗҫ тӑратнӑ. Вӗсем 10 районпа 4 хуларан: Элӗк, Патӑрьел, Вӑрнар, Йӗпреҫ, Канаш, Куславкка, Вӑрмар, Ҫӗрпӳ, Шупашкар, Тӑвай районӗсенчен, Канаш, Ҫӗнӗ Шупашкар, Шупашкар, Ҫӗмӗрле хулисенчен. Конкурс проза, поэзи, драматурги номинацисемпе иртнӗ. Хайлавсене чӑвашла тата вырӑсла ҫырнӑ. 61 проценчӗ сӑвӑсемпе конкурса хутшӑннӑ, 30% — проза номинацире, 9% — драматурги енӗпе. Конкурса Лидия Филиппова, Раиса Сарпи, Ольга Туркай, Марина Карягина, Дмитрий Суслин ҫыравҫӑсем тата ЧР Культура министерствин пай пуҫлӑхӗ Инна Ильина хакланӑ. 15-21 ҫулсенхисенчен «Проза» номинацире Йӗпреҫ районӗнчи Екатерина Кошелева «Сӗт хакӗ» хайлавпа, 22-30 ҫулсенхисенчен Вӑрнар районӗнчи Ольга Австрийская (Иванова) «Чи ҫутӑ ӗмӗт» хайлавпа ҫӗнтернӗ. Вырӑслисенчен Шупашкарти Дария Перевезенцева (15-21 ҫулсенчисем хушшинче) мала тухнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
Шупашкарта пурӑнакансемпе Чӑваш Ен ҫыннисем Зара концерчӗпе киленме пултарӗҫ. Ҫак артистӑн пултарулӑхне хаклакансене, ӑна юратакансене ҫу уйӑхӗн 15-мӗшӗнче концерта йыхравлаҫҫӗ. Вӑл Шупашкарти Трактор тӑвакансен культура керменӗнче иртӗ. Зара юрӑҫ сцена ҫине «Душа» (чӑв. Чун) программӑпа тухӗ. Ӑна вӑл 2017 ҫулхи юпа уйӑхӗнче соло-программа валли ятарласа хатӗрленӗ. Программӑна хатӗрлекенсем кашни номер пӗчӗк спектакль евӗр пуласса шантараҫҫӗ. Лирика та пулӗ, драма та. Шупашкарти концертӑн тӗп хӑйне евӗрлӗхӗ тесе унта «Голос. Дети. 3» (чӑв. Сасӑ. Ачасем. 3) шоура ҫӗнтернӗ Даниил Плужников хутшӑннине палӑртаҫҫӗ. Концерта «Время помогать» (чӑв. Пулӑшма вӑхӑт)" ыр кӑмӑллӑ фончӗпе йӗркелӗҫ. Укҫапа фонд туса ирттерекен ыр кӑмӑллӑх ӗҫӗсенче усӑ курӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
Ыран, ака уйӑхӗн 24-мӗшӗнче, Чӑваш Енӗн Наци вулавӑшӗнче «Литературная Чувашия: самая читаемая книга года» (чӑв. Литературӑллӑ Чӑваш Ен: ҫулталӑкри чи вуланакан кӗнеке) республикӑри конкурс ҫӗнтерӳҫисене чыслӗҫ. «Ку мероприяти Наци кӗнекин фестивальне вӗҫлекен паллӑ мероприятисенчен пӗри», — тесе хаклать ӑмӑртӑва ЧР Наци вулавӑшӗн ӗҫченӗ Ольга Тимофеева. Фестиваль, сӑмах май, ака уйӑхӗн 15-25-мӗшӗсенче иртет. «Литературӑллӑ Чӑваш Ен: ҫулталӑкри чи нумай вулакан кӗнеке» конкурса Чӑваш Енӗн Наци вулавӑшӗ, Чӑваш Енри профессиллӗ ҫыравҫӑсен пӗрлешӗвӗ, Чӑваш кӗнеке издательстви ирттернӗ. Хальхи конкурса 2017 ҫулта пичетленнӗ чӑвашла тата вырӑсла пичетленнӗ 162 тӗрлӗ кӑларӑм хутшӑннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
Чӑваш ҫыравҫисем ака уйӑхӗн 20-мӗшӗнче Чӗмпӗр облаҫӗнчи Чӑлнӑ районӗнче пулнӑ. «Хыпар» издательство ҫурчӗн «Тӑван Атӑл» журналӗн редакторӗ Лидия Филиппова пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫула литература журналӗн хастар авторӗсем тухнӑ. Калем ӑстисем кӳршӗллӗ региона ытахальтен кайман. Шӑмат кун унта Николай Ларионовӑн «Подвиг во имя матери» кӗнеке-альбомне хӑтланӑ. Вӑл ӗҫе автор Надежда Сандркина спорстменкӑна халалланӑ. Надежда — марафонка. СССРӑн пӗрлештернӗ командинче пулнӑ. Чӗмпӗр облаҫӗнчи Чӑвашкассинче ҫуралнӑскер тӑван тӑрӑхӗпе ҫыхӑнӑва татман. Кӗнеке авторӗ Николай Ларионов пирки каласан, вӑл Тутарстанра ҫуралнӑ. Халӗ вӑл — «Ульяновская правда» хаҫат эксперчӗ, «Тӑван Атӑл» журналӑн редколлегийӗн пайташӗ. |
Культура
Шӑматкун Куславкка районӗнче сӑвӑ калакансен «Смолин вулавӗсем» пултарулӑх ӑмӑртӑвӗ кӑҫал та иртнӗ. Унта пухӑннисем Анатолий Смолин сӑввисене янӑратнӑ. Кун пирки Марина Карягина тележурналист, сӑвӑҫ, драматург Фейсбукри хӑйӗн страницинче ӗнер пӗлтернӗ. Анатолий Смолин сӑвӑҫ кун-ҫулӗ вӑрӑм пулмарӗ. 1957 ҫулхи ака уйӑхӗн 1-мӗшӗнче ҫуралнӑскер 2012 ҫулхи ҫу уйӑхӗн 22-мӗшӗнче пурнӑҫран уйрӑлчӗ. Анчах унӑн ятне ҫывӑх ҫыннисем тата пултарулӑхне сума сӑвакансем асран кӑлармаҫҫӗ. Куславкка районӗнчи Шӑнчас ялӗнче ҫуралнӑскере хисеплесе «Смолин вулавӗсем» конкурса ҫулсерен ирттереҫҫӗ. Сӑмах май каласан, Анатолий Смолин поэт кӑна пулман. Вӑл — куҫаруҫӑ та. Ҫеҫпӗл Мишшин премийӗн лауреачӗ, Ҫемен Элкер премийӗн лауреачӗ. И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университетӗнче вӗреннӗ. «Ҫилҫунат» журналта ӗҫленӗ. Чӑваш Енӗн пӗрремӗш президенчӗн пресс-ҫыруҫинче, каярах унӑн пулӑшуҫинче тӑрӑшнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
Владимир Шинжаев юрӑҫ тӗнче тетелӗнчи «Контактра» халӑх ушкӑнӗнчи хӑйӗн страницинче пӗлтернӗ тӑрӑх, чӑваш эстрада юрӑҫисем Пушкӑртстанри ял-хулара кӗҫех концерт кӑтартса ҫӳрӗҫ. «Пушкӑртстанра пурӑнакан туссем-чӑвашсем, сире пирӗн концертсенче кӗтетпӗр», — тесе ҫырнӑ юрӑҫ. Афишӑна курнисенчен пӗри, «Киремет» ушкӑн, «Алена Силпипе «Нарспи» поэмӑри Силпи чӑваш ялне пит аван пӗлетпӗр. Ку Алена Сильпийӗ кам пулчӗ тата?!» — тесе йӗпленӗ. Ҫапла ҫырнине сӳтсе явакансенчен пӗри афишӑна вырӑсла ҫырнӑран унта хушамат-псевдонима вырӑслатнӑ тесе ӑнланнӑ. Ҫавӑнпа Сильпи тесе ҫавӑрттарнӑ тесе пӗтӗмлетнӗ. Тепри тата Дипендри Мани чӑнах та Непалӑн тава тивӗҫлӗ артисчӗ-ши е Владимир Шинжаев шухӑшласа кӑларнӑ-ши тесе иккӗленнӗ-аптӑранӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сумлӑ сӑмах
Культура
Телекурав ӗмӗрӗ вӑй илнӗ хыҫҫӑн массӑллӑ информаци хатӗрӗсен ҫак тӗсӗнче чӑвашли ниепле те вӑй илеймест. Унччен малтан чӑваш телекуравӗ «Россия» телеканалӗн кнопки ҫинче тухатчӗ, анчах пасар самани ҫитсен самай аталанма ӗлкӗрнӗ чӑвашла телекурава ҫул памарӗҫ. Пӗтерсе хучӗҫ тесен те йӑнӑш пулмӗ. ГТРК «Чӑваш Ен» халь те пур-ха, пач ҫухалман, анчах малтанхипе танлаштарсан вӑл унчченхин пӗр пӗчӗк пайӗ ҫеҫ. Анчах халӑх чӑваш телекуравӗ вӑйлӑн ӗҫлесе каясса питӗ кӗтетчӗ — кӳршӗри тутарсен ку ӗҫ вӗресе тӑрать пулсан, эпир те вӗсенчен кая мар пулмалла пекччӗ. Юрать-ха ҫӳлтисем ҫакна ӑнланчӗҫ, 2011 ҫулта «Национальное телевидение Чувашии — Чӑваш Ен» телеканал уҫрӗҫ. Тахҫантанпах унашкал телеканал ӗҫлесе каясса кӗтнӗ халӑх савӑнса та илчӗ. Анчах, шел те савӑнӑҫӗ нумая пымарӗ. Чӑвашла телекурав кӗтнӗ халӑх патне ытларах енӗпе вырӑсла кӑларӑмсем тухма пуҫларӗҫ. Куна вӑл вӑхӑтра чӑвашла контент сахал пулнипе ӑнлантарма хӑтланчӗҫ. Йӑлт арканнӑ чӑваш телекуравне, паллах, пӗр самантра чӗртсе тӑратаймӑн — халӑх ӑнланчӗ, кӗтме тытӑнчӗ. |
Культура
«Уяв» ансамбль концерчӗ яланах уяв евӗр иртет Шупашкарӑн Кӑнтӑр поселокӗнчи культура ҫуртӗнче нумаях пулмасть «Город творческих людей» (чӑв. Пултарулӑх ҫыннисен хули) концерт иртнӗ. Унта республикӑн хулинчи Тӗп клуб тытӑмне кӗрекен ушкӑнсем хутшӑннӑ. Сцена ҫине вӗсем халӑх ятне ҫирӗплетес тесе тухнӑ. «Кӑнтӑр» культура ҫуртӗнчи «Тантӑш» ушкӑна (ертӳҫи — А.П. Попов) республикӑри тӗлӗнмелле ушкӑн тесе каламалла. Унта ҫӳрекен ачасем — куҫ курман сусӑрсем. Вӗсем кӗвӗ-ҫемме тарӑннӑн туяҫҫӗ. Хальхи концерт вӑхӑтӗнче Атӑлҫи тӑрӑхӗнчи халӑхсен ташшисене ташланӑ: вырӑссенне, тутарсенне, чӑвашсенне. Ачасем ташӑ урлӑ халӑхсен фольклор хӑйне евӗрлӗхне кӑтартса пама пултарнӑ. Концерта «Уяв» ансамбль те хутшӑннӑ. Ӑна та куракансем кӑмӑлтан йышӑннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
К.В. Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗн ушкӑнӗ ҫак кунсенче — Тӗмен ҫӗрӗ ҫинче. Унта «Театральный мост Чувашии» (чӑв. Чӑваш Енӗн театр кӗперӗ) акцие йӗркеленӗ май тухса кайнӑ. Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗн артисчӗсем ака уйӑхӗн 11-мӗшӗнче Хусанта пулнӑ. Унти «Ак Барс» ҫамрӑксен центрӗнче вӗсем Арсений Тарасов пьеси тӑрӑх Валерий Яковлев лартнӑ «Туя туй пек тӑвар-и?» спектакле кӑтартнӑ. Ака уйӑхӗн 14-мӗшӗнче артистсем Тӗмен облаҫне ҫул тытнӑ. Гастроле йӗркелеме Тӗмен облаҫӗн правительствипе асӑннӑ тӑрӑхри чӑвашсен «Тӑван» ассоциацийӗ пулӑшнӑ. Спектакльсене Заводоуковск тата Тӗмен хулисенче кӑтартӗҫ. Заводоуковск хулинче паян «Как Настенька чуть Кикиморой не стала» юрӑллӑ-кӗвӗллӗ вырӑсла камите лартма палӑртнӑ. Тӗменти драма театрӗн сцени ҫине «Туя туй пек тӑвар-и?» спектакльпе ыран тухӗҫ. Каярах Самар тӑрӑхӗнчи Димитровград тата Тольятти, ҫавӑн пекех Самар хулинчи куракан патне ҫитӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
Руслан Фаршатов «Ҫурхи вӑрманта» юрлама вӗренет Ака уйӑхӗн 18-мӗшӗнче пирӗн республикӑна «Поехали!» телеканал ушкӑнӗ килсе ҫитмелле. Кун пирки Инстаграмра mininform21 аккаунтра пӗлтернӗ. Пӗрремӗш каналӑн медиаушкӑнне кӗрекен йыш пирӗн тӑрӑхра пӗр эрне пулӗ. Ҫав вӑхӑтра телеканал «Звуки всюду» (чӑв. Пур ҫӗрте те сасӑ) ҫӗнӗ проект пӗри валли аудио- тата видеоматериал пухӗ. Хӑйне евӗр акустика ҫул ҫӳревне хунӑ май программа авторӗсем тӗрлӗ ҫӗршыва хулана ҫитме ӗмӗтленеҫҫӗ. Телеканалӑн ӳкерӳ ушкӑнӗҫывӑх кунсенче пирӗн республикӑри илемлӗ вырӑнсенче пулӗ. Ҫав вӑхӑтра тӑван халӑхӑмӑрӑн историйӗпе, культурипе, йӑли-йӗркипе, архитектура палӑкӗсемпе, сайра тӗл пулакан производствӑсемпе, пултаруллӑ ҫынсемпе паллашӗ. Журналистсем Шупашкарта «Ҫурхи вӑрманта» юрра шӑрантарма ӗмӗтленеҫҫӗ. Проект ертӳҫи Руслан Фаршатов репетицие пуҫланӑ та. |
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (12.01.2025 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 754 - 756 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Чӑваш ачисен «Пионер сасси» (халӗ «Тантӑш») хаҫат тухма пуҫланӑ. | ||
Пулӑм хуш... |