Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...

«Варкӑш» литература клубӗнче урӑх улах иртессине эпир унччен пӗлтернӗччӗ-ха.
Ытти чухне варкӑшҫӑсем пӗр-пӗр кӗнеке вуласа пырса ӑна сӳтсе явнипе ҫырлахнӑ пулсан хальхинче вӗсем Чӑваш Наци вулавӑшне улаха пуҫтарӑннӑ.
Уява литература клубӗн гимнӗнчен пуҫланӑ. Унӑн авторӗ – Ирӗк Килтӗш /Валерий Краснов/ ӳнерҫӗ иккен. Ольга Австрийская Чӑваш кӗнеке издательствин сайтӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, юрӑҫа итленӗ май ҫыравҫӑсемпе журналистсем скетчсем ӳкернӗ, литературоведсемпе артистсем сӑвӑ шӑрҫаланӑ.
Ирӗк Килтӗшпе Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ артисчӗ Геннадий Кириллов ӳнерҫӗн юптаруллӑ такмакӗсене вуланӑ. Урах улаха пухӑннисем сӑвӑсем вуланӑ, хӑйсем ӳкернӗ ӳкерчӗкӗсене кӑтартнӑ. Улах пурне те килӗшнӗ.
