Республикӑра
![]() 700-let.ru сайтри сӑн Паян Шупашкарта пурӑнакан Любовь Горская «Ҫурт-йӗр лотерейинче» виҫӗ пӳлӗмлӗ хваттер выляса илни пирки пӗлнӗ. Вӑл 3 миллион тенкӗ тӑрать. «Унччен ҫур ҫул лотерейӑна хутшӑнмарӑм. Киоска килсен сутуҫӑсем эпӗ мӗншӗн ҫавӑн пек нумай вӑхӑт пулманни пирки кӑсӑкланчӗҫ. Эпӗ вӗсене хальхинче пысӑк парне патне килнине каларӑм», - аса илнӗ хӗрарӑм. Ун чухне вӑл 1 билет ҫеҫ туяннӑ. Анчах эфира хӑй курман, билета тепӗр кун тӗрӗсленӗ. Хӗрарӑм хваттер вырӑнне укҫа илессине пӗлтернӗ. Вӑл ӑна ывӑлне парӗ. Любовь малтан хими предприятийӗнче ӗҫленӗ, училищӗре вӗрентнӗ. Халӗ вӑл дачӑра канать, мӑнукӗсен ачисене пӑхать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() news.myseldon.com, ok.ru, sovch.chuvashia.com сайтсенчи сӑнӳкерчӗксемпе усӑ курса хатӗрленӗ коллаж Чӑваш Енӗн массӑллӑ информаци хатӗрӗсенче ӗҫлекен хӑш-пӗр ҫынна республика Элтеперӗ Олег Николаев патшалӑх наградисемпе чыслама йышӑннӑ. Хушӑва ӗнер, авӑн уйӑхӗн 28-мӗшӗнче, алӑ пуснӑ. 153-мӗш номерлӗ хушура асӑннӑ ҫынсем пурте Чӑваш Енӗн патшалӑх телерадиокомпанийӗнче тимлеҫҫӗ. «Массӑллӑ информаци хатӗрӗсене аталантарма тӳпе хывнӑшӑн» Чӑваш Республикин Хисеп грамотипе асӑннӑ телерадиокомпанин директорне Екатерина Канюкӑна чыслама палӑртнӑ. Асӑннӑ МИХра телевиденипе радиовещанин информаци программисен службин радиовещани пайӗнче программӑсене ертсе пыракан Олег Авельев тата Светлана Позднякова продюсер «Чӑваш Республикин культура тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ» ята тивӗҫнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() news.allelets.ru сайтри сӑн Ҫӗнӗ Шупашкарта пурӑнакан 61 ҫулти хӗрарӑм инвестицисемпе укҫа ӗҫлесе илес тесе ҫука юлнӑ. Вӑл ултавҫӑсене ӗненнӗ, вӗсене 1,4 миллион тенкӗ куҫарса панӑ. Хӗрарӑм каланӑ тӑрӑх, ун патне палламан ҫын шӑнкӑравланӑ, вӑл пысӑк инвестици компанийӗн ӗҫченӗ-мӗн. Хайхискер ӑна укҫа-тенкӗ хывма сӗннӗ, ку тупӑшлӑ иккен. Авӑн уйӑхӗн 8-24-мӗшӗсенче вӑл ултавҫӑсене 1,4 миллион ытла тенкӗ куҫарнӑ. Кун хыҫҫӑн лешсем телефона тытма пӑрахнӑ. Шупашкарта пурӑнакан 55 ҫулти арҫын вара ҫурла уйӑхӗнче ултавҫӑсене 700 ытла пин тенкӗ куҫарса панӑ. Хӑй улталаннине авӑн уйӑхӗн 27-мӗшӗнче тин ӑнланнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() gagarin.readovka67.ru сайтри сӑн Ӗнер Ҫӗмӗрле вӑрманӗнче хӗрарӑм ҫухални пирки пӗлтернӗ. Ӑна шырама упӑшки, ывӑлӗ, ытти ҫынсем кайнӑ. Кайран ҫӑлавҫӑсене те чӗннӗ. 65 ҫулти хӗрарӑм вӑрмана упӑшкипе кайнӑ. Кӑмпа пуҫтарнӑ чухне вӑл урӑх еннелле утнӑ, мӑшӑрӗ – тепӗр еннелле. Малтан хӗрарӑм вӑрмантан хӑй тӗллӗнех тухма тӑрӑшнӑ. Анчах ҫул тупаймассине ӑнлансан тӑванӗсем патне шӑнкӑравланӑ. Вӑл пӗве патӗнче пулнине каланӑ. Ҫур ҫӗр тӗлне хӗрарӑма тупнӑ. Ӑна вӑрмантан илсе тухсан чей ӗҫтернӗ те киле леҫнӗ. Вӑл самай шӑннӑ. Каҫхине 2 градус ҫеҫ ӑшӑ пулнӑ, хӗрарӑм вара ҫӳхерех тӑхӑннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() ru.dreamstime.com сӑнӳкерчӗкӗ Чӑваш Енре 107 ҫулти ҫын пурӑнать. Пӗтӗмӗшле илсен, пирӗн республикӑра 90 ҫултан пуҫласа 99 ҫула ҫитичченхисем – пурӗ 5 309 пенсионер. 100 ҫултан иртнисем – 49 ҫын. Пӗр ӗмӗр ытла пурӑнакансенчен 44-шӗ – хӗрарӑмсем, 5-шӗ – арҫынсем. Чи аслӑ хӗрарӑм, вӑл 107 ҫулта, Шупашкарта пурӑнать. Чи аслӑ арҫын, вӑл кӑҫал 102 ҫул тултарнӑ, Етӗрнере тӗпленнӗ. РФ Пенси фончӗн республикӑри пайӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, вӑрӑм ӗмӗрлисем Шупашкарпа Ҫӗнӗ Шупашкар хулисенче, Патӑрьел, Елчӗк тата Етӗрне районӗсенче пурӑнаҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Юпа уйӑхӗн 5-22-мӗшӗсенче аслӑ ҫулхи пурӗ 50 ҫын «Вега» социаллӑ сиплев центрӗнче 18 кун хушши тӳлевсӗр канӗ тата сывлӑха ҫирӗплетӗ. Путевка илес тесен социаллӑ хӳтлӗх пайӗсене каймалла. Заявленисене вӑрҫӑ ҫулӗсенче тылта ӗҫленисен, ӗҫ ветеранӗсен, политика репрессийӗсене пула курнисемпе реабилитациленнисен, сусӑрсен, ӗҫлемен пенсионерсен ҫырса пама ирӗк пур. Путевкӑсене илме унчченхи икӗ ҫулта канма кайманнисен юрать. Заявление панӑ чухне тухтӑр сывлӑх тӑрӑмӗ ҫинчен ҫырса панӑ справкӑна та ыйтӗҫ. Полис, паспорт, ҫӑмӑллӑхсемпе усӑ курма ирӗк паракан документ та ҫумра пулмалла. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Авӑн уйӑхӗн 26-мӗшӗнче полици майорӗ Андрей Сергеев, полици капитанӗ Сергей Пахомов тата аслӑ прапорщик Александр Порфирьев Канаш хулинчен яла ӗҫпе кайма тухнӑ. Вӗсем патне маларах шӑнкӑрав ҫитнӗ: Хучел ялӗнче ҫынна хӗненӗ-мӗн. Ҫул ҫинче вӗсем пӗр хуҫалӑхра, сарайӗнче, ҫулӑм алхаснине асӑрханӑ. Юнашарах ҫурт, мунча пулнӑ. Полицейскисем ҫывӑракан ҫемьене тата кӳршисене вӑратнӑ. Пушарнӑйсем киличчен хӑйсемех ҫулӑмпа кӗрешнӗ. Кайран ҫулӑм ӑҫтан тухнине палӑртнӑ. Сарая Тӑвай районӗнчи 25 ҫулти арҫын чӗртсе янӑ иккен. Вӑл ҫемьери ҫынпа пӗр чӗлхе тупайман. Ун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Ҫемьене 250 пин тенкӗлӗх тӑкак кӳнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Чӑваш Енре кӑшӑлвирус сарӑлнине пула массӑллӑ мероприятисене ирттерме чарасшӑн. Ку уҫӑ сылӑшра иртекен мероприятисене те пырса тивет. Хушу проектне «Халӑх тӗрӗслевӗ» порталта пичетленӗ. Тин кӑна «Нацисен кросӗ» иртсе кайрӗ. Халӗ вара массӑллӑ мероприятисене йӗркелеме чарасшӑн. Ку ятарлӑ хушу тухиччен вӑйра пулӗ. Хушу проектне оперативлӑ штаб ларӑвӗн пӗтӗмлетӗне шута илсе ЧР Культура министерстви хатӗрленӗ. Ӑна халӗ сӳтсе яваҫҫӗ, коррупципе кӗрешекен экспертизӑна янӑ. Ку юпа уйӑхӗн 8-мӗшӗччен тӑсӑлӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() ШӖМ тунӑ сӑн Авӑн уйӑхӗн 23-мӗшӗнче «Чи лайӑх халӑх дружинникӗ» конкурса пӗтӗмлетнӗ. Вӑл республика шайӗнче иртнӗ. ШӖМ пӗлтернӗ тӑрӑх, дружинниксем спорт енӗпе нормативсем пурнӑҫланӑ, васкавлӑ медпулӑшу пама пӗлнине кӑтартнӑ, право тӗлӗшӗнчен мӗнле пӗлӳ пулнине те тӗрӗсленӗ. Чи лайӑххи кам пулнӑ-ха? Вӑрнар районӗнчи Галина Павлова. Иккӗмӗш вырӑна Канаш районӗнчи Вячеслав Шпаков йышӑннӑ, виҫҫӗмӗшне – Пӑрачкав районӗнчи Кристина Тряхина. Сӑмах май, Чӑваш Енре 26 халӑх дружини йӗркеленнӗ, вӗсенче – 549 ҫын. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Элӗк районӗнчи Ҫирӗккассинче пурӑнакан Раиса Михайлова хӑйӗн укҫипе ҫӑлкуҫа хӑтлӑлатнӑ. 94 ҫулти кинемей пӗччен ӗҫлемен, ӑна ялти ҫынсем пулӑшнӑ. Ӗҫе ҫуркунне тытӑннӑ. Раиса Михайлова ҫӑлкуҫа хӑтлӑлатма шутласан ял ҫыннисем те алӑ панӑ. Укҫине вара кинемей никамран та пухман, хӑйӗнне кӑларса панӑ. Пӗрисем стройматериал илсе килнӗ, теприсем ӗҫленӗ. Кӗркунне тӗлне ҫӑлкуҫа хӑтлӑлатса пӗтернӗ. Халӗ унта кӳршӗ ялсенчи ҫынсем те чӑмса тухма килеҫҫӗ. Ҫынсем каланӑ тӑрӑх, унти шыв сиплӗ. Купол 100 пин тенке кайса ларнӑ. Раиса Михайловна укҫине шеллемен, веҫех тӳленӗ. Ӑна вӑл нумай вӑхӑт пухнӑ. Кӑҫал РФ президенчӗ Ҫӗнтерӳ кунӗнче тыл ӗҫченӗсене панӑ 25 пин тенке те унта такакланӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (20.08.2025 15:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 743 - 745 мм, 19 - 21 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Турхан Энтри, чӑваш вӗрентевҫи, историкӗ ҫуралнӑ. | ||
| Пушкӑрт Республикинче Авӑркаспа Паймак районӗсене йӗркеленӗ. | ||
| Эриванов Николай Лазаревич, чӑваш музыка фольклорне пухаканӗ ҫуралнӑ. | ||
| Воронов Станислав Кириллович, генерал-лейтенант ҫуралнӑ. | ||
| Малышев Юрий Александрович, чӑваш сӑвӑҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |