Республикӑра
![]() v-kurse.ru сайтри сӑн Килсӗр йытӑсемпе кушаксене тытса ятарлӑ ҫӗрте усраҫҫӗ. Ку тӗллевпе ятарласа укҫа уйӑраҫҫӗ. Шупашкар хула администрацийӗ ҫак ӗҫе пурнӑҫлакана тупас тӗллевпе аукцион ирттерессине пӗлтернӗ. Малтанхи хак – 3 миллион тенкӗ. Аукцион раштав уйӑхӗн 15-мӗшӗнче иртӗ. Ҫӗнтерӳҫӗн кӑрлачӑн ҫитес ҫул 1-мӗшӗнчен пуҫласа раштавӑн 31-мӗшӗччен килсӗр чӗрчунсене тытмалла. Вӗсене пӗр вӑхӑт усрамалла, стерилизацилемелле, операци хыҫҫӑн пӑхмалла, маркерламалла та пурӑннӑ ҫӗрех тавӑрмалла. Пӗр чӗрчуншӑн вӑтамран 7641 тенкӗ лекет. Пӗтӗмпе 390 чӗрчун. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() mintrud.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Йывӑрлӑха лекнӗ хӗрарӑмсем валли Улатрта ятарлӑ центр уҫӑлнӑ. Кризис центрӗ йывӑрлӑха лекнӗ амӑшӗсене, ача кӗтекен тата килте пусмӑр тӳсекен хӗрарӑмсене йышӑнӗ. Кризис центрне Улатӑр районӗнчи халӑхӑн социаллӑ ыйтӑвӗсене тивӗҫтерекен центрта уҫнӑ. Вӑхӑтлӑх приютра ҫывӑрмалли пӳлӗмсем, кану пӳлӗмӗсем, кухня пур. Кризис центрне пыракан хӗрарӑмсене специалистсем психологи, право тӗлӗшӗнчен тата медицина енӗпе пулӑшӗҫ. Шупашкарта, сӑмах май, ун пек центр пур ӗнтӗ. Чӑваш Енӗн ӗҫ тата социаллӑ хӳтлӗх министрӗ Алёна Елизарова Улатӑрта пулнӑ май Кризис центрӗсене республикӑн тӗрлӗ районӗнче уҫасшӑннине пӗлтернӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Следстви комитечӗ тунӑ сӑн Раштав уйӑхӗн 1-мӗшӗнче ирхи 10 сехетре Комсомольскинчи пӗр кафере арҫын хӑйне йӗркеллӗ тытман. Вӑл ӳсӗр пулнӑ. Йӗрке хуралҫисем вырӑна ҫитнӗ. Машинӑра ларнӑ чухне хайхи арҫын пакунлине чӑмӑрӗпе питӗнчен ҫапнӑ. Кун хыҫҫӑн ӑна тытса чарнӑ. Ҫак арҫын Омск облаҫӗнче пурӑнаканскер иккен, 28 ҫулта. Ӑна хӑйсен регионӗнче шыраҫҫӗ. Вӑл унта ҫу уйӑхӗнче влаҫ ҫыннине хур кӑтартнӑ. Кунсӑр пуҫне вӑл руль умне ӳсӗрле ларнӑшӑн лекнӗ. Унӑн тухса ҫӳреме юраман. Анчах вӑл Чӑваш Ене тухса тарнӑ. Кунта та ун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() mintrans.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Чӑваш Енӗн Транспорт тата ҫул-йӗр хуҫалӑхӗн министерстви обществӑлла транспорт водителӗсен кӑшӑлвирусран прививка тунипе туманнине малалла тӗрӗслет. Ведомствӑра ӗнентернӗ тӑрӑх, транспортра дезинфекци ирттернипе ирттерменнине те пӑхаҫҫӗ. Тӗрӗслеве Шупашкарти «Раща», «Хулаҫум» тата «Тӗп вокзал» чарӑнусенче ирттернӗ. Кӑлтӑк тупса палӑртман. Специалистсем водительсем маска тӑхӑннине те тӗрӗслеҫҫӗ. Вӑл енӗпе йӗркене пӑсакансем пур. Маскӑсӑр водительсем тӗлӗшпе 359 акт ҫырнӑ. Административлӑ ӗҫсенчен 206-шне пӑхса тухнӑ. Хӑш-пӗр водителе суд асӑрхаттарнипех ҫырлахнӑ, теприсене штрафланӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Раҫҫей Почти уйрӑмӗсенче Хӗл Мучи патне ӑсатмалли ҫырусене пухма ещӗк вырнаҫтарнӑ. Ҫырусене раштав уйӑхӗн 31-мӗшӗччен йышӑнаҫҫӗ. Кӑҫал Аслӑ Устюга тӗп Хӗл Мучи патне кӑна мар, унӑн «ӗҫтешӗсем» патне те ҫыру яма пулать. Тӗслӗхрен, чӑваш Хӗл Мучийӗ патне. Ҫыру кирлӗ ҫӗре ҫиттӗр тесен ӑна ятарлӑ почта ещӗкне хумалла. Вӗсем хуласенчи тата районсенчи почта уйрӑмӗсенче пур. Адреса ҫапла кӑтартмалла: 162390, Россия, Вологодская область, г. Великий Устюг, Дом Деда Мороза». Чӑваш Хӗл Мучийӗ ҫырусене ҫак адреспа кӗтет: 429520, Чувашия, Чебоксарский район, село Кшауши, этнокомплекс «Ясна». Ҫырусем марисен Йушто Кугыза, тутарсен Кыш Бабаю, удмуртсен Тол Бабаю, якутсен Чысхаану тата ыттисем патне те ҫитме пултараҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() mordovmedia.ru сайтри сӑн Канашри 34 ҫулти хӗрарӑм халӑх тетелӗнче чӑрӑш сутнине курнӑ та ӑна туянма шутланӑ. Вӑл хӑйне кирлӗ тавара суйласан укҫа – 11 пин тенкӗ ҫурӑ - куҫарса панӑ. Кун хыҫҫӑн сутуҫӑ телефона тытма пӑрахнӑ. Халӗ йӗрке хуралҫисем ӗҫ-пуҫа уҫӑмлатаҫҫӗ, кун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарасси пирки шутлаҫҫӗ. Чӳк уйӑхӗн 29-мӗшӗнче Шупашкарта пурӑнакан 3 хӗрарӑм ултавҫӑсен аллине лекнӗ. Вӗсем те тӗнче тетелӗнче тӗрлӗ тавар туянса укҫа куҫарнӑ та шӑнман пӑр ҫине ларса юлнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() vperedgazeta.ru сайтри сӑн Ӗҫ паракансене кӑшӑлвирурсан вакцинациленнӗ ӗҫченӗсене тӳлевлӗ икӗ кану кунӗ пама сӗннӗ. Кун пирки «Чӑвашинформ» пӗлтерет. Ӗҫ паракансене вакцинациленнӗ ӗҫченсене икӗ кун кантарма (шалу сыхланса юлӗ) сӗннӗ. Урӑх мел те суйлама ирӗк пур. Ҫак икӗ кунпа отпуска тӑсма е ҫулшӑн, апатланушӑн тӳлеме пулать. ЧР ӗҫлевпе социаллӑ хӳтлӗх министрӗ Алена Елизарова ку йӗркене коллективлӑ килӗшӳре палӑртмаллине каланӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Чӳк уйӑхӗн 29-мӗшӗнче Канашра пурӑнакан Анна Сергеевна Александрова килтен тухса кайнӑ та таврӑнман. Ӑна «Лиза Алерт» шыравпа ҫӑлав отрячӗн хастарӗсем шыраҫҫӗ. 22 ҫулти хӗр 170 сантиметр ҫӳллӗш, имшеркке, куҫӗ сӑрӑ тӗслӗ, ҫӳҫӗ вӑрӑм. Килтен кайнӑ чухне вӑрӑм куртка, хура тӗттӗм джинс шӑлавар, хӑмӑр пушмак, кӗрен калпак тӑхӑннӑ пулнӑ, хура сумка йӑтнӑ. Аннӑна куракансене ҫак номерсемпе шӑнкӑравлама ыйтаҫҫӗ: 8(800)700-54-52 е 112. «Лизы Алерт» хастарӗ Ольга Хельга, 89196699991. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Шупашкарти Черновсем ҫемйи. cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Ӗнер И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университечӗн Культура керменӗнче «Ҫулталӑк ҫемйи» республика шайӗнчи конкурс ҫӗнтерӳҫисене чыслама пухӑнчӗҫ. Унта регион ертӳҫи Олег Николаев, унӑн мӑшӑрӗ Наталья Николаева тата ыттисем пырса ҫитрӗҫ. Наталья Николаева та сӑмах каларӗ, сцена ҫине вӑл Чӑваш Енри хӗрарӑмсен канашӗн ертӳҫи пулнӑ май тухрӗ. Кӑҫал «Ҫулталӑк ҫемйи» ята Шупашкарти Шиловсем тивӗҫрӗҫ. Алексей тата Наталья пӗрлешнӗренпе — 21 ҫул. Вӗсем 6 ача ӳстереҫҫӗ. «Социаллӑ яваплӑ ҫемье» диплома Хӗрлӗ Чутай районӗнчи Богатеевсене чысларӗҫ, «Спорт ҫемйи» — Ҫӗрпӳ районӗнчи Солодёновсем, «Туслӑ ҫемйи» — Канаш районӗнчи Петровсем, «Пултаруллӑ ҫемье» — Шупашкарти Черновсем, «Ӗҫчен ҫемье» — Улатӑр районӗнчи Лысовсем. Куславкка районӗнчи Васильевсене Пӗтӗм Раҫейри конкурсра «Ҫемье — йӑла-йӗрке управҫи» номинацире палӑртнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Следстви комитечӗн сайтӗнчи сӑн Чӳк уйӑхӗн 29-мӗшӗнче Ҫӗнӗ Шупашкарта пурӑнакан 56 ҫулти арҫын Ҫӗрпӳре ача пахчи тунӑ ҫӗрте ӗҫленӗ. Ӗҫре унпа инкек пулнӑ. Арҫын ача пахчи тӑрринче ӗҫленӗ чухне ӑнсӑртран аялалла ӳкнӗ. Вӑл ҫурӑм шӑммине, аяк пӗрчисене хуҫнӑ. Арҫынна пульницӑна илсе кайнӑ, унта ӑна тухтӑрсем пулӑшнӑ. РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри следстви органӗсем кун тӗлӗшпе следстви умӗнхи тӗрӗслев ирттереҫҫӗ. Кун хыҫҫӑн тин тивӗҫлӗ йышӑну тӑвӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (20.08.2025 21:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 743 - 745 мм, 15 - 17 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Турхан Энтри, чӑваш вӗрентевҫи, историкӗ ҫуралнӑ. | ||
| Пушкӑрт Республикинче Авӑркаспа Паймак районӗсене йӗркеленӗ. | ||
| Эриванов Николай Лазаревич, чӑваш музыка фольклорне пухаканӗ ҫуралнӑ. | ||
| Воронов Станислав Кириллович, генерал-лейтенант ҫуралнӑ. | ||
| Малышев Юрий Александрович, чӑваш сӑвӑҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |