Сывлӑх
![]() Нумаях пулмасть республикӑн сывлӑх сыхлавӗн министрӗ Алла Самойловӑпа иртнӗ брифингра хаксем пирки ыйту хускатнӑ. «Тӳлевлӗ медицина пулӑшӑвӗ кӳресси вӑйлӑ хакланнӑ теме иртерех», — тенӗ унта Алла Самойлова. Иртнӗ ҫулхи раштаврипе танлаштарсан иртнӗ уйӑхра массаж хакӗ унчченхинчен 54,4 процент чухлӗ хакланса кайнӑ. Шӑл кӑларма та йӳнӗ мар — асӑннӑ тапхӑртинчен халӗ 42,3 процент ытларах кӑларса хума тивет. Физиотерапи процедурисемшӗн унчченхинчен чӗрӗк процент таран нумайрах тӑкакланмалла, вар-хырӑма ультрасасӑпа тӗрӗслеттерес тесен 32 процент ытларах ыйтаҫҫӗ. Специалистсем патне малтанхи йышӑнӑва каяс тесен кӗсье ҫӳхе пулмалла мар — хаксем 14,5 процент хӑпарнӑ, пӗтӗмӗшле юн анализне пӗлес тесен 11,8 процент хаклӑрах тӳлемелле. Тӳлевлӗ медицина пулӑшӑвӗ кӳрессин хакӗ хӑпарнӑ пулин те, Чӑваш Енӗн сывлӑх сыхлав министрӗ каланӑ тӑрӑх, вӑл Атӑлҫи федераци округӗнче чи йӳннисенчен пӗри-мӗн. Кунсӑр пуҫне Алла Самойлова ытти регионта юлашки 5–6 ҫул хушшинче хаксене пӗрре кӑна мар ӳстернине, пирӗн патра юлашки вунӑ ҫулта пӗр пек тӑнине ӗнентернӗ. Сӑмаха ҫирӗплетме уйрӑм процедурӑсен хакӗсене илсе кӑтартнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (19.04.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 752 - 754 мм, 11 - 13 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Петров Юрий Филиппович, ветеринари ӑслӑлӑхӗсен тухтӑрӗ, профессор ҫуралнӑ. | ||
| Петров Леонид Порфирьевич, чӑваш чӗлхин тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |