Сывлӑх
![]() Операци вӑхӑтӗнче ЧР Сывлӑх министерствин пресс-релизӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, утӑн 10–11-мӗшӗсенче Республикӑри клиника пульницин нейрохирурги уйрӑмӗн ҫумӗнче ҫурӑм шӑммин мимин усал шыҫҫине халалланӑ ӑсталӑх класӗ иртнӗ. Раҫҫейри нейрохирурги енӗпе чи лайӑх специалистсенчен пӗри, медицина ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ, Раҫҫейри ӑслӑлӑхпа тӗпчев нейрохирурги институчӗн профессорӗ Дмитрий Гуляев виҫӗ операци ирттернӗ. Ӑна Республикӑри клиника пульницин анестезиолог реаниматологӗсем тата нейрохирургӗсем сӑнанӑ. Ассистент вырӑнӗнче ЧР Сывлӑх министерствин штатра тӑман тӗп нейрохирургӗ Павел Святочевский пулнӑ. Ҫурӑм тата пуҫ мимисен усал шыҫҫине операци тунӑ чухне питӗ тимлӗ пулмалла-мӗн, мӗншӗн тесен амак сарӑлма пултарать. Тухтӑрсем нейрохирурги уйрӑмӗнче выртакан пациентсене пӑхса тухнӑ. Ӗҫтешсем тӗрлӗ амака сиплес тӗлӗшпе опытпа ылмашӑннӑ. Палӑртмалла: Дмитрий Гуляевпа унччен те ӑсталӑх класӗсем иртнӗ. Ку медицина ӗҫченӗсен питӗ пысӑк пулӑшу парать-мӗн. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
![]() Шупашкар районӗнчи Шӑнкас ялӗнче ҫӗнӗ фельдшерпа акушер пункчӗ уҫӑлнӑ. Вӑл 543 ҫын пурӑнакан яла медицина пулӑшӑвӗ парӗ. ФАПа кирлӗ медицина хатӗр-хӗтӗрӗпе, сӗтел-пуканпа тивӗҫтернӗ. Унта Алина Геннадьевна Суркина акушерка ӗҫлет. Унӑн медицинӑри пӗтӗмӗшле стажӗ – 28 ҫул. Вӗсенчен 25-шне вӑл ФАПра ӗҫленӗ. Санитаркӑра Руфина Кимовна Бородова вӑй хурать. Хӗрлӗ хӑйӑва каснӑ ҫӗре ЧР Сывлӑх министерствин тӗп эксперт специалисчӗ Н.А.Калашников, Шупашкар районӗн тӗп пульницин тӗп тухтӑрӗ М.Н.Алексеев тата ыттисем хутшӑннӑ. Шӑнкас халӑхӗ ФАП уҫнӑшӑн хӗпӗртесе тав тунӑ. Уяв концертпа вӗҫленнӗ. Халӑха Шӑнкасри культура ҫурчӗн «Шурӑ акӑш» ансамблӗ савӑнтарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
![]() Кироври ФАП Республика кунӗнче Комсомольски районӗнчи Киров поселокӗнче фельдшерпа акушер пункчӗ уҫӑлнӑ. Пӗтӗмпе 2015 ҫул тӗлне республикӑра 100 ФАП уҫма палӑртнӑ. Хальлӗхе 20-шӗ ӗҫлеҫҫӗ. Кун валли республика хыснинчен 41,4 миллион тенкӗ уйӑрнӑ. Киров поселокӗнчи ФАПра медицина пулӑшӑвӗ памашкӑн йӑлтах пур. Ирина Корнилова фельдшер хӑнасене хӑтлӑ пӳлӗмсемпе паллаштарнӑ. Ҫӗнӗ ФАП 300 ҫынна медицина пулӑшӑвӗ парӗ. Унта кӳршӗ ялтан, Ҫӗнӗ Александровкӑран, та ҫӳрӗҫ. Кӗҫех Ҫӗрпӳ, Муркаш, Шупашкар, Етӗрне районӗсенче ФАПсем туса пӗтермелле. Тепӗр 15 ФАПа кӑҫал ҫурла уйӑхӗнче вӗҫлеме палӑртнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
![]() Ӑсчахсем карас телефонӗ ача сывлӑхӗшӗн сиенлӗ пулнине палӑртнӑ. Вӑл аллерги пуҫарма пултарать-мӗн. Ку кӑна мар. Карас телефонӗпе усӑ куракан ачан ҫывӑрас килет, иммунитечӗ те хавшать. Ӑсчахсем ҫакна чылай тӗпчев тунӑ хыҫҫӑн ҫирӗплетнӗ. Сӑнав акӑ мӗн палӑртнӑ: карас телефонӗнчи хими пӗрлешӗвӗсем, металсем ачана аллерги пуҫарма пултараҫҫӗ. Чылай чухне ку — никеле пула. Вӑл кашни карас телефонра тенӗ пекех пур. Аслӑ ҫыншӑн ку сиенлӗ мар. Тухтӑрсем ашшӗ-амӑшне ачана карас телефонне ытлах тыттарма сӗнмеҫҫӗ. Уйрӑмах кунӗпе телефон йӑтса ҫӳрекен ачасем тӗлӗшпе асӑрхануллӑ пулмалла. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
![]() Ҫӗрпӳсем пульницӑсене тӗрӗслеҫҫӗ Ҫӗрпӳри районти тӗп пульницӑра ӗҫ сыхлавне, медицина япалисемпе епле усӑ курнине тӗрӗсленӗ. Ҫак ӗҫе пурнӑҫлама районӑн тӗп тухтӑрӗн Ольга Ермакован хушӑвӗпе яваплӑ ҫынна ҫирӗплетнӗ. Ҫӗртмен 18-мӗшӗнче комисси участокри пульницӑсене ҫитсе пахаланӑ. Ӑҫта епле лару-тӑру иккенне тӗрӗслев карттине ҫырса пынӑ. Комисси ӗҫ сыхлавне епле пӑхӑннине хакланӑ. Медицина хатӗрӗсемпе епле усӑ курнипе, кирлӗ маррисене ӑҫта янипе те вӗсем кӑсӑкланнӑ. Эмел упранакан пӳлӗмсене те вӗсем кӗрсе тухнӑ. Епле кӑлтӑк тупса палӑртнине район администрацийӗн сайтӗнче вырнаҫтарнӑ хыпарта шарламан. Ҫапах та асӑрхаттармасӑрах пулман-тӑр. Кун пек тӗрӗслеве район пульници тӑтӑшах йӗркелет иккен. Сӑнсем (11) Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
![]() Шӑла 3D технологипе тӗрӗслеҫҫӗ 3D текен технологи шӑл юсакан отрасле те ҫитнӗ. Вӑл стоматологсен, имплатантсен тата ортодонтсен ӗҫне самай ансатлатать-мӗн. Тухтӑрсем ӑна усӑ курма ҫӑмӑллишӗн те кӑмӑлаҫҫӗ иккен. Томограф шӑл еплине кӗске вӑхӑтра тӗрӗс пахалать иккен. Унпа усӑ куракансем ку меслет цифра рентгенӗнчен темиҫе хут лайӑхрах тесе ӗнентереҫҫӗ. Шӑла томограф 8 ҫеккунтра сканерлать те мӗн ӳкернине 20 ҫеккунтра кӑтартать иккен. Процедура организма сиен кӳмест тесе те ӗнентереҫҫӗ. Флюорографи тухнӑ чух ҫынна 500-тен пуҫласа 800 микрозиверт радиаци тивет пулсан, ӑшла томографпа пӑхнӑ чух 30 микрозиверт тивет иккен. 3D технологие ырлакансем унпа усӑ курнӑ чух ҫынна меллине те асӑнаҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
![]() Ку информацие илтнӗ хыҫҫӑн ку йыша камсем кӗни пирки паллаканӑмсем те хытах пуҫ ватрӗҫ-ха. Чӑваш Енӗн сывлӑх министрӗ Алла Самойлова страхлакан медицина организацийӗсем пӗлтӗр ҫынсем хушшинче ыйтӑм ирттерни тӑрӑх пӗлтернӗ. Ара, пур ҫын та ыйтӑма хутшӑнман курӑнать те пустуях тӗлӗнчӗҫ пулас пӗлӗшӗмсем. Юрӗ, айккинелле пӑрӑнар мар-ха. Тухтӑрсен ӗҫ-хӗлӗпе кӑмӑллисем пиркиех калаҫар. Хайхи ыйтӑма хутшӑннисен 71,1 проценчӗ тухтӑрсен пулӑшӑвне пысӑка хурса хаклаҫҫӗ-мӗн. Ҫав вӑхӑтрах кӑмӑлсӑррисем те тупӑннӑ. Анчах пустуйран чан ҫапакансем те пур имӗш. Акӑ, эмелпе тивӗҫтернин пахалӑхӗ пирки ҫӑхавлакансенчен 3,7 проценчӗ кӑна сӑлтав пуррипе кӑмӑлсӑрланнӑ пулать. Ыттисем ҫӑвар тутине сая яраса шавланӑ пек пулса тухать-ши вара? Ҫӑмӑллӑ рецепт ҫырса паманнишӗн ҫынсен 9 проценчӗ кӑмӑлсӑрланнӑ. Эмелне пӗтӗм тӗнчери патентламан ятпа ҫырса паманни те час-часах тӗл пулать иккен. Ҫӑхавсен 46 проценчӗ ҫавӑнпа ҫыхӑннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
![]() Винсент Дор — хрантсуссен кардиологӗ Паян Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев Монакори чӗре хирургийӗн центр ертӳҫипе Винсент Дорпа тӗл пулнӑ. Франци тухтӑрӗ — «Дор процедури» текен тӗлӗнмелле меслетӗн авторӗ иккен. Унпа республика Элтеперӗ Чӑваш Енри кардиохирурги ыйтӑвӗсене сӳтсе явнӑ. Тӗлпулӑва ҫавӑн пекех республикӑн сывлӑх сыхлав министрӗн ҫумӗ Татьяна Богданова, республикӑри кардиодиспансерӑн тӗп врачӗ Татьяна Мизуров, асӑннӑ учрежденире тӗп врачӑн хирурги енӗпе ӗҫлекен ҫумӗ Вадим Бабокин тата ЧР Сывлӑх сыхлав министерствин тӗп кардиохирургӗ Владислав Кашин хутшӑннӑ. Винсент Дор тухтӑр шучӗпе 40–60 койкӑллӑ пысӑках мар медицина центрӗсем уҫсан аван. Вӗсенче, паллах, пысӑк технологиллӗ хатӗр-хӗтӗр тата ӑслӑ-тӑнлӑ та пултаруллӑ ӑстасем пулмалла. Ун пек центрта ҫулталӑкра 2,5 пине яхӑн катретизаци тата чӗре операцийӗсене 800 таран ирттерме май пур иккен. Вӗсене уҫасси укҫа-тенкӗ тӗлӗшӗнчен те перекетлӗ-мӗн. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
![]() Нумаях пулмасть «Профессири чи лайӑххи» республика конкурсӗнчи «Чи лайӑх фельдшер» номинацире васкавлӑ медпулӑшӑвӑн чи лайӑх бригадине палӑртнӑ. Унта васкавлӑ медпулӑшӑвӑн вӑтам медицина пӗлӗвӗ илнӗ специалистсем хутшӑннӑ. Конкурс комиссийӗн членӗсен йышӗнче ЧР Сывлӑх министерствин, катастрофа медицина центрӗн, ЧР вӑтам медицина ӗҫченӗсен ассоциацийӗн ӗҫченӗсем кӗнӗ. Конкурс пилӗк тапхӑрпа иртнӗ. Пӗрремӗшӗ медицина организацийӗсенче иртнӗ. Пурте хӑйсене тӗрлӗ конкурсра тӗрӗсленӗ: теори пӗлӗвӗ, фармакотерапи, васкавлӑ терапи тата реанимаци… Юлашкинчен диагноз палӑрма пултарассине, медицина пулӑшӑвӗ парассине, чӗрепе ӳпке реанимацине тӑвассине тӗрӗсленӗ. Конкурс пӗтӗмлетӗвӗпе килӗшӳллӗн, чи лайӑх бригада ятне Шупашкарти Калинин районӗнчи васкавлӑ медпулӑшу подстанцийӗ тивӗҫнӗ. Чи лайӑх фельдшер ятне Шупашкарти Калинин районӗнчи васкавлӑ медпулӑшу фельдшерӗ Павел Коршунов илнӗ. Конкурсҫӑсене Хисеп хучӗсемпе, парнесемпе чысланӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
![]() Пӗтӗм тӗнчери ачасене хӳтӗлемелли кун умӗн ҫу уйӑхӗн 29–30-мӗшӗсенче 300 ытла ҫын юн панӑ. Вӗсене пурне те унта пӗр тӗллев — ҫын пурнӑҫне ҫӑласси — илсе ҫитернӗ. Вӗсенчен 190-шӗ пурнӑҫӗнче юн пӗрремӗш хут панӑ. Килнисен йышӗнче сайра тӗл пулакан юн ушкӑнӗллисем, юн резусӗ минуслисем те пулнӑ. Ку вара уйрӑмах паха. Шӑпах сайра тӗл пулаканнисем уйрӑмах кирлӗ. Ҫу уйӑхӗн 26–28-мӗшӗсенче ача-пӑча медицина организацийӗсенче промо-акци иртнӗ. Унпа килӗшӳллӗн пӗчӗк пациентсем аслисене тав тунине кӑтартакан открыткӑсем ӳкернӗ. Медицина стационарӗсенче сипленекен ачасем алӑ вӗҫҫӗн ӳкернӗ ӳкрчӗксем кирек камшӑн та хаклӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (04.06.2025 03:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 745 - 747 мм, 13 - 15 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Сергеев Леонид Павлович, чӑваш чӗлхеҫи ҫуралнӑ. | ||
| Ахрат Иван Васильевич, чӑваш ҫыравҫи, сӑвӑҫи, журналисчӗ ҫуралнӑ. | ||
| Иванов Виталий Петрович, этнограф, истори ӑслӑлӑхӗсен докторӗ ҫуралнӑ. | ||
| Никитин Вячеслав Никитич, РСФСР тава тивӗҫлӗ юрисчӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
| Комсомольски районӗнчи Урмаелте «Кара Пулат» мичете уҫнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |