Хулара
moygorod-online.ru сайтран илнӗ сӑн Шупашкар хула администрацийӗнче иртнӗ планеркӑра Алексей Ладыков канмалли кунсенче троллейбуссен шутне чакарма сӗннӗ. Унӑн шухӑшӗпе, шӑматкунпа вырсарникун предприяти тӑкак курать. Иртнӗ ҫул вырсарникун 20 троллейбус чакарнӑ (100 пулнӑ, 80 тӑрса юлнӑ). Анчах халӗ предприяти канмалли икӗ кун та троллейбуссен йышне пӗр пек ҫӳреттерет. Планеркӑра палӑртнӑ тӑрӑх, троллейбуссем «сывлӑш» турттараҫҫӗ. Аса илтерер: 2017 ҫулта Шупашкарти троллейбус управленийӗ электричествӑшӑн пысӑк парӑм пулнине кура троллейбуссен шутне чакарма пуҫланӑ. Ун чухне предприяти панкрута тухма пуҫланӑ. Хыснаран субсиди уйӑрнипе кунран пӑрӑнма май килнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
forum.na-svyazi.ru сайтри сӑн Пӗтӗм тӗнчери ваттисен уявӗ ҫывхарнӑ май Шупашкар хула администрацийӗ акци ирттерет. Авӑн уйӑхӗн 30-мӗшӗнче тата юпан 1-мӗшӗнче хулари хӑш-пӗр парикмахерскире 100 тенкӗпе ҫӳҫ кастарма май пулӗ. Анчах унта 60 ҫултан аслӑрах ҫынсене ҫеҫ йышӑнӗҫ. Акцие хулари 22 парикмахерски хутшӑнма хатӗр. 100 тенкӗпе ҫӳҫ касас килсен «Алла» парикмахерские ҫитмелле. Унашкаллисем темиҫе адреспа вырнаҫнӑ. Ытти парикмахерски те ваттисен ҫӳҫне 100 тенкӗпе касӗ. Вӗсен списокӗпе сӑнӳкерчӗкре паллашма пултаратӑр. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
ШӖМ тунӑ сӑн 41 ҫулти хӗрарӑм тӗнче тетелӗнче арҫынпа паллашсан романтика ӑшне путнӑ. Ҫапла, юрату авӑрне лексен пуҫа ҫухатма та пулать. 41 ҫулти хӗрарӑм полицие пӗлтернӗ тӑрӑх, икӗ уйӑх каялла вӑл халӑх тетелӗнче Томскра пурӑнакан тесе каланӑ арҫынпа паллашнӑ. Ку таранччен вӗсем ҫырӑннӑ, сӑнӳкерчӗксем пӗр-пӗрне ярса панӑ. Арҫын пӗлтернӗ тӑрӑх, унӑн автосалон пур иккен. Кӑштахран усламра пӑтӑрмахсем сиксе тухнӑ иккен – укҫа кирлӗ. Вӑл 41 ҫулти хӗрарӑмран кивҫен ыйтнӑ. Лешӗ кредит картти илсех савнине пулӑшнӑ. Арҫын укҫана авӑнӑн 26-мӗшӗнче, Шупашкара килсен, тавӑрса пама шантарнӑ. Анчах хӗрарӑм укҫа куҫарса парсанах савни ҫухалнӑ, тек ҫыхӑнӑва тухман. Кун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
«Про Город» сайтран илнӗ сӑн Авӑн уйӑхӗн 23-мӗшӗнче Ҫӗнӗ Лапсарта ача люка кӗрсе ӳкнӗ. Шӑпӑрлан ирхи 6 сехет ҫурӑра ача пахчи ҫумӗпе амӑшӗпе тата унӑн тусӗпе иртсе пынӑ. Унччен те пулман – 3 ҫулти ача «Теплосеть» предприятин люкне кӗрсе ӳкнӗ. Ашшӗ каланӑ тӑрӑх, люка кӑштах ҫеҫ хупнӑ пулнӑ. Ача хуппи ҫине ӑнсӑртран пуснӑ та аялалла чӑмнӑ. Амӑшӗ ачана туртса кӑларнӑ. Шӑпӑрлан суранланнӑ, ҫурӑмӗ чӗрмекленнӗ. Предприяти ӗҫченӗсем вара люк уҫӑ пулман тесе ӗнентереҫҫӗ. «Люк халӗ те кӑштах уҫӑ, хуппи ҫине кирпӗч хурса янӑ. Авӑнӑн 26-мӗшӗнче 123-мӗш ача пахчи ӗҫлеме пуҫланӑ, люка ытти ача та ӳкме пултарать вӗт. Предприяти ӗҫченӗсем хӑнк та туманни тӗлӗнтерет. Эпир полицирен пулӑшу ыйтӑпӑр», - тенӗ ашшӗ «Про Город» хаҫата. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
cheb.ru сайтри сӑн Шупашкарти икӗ ача пахчи психологипе педагогика, методика, ачаллӑ ҫемьесене консультативлӑ пулӑшу парас енӗпе пурнӑҫламалли мероприятисене хута ямашкӑн субсидие тивӗҫӗ. Укҫа-тенке 7-мӗш тата 203-мӗш ача пахчисене парӗҫ. Шупашкар хула администрацийӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, вӗсем субсидие «Вӗренӳ» наци проекчӗн «Ачаллӑ ҫемьесене пулӑшасси» федераци проекчӗпе килӗшӳллӗн ҫӗнсе илнӗ. Ҫӳлерех асӑннӑ ача пахчисене 4,28-шар миллион тенкӗ тивӗҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
moika78.ru сайтри сӑн Шупашкарта пурӑнакан 44 ҫулти арҫын сӗтев панӑшӑн явап тытнӑ. Вӑл хӑйӗн ачине шкула яма хатӗрленнӗ, ӑна унта пӗр пӑтӑрмахсӑрах илччӗр тесе директора сӗтев сӗннӗ. ЧР прокуратури пӗлтернӗ тӑрӑх, вӑл 2017 ҫулхи ҫурла уйӑхӗнче Шупашкарти пӗр шкул директорне 60 пин тенкӗ сӗтев панӑ. Куншӑн вӑл ачине шкула ҫӑмӑллӑнах илеҫҫӗ тесе шутланӑ. Анчах арҫыннӑн судра явап тытма тивнӗ. Кӑҫалхи авӑн уйӑхӗн 16-мӗшӗнче Шупашкарти Ленин районӗн сучӗ арҫын айӑплӑ тесе йышӑннӑ, 200 пин тенкӗ штраф тӳлеттермелле тунӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗ патӗнчен Атӑл кӳлмекӗ патне анакан катлашкана кӳлмек патӗнчен республикӑн Правительство ҫурчӗ енне сарнӑ картлашкапа ҫыхӑнтарасшӑн. Ун валли кӳлмек урлӑ кӗпер хывмалла. Ӗнер, авӑн уйӑхӗн 19-мӗшӗнче, Чӑваш Ен Строительство, архитектура, ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑх министерствинче канашлу иртнӗ. Ӑна Алексей Грищенко министр ертсе пынӑ. Унта архитекторсене пухнӑ. Канашлура, тӗпрен илсен, Чӑваш автономине туса хунӑранпа 100 ҫул ҫитнине халалласа туса ирттермелли ӗҫсене сӳтсе явнӑ. Маларах асӑннӑ кӗпер пирки калаҫнӑ май ӑна наци хӑйне евӗрлӗхне палӑртакан арт-объект евӗр йӗркелемелле тесе калаҫнӑ. Шупашкарта пурӑнакансем кӗпер тума тахҫанах сӗннӗ-мӗн. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
semyaizakon.ru сайтри сӑн Шупашкарта пурӑнакан пӗр амӑшӗ патне опека органӗсем тӗрӗслевпе ҫитнӗ. Хӗрарӑм ачисене пӑхманни, хӑй сиенлӗ йӑласемпе тусли пирки кӳршисем ҫӑхавланӑ-мӗн. Анчах тӗрӗслев ҫакна ҫирӗплетмен: ҫемьере йӑлтах йӗркеллӗ. Кӳршисем ҫӑхавланӑ тӑрӑх, амӑшӗ эрех ӗҫет, ачисене пӑхмасть, вӗсем ҫине пӗрмай кӑшкӑрать. Опека органӗсем тӗрӗсленӗ хыҫҫӑн ҫакӑ суя пулнине палӑртнӑ. Хӗрарӑм ачисене пӗчченех ӳстерет, пурӑнмалли условисем пур. Ачисем тутӑ, амӑшӗ эрех-сӑра ӗҫмест, ӗҫлет. Амӑшӗ ӑнлантарнӑ тӑрӑх, шӑпӑрлансем питӗ «чӗрӗ», пӗр вырӑнта лармаҫҫӗ, ишме ҫӳреҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
og21.ru сайтри сӑн Ҫитес ҫул Шупашкарта хӑш вырӑнсене хӑтлӑлатӗҫ? Ку сирӗнтен те килет – сасӑлава хутшӑнӑр. Сасӑлав «Уҫӑ хула» порталта иртет. Унта 13 сквертан, паркран тата ытти общество территорийӗнчен пӗрне суйлама пулать. Списока ҫак вырӑнсем кӗнӗ: Мускав ҫыранӗ, «Салют» культура керменӗ умӗнчи сквер, М.Горький проспектӗнчи сквер, Чапаев поселокӗнчи Ҫӗнтурӳ лапамӗнчи парк, Кадетсен скверӗ, Ашмарин урамӗнчи парк, Айзман урамӗнчи аллея, Стрелоксен 324-мӗш дивизийӗн урамӗнчи аллея, Юман рашчи, Чапаев скверӗ, «Чӑвашгражданпроект» патӗнчи сквер, Республика лапамӗнчи сквер, Сасӑлав пӗтӗмлетӗвӗпе килӗшӳллӗн, виҫӗ общество вырӑнне «Хулана хӑтлӑлатасси» наци проекчӗпе килӗшӳллӗн илем кӗртме суйласа илӗҫ. Сасӑлав юпан 25-мӗшӗччен пырӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
«Про Город» сайтран илнӗ сӑн Шупашкар хула администрацийӗн ывӑлӗ Олег Ладыков следстви изоляторӗнче пулни пирки пӗлтернӗччӗ. Аса илтерер: утӑ уйӑхӗн 26-мӗшӗнче ӑна авӑнӑн 22-мӗшӗччен хупма йышӑннӑ. Авӑнӑн 14-мӗшӗнче суд ӑна киле яман – тепӗр уйӑхлӑха хупма йышӑннӑ. Юпа уйӑхӗн 22-мӗшӗччен следстви вӗҫленмесен ӑна киле ямасан та пултарӗҫ. Палӑртса хӑварар: кӑҫал утӑн 22-мӗшӗнче Муркаш районӗнче вӑл «Ауди» машинӑпа УАЗпа ҫапӑннӑ, хӑй вара авари вырӑнӗнчен тарнӑ. УАЗ водителӗ тата пассажир суранланнӑ. Ладыкова тепӗр икӗ кунран тытса чарнӑ. Ҫакна та каламалла: Олег Ладыков унччен те судпа айӑпланнӑ. Ун чухне ӑна полицейские хӗненӗшӗн тӗрмене хупмасӑр айӑпланӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (28.12.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 757 - 759 мм, -2 - -4 градус сивӗ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Васильев Степан Васильевич, вӗрентӳ ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ ҫуралнӑ. | ||
| Мишутин Николай Степанович, ҫыравҫӑ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |