|
Хулара
![]() Шупашкарти Хӗрлӗ лапам Ҫӗнӗ ҫулта мӗнлерех пулӗ? Хула ҫыннисемпе хӑнисем ҫакна хӑйсем суйланӑ. Сасӑлава ятарласа ирттернӗ. Вӑл «Уҫӑ хула» порталта пулнӑ. Хӗрлӗ лапамра капӑр чӑрӑш лартӗҫ, Хӗл мучи резиденцийӗ те ҫавӑнтах вырнаҫӗ. Чӑрӑш лартассишӗн 2358 ҫын сасӑланӑ. Сасӑлава вара 2907 ҫын хутшӑннӑ. Кӳлмекре каток та, юрлӑ хула та унта пулӗ. Вӗсемшӗн 1905 тата 1803 ҫын сасӑланӑ. Хӗллехи фонтаншӑн тата Хӗл мучи резиденцийӗшӗн сасӑлава хутшӑннисен 10 проценчӗ сасӑланӑ. Ҫапах Хӗрлӗ лапам Ҫӗнӗ ҫулта мӗнле пулассине хулари хӗллехи канӑва йӗркелекен комитет палӑртӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Хулара
![]() Шупашкарта халӑх йышлӑ вырӑнсенче маска тӑхӑнман, кӑшӑлвирусран хӳтӗленмелли правилӑсене пӑхӑнман ҫынсене штрафлаҫҫӗ. Л.И. Арапова уйрӑм усламҫӑн «Красотка» парикмахерскийӗнче ҫӳҫ касакансен ӳт температурине виҫменнине тупса палӑртнӑ. Пӳлӗме сиенсӗрлетнине те унта ҫырса пыман. Т.Г. Петровская усламҫӑн «Акуна Матата» ача-пӑча канӑвӗн центрӗнче ҫынсен пӗр-пӗринпе юнашар тӑма юраманнине асӑрхаттаракан паллӑсем пулман. «Не Горюй» кафе хуҫисем те йӗркене пӑхӑнман. Общество транспорчӗн чарӑнӑвӗнче маскӑсӑр ҫынна тытса чарса акт ҫырнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Хулара
![]() Шупашкар хулинчи Калинин районӗнчи ЗАГСра ачасене епле ят панине эрнесерен тишкереҫҫӗ. Иртнӗ эрнере ҫутӑ тӗнчене килнӗ пепкесенчен пӗрне чӑвашла ят хунӑ. Арҫын ачана Атнер тесе чӗнӗҫ. Сайра тӗл пулакан ятсенчен ЗАГС ӗҫченӗсем ҫавӑн пекех Агата, Злата тата Алисия ятсене асӑннӑ. Ачасенчен чылайӑшӗ тулли ҫемьере ҫуралнӑ. Сӑмах май, иртнӗ эрнере ҫут тӗнчене хӗрачасем нумайрах килнӗ: Калинин районӗнче 27 хӗрачапа 20 арҫын ача ҫуралнӑ. Хула ҫыннисем ывӑлӗсем валли ытларах чухне Кирилл, Максим, Павел, Тимофей ятсем суйланӑ, хӗрӗсем валли – Александра, Виктория, Ксения тата Эмилия. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Хулара
![]() forum.na-svyazi.ru сайтри сӑн Паян кӑшӑлвирус сарӑлассипе кӗрешес енӗпе ӗҫлекен оперштабӑн ларӑвӗ иртнӗ. Роспотребнадзорӑн Чӑваш Енри управленийӗн ертӳҫи Надежда Луговская пневмонипе чирлекенсен йышӗ нумайланнине пӗлтернӗ. Надежда Луговская суту-илӳ центрӗсене 18 ҫултан кӗҫӗнрех ачасене ашшӗ-амӑшӗсӗр кӗртмешкӗн чарма йышӑннӑ. Ку каникулта кӑна мар, ахаль чухне те вӑйра пулӗ. Ҫакна ачасем уроксем хыҫҫӑн ахаль ҫапкаланса ан ҫӳреччӗр тесе тӑваҫҫӗ. ЧР сывлӑх сыхлавӗн министрӗ Владимир Степанов 14 ҫулчченхи ачасем тӗлӗшпе ҫеҫ ҫак мерӑна йышӑнма сӗннӗ. 15-рен иртнисенчен чылайӑшӗ техникум-училищӗре вӗренет, вӗсем суту-илӳ центрне ашшӗ-амӑшӗпе ҫӳремеҫҫӗ. ЧР Элтеперӗ Олег Николаев ку ыйтӑва юристсем татса парассине пӗлтернӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Хулара
![]() Шупашкарта таксистсене тӗрӗслеҫҫӗ. Ҫавӑн пирки «Про город» хаҫат тӗнче тетелӗнчи халӑх ушкӑнӗсенчен пӗринче пӗлтернӗ. Асӑннӑ кӑларӑм журналисчӗсем видео ӳкернӗ. Рейда тухнӑ специалистсем такси тесе ҫырнӑ машинӑсене чарнӑ, вӗсем маскӑсӑр водительсене тӗрӗсленӗ. Сӑмах май каласан, хальхи вӑхӑтра общество транспортӗнче маска тӑхӑнмалла. Лавккасенче те, халӑх йышлӑ ҫӳрекен вырӑнта та ҫавӑн пек. Апла пулин те йӗркене пурте пӑхӑнасшӑн мар. Пӗр енчен, кунӗпе маскӑпа ҫӳреме йывӑррине ӑнланма пулать-ха. Ҫав вӑхӑтрах ковид-уйрӑмӗсенче талӑкӗпе маскӑпа, ятарлӑ тумтирпе ҫӳрекен тухтӑрсем тӳсеҫҫӗ-ҫке... Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Хулара
![]() hibiny.com сайтри сӑн Шупашкарта пурӑнакан 15-ри тата 18 ҫулти ҫамрӑксен тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Вӗсем тепӗр ҫамрӑка ҫаратнӑ тесе шутлаҫҫӗ. Кун пирки Следстви комитечӗ пӗлтерет. Следстви версийӗ тӑрӑх, юпа уйӑхӗн 31-мӗшӗнче 17 сехет тӗлӗнче икӗ каччӑ хӑйсем палламан 13-ри арҫын ачан телефонне вӑрлама калаҫса татӑлнӑ. Хайхискерсем пӗр лавкка умӗнче унран телефонпа шӑнкӑравлама ыйтнӑ. Хӑйсем вара телефона ярса тытнӑ та тарнӑ. Ҫамрӑксем вӑрланӑ телефона ломбарда кайса панӑ. Укҫине вара иккӗшӗ пайланӑ. Ҫамрӑксене кӗске вӑхӑтран тупса палӑртнӑ, пуҫиле ӗҫе малалла тӗпчеҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Хулара
![]() ok.ru сайтри сан Шупашкарти Ашмарин урамӗнче ҪҪХПИ ӗҫченӗсем «Фольксваген Поло» машинӑна чарнӑ. Руль умӗнче ларнӑ арҫын ӳсӗр пулнӑ. Инспекторсем водитель правине тӗрӗсленӗ – суя иккен. Водитель тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Арҫынна суд тунӑ. Судра хайхискер йӑлтах каласа кӑтартнӑ. Вӑл автошкулта вӗреннӗ, анчах экзамен тытайман. 2015 ҫулта хайхискер интернетра палламан ҫынран права туяннӑ. Вӑл ӑна хӑйӗн сӑнӳкерчӗкне, даннайӗсене ярса панӑ. Правана кайран почтӑпа ярса панӑ. Арҫын айӑне йышӑннӑ. Ӑна ҫирӗп режимлӑ колоние 4 уйӑхлӑха янӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Хулара
![]() Шупашкарти Алькеш поселокӗнчи Роза Люксембург урамӗнче ача пахчи тума палӑртнӑ. Унта 160 ача валли вырӑн пулӗ. Ача пахчинче 2 уйӑхри ачасенчен пуҫласа 7 ҫулти шӑпӑрлансем ҫурӗҫ. Вӗсем валли 8 ушкӑн йӗркелӗҫ. Виҫӗ ушкӑн – чи пӗчӗккисем валли, ыттисем 3-7 ҫулсенчи ачасем валли пулӗҫ. Ача пахчинче апат-ҫимеҫ блокӗ, бассейн, музыка тата вӑй-хал культурин залӗсем, психолог тата логопед пӳлӗмӗсем, компьютер класӗ пулӗҫ. Аукционра ҫӗнтернӗ подрядчикӑн ҫурта 2021 ҫулхи авӑн уйӑхӗн 30-мӗшӗччен туса пӗтермелле. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Хулара
![]() mr-info.ru сайтри сӑн Мобильлӗ ушкӑнсем ҫынсем общество вырӑнӗсенче маска тӑхӑннипе тӑхӑнманнине тӗрӗслеҫҫӗ. Ӗнер те вӗсем рейд ирттернӗ. Роспотребнадзор, хула администрацийӗ тата полици ӗҫченӗсем 59 предприятие тӗрӗсленӗ. Вӗсен йышӗнче 46 суту-илӳ точки, 5 общепит, 8 лавкка пулнӑ. Эльгер урамӗнче вырнаҫнӑ лавккана ҫынсем маскӑсӑр килнӗ. Вӗсен тӗлӗшпе акт ҫырнӑ. Хӑш-пӗр вырӑнта предприяти ӗҫченӗсен ӳт температурине виҫнипе ҫырса пынӑ журнал пулман. Общество транспорчӗн чарӑнӑвӗнче 1 пассажир тӗлӗшпе акт ҫырнӑ. Вӑл маска тӑхӑнман. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Хулара
![]() Шупашкарта пурӑнакан 23 ҫулти каччӑ Ӗмӗр сӳнми ҫулӑм ҫинче сосиска ӑшалани пирки Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ. Аса илтерер: вӑл пӗлӗшӗсемпе Ҫӗнтерӳ паркӗнче пулнӑ, палӑк патне хӑпарса ҫулӑм ҫинче сосиска ӑшаланӑ. Апатланакан каччӑсем «Хавчик» юрра юрланӑ. Видеона каччӑ Инстаграмри страницинче юпа уйӑхӗн 21-мӗшӗнче вырнаҫтарнӑ. Видеона курсан ҫынсем кӑмӑлсӑрланнӑ, полицейскисем те каччӑсемпе кӑсӑкланнӑ. Вӗсене вандалсем тесе явап тыттарасшӑн. Пуҫтахсенчен пӗри хӑйне саккуна ятарласа пӑсас та, ҫынсен умӗнче курнӑҫланас та темен тесе хӑйӗн страницинче ҫырса хунӑ. Вӑл хӑйсене хурлакансене эсир хӑвӑр курнӑҫсем тесе хуравланӑ. «Ӗмӗр сӳнми ҫулӑм ҫинче сосиска ӑшалани пуҫтахланни мар», – ҫапларах пӗтӗмлетнӗ каччӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
