Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +0.3 °C
Тиркекене тирӗк тӗпӗ лекет.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсен ҫыххи: Хулара

Хулара
Алексей Ларионов тунӑ сӑн
Алексей Ларионов тунӑ сӑн

Сирӗн Смешарикпа Айболита курас килет-и? Эппин, Ҫӗнӗ Шупашкара ҫитӗр. Унта ача-пӑча поликлиники умне ҫак сӑнарсене туса лартнӑ.

Мультфильмри сӑнарсене сквера хӑтлӑлатнӑ май вырнаҫтарнӑ. Ку ӗҫе «Благоустройство» тулли мар яваплӑ общество 3,3 миллион тенкӗпе пурнӑҫланӑ. Аукциона вӑл ҫеҫ хутшӑннӑ.

Скульптурӑсене бетонран тунӑ. Скверта «Смешарики» мультфильмри Нюша, Крош, Бараш, Ежик вырӑн тупнӑ. Ҫавӑн пекех Айболитпа упӑте, попугай вырӑн тупнӑ.

Пульница умне тротуар та хунӑ, машинӑсем валли парковка та пур.

 

Хулара
karaidel.rbsmi.ru сайтри сӑн
karaidel.rbsmi.ru сайтри сӑн

Нумаях пулмасть Шупашкарта ҫуралнӑ хӗрачана ашшӗ-амӑшӗ хӑйне евӗр ят панӑ. Унӑн ятне Ленин районӗн администрацийӗн ЗАГС пайӗнче регистрациленӗ.

Ашшӗ-амӑшӗ тин ҫуралнӑ пепкине чӑваш наци ятне панӑ, Тайруна тесе ҫыртарнӑ. Аслисем ҫак ята килӗштерсех суйланӑ.

Ленин районӗн администрацийӗн пресс-служби пӗлтернӗ тӑрӑх, Тайруна сайра тӗл пулакан ятсен йышне кӗрет. Ленин районӗн администрацийӗнче кунашкал ята пӗрремӗш хут регистрациленӗ, унашкалли унччен пулман.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://pg21.ru/news/67092
 

Хулара

Шупашкарти аэропортра ҫывӑх вӑхӑтра пысӑк калӑпӑшлӑ юсав ӗҫӗсем пуҫланассине Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтерсех тӑчӗ-ха. Аса илтерер: хальхи вӑхӑтра унта авиапассажирсене ларса-тӑма та хӗсӗкрех. Юсав проектне Мускаври патшалӑх эксперчӗсем тӗрӗслеҫҫӗ. Вӗсем ӑна ырласан юсав ӗҫне раштав уйӑхӗнче е кӑшт каярах пуҫласса шанаҫҫӗ.

Ӗнер аэропортра журналистсем валли брифинг ирттернӗ. Аэровокзала ҫеҫ мар, аэродрома та юсама ӗмӗтленеҫҫӗ. Хальхи вӑхӑтра унта пӗр харӑсах икӗ самолетран ытла йышӑнаймаҫҫӗ. Пӗрремӗшӗнчен, ҫаврӑнма вырӑн сахал, иккӗмӗшнчен асфальт та чӑтаймӗ. Федераци программине кӗме пултарсан аэродрома юсаса ҫӗнетесшӗн. Ун чухне пӗр харӑс сакӑр самолета йышӑнма май килӗ. Ку ӗҫе 2024 ҫул тӗлне вӗҫлеме ӗмӗтленеҫҫӗ.

 

Хулара

Шупашкарти «Ковчег» зоокӗтесре енот ҫӑвӑрланӑ. Шӑпӑрлансем юратакан ҫав вырӑн хулари А.Г. Николаев ячӗллӗ ача-пӑча паркӗнче вырнаҫнӑ. Халӗ унта йыш хушӑннӑ. Енотӑн ҫемйи виҫӗ ҫурапа пуянланнӑ.

Паркра пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫурасем халӗ пӗр уйӑхра. Вӗсене зоологсем талӑкӗпех пӑхса тӑраҫҫӗ. Тата, паллах, амӑшӗ те вӗсене куҫран вӗҫертмест. Нумаях пулмасть вӑл вӗсене уҫӑлма илсе тухма тытӑннӑ.

2019 ҫулта енот тӑватӑ ҫура ҫӑвӑрланӑ.

Сӑмах май, ҫурисене енот кунне 24 хутчен ҫитерет. Ҫурасен куҫӗ виҫӗ эрнене ҫитсен ҫеҫ уҫӑлать, илтме те ҫав вӑхӑтра пуҫлаҫҫӗ. Ҫутҫанталӑкра пурӑнакан енот-амӑшӗ 12 шӑтӑк хатӗрлет. Ашшӗсем ҫурисене пӑхмаҫҫӗ.

 

Хулара
"Про Город" сайтран илнӗ сӑн
"Про Город" сайтран илнӗ сӑн

Паян Ҫӗнӗ Шупашкарта ҫӗрле ача килтен тухса кайнӑ. Вӑл урам тӑрӑх пӗчченех утнӑ. Ачана иртен-ҫӳрен ҫын асӑрханӑ та полици чӗннӗ.

Ача урампа утнине ҫур ҫӗр иртни 1 сехет ҫурӑра асӑрханӑ. 7-ри ача лавккана тухнӑ ашшӗ-амӑшне шырама тухнӑ-мӗн.

Ҫав вӑхӑтра ачана ашшӗ-амӑшӗ те шыранӑ. Хӑйсем каланӑ тӑрӑх, вӗсем килтен ҫур сехетлӗхе тухнӑ. Каялла таврӑннӑ – ача ҫук.

Ашшӗ-амӑшне административлӑ майпа явап тыттармашкӑн ӗҫ пуҫарнӑ. Унччен ку ҫемье полици куҫӗ тӗлне пулман.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://pg21.ru/news/66944
 

Хулара
rg.ru сайтри сӑн
rg.ru сайтри сӑн

Авӑн уйӑхӗн 17-мӗшӗнче каҫхи 9 сехетре Шупашкарта пурӑнакан хӗрарӑм патне палламан арҫын шӑнкӑравланӑ. Хайхискер каланӑ тӑрӑх, хӗрарӑмӑн счечӗ ҫинчи укҫана такам вӑрлама пуҫланӑ имӗш.

Палламан арҫын укҫана «ҫӑлмалли» меслет пӗлтернӗ. Хӗрарӑм вӑл каланине пурнӑҫласа пынӑ. Анчах ку укҫана ҫӑлма пулӑшман, пачах тепӗр май – хӗрарӑмӑн счечӗ ҫинчен 800 пин тенке яхӑн ҫухалнӑ.

Шар курнӑскер кун пирки полицие кайса пӗлтернӗ. Кун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://pg21.ru/news/66833
 

Хулара
"Про Город" сайтри сӑн
"Про Город" сайтри сӑн

Нимрен те хӑраман карчӑк теме пулать ун пирки. Ватӑскере килте питӗрсе хӑварнӑ. Анчах унӑн килте ларас килмен… карниз ҫине уҫӑлма тухнӑ.

Карчӑк карниз тӑрӑх утнине иртен-ҫӳрен асӑрханӑ. Стрелоксен 324-мӗш дивизийӗн урамӗнчи 13-мӗш ҫурт умне Инкеклӗ лару-тӑру министерствин ӗҫченӗсем ҫитсе тӑнӑ.

Карчӑк ватӑ, тӑванӗсем ӑна хваттерте питӗрсе хӑварнӑ. Ӑна вара ку килӗшмен-тӗр. Карчӑк балкон чӳречи урлӑ карниз ҫине тухнӑ.

Инкеклӗ лару-тӑру министерствин ӗҫченӗсем пусмапа ватӑ хӗрарӑм патне хӑпарнӑ та ӑна хваттере кӗме ӳкӗте кӗртнӗ. Халӗ кун тӗлӗшпе тӗрӗслев ирттереҫҫӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://pg21.ru/news/66761
 

Хулара
cap.ru сайтри сӑн
cap.ru сайтри сӑн

Татьяна Борисова тата Сергей Угарин авӑн уйӑхӗн 12-мӗшӗнче ҫемье ҫавӑрнӑ. Уяв ЧР Элтеперне суйламалли кунпа пӗр килнӗрен вӗсем сасӑлава кайма та манман.

Татьянӑпа Сергей Ҫӗнӗ Шупашкарти ЗАГСра ҫырӑннӑ. Кун хыҫҫӑнах ҫамрӑк мӑшӑр суйлав участокне ҫул тытнӑ.

Паллах, Татьяна суйлава шурӑ кӗпепе ҫитнӗ, Сергей – костюмпа. Ҫамрӑксем суйлава хутшӑнасси вӗсен тивӗҫӗ пулнине палӑртнӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://pg21.ru/news/66714
 

Хулара

Паян, авӑн уйӑхӗн 11-мӗшӗнче, Шупашкарти 22-мӗш номерлӗ автобус Миттов бульварне ҫити ҫӳреме тытӑннӑ. Вӑл Граждан урамӗнчи 131-мӗш ҫуртран пуҫласа 101Б ҫурт патне хутлама пӑрахнӑ.

Маршрут схемине ылмаштарассипе ҫыхӑннӑ ыйтӑва хула ҫыннисемпе утӑ уйӑхӗнче «Открытый город» (чӑв. Уҫӑ хула) порталта сасӑлав ирттерсе сӳтсе явнӑ. Маршрут схемине ҫӗнетме хула ҫыннисем сӗннӗ.

Шупашкар хула администрацийӗн ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑх, энергетика, транспорт тата ҫыхӑну управленийӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫӗнӗ маршрутпа ҫӳрекен 22-мӗш номерлӗ автобус малашне Миттов бульварӗнчи 35-мӗш тата 7/1 ҫуртсем тӗлӗнче чарӑнӗ.

 

Хулара
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Канмалли кунсенче Шупашкарти «Ҫӗнтерӳ» паркӗнче Сӑр чиккине чавнӑ ҫынсене халалланӑ палӑкӑн пӗрремӗш чулне вырнаҫтарнӑ. Ку мероприятие ЧР Элтеперӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Олег Николаев, ЧР культура министрӗн ҫумӗ Ольга Ярилова хутшӑннӑ.

Ҫак вырӑна ахальтен суйламан. Паркра вӑрҫӑ астӑвӑмӗ упранать. Ҫитес ҫул республикӑра Сӑр тата Хусан чиккисене чавнӑ ҫынсене халалланӑ ҫулталӑк пулӗ. «Тӗпчемен япалана тӗпчемелле. Ҫакна тума пире ҫӗршыв президенчӗ тӗллесе ярать», - тенӗ Олег Николаев.

Палӑртмалла: ҫак чикӗсен тӑршшӗ 300 ҫухрӑмпа танлашнӑ, ку ӗҫе 171450 хӗрарӑмпа ҫамрӑк хутшӑннӑ.

 

Страницӑсем: 1 ... 135, 136, 137, 138, 139, 140, 141, 142, 143, 144, [145], 146, 147, 148, 149, 150, 151, 152, 153, 154, 155, ...332
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (21.11.2025 15:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 760 - 762 мм, 0 - 2 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 4-6 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ӗҫри ыйтусемпе ӗҫлесен аванрах. Сирӗн ҫине тӑрса вӗсене татса пама, ӗҫпе е ҫывӑх ҫынсемпе ҫыхӑннӑ пӑтӑрмахсене йӗркелеме тивӗ. Тӗллев патне талпӑнма юратни сире кӗтнинчен те лайӑхрах кӑтартусем парӗ. Канмалли кунсенче хӑнана кайни вара ывӑнтарӗ кӑна.

Чӳк, 21

1922
103
Карпеев Михаил Поликарпович, Совет Союзӗн Паттӑрӗ ҫуралнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хуҫа арӑмӗ
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хуҫа тарҫи
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
хуҫа хӑй
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
хуть те кам тухсан та
кил-йышри арҫын
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть