Хулара
![]() pagan.ru сайтри сӑн Шупашкарта пурӑнакан ҫулталӑк ҫурӑри ача валли ҫемье шыраҫҫӗ. Кун пирки Мускав районӗн администрацийӗ пӗлтерет. Ачан амӑшӗ пур-ха, анчах ӑна амӑшӗн прависӗр хӑварнӑ. Хӗрарӑм килтен час-часах тухса кайнӑ, арҫын ачана тивӗҫлӗ воспитани паман. Ашшӗ вара ҫук. Тӑванӗсенчен нихӑшӗ те пӗчӗкскере хӳтте илме килӗшмен, мӗншӗн тесен ача йывӑр чирпе нушаланать. Администраци ӗҫченӗсем пӗлтернӗ тӑрӑх, ача хастар, ҫынпа хутшӑнма юратать. Ӑна ҫемье ӑшши кирлӗ. Арҫын ачана телей парнелес килет-и? (8352) 23-52-33, 23-52-18 номерпе шӑнкӑравлӑр. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() olant-shop.ru сайтри сӑн Ача ҫурлани ашшӗ-амӑшӗшӗн – пысӑк савӑнӑҫ. Вӗсем пепке валли ят суйланӑ чухне тӗплӗн шухӑшлаҫҫӗ. Хӑшӗ-пӗри ачине хӑйне евӗр ят пама кӑмӑллать. Шупашкарта Добрыня, Космос ятлӑ ачасем ҫуралнине пӗлтернӗччӗ. Хальхинче вара тӗп хуламӑрта Мадонна ҫуралнӑ. Ҫапла, ашшӗ-амӑшӗ тин ҫуралнӑ хӗр пӗрчине шӑпах ҫавӑн пек ятпа ҫыртарнӑ. Шупашкарти Мускав районӗн администрацийӗн пресс-сулжби пӗлтернӗ тӑрӑх, Мадонна кӑрлач уйӑхӗн 13-мӗшӗнче ҫут тӗнчене килнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() Шупашкарти Иван Яковлев проспектне каллех хупӗҫ. Хула администрацийӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, машинӑсене ҫав ҫулпа ҫӳреме вӑхӑтлӑх чарни ҫула юсанипе ҫыхӑннӑ. Аса илтерер: асӑннӑ проспекта Шупашкарта темиҫе ӑстрӑмпа юсаҫҫӗ. Малтан кивӗ автовокзал енчен Трактор тӑвакансен проспекчӗпе ҫыхӑнтаракакан ҫул ҫаврине ҫитичченхи сыпӑка сарчӗҫ. Кайран — Трактор тӑвакансен проспекчӗпе ҫыхӑнтаракакан ҫул ҫавринчен тытӑнса Кӑнтӑр поселокне пӑрӑнмалли ҫул ҫаврине ҫитиччен. Юлашкинчен каланине Ҫӗнӗ ҫул умӗн вӑхӑтлӑха уҫрӗҫ. Ҫуркунне ҫав сыпӑка сарса пӗтермелле. Ҫул-йӗр юсакансем халӗ Кӑнтӑр поселокран Канаш шосси патне ҫитичченхи лаптӑка юсама тытӑннӑ. Калӑпӑшлӑ юсав ӗҫӗсене кӑҫалхи юпа уйӑхӗнче вӗҫлеме палӑртнӑ. Асӑннӑ участокра транспорта ҫӳреме нарӑс уйӑхӗн 10-мӗшӗ хыҫҫӑн вӑхӑтлӑха чарӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() cap.ru сайтри сӑн Шупашкарти Хӗрлӗ лапама реконструкцилеҫҫӗ. Ҫӗнелнӗ кӳлмеке хӑҫан уҫасси паллӑ: Республика кунӗ умӗн. Уяв шӑпах Хӗрлӗ лапамра иртӗ. Кун пирки ЧР культура министрӗ Константин Яковлев пӗлтернӗ. Кӑҫал Республика кунӗ Анне палӑкӗ умӗнче, Юрламалли уйра, Оперӑпа балет театрӗ умӗнче тата «Шупашкар-Арена» пӑр керменӗнче иртӗ. Аса илтерер: уяв мероприятийӗсем Хӗрлӗ Чутай районӗнче те пулӗҫ. Чӑваш автономийӗ йӗркеленнӗренпе 100 ҫул ҫитнӗ май республикӑра муниципалитет пӗрлешӗвӗсен «Марафон 100-летия» фестивалӗ пуҫланнӑ. Иртнӗ эрнере вӑл Улатӑрта уҫӑлнӑ, ку эрнекун Шӑмӑршӑ районӗнче пулӗ. Ҫак марафон ҫӗртме уйӑхӗн 24-мӗшӗччен тӑсӑлӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() interfax.ru сайтри сӑн Кӑрлач уйӑхӗн 21-мӗшӗнче 18 сехетре Шупашкарти ҫурҫӗр-хӗвеланӑҫ районӗнче гараж комплексӗнче арҫын ҫӗҫӗпе ачана хӑратнӑ. Ун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, ачасем 62-мӗш шкултан киле иккӗмӗш смена хыҫҫӑн таврӑннӑ, юрпа перкелешнӗ. Пӗр чӑмакка гаража лекнӗ, унтан арҫын сиксе тухнӑ, аллинче – ҫӗҫӗ. Хайхискер 11 ҫулти арҫын ачана ярса тытнӑ та кӑшкӑрашма пуҫланӑ. Унтан ачасем тарса ӳкнӗ, вӗсен ашшӗ-амӑшӗ вара полицие кун пирки пӗлтернӗ. Йӗрке хуралҫисем ҫав арҫынна хӑвӑртах тупнӑ. Вӑл – 67 ҫулта. Хӑй каланӑ тӑрӑх, ҫав кун вӑл гаражра ҫӗҫӗ хӑйранӑ, такам гараж тӑрринче чупнине илтнӗ те чупса тухнӑ. Ҫакна шӑпах ҫав ачасем тунӑ тесе шутланӑ, хӑратасшӑн пулнӑ. Ара, унччен тӑрӑна юсама та тивнӗ вӗт. Ҫынна вӗлерессипе хӑратнӑшӑн арҫын тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() moygorod-online.ru архивӗнчи сӑн Шупашкартан Ҫӗнӗ Шупашкара ҫӳрекен мӑйракасӑр троллейбусӑн ҫӗнӗ расписанине ҫирӗплетнӗ. Аса илтерер: 100-мӗш троллейбус Шупашкарта – «Университет» микрорайон таран, Ҫӗнӗ Шупашкарта «Сокол» таран ҫӳрӗ. Тӗп хуларан пӗрремӗш троллейбус 7.45 сехетре тухӗ, теприсем 8.08 тата 8.29 сехетсенче. Кун хыҫҫӑн кӑштах тӑхтав пулӗ. Тепӗр виҫӗ троллейбус 14.20, 14.45, 15.10 сехетсенче ҫула тухӗҫ. Каҫхи маршрутсем 16.55, 17.20 тата 17.35 сехетсенче пулӗҫ. Ҫӗнӗ Шупашкартан троллейбус ирхине 6.43, 6.58 сехетсенче тухӗ. Кайран 9.04, 9.24 тата 9.45 сехетсенче пулӗҫ. Каҫхине 15.34, 15.47, 16.22, 18.15, 18.39 тата 17.04 сехетсенче тапранӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() lenta.ru сайтри сӑн Шупашкарта пурӑнакан арҫын ултавҫӑсен аллине лексе пысӑк укҫа ҫухатнӑ. Вӑл кун пирки полицие пӗлтернӗ. 36 ҫулти арҫын каласа кӑтартнӑ тӑрӑх, ун патне палламан арҫын шӑнкаравланӑ та фонд пасарӗнче укҫа ӗҫлесе илме сӗннӗ. Хайхискер шанчӑка кӗмешкӗн Шупашкар арҫыннин телефон номерӗ ҫине 3 пин тенкӗ куҫарнӑ. Арҫын фейк-сайтра регистрациленнӗ те кӑтартнӑ счет ҫине тӗрлӗ сумма кӑтартма тытӑннӑ. Пӗтӗмпе вӑл 333 пин тенкӗ куҫарнӑ, харпӑр кабинет урлӑ укҫа сумми мӗнле ӳснине сӑнанӑ. Ӑнсӑртран сайт хупӑннӑ. Кун хыҫҫӑн палламан ҫын та ҫыхӑнӑва тухма пӑрахнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() ҪҪХПИ тунӑ сӑн Кӑрлачӑн 24-26-мӗшӗсенче Патшалӑъ автоинспекцийӗ «Ӳсӗр водитель» рейд иртнӗ. Ҫак тапхӑрта Шупашкарта тата Ҫӗнӗ Шупашкарта ӳсӗр водительсене тытса чарнӑ. Кӑрлачӑн 24-мӗшӗнче 18 сехет те 55 минутра Гузовски урамӗнче ӳсӗр водителе чарнӑ. «Лада Ларгус» салонӗнче, малти ларкӑч ҫинче, 3-4 ҫулти ача ҫывӑрнӑ, шӑпӑрлансене лартмалла ятарлӑ кресло пулман. Арҫынна малтанах ачан амӑшӗ патне шӑнкӑравлама ыйтнӑ, арҫын ачана киле илсе каймалла-ҫке-ха. Ҫӗнӗ Шупашкарта та рейд вӑхӑтӗнче ӳсӗр водитель ҫакланнӑ. Вӑл юраман препаратсем ӗҫни паллӑ, вӗсем ӑна витӗм кӳнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() forum.na-svyazi.ru сайтран илнӗ сӑнӳкерчӗк Ҫӗнӗ Шупашкарпа Шупашкар хушшинче ҫӳрекен 100-мӗш троллейбуса улшӑнусем кӗтеҫҫӗ. Унччен вӑл Шупашкарта Хӗрлӗ тӳреме ҫеҫ ҫитнӗ, малашне ӑна «Университет» микрорайона ҫити ҫӳреттермелле тӑвасшӑн. Ку улшӑну кӑрлач уйӑхӗн 27-мӗшӗнче пулмалла. Троллейбус Ҫӗнӗ Шупашкарта «Сокол» таран ҫитӗ. Ҫавна май расписание кӑштах улӑштарӗҫ. Хальлӗхе 3 троллейбус кӑна ҫӳрӗ. Троллейбус маршрутне тӑсма халӑх ыйтнӑ-мӗн. Халӗ тӳре-шара маршрутпа проезднойпа ҫӳрес ыйтӑва та пӑхса тухать. Аса илтерер: маршрутпа пӗтӗмпе 4 троллейбус ҫӳремелле, анчах пӗри хальлӗхе ҫӗмӗрӗлсе кайнӑ, вӑл юсавра. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() Пӗлтӗр ҫулла Шупашкарти «Радужный» микрорайонта чӑваш ҫыравҫине Василий Алендея халалласа урам ятне панӑ. Унӑн чӑн хушамачӗ – Алендеев, урам ячӗ те ҫавнашкалах пулнӑ. Халӗ вара унӑн ятне улӑштарма йышӑннӑ: Василий Алендей. Постановление Шупашкар хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Алексей Ладыков алӑ пуснӑ. Василий Алендей – чӑваш ҫыравҫи, прозаикӗ, публицисчӗ тата критикӗ. Вӑл Чӑваш халӑх писателӗн ятне тивӗҫнӗ, Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫинче пулнӑ. Василий Алендей ытларах калавсем, повеҫсем, романсемпе очерксем ҫырнӑ. Унта чылай чухне ял пурнӑҫне, фронтри салтаксен йывӑрлӑхӗсене сӑнланӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (22.04.2025 21:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 754 - 756 мм, 10 - 12 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр енчен вӗрӗ.
| Ленин Владимир Ильич, ХХ ӗмӗрти паллӑ политиксенчен пӗри ҫуралнӑ. | ||
| Сергеев Илья Тимофеевич, филологи ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ, доцент вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |