Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +0.3 °C
Ырӑ тус укҫаран хаклӑрах.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсен ҫыххи: Республикӑра

Республикӑра
doorinworld.ru сайтри сӑн
doorinworld.ru сайтри сӑн

Пӗлтӗр кӑрлач-юпа уйӑхӗсенче республикӑра 1310 арҫын хӑй ашшӗ пулнине йышӑннӑ. Кӑҫал вара 10 уйӑхра 1486 арҫын ашшӗ пулнине ҫирӗплетнӗ. Ҫапла пӗлтерет ЧР Юстици министерстви. Эппин, хӑй ашшӗ пулнине ҫирӗплетнӗ арҫынсен хисепӗ ӳснӗ.

Саккунпа килӗшӳллӗн, арҫын ашшӗ пулнине кирек хӑш вӑхӑтра та ҫирӗплетме пулать: ача кӗтнӗ чухне те, вӑхӑт самай иртсен те. Арҫынпа хӗрарӑм заявление пӗрле те, уйрӑм та пама пултараҫҫӗ. Иккӗмӗш тӗслӗхре пӗрле ҫырма татӑклӑ сӑлтав пулмасан кӑна заявление уйрӑм пама май пур.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://pg21.ru/news/83170
 

Республикӑра
ШӖМ тунӑ сӑн
ШӖМ тунӑ сӑн

Кӑҫал ака уйӑхӗнче Ҫӗнӗ Шупашкарти вӗрентекен ҫула май каякан машинӑра вырӑн йышӑнса хурас тенӗ. Анчах вӑл ултавҫӑсен серепине ҫакланнӑ.

Хӑйӗнпе водитель тесе паллаштарнӑ ҫын ссылка ярса панӑ, хӗрарӑма ун ҫине пусма ӳкӗте кӗртнӗ. Вӗрентекен ӑна итлесе хӑйӗн банк карттин реквизичӗсене те ҫырнӑ. Ҫапла унӑн счечӗ ҫинчен 6 пин тенкӗ ҫухалнӑ.

Ҫав ҫынна тытса чарнӑ. Вӑл - Мурманск облаҫӗнче ҫуралнӑ, халӗ Питӗр ҫывӑхӗнчи хулара пурӑнакан 25 ҫулти арҫын. Вӑл урӑх ҫынсем ҫине регистрациленӗ электронлӑ енчӗксемпе усӑ курнӑ.

 

Республикӑра

Канаш районӗнчи пӗр ача пахчин заведующийӗ пулнӑ хӗрарӑма суд тунӑ. Ӑна тӗрмене хупмасӑр 1 ҫул та 3 уйӑхлӑха айӑпланӑ. Тӗрӗслев срокӗ – 2 ҫул.

Следстви пӗлтернӗ тӑрӑх, 2015 ҫулхи ака уйӑхӗнче вӑл ача пахчин заведующийӗ пулнӑ. Ун чухне вӑл хӑйӗн ывӑлне юсав тӑвакан рабочи пек ӗҫе вырнаҫтарнӑ. Анчах лешӗ ӗҫлемен, ҫав вӑхӑтран пуҫласа кӑҫалхи нарӑс уйӑхӗччен шалу илсе тӑнӑ. Ку кӑна мар, премие те, ытти тӳлеве те тивӗҫнӗ.

Амӑшӗ вара ывӑлӗн счечӗпе усӑ курайнӑ, укҫипе хӑй пӗлнӗ пек тӑкакланӑ. Ҫапла вӑл республика хыснине 660 пин ытла тенкӗлӗх тӑкак кӳнӗ.

 

Республикӑра
aktualno21.ru сайтри сӑн
aktualno21.ru сайтри сӑн

Ҫӗмӗрлери ҫурта авариллисен шутне кӗртнӗ. Унта пурӑнакансен пурӑнмалли урӑх вырӑн сӗннӗ. Анчах пӗр арҫын ниепле те куҫман, ҫавӑнтах кун кунланӑ.

Ҫурта вара ишсе антармаллисен йышне кӗртнӗ. Арҫын хӑйӗн ирӗкӗпе куҫманнине кура суда панӑ. Суд ун майлӑ пулман. Ҫавӑнпа хайхи арҫыннӑн куҫмах тивет. Унпа социаллӑ найм килӗшӗвне пӑрахӑҫласа ҫӗннине алӑ пусӗҫ.

 

Республикӑра

Республикӑра ӗнер те вӑйлӑ ҫил алхасма чарӑнмарӗ-ха. Аса илтерер: ӑна пула 18 ял-сала ҫутӑсӑр юлнӑ. Красноармейски районӗнчи Кивӗ Йӗкӗт ялӗнче теплица кӳршисем патне вӗҫсе кайнӑ. Шӑмӑршӑра шыв башни ӳкнӗ.

Ӗнер, чӳк уйӑхӗн 14-мӗшӗнче, Ҫӗрпӳри 1-мӗш интернат шкулӑн тӑррине ҫил сӳнӗ. Юрать-ха, пӗр пайне кӑна. Патӑрьелте вара Мир урамӗнчи нумай хваттерлӗ ҫурт тӑррин пӗр пайӗ хӑйпӑннӑ.

Ҫуртсен тӑррисене тӳрех юсама тытӑннӑ.

 

Республикӑра
Владимир Нагорнов
Владимир Нагорнов

Чӑваш скульпторне Владимир Нагорнова «Культурӑри тата искусствӑри тава тивӗҫлӗ ӗҫсемшӗн» орденпа чысланӑ. Альфред Ибрагимова вара «Раҫҫей Федерацийӗн тава тивӗҫлӗ архитекторӗ» ят панӑ.

Владимир Нагорнов – Чӗмпӗр облаҫӗнчен, 1984 ҫултанпа Шупашкарта пурӑнать. Вӑл – чылай палӑк авторӗ, ҫав шутра «Анне» палӑкӑн та.

Альфред Ибрагимов Хусанта ҫуралнӑ 1983 ҫултанпа Шупашкарта пурӑнать. Вӑл Ехрем купса бульварӗнчи Чӑвашсоцбанк авторӗ.

 

Республикӑра
"Лиза Алерт" сайтри сӑн
"Лиза Алерт" сайтри сӑн

Ҫӗнӗ Шупашкарта пурӑнакан арҫынна "Лиза Алерт" хастарӗсем шыраҫҫӗ. Сергей Сергеевич Карапетян Мари Эл вӑрманне чӳк уйӑхӗн 12-мӗшӗнче тухса кайнӑ та киле таврӑнман.

52 ҫулти арҫын 170 сантиметр ҫӳллӗш, вӑтам кӗлеткеллӗ, ҫӳҫӗ шуралнӑ. Вӑрмана кайнӑ чухне вӑл симӗс костюм, хура кофта, симӗс атӑ тӑхӑннӑ, кутамкка ҫакнӑ.

Ун пирки мӗн те пулин пӗлетӗр пулсан ҫак номерсемпе шӑнкӑравлама ыйтаҫҫӗ: 8(800)700-54-52 е 112.

 

Республикӑра
завьяловский.рф сайтри сӑн
завьяловский.рф сайтри сӑн

Республикӑра иккӗмӗш кун ӗнтӗ вӑйлӑ ҫил алхасать. Инкеклӗ лару-тӑру патшалӑх комитечӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, чӳк уйӑхӗн 12-13-мӗшӗсенче Чӑваш Енри 18 ял-сала электричествӑсӑр тӑрса юлнӑ.

Ӗнерхи ир тӗлне 13 ялта ҫутӑ пулман. Специалистсем ӗҫе вӑхӑтра пуҫӑннипе ҫыханну ку.

Аса илтерер: вӑйлӑ ҫил Красноармейски районӗнчи Кивӗ Йӗкӗт ялӗнче теплицӑна илсе ыватнӑ. Шӑмӑршӑра вара шыв башни тӳнсе кайнӑ.

 

Республикӑра
volgatourizm.ru сайтри сӑн
volgatourizm.ru сайтри сӑн

Ҫитес ҫул республикӑна ытларах ача курса ҫӳрӗ. Вырӑнти туроператорсем 3-4-мӗш классем валли туризм маршрутне хатӗрлеҫҫӗ.

ЧР экономика аталанӑвӗн министрӗн ҫумӗ Лариса Рафикова пӗлтернӗ тӑрӑх, автобуспа каймалли экскурси программи пулӗ. Ачасене кафере пӗр хутчен ҫитермелле, музея илсе каймалла. Интерактивлӑ пайӗ те пулӗ.

Самах май, Чӑваш Ен ача-пӑча туризмне аталантарас тӗлӗшпе сӑнав проектне хутшӑнать. Кӑҫал 5-9-мӗш классем республикӑна курса ҫӳреҫҫӗ. Ҫулталӑк вӗҫлениччен 3178 ача турҫулҫӳреве кайӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://pg21.ru/news/83019
 

Республикӑра
"Про Город" сайтӗнчен илнӗ сӑн. Сергей Петров тунӑ видео скринӗ.
"Про Город" сайтӗнчен илнӗ сӑн. Сергей Петров тунӑ видео скринӗ.

Паян ҫӗрле Шӑмӑршӑра пурӑнакансем темӗн кӗмсӗртетнӗ сасӑпа вӑранса кайнӑ. Шыв башни ӳкнӗ-мӗн.

Паян республикӑра ҫил вӑйланнӑ. Башня шӑпах ӑна пула ӳкнӗ. Чӑннипе, башня кивелни пирки шӑмӑршӑсем ҫуллах калаҫнӑ. Вӑл трос ҫинче кӑна тытӑнса тӑнӑ, кӑштах ҫил тухсанах силленнӗ.

«Вӑт ҫапла пӗтӗм Шӑмӑршӑ йӑтӑнать», — тет башня ӳкнине видео тунӑ ҫын.

Аса илтерер: паян Красноармейски районӗнчи Кивӗ Йӗкӗт ялӗнче ҫил пӗр ҫынсен теплицине йӑтса кӳршисем патне вӗҫтерсе кайнӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://pg21.ru/news/83021
 

Страницӑсем: 1 ... 143, 144, 145, 146, 147, 148, 149, 150, 151, 152, [153], 154, 155, 156, 157, 158, 159, 160, 161, 162, 163, ...656
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Сирӗн умра лидер пек пулма ҫул уҫӑлӗ — таврарисем те кун валли хатӗр. вӗсем эсир пуҫаруллӑ пуласса кӗтнине туятӑр. Кӑмӑл хаваслӑхне ҫухатмасан пулӑшу самаях пулӗ. Эрне варринелле вӑй кӗрӗ, ку ӗҫсене хӑвӑртлатма пулӑшӗ.

Пуш, 01

1901
125
Магницкий Василий Константинович, паллӑ чӑваш ҫутта кӑлараканӗ, историкӗ, этнографӗ вилнӗ.
1990
36
Ишетер Федосия Дмитриевна, чӑваш тӑлмачӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хуть те кам тухсан та
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
кил-йышри арҫын
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
хуҫа арӑмӗ
хуҫа тарҫи
хуҫа хӑй