Республикӑра
![]() cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Чӑваш Енре хӑш-пӗр ялта пенсие палӑртнӑ кунран маларах валеҫме тытӑннӑ. Почта уйрӑмӗн ӗҫченӗсем пенсие тата соцтӳлевсене ака уйӑхӗн 5-мӗшӗнчен пама тытӑннӑ. Ку ҫак ялсенче ейӳ сарӑлас хӑрушлӑх пуррипе ҫыхӑннӑ. Вӗсем – Ҫӗмӗрле районӗнчи Автобус поселокӗ тата Анат Макарин ялӗ, Патӑрьел районӗнчи Вӑтаел тата Тутар Тимеш ялӗсем. Раҫҫей почтин республикӑри уйрӑмӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, ялсенче пурӑнакан 90 ҫынна пенсие маларах парӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Шупашкарти ликерпа эрех савучӗ Етӗрнери спиртсавутран суд урлӑ 27 миллион тенкӗ шыраса илнӗ. Арбитраж сучӗ тавӑҫа тивӗҫтернӗ. «100 лет Чебоксарская» эрех пирки тавлашу тахҫанах пырать. 2019 ҫул вӗҫӗнче УФАС комиссийӗ Етӗрнери спиртсавут этикеткӑпа саккуна пӑсса усӑ курнине палӑртнӑ. Анчах кун хыҫҫӑн та спиртсавут эрехе сутма чарӑнман. Ҫавна май ӑна 1,3 миллион тенкӗлӗх штрафланӑ. Шупашкарти ликерпа эрех савучӗ Етӗрнери спиртсавутран тӑкакшӑн 3,8 миллион тенкӗ тата 46,5 миллион тенкӗ компенсаци ыйтнӑ. Арбитраж сучӗ Етӗрнери спиртсавута 27 миллион тенкӗ тӳлеттермелле тунӑ Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() infourok.ru сӑнӳкерчӗкӗ Шупашкарти Ленин районӗнчи прокуратура Чӑваш Енӗн пӗрлештернӗ командисене хатӗрлекен А. Игнатьев ячӗллӗ спорт хатӗрлевӗн центрӗнче тӗрӗслев ирттернӗ. Надзор органӗн ӗҫченӗсем Шупашкарти Пӑр кременӗн заведующийӗ пулса унччен судпа айӑпланнӑ ҫын ӗҫленине тупса палӑртнӑ. Ҫав вӑхӑтрах саккун ҫавӑн пек должноҫсенче судпа айӑпланнӑ ҫынсене ӗҫлеме чарать. Спорт шкулӗн директорӗ ячӗпе прокуратура асӑрхаттару хучӗ ҫырнӑ. Ака уйӑхӗн 1-мӗшӗнче Пӑр керменӗн директорне ӗҫрен кӑларнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() v-kurse.ru сӑнӳкерчӗкӗ Чӑваш Ен Элтеперӗ Олег Николаев «Чӑваш Республикин крематорийӗ» тулли мар яваплӑ общество Шупашкарта крематорине йӗркелессине приоритетлӑ проект тесе йышӑннӑ. Предприятие патшалӑх енчен пулӑшма пӑхса хӑварнӑ. Крематори (траур залне тата икӗ кремаци линийӗ вырнаҫтарма) 185 миллион тенкӗ кирлӗ пулӗ. Ӗҫе 2023 ҫулхи авӑн уйӑхӗнче вӗҫлемелле. Проект документацине кӑҫалхи чӳк уйӑхӗ тӗлне вӗҫлессе шанаҫҫӗ. Шупашкарти масарсем тулса пыни вӑрттӑнлӑх мар. Ҫавӑнпа та хулара крематори тума йышӑннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Юрий Голубых Раҫҫей банкӗн Чӑваш Енри управляющийӗ Александр Логвинов ӗҫрен кайнӑ. Вӑл пенсие тухнӑ. Управляющи тивӗҫӗсене пурнӑҫлама Юрий Голубыха шаннӑ. Александр Логвинов пирки каласан, Раҫҫей банкӗн тытӑмӗнче вӑл 44 ҫул ӗҫленӗ. Регионти уйрӑма 2013 ҫултанпа ертсе пырать. 53 ҫулти Юрий Голубых управляющин заместителӗнче ӗҫленӗ. Вӑл Липецк хулинчен. Пӗтӗм Раҫҫейри финанспа экономика институтӗнчен вӗренсе тухнӑ. Раҫҫей банкӗн Чӑваш Енри управленийӗнче 2014 ҫултанпа ӗҫлет. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() cheb.media сайтри сӑн Чӑваш Енри закупкӑсен центрӗ шкул автобусӗсем илмешкӗн аукцион ирттерессине пӗлтернӗ. Республикӑри шкулсем валли 4 автобус туянасшӑн. Малтан палартнӑ хак - 16 миллион тенкӗ. Аукцион ака уйӑхӗн 11-мӗшӗнче иртӗ. Ҫӗнтерӳҫӗпе килӗшӳ алӑ пуссан унӑн транспортсене 60 кунра илсе ҫитермелле. Шкулсем валли М3 класлӑ автобус кирлӗ. Транспортра 20-25 вырӑн пулмалла. Коробка - механика, монопривод. Транспорт кузовӗн сарӑ тӗслӗ пулмалла. Сӑмах май, пӗлтӗр республикӑна шкулсем валли 37 автобус илсе килнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() artfile.ru сайтри сӑн Чӑваш Енри вӑрмансенче видеокамерӑсем лартасшӑн. Кун пирки Чӑваш Ен правительствин пресс-служби пӗлтерет. Республикӑри пӗтӗм вӑрманта видеокамера пулма пултарӗ. Хальлӗхе пӗтӗмпе 5 камера вырнаҫтарнӑ. Ҫапла майпа ҫивӗчлӗх пур вырӑнсене сӑнаса тӑма пултарӗҫ. Финанс министрӗ Михаил Ноздряков ҫакна система пек шухӑшласа кӑлармаллине палӑртнӑ. Аса илтерер: ака уйӑхӗн 15-мӗшӗнчен республикӑра пушар тухас хӑрушлӑх пур режим вӑя кӗрӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() чувашинформ.рф сӑнӳкерчӗкӗ Чӑваш Енре йӗркене пӑсса, тепӗр майлӑ каласан, ятарлӑ ирӗк илмесӗр ҫынсене турттаракан таксистсене ҫаплипех тупса палӑртаҫҫӗ. Чӑваш Енри ҫул-йӗр хӑрушсӑрлӑхӗн инспекторӗсем Канаш районӗнче рейд ирттернӗ. Ҫавӑн чухне пассажирсене турттаракан таксиста тытса чарнӑ. Арҫыннӑн ятарлӑ ирӗк пулман. Машинӑна ятарлӑ стоянкӑна ӑсатнӑ. Ҫакӑн пек рейдсем Чӑваш Енри ытти вырӑнта та иртеҫҫӗ. Республикӑн Транспорт тата ҫул-йӗр хуҫалӑхӗн министерствинче ӗнентернӗ тӑрӑх, ун пек тӗрӗслевсене кашни кунах йӗркелеҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() "Про Город" сайтӗнчи сӑн Чӑваш Ен арҫыннине пуш уйӑхӗн 30-мӗшӗнченпе шыраҫҫӗ. Шӑп ҫавӑн чухне вӑл тӑванӗсене киле килме тухнӑ тесе шӑнкӑравласа пӗлтернӗ. Хӑй вара паянхи кун та ҫук. 40 ҫулти Валерий Беспалов Дмитров хулинче ӗҫленӗ. Киле килме тухнӑ кун сарӑ е хӗрлӗ куртка тӑхӑнма палтарнӑ. Арҫын хӑй 185 сантиметр ҫӳллӗш имшеркке кӗлеткеллӗ, ҫӳҫӗ ҫутӑ, куҫӗ ҫутӑ кӑвакрах. Валерий Беспалов пирки мӗн те пулин пӗлетӗр пулсан ҫак номерпе шӑнкӑравламалла: 8 /800/-700-54-52. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() avatars.mds сайтри сӑн Патӑрьелте пурӑнакан хӗрарӑма суд тунӑ, ачасене хӗненӗшӗн тӗрмене хупмасӑр айӑпланӑ тата штраф тӳлеттерме йышӑннӑ. Кун пирки Следстви комитечӗ пӗлтерет. 40 ҫулти хӗрарӑмӑн — 12 ача. Пурте тӑван мар, опекӑна илнисем те пур. Следстви пӗлтернӗ тӑрӑх, хӗрарӑм опекӑна илнӗ 9-ти арҫын ачана тата 10 ҫулти хӗрачана аллипе, кӗреҫепе пӗрре мар ҫапнӑ. 2021 ҫулхи нарӑс уйӑхӗнче вӑл тӑван мар 8-ти арҫын ачана ҫурӑмӗнчен ҫапнӑ. Следстви вӑхӑтӗнче амӑшӗ опекӑна илнӗ ачисене тивӗҫлӗ воспитани паманни палӑрнӑ. Вӗсене социаллӑ реабилитаци центрне панӑ. Паянхи куна ҫав 7 ачаран улттӑшӗ ҫӗнӗ ҫемье тупнӑ. Хӗрарӑма тӗрмене хупмасӑр 3 ҫуллӑха айӑплама, 25 пин тенкӗ штраф тӳлеттерме йышӑннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (22.04.2025 21:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 754 - 756 мм, 10 - 12 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр енчен вӗрӗ.
| Ленин Владимир Ильич, ХХ ӗмӗрти паллӑ политиксенчен пӗри ҫуралнӑ. | ||
| Сергеев Илья Тимофеевич, филологи ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ, доцент вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |