Пӑтӑрмахсем
ШӖМ тунӑ сӑн Паян, кӑрлачӑн 1-мӗшӗнче, 10 сехет те 45 минутра Элӗк районӗнчи Юнтапа ялӗ ҫывӑхӗнче авари пулнӑ. Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, «Киа» транспорт хирӗҫ килекен ҫул ҫине тухнӑ та «Ладӑпа» ҫапӑннӑ. Аварире пӗр ҫын, хӗрарӑм, вилнӗ. Вӑл иномаркӑри пассажир пулнӑ. «Ладӑри» 10-ри тата 15 ҫулти ачасем суранланнӑ. Тепӗр 4 ҫын аманнӑ. Суранланнисене пульницӑна илсе ҫитернӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
"Про Город" сайтри сӑн Раштав уйӑхӗн 28-мӗшӗнче 23 сехет те 30 минутра Шупашкарти Максимов композитор урамӗнче 3-мӗш ҫуртри хваттер ҫуннӑ. Унта пурӑннӑ 33 ҫулти хӗрарӑма пульницӑна илсе ҫитернӗ. Унӑн пичӗ тата аллисем пиҫсе кайнӑ. Унӑн ачисене те медпулӑшу кирлӗ пулнӑ. 2014 тата 2018 ҫулсенче ҫуралнӑ пепкесене те тухтӑрсем пулӑшнӑ. Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, пушар электропралука пула тухнӑ. Пушарта пӗтӗм пурлӑх ҫунса кайнӑ. Хӗрарӑмпа ачасен ӑшӑ тумтир те юлман. Ачасен тӑхӑнмалли ҫук. Укҫан е тумтирпе пулӑшас килсен ачасен кукамӑшӗпе ҫыхӑнма пулать: 89875764108, Петрова Елена Петровна. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
Ҫӗмӗрлере пӗренесен хуҫи тӗлӗшпе суд пулнӑ. Арҫынна ҫынна асӑрханмасӑр вилӗм кӳнӗшӗн айӑпланӑ, унӑн ирӗкне 10 уйӑхлӑха чикӗлеме йышӑннӑ. Арҫын судра хӑйӗн айӑпне йышӑннӑ. Аса илтерер: ку кӑҫал авӑн уйӑхӗн 23-мӗшӗнче пулнӑ. Чкалов урамӗнчи 55-мӗш ҫурт ҫывӑхӗнче купаланса выртнӑ пӗренесем ҫине 7 ҫулти хӗрача хӑпарса кайнӑ. Пӗренесем сапаланса кайнӑ, хӗрача пӗрин айне пулнӑ. Шел те, вӑл ҫавӑнтах вилнӗ. Хальлӗхе приговор саккунлӑ вӑя кӗмен-ха. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
Раштав уйӑхӗн 24-мӗшӗнче Шупашкартан Хусана ҫӳрекен маршрутка аварие лекнӗ. Ку 20 сехет те 20 минутра Мари Элти Звенигово районӗнчи «Кокшайск – Красногорский» ҫул ҫинче пулнӑ. Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, маршрутка водителӗ, 39 ҫулти арҫын, малта пыракан транспортран иртсе кайма тӑнӑ та тепӗр машинӑпа ҫапӑннӑ. Аварире 5 ҫын шар курнӑ: ҫӑмӑл машинӑн 28 ҫулти водителӗ тата микроавтобусри 4 пассажир. Ҫӑмӑл машина водителӗ хӗрарӑм пулнӑ. Вӑл автобусри суранланнӑ ҫынсене медпулӑшу кӳнӗ. Чылайӑшӗ тутине, сӑмсине амантнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
ria.ru сайтри сӑн Улатӑрта 30 ҫулти арҫынна тытса чарнӑ. Вӑл арӑмне вӗлернӗ тесе шутлаҫҫӗ. Кун пирки Следстви комитечӗ пӗлтерет. Следстви версийӗ акӑ мӗнлерех: раштав уйӑхӗн 22-мӗшӗнче ҫак арҫын арӑмӗпе пӗрле хунямӑшӗ патӗнче пулнӑ. Упӑшкипе арӑмӗ вӑрҫӑнма пуҫланӑ. Арҫын хӗрарӑма кӗвӗҫнӗ-мӗн. Упӑшки пуртӑ ярса тытнӑ та 30 ҫулти арӑмне ҫапнӑ. Хӗрарӑм ҫавӑнтах вилнӗ. Арҫын преступлени йӗрне пӗтерес тесе унӑн пуҫне касса вакка пенӗ. Вӗсен икӗ ача пур. Ҫав самантра иккӗшӗ те шкулта пулнӑ. Халӗ ачасем кукамӑшӗпе. Арҫын тӗлӗшпе пуҫарнӑ пуҫиле ӗҫе малалла тишкереҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
Ҫӗмӗрлере ангар ҫуннӑ. Шалта автомобильсем пулнӑ. Юрать-ха, вӗсене ҫӑлма ӗлкӗрнӗ. Ку пушар раштав уйӑхӗн 24-мӗшӗнче ҫӗрле пулнӑ. Ҫур ҫӗр иртни 2 сехет те 30 минутра Ҫӗмӗрлери Кривов урамӗнче вырнаҫнӑ ангар ҫунма пуҫланине пӗлтернӗ. Ҫулӑм 288 тӑваткал метр ҫинче алхаснӑ. Пушарнӑйсем тӑватӑ техникӑпа ҫитнӗ. Ҫулӑмпа 5 сехет кӗрешнӗ. Шалта ларнӑ 3 ҫӑмӑл машинӑа тат аавтопогрузчике кӑларнӑ, вӗсем сиенленмен. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
Инкеклӗ лару-тӑру министерстви тунӑ сӑн Муркаш районӗнчи Пӗрремӗш Май выселкинче пушар алхаснӑ. Инкеклӗ лару-тӑру министрствин пресс-служби пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫулӑм тухнине каҫхи 11 сехетре асӑрханӑ Ҫуртра 20 ҫулти каччӑ пурӑнать. Пушарта унӑн 87 ҫулти аслашшӗ (е кукашшӗ) шар курнӑ. Ӑна, сӗрӗмпе наркӑмӑшланнӑскере, урама илсе тухнӑ, Муркаш районӗнчи тӗп пульницӑна илсе ҫитернӗ. Аса илтерер: нумаях пулмасть республикӑра пӗр кунра, раштавӑн 16-мӗшӗнче, 2 ҫын пушарта вилни пирки пӗлтернӗччӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
Паян, раштавӑн 23-мӗшӗнче, «Чулхула – Шупашкар» маршрутпа ҫӳрекен автобус М-7 автоҫулӑн 492-мӗш ҫухрӑмӗнче ҫаврӑнса ӳкнӗ. Руль умӗнче 46 ҫулти водитель пулнӑ. Вӑл тепӗр машинӑпа ҫапӑнас мар тесе руле пӑрнӑ та кювета чӑмнӑ, ҫаврӑнса ӳкнӗ. Авари вӑхӑтӗнче салонра 7 ҫын пулнӑ. ТАСС пӗлтернӗ тӑрӑх, аманнӑ ҫынсем ҫук. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
luchshie-akcii.ru сӑнӳкерчӗкӗ Шупашкар хулинче пурӑнакан 66 ҫулти хӗрарӑм ултавҫӑсен капкӑнне ҫакланнӑ. Раштав уйӑхӗн 11-мӗшӗнче ун патне пӗр хӗр шӑнкӑравланӑ, хӑйӗнпе банк ӗҫченӗ тесе паллаштарнӑ. Хӗрарӑма хайхискер такамсем ун ячӗпе кредит илсе тултарнӑ тесе пӗлтернӗ. Кӗҫех «йӗрке хуралҫи» те шӑнкӑравланӑ. Япӑх хыпара вӑл та ҫирӗплетсе панӑ. Право хуралӗнче ӗҫлекен ҫын тесе хӑйӗн пирки калани хӗрарӑма парӑма хӑвӑрт тӳлесе татма сӗннӗ, ултавҫа вара тытса чарма шантарнӑ. Пӑтӑрмах пирки никама та пӗлтерме хушман. Хӗрарӑм хӑй унччен пухса пынӑ укҫана тата банкран 360 пин тенкӗ кредит илсе ют ҫынсем каланӑ счет ҫине укҫа куҫарса янӑ. Банка кредит илме пырсан унта ӗҫлекен: «Сирӗн пата кредит илме ыйтса никам та шӑнкӑравламан-и?» — тесен те ватӑ хӗрарӑм сисчевленмен, партизан пек шӑпӑрт ларнӑ, «Ҫук», — тесе туннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
chuvashia.sledcom.ru сӑнӳкерчӗкӗ Хӗрлӗ Чутай районӗнчи Хӗрлӗ Ҫӑлтӑр ялӗнче пурӑнакан 35 ҫулти каччӑна ашшӗне вӗлернӗ тесе тытса чарнӑ. Пӑтӑрмах кӑҫалхи ҫурла уйӑхӗн 22-мӗшӗнче пулса иртнӗ. Икӗ арҫын, аслипе ҫамрӑкки, тепӗр майлӑ каласан, ашшӗпе ывӑлӗ, малтан пӗрле ларса эрех ӗҫнӗ. Киккирикӗсем самай хӗрсен харкашма тытӑннӑ. Ҫамрӑкки ҫӗҫӗ ярса илнӗ, 52-ри ашшӗне кӑкӑр тӗлнчен ҫӗҫӗпе чикнӗ. Вырӑна васкавлӑ пулӑшу тухтӑрӗсене чӗнсе илнӗ-ха, анчах шар курни машинӑра вилсе кайнӑ. 25 ҫулти ҫамрӑк ҫывӑх вӑхӑтра суд тенкелӗ ҫине ларӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (09.01.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 747 - 749 мм, 0 - 2 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Быков Александр Артемьевич, Мухтав орденӗн тулли кавалерӗ ҫуралнӑ. | ||
| Васильев Александр Георгиевич, чӑваш кӗвӗ ҫыраканӗ ҫуралнӑ. | ||
| Юдин Василий Николаевич, чӑваш ҫыравҫи, талмачӗ, публицисчӗ вилнӗ. | ||
Пулӑм хуш... |