Пӑтӑрмахсем
![]() 21.мвд.рф сӑнӳкерчӗкӗ Шупашкар хулинчи «Волжский» микрорайонта пӗр водитель пассажирсене капот ҫине лартса ярӑнтарнӑ. Пӑтӑрмах самантне видео ҫине ӳкерсе ҫӗртме уйӑхӗн 13-мӗшӗнче тӗнче тетелӗнче вырнаҫтарнӑ. «Лада Приора» автомобиль водителӗ машина тӑррине тата капот ҫине лартса ҫамрӑксене турттарнӑ. Ҫӑмӑл машина хуҫи — 20 ҫулти водитель иккен. Унсӑр пуҫне вӑл ҫӗртме уйӑхӗн 14-мӗшӗнче Шупашкар районӗнчи Шанар ялӗнче пӗрисен карти ҫине пырса кӗнӗ. Пӑтӑрмах хыҫҫӑн пӑтӑрмаха ҫакланнӑ каччӑна суд водитель прависӗр хӑварнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() "Чӑваш Ен" ПТРК тунӑ видео скринӗ Шупашкарта ӗнер, вырсарникун, 35-мӗш маршрутпа ҫӳрекен автобусра пассажир вилсе кайнӑ. Паян хула администрацийӗнче иртнӗ планеркӑра кун пирки калаҫнӑ. Кун тӗлӗшпе тӗрӗслев пуҫарнӑ. Инкек 14 сехет те 35 минутра Трактор тӑвакансен проспектӗнче, «Ача-пӑча медицина центрӗ» чарӑнура, пулнӑ. Пассажир 64 ҫулта пулнӑ. Аса илтерер: тепӗр инкек Ҫӗнӗ Лапсар поселокӗнче пулнӑччӗ. Унта 16-ри каччӑ 4-мӗш хутран ӳксе вилнӗ. Ку пӑтӑрмах пирки ҫырса кӑтартнӑччӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() lifehacker.com сӑнӳкерчӗкӗ Шупашкар хулинче пурӑнакан хӗрарӑм ӗҫе вырнаҫас тесе укҫасӑр тӑрса юлнӑ. 52 ҫулти хӗрарӑм ултавҫӑсен капкӑнне ҫакланни ҫинчен йӗрке хуралҫисене ҫӗртме уйӑхӗн 17-мӗшӗнче пӗлтернӗ. Шар курни пакунлисене ӑнлантарса панӑ тӑрӑх, ун патне палламан ҫын шӑнкӑравланӑ, инвестици сферине ӗҫе вырнаҫма сӗннӗ. Ҫавна май вӑл хайхине банк карттин даннӑйӗсене пӗлтернӗ. Кайран хӗрарӑмӑн картти ҫинчен 11 пин те 775 тенкӗ укҫа ҫухалнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Инкелӗ лару-тӑру министерстви тунӑ сӑн Ҫӗртме уйӑхӗн 17-мӗшӗнче Шупашкарти тӗп пляжра чутах пӗртӑван 12-ри тата 17 ҫулти хӗрачасем путса вилмен. Вӗсене шывран ҫӑлавҫӑсем кӑларнӑ. Ҫакӑ паллӑ: ачасем шыв хӗрринче ашшӗ-амӑшӗсӗр пулнӑ. Аса илтерер: ҫак кунсенче икӗ ача путса вилнӗ. Шупашкар районӗнчи Янӑшкассинче 17-ри каччӑ путса вилнӗ, Ҫӗрпӳ районӗнчи Рынкӑ ялӗнче - 9-ти ача Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Инкелӗ лару-тӑру министерстви тунӑ сӑн Ӗнер, ҫӗртмен 17-мӗшӗнче, Шупашкар районӗнчи Янӑшкасси ҫывӑхӗнчи пӗвере 17 ҫулти каччӑ путса вилнӗ. Унӑн иккӗмӗш сыпӑкри 12 ҫулти шӑллӗне ялти арҫын ҫӑлма ӗлкӗрнӗ. Пӑтӑрмах каҫхи 8 сехет те 45 минутра пулнӑ. Ӗнер Ҫӗрпӳ районӗнчи Рынкӑ ялӗ ҫывӑхӗнчи пӗвере те инкек пулнӑ. Унта 9 ҫулти арҫын ача путса вилнӗ. Ку пӑтӑрмахсем тӗлӗшпе тӗрӗслев иртет. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() vk.com/chebvesti пабликран илнӗ сӑнӳкерчӗк Паян, ҫӗртме уйӑхӗн 16-мӗшӗнче, Шупашкар районӗнчи Сатиркасси ялӗ патӗнче водитель прунӑҫӗ татӑлнӑ. Инкек ирхи 7 сехет те 30 минутра пулнӑ. Сатиркасси ялӗ Ҫӗнӗ Шупашкарпа Кӳкеҫ хушшинче вырнаҫнӑ. Асӑннӑ хулапа посёлока ҫыхӑнтаракан ҫул ҫинче, Сатиркасси ялӗ тӗлӗнче, ҫын вилмелле инкек пулса иртнӗ. «Vesta» автомобильпе «Mersedes» ҫапӑннӑ. ВАЗ водителӗ вилнӗ. Пӑтӑрмах сӑлтавне (кам айӑплине) тӗпчевҫӗсем палӑртӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Владимир Михайлов тунӑ сӑн Шупашкарти Ашмарин урамӗнчи общежитире пушар пулнӑ. Ҫӑлавҫӑсен унта пурӑнакансене эвакуацилеме тивнӗ. Пушар тухни пирки ӗнер, ҫӗртме уйӑхӗн 15-мӗшӗнче, 15 сехет те 29 минутра пӗлтернӗ. Ашмарин урамӗнчи 36-мӗш ҫуртӑн 1-мӗш корпусӗнче иккӗмӗш хутри кӑритурта шкап ҫунма пуҫланӑ. Пушарнӑйсем вырӑна ҫитсен 21 ҫынна урама кӑларнӑ. Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, общежитири шкапа такам ятарласа чӗртсе янӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() ҪҪХПИ тунӑ сӑн Паян ирхи 6 сехет те 55 минутра «Шупашкар – Сӑр» автоҫул ҫинче, 23-мӗш ҫухрӑмра, авари пулнӑ. ҪҪХПИ пӗлтернӗ тӑрӑх, кивӗ «Фольксваген Гольф» водителӗ «КамАЗран» иртсе каяс тесе транспорт хирӗҫ килекен ҫул ҫине тухнӑ та «Шкодӑпа» ҫапӑннӑ. «Фольксваген» кювета чӑмнӑ, «Шкода» КамАЗпа ҫапӑннӑ. Пӗрремӗш водитель вилнӗ, тепри аманнӑ. «Фольксваген» водителӗ Элӗк районӗнчи 29 ҫулти каччӑ пулнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() "Про Город" сайтри сӑн Паян 11 сехет те 30 минутра Ҫӗнӗ Лапсар поселокӗнче чӳречерен 16 ҫулти каччӑ ӳкнӗ. Шел те, вӑл вырӑнтах вилнӗ. Ку инкек Совхоз урамӗнчи 15-мӗш ҫуртра пулнӑ. Халӑх корреспонденчӗ «Про Город» хаҫата пӗлтернӗ тӑрӑх, каччӑ 4-мӗш хутран ӳкнӗ. Вӑл вилмеллех суранланнӑ. Вырӑна оперативлӑ службӑсем, следовательсем ҫитнӗ. Халӗ РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри следстви органӗсем ӗҫ-пуҫа уҫӑмлатаҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() forum.zarulem.ws сӑнӳкерчӗкӗ Шупашкар хулинче ӳсӗр водитель ҫул-йӗр хӑрушсӑрлӑхӗн инспекторӗсенчен пытанма ҫӳп-ҫап контейнерне кӗрсе ларнӑ. Ҫӗртме уйӑхӗн 13-мӗшӗнче «Новый город» (чӑв. Ҫӗнӗ хула) микрорайонта 23 ҫулти водитель «ВАЗ-2112» автомбильпе пӗр вырӑнта ларакан «Hyundai Elantra» машина ҫине пырса кӗнӗ. Пӑтӑрмах хыҫҫӑн каччӑ такампа вӑрҫӑнса тата ҫапӑҫса илме ӗлкӗрнӗ. Унтан вӑл машинӑна хускатса кайма пуҫтарӑннӑ, анчах бордюр ҫине пырса кӗнӗ, кайран хайхискер «Welltown» ҫурт-йӗр комплексӗ енне пӑрӑннӑ. Ҫул-йӗр хӑрушсӑрлӑхӗн инспекторӗсем каччӑна шырама тытӑннӑ. Вӑл ҫӳп-ҫап контейнерне кӗрсе ларнӑ. Хӑй урӑ марри сисӗннӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (17.04.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 761 - 763 мм, 5 - 7 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Семенов Леонид Федорович, Чӑваш АССР тава тивӗҫлӗ артисчӗ ҫуралнӑ. | ||
| Терентьев Николай Терентьевич, чӑваш драматургӗ, тӑлмачӗ, актёрӗ ҫуралнӑ. | ||
| Жуков Юрий Нестерович, чӑваш баянисчӗ, кӗвӗ ҫыраканӗ ҫуралнӑ. | ||
| Смирнова Галина Ивановна, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ артистки ҫуралнӑ. | ||
| Валери Туркай, чӑваш халӑх сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
| Журналистсен Ҫемен Элкер ячӗллӗ премине йӗркеленӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |