Пӑтӑрмахсем
"Про Город" сайтран илнӗ сӑн Ҫӗнӗ Шупашкарта паян 13 сехет те 45 минутра нумай хутлӑ ҫурт умӗнче хӗрарӑм виллине тупнӑ. Кун пирки «Про Город» хаҫата халӑх корреспонденчӗ пӗлтернӗ. Ку пӑтӑрмах Винокуров урамӗнчи 115-мӗш ҫуртра пулнӑ. Ҫиччӗмӗш хутран хӗрарӑм ӳкнӗ. Вӑл чӗрех пулнӑ. Ҫакна иртен-ҫӳрен асӑрханӑ та ӑна курткӑпа витнӗ. Васкавлӑ медпулӑшу машини часах ҫитнӗ. Халӑх корреспонденчӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, хӗрарӑма Шупашкара илсе кайнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
UIHere.com сӑнӗ Шупашкарта пурӑнакан 57 ҫулти ҫынна 17 ҫулти ҫамрӑка хӗненӗшӗн суд тӑвӗҫ. Кун пирки Чӑваш Ен следстви комитечӗ пӗлтерет. Следователь панӑ информаципе килӗшӳллӗн Чӑваш Енӗн тӗп хулинче пурӑнакан ҫынна баскетбол лапамӗнче ҫамрӑк ачасен шӑв-шавӗпе усал ятлаҫӑвӗ килӗшмен. Арҫынпа ҫамрӑксем хушшинче харкашу сиксе тухнӑ, вара вӑл ҫамрӑка пӗвӗнчен алӑпа, урипе пуҫӗнчен ҫапса амантнӑ. Ҫамрӑка сиплев учрежденине илсе кайма тивнӗ. Чӑваш Ен Следстви комитечӗн пресс-службинче арҫын тӗлӗшпе ӳт-пӗве сиенлетнӗшӗн ӗҫ пуҫарни ҫинчен пӗлтереҫҫӗ. Шупашкар ҫынни ҫак ӗҫ-пуҫпа ҫыхӑннине экспертиза ҫирӗплетнӗ, вӑл хӑй те айӑпне йышӑннӑ. Ӗҫе суда пӑхса тухма янӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
@gibdd121 сӑнӳкерчӗкӗ Чӑваш Енри ҫул-йӗр хӑрушсӑрлӑхӗн инспекторӗсем ӳсӗр водительсене тӑтӑшах тытса чараҫҫӗ. Халӗ вӗсен куҫӗ тӗлне такси водителӗ лекнӗ. Салонта пассажир пулнипе пулманнине калаймӑпӑр, мӗншӗн тесен Инстаграмри @gibdd121 пабликра вырнаҫтарнӑ хыпарта ун пирки шарламан. Эрех ӗҫнӗ таксиста «Рубеж» (чӑв. Чикӗ) постра тытса чарнӑ. Водителе административлӑ майпа, РФ Административлӑ кодексӗн 12,8 статйин 1-мӗш пайӗпе, явап тыттарнӑ. Автомашинӑна ятарлӑ стоянкӑна ӑсатнӑ. Сӑмах май, ӳсӗр водителе курсан инспекторсем е 102 номерпе шӑнкӑравлама, е @AntiDiler21bot телеграм-бота пӗлтерме сӗнеҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Чӑваш Енӗн ҫут ҫанталӑк ресурсӗсен тата экологи министрне Эмир Бедертдинова штрафланӑ. Ҫапла тума Шупашкар хулинчи Ленин районӗнчи миравай судья йышӑннӑ. Кӑҫалхи утӑ уйӑхӗн 11-мӗшӗнче «Резерв» организаци директорӗ Шупашкар шыв управҫин акваторийӗпе усӑ курма ирӗк ыйтса заявлени ҫырнӑ. Министерство кун валли аукцион ирттермелле тесе хуравланӑ. Анчах аукционп ирттермен, тепӗр 5 уйӑхран усламҫӑ суда тавӑҫпа ҫитнӗ. Миравай суд шухӑшланӑ тӑрӑх, аукциона вӑхӑтра ирттерменшӗн министр яваплӑ. Ҫавна май Эмир Бедертдинова 3 пин тенкӗ штраф хурса панӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
Паян каҫхине Ҫӗнӗ Шупашкар хулине кӗнӗ ҫӗрте общество транспорчӗ аварие лекнӗ. 101 (32) маршрутпа ҫӳрекен автобус ҫул хӗрринче ларакан прицеп ҫине пырса кӗнӗ. Ҫынсем каланӑ тӑрӑх, прицеп ҫул хӗрринче ларнӑ, унӑн ҫутӑ пулман. Автобус водителӗ ӑна асӑрхаман – ун ҫине пырса кӗнӗ. Общество транспортӗнчи икӗ пассажира васкавлӑ медпулӑшу машинипе илсе кайнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
Паян 11 сехет ҫурӑра Шупашкарта Промтрактор территорийӗнче, Сӗнтӗрвӑрри ҫулӗ енчен, пушар тухнӑ. Цехсене пӗр пайне электричествӑран сӳнтернӗ. Ҫывӑхра вырнаҫнӑ автопасар та ҫутӑсӑр юлнӑ. Пушара 10 ытла техника, васкавлӑ службӑн 40-е яхӑн ӗҫченӗ сӳнтернӗ. Ҫапах темиҫе сехетрен те тӗтӗм тухма пӑрахман. Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, пӗр цехра иккӗмӗш хутра ҫулӑм тухнӑ вырӑнсем пулнӑ. Хальлӗхе палӑртнӑ тӑрӑх, пушар транспортировка ленти йӗркеллӗ ӗҫлеменрен тухнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
ШӖМ тунӑ сӑн Чӳк уйӑхӗн 26-мӗшӗнче Канаш районӗнчи Хыҫалкас Энтрияль ялӗ ҫывӑхӗнче пулнӑ аварире ҫынсем аманнӑ. Вӗсене пульницӑна илсе кайнӑ. Шел те, пӗрин пурнӑҫне ҫӑлма май килмен. Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, «Тойота» машинӑри 21 ҫулти водитель ҫул ҫинче ларакан «Нендай» ҫине пырса кӗрсе транспорт хирӗҫ килекен ҫул ҫине тухса кайнӑ та йывӑр тиевлӗ машина ҫине пырса тӑрӑннӑ. «Тойота» водительне, унти пассажирсене - 23-ри хӗре тата 17 ҫулти хӗрпе каччӑна – пульницӑна илсе кайнӑ. 17-ри хӗрӗн пурнӑҫне ҫӑлайман. Йӗрке хуралҫисем кун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
Инкеклӗ лару-тӑру министерстви тунӑ сӑн Паян ҫӗрле Куславкка районӗнчи Ҫӗньял ялӗнче ҫурт ҫунса кайнӑ. Кун пирки Инкеклӗ лару-тӑру министерстви пӗлтерет. 19 сехетре Тӗп урамри йывӑҫ ҫурта ҫулӑм хыпса илнӗ. Ҫур ҫӗр иртни 45 минутра пушарнӑйсем ӑна сӳнтернӗ. Ҫулӑмпа 17 ҫӑлавҫӑ, 6 техника кӗрешнӗ. Пушара сӳнтерсен унта пурӑннӑ мӑшӑр виллисене тупнӑ. Вӗсем 68-та тата 78 ҫулта пулнӑ. Паянхи ир тӗлне илес тӗк, Чӑваш Енре юлашки талӑрка 7 пушар пулнӑ, ҫул-йӗр ҫинче 4 инкек сиксе тухнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
nsk.bfm.ru сайтри сӑн Шупашкарти Ахазов урамӗнчи 11-мӗш ҫуртра тивӗҫлӗ канури икӗ ҫыннӑн виллине тупнӑ. Кун пирки «Про Город» хаҫата халӑх корреспонденчӗ пӗлтернӗ. Кӳршисем каланӑ тӑрӑх, вӗсем ватӑ упӑшкипе арӑмне, 80 ҫултан иртнӗскерсене, ҫурла уйӑхӗнченпе курман, вӗсем пирки 3 уйӑх нимӗн те илтмен. Юпа уйӑхӗнче кӳршисем участковӑя тӗрӗслеме чӗннӗ. Анчах алӑка никам та уҫман. Чӳк уйӑхӗн 15-мӗшӗнче ватӑсен хӗрӗ Мускавран килнӗ те ашшӗ-амӑшӗн виллисене хваттерте тупнӑ. Вӗсем тӗрлӗ пӳлӗмре выртнӑ. Тӗпелте газ конфорки ҫутӑ пулнӑ. Кӳршисем каланӑ тӑрӑх, вӗсем подъездра нимӗнле япӑх шӑршӑ та туйман. Следстви комитечӗ кун тӗлӗшпе следстви умӗнхи тӗрӗслев ирттерет. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
profile.ru сайтри сӑн Канаш районӗнчи 45 ҫулти арҫынна тытса чарнӑ. Вӑл ашшӗне вӗлерме пултарнӑ тесе шутлаҫҫӗ. Следстви комитечӗ ун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Следстви версийӗ тӑрӑх, чӳк уйӑхӗн 21-мӗшӗнче Вӑрӑмпуҫ ялӗнче пурӑнакан арҫын 71 ҫулти ашшӗне килте ҫӗҫӗпе темиҫе хутчен чикнӗ. Ватӑскер сурансене пула вилнӗ. Палӑртмалла: вӗсем пӗрле пурӑннӑ. Ывӑлне тытса чарнӑ. Ҫитес вӑхӑтра ӑна следстви вӑхӑтӗнче хупса усрас ыйтӑва татса парӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (09.01.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 747 - 749 мм, 0 - 2 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Быков Александр Артемьевич, Мухтав орденӗн тулли кавалерӗ ҫуралнӑ. | ||
| Васильев Александр Георгиевич, чӑваш кӗвӗ ҫыраканӗ ҫуралнӑ. | ||
| Юдин Василий Николаевич, чӑваш ҫыравҫи, талмачӗ, публицисчӗ вилнӗ. | ||
Пулӑм хуш... |