Политика
![]() Сергей Семенов депутат 2016 ҫул вӗҫӗнче иртнӗ Чӑваш Енӗн Патшалӑх Канашӗн сессийӗнче депутатсем парламентри укҫа илсе тӑракан должноҫсене пайларӗҫ. «Тӗрӗслӗхшӗн Раҫҫей» парти пайташне Сергей Семенова хӑй хирӗҫ пулнине, хӑй вырӑнне пӗр партире тӑракан Игорь Молякова суйлама ыйтнине тата сессине пыманнине пӑхмасӑрах экономика енӗпе ӗҫлекен комитет ертӳҫин ҫумне суйларӗҫ. Ҫак утӑма Игорь Моляков патшалӑх политики енӗпе ӗҫлекен комитет пайташӗ пулнипе, экономика политикин комитетӗнче тӑманнипе ҫыхӑнтарчӗҫ. Капла йышӑнупа килӗшмесӗр «Тӗрӗслӗхшӗн Раҫҫей» парти пайташӗсем прокуратурӑна евитленӗ. Унтисем депутата ирӗксӗр ӗҫлеттернипе килӗшменнине палӑртса чӑваш парламенчӗ ячӗпе асӑрхаттару хучӗ те ҫырнӑччӗ. Урӑхла йышӑну туманнине кура кӑмӑлсӑр депутат Шупашкар хулин Ленин район судне тавӑҫпа ҫитнӗ. Унта ӗнер йышӑну кӑларнӑ. Ирӗксӗр ӗҫлеттерме йышӑннипе суд та килӗшмен. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
![]() РФ Федераци Канашӗн пӗрремӗш вице-спикерӗ, Чӑваш Енӗн влаҫӗн ӗҫ тӑвакан органӗн пайташӗ, Чӑваш Енӗн пӗрремӗш президенчӗ Мускавра Чӑваш Енри муниципалитетсен хӑш-пӗр пуҫлӑхӗпе тӗл пулнӑ. Курнӑҫа Вадим Николаев сенатор та хутшӑннӑ. Курнӑҫура патшалӑхӑн регионти политики пирки калаҫнӑ имӗш. Николай Федоров федерацин субъекчӗсем вырӑнсене хӑйсене мӗнле туйнине Федераци Канашӗн пӗлмеллине палӑртнӑ. Николай Федоровӑн сайтӗнчи сӑнӳкерчӗксем тӑрӑх хакласан, тӗлпулӑва Чӑваш Енри Муниципалитет йӗркеленӗвӗсен канашӗн ӗҫ тӑвакан директорӗ Станислав Николаев, хӑш-пӗр районпа район администрацийӗн пуҫлӑхӗ хутшӑнни паллӑ. Маларах Чӑваш халӑх сайчӗ чӑваш сенаторӗсем пӗлтӗр РФ Президентӗнчен Владимир Путинран ытларах ӗҫлесе илнине пӗлтернӗччӗ. Аса илтерер, Николай Федоров 9 миллион тенкӗ ытла тупӑш тунӑ. Вадим Николаев — 11 миллион ытла тенкӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
![]() Ҫӗнӗ Шупашкар хула администрацийӗн пуҫлӑхне ӗҫрен кӑларнӑ-и? Ҫак ыйту ЧР влаҫӗсен официаллӑ порталне тишкерсен ҫуралать. Хулан официаллӑ сайтӗнчен ертӳҫӗ пирки информаци ҫухалнӑ. Халӗ унта хула администрацийӗн тивӗҫӗсене Ольга Чепрасова вӑхӑтлӑх пурнӑҫлать тесе ҫырнӑ. Вӑл унччен хула администрацийӗн пуҫлӑхӗн пӗрремӗш ҫумӗ пулнӑ. Гугл кэшне пӑхас-тӑк, Ҫӗнӗ Шупашкар хула администрацийӗн сайтӗнче улшӑнусем паян пулнӑ. Пуҫлӑха, Игорь Калиниченкӑна, ӗҫрен кӑларни пирки хальлӗхе официаллӑ хыпар ҫук-ха. Игорь Борисович ку должноҫра нумай вӑхӑт ларман. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
![]() Президент администрацийӗ, Федераци Канашӗн министрӗсем 2016 ҫулта мӗн чухлӗ ӗҫлесе илни пирки деклараци тӑратнӑ. Вӗсен йышӗнче Николай Федоров тата Вадим Николаев пур. Чӑваш сенаторӗсем пӗлтӗр мӗн чухлӗ ӗҫлесе илнӗ-ха? Николай Федоров 9 миллион тенкӗ ытла тупӑш тунӑ. Вадим Николаев вара — 11 миллион ытла тенкӗ. Чӑваш сенаторӗсем иккӗшӗ те РФ Президентӗнчен Владимир Путинран ытларах ӗҫлесе илнӗ. Владимир Путин пӗлтӗр 8 858 432 тенкӗ тупӑш тунӑ. 2015 ҫулхипе танлаштарсан, ку 33 пин тенкӗ сахалрах. Путинӑн харпӑрлӑхӗнче икӗ хваттер, 15 сотка ҫӗр, гараж, гараж тумалли ҫӗр лаптӑкӗ пур. Декларацие ӗненес тӗк, унӑн Раҫҫейре туса кӑларнӑ виҫӗ машина пур. РФ премьер-министрӗ Дмитрий Медведев пӗлтӗр 8,58 миллион тенке яхӑн ӗҫлесе илнӗ. Унӑн тупӑшӗ 300 пин тенкӗ чакнӑ. Медведевӑн харпӑрлӑхӗнче 367,8 тӑваткал метрлӑ хваттер, Раҫҫейре туса кӑларнӑ икӗ машина пур. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
![]() ЧР Патшалӑх Канашӗнчи КПРФ партин депутачӗ Юрий Шлепнев Ҫӗнӗ ҫул умӗн кафене килнӗ ҫынна тапӑннӑ. Ун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Анчах пуҫиле ӗҫе ҫак кунсенче пӑрахӑҫланӑ. Шлепневпа шар курнӑ ҫын пӗр чӗлхе тупнӑ, лешӗ депутата каҫарнӑ. Ку пӑтӑрмах раштав уйӑхӗн 28-мӗшӗнче Шупашкарти пӗр кафере пулнӑ. Депутат унта килнӗ ҫынпа хирӗҫсе кайнӑ та ӑна хырӑмӗнчен касакан, шӗвӗр япалапа чикнӗ. Ӑна пульницӑна илсе кайнӑ. Депутат хӑйӗн айӑпне йышӑнман. Анчах вӑл ҫав хирӗҫӗве хутшӑннине шар курнӑ ҫын та, кӳнтеленсем те ҫирӗплетнӗ. Шар курнӑ ҫын Шлепнев хӑйӗн айӑпне каҫарттарнине каланӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
![]() М.В. Ломоносов ячӗллӗ МПУ ректорӗ Виктор Садовничий (сылтӑмри) М.В. Ломоносов ячӗллӗ Мускаври патшалӑх университечӗн ректорӗ Виктор Садовничий «Чӑваш Республики умӗнчи тава тивӗҫлӗ ӗҫсемшӗн» орден медальне тивӗҫнӗ. Наградӑпа ректора пирӗн республика ертӳҫи Михаил Игнатьев ӗнер чысланӑ. Наградӑна ректора «И.Н.Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университечӗн Ӑсчахсен канашӗн, Чӑваш Республики Пуҫлӑхӗ ҫумӗнчи Ваттисен канашӗн, вӗрентекенсен, ашшӗ-амӑшӗсен сӗнӗвӗсене шута илсе» «пирӗн регионти вӗренӳпе наукӑна аталантарас ӗҫе пысӑк витӗм кӳнӗшӗн» панӑ. Ҫав аслӑ шкулта юлашки ҫулсенче Чӑваш Енри самай ача пӗлӳ пухать. ЧР патшалӑхӑн влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, М.В. Ломоносов ячӗллӗ МПУ ректорӗ Виктор Садовничий тата ЧР Элтеперӗ Михаил Игнатьев аслӑ шкулпа Чӑваш Ен килӗштерсе ӗҫлесси ҫинчен те ӗнер алӑ пуснӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
![]() Чӑваш телеканалӗпе «Приложение силы» телепроектӑн иккӗмӗш кӑларӑмне кӑтартӗҫ. Унта ЧР Элтеперӗ Михаил Игнатьев хутшӑннӑ. Телепроектӑн Элтеперпе ӳкернӗ иккӗмӗш кӑларӑмне сывлӑх сыхлавне халалланӑ. Михаил Васильевич эфирта медицина пулӑшӑвне тӳлевсӗр тата тӳлевлӗ парас ыйтусене сӳтсе явӗ. Ҫавӑн пекех пульницӑсенче тухтӑрсем ҫитменни пирки калаҫӗҫ. Кӑларӑма общество ӗҫне хастар хутшӑнакан ҫынсем, пациентсем, ЧР Сывлӑ сыхлавӗн ӗҫченӗсем, медицина факультечӗн студенчӗсем хутшӑнӗҫ. Кӑларӑма ака уйӑхӗн 18-мӗшӗнче 9 сехетре «Россия 1» телеканалпа регионти эфирта курма май пулӗ. «Россия 24» телеканалпа вара ака уйӑхӗн 22-мӗшӗнче 19 сехетре, Наци телекуравӗпе акан 18-мӗшӗнче 20 сехет ҫурӑра кӑтартӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
![]() Юрий Кручинин чӑваш парламенчӗн пӗлтӗрхи сессийӗсенчен пӗринче Чӑваш Республикинчи ҫынсен прависене хӳтӗлекен уполномоченнӑй Юрий Кручинин должноҫрен вӑхӑтсӑр каясси пирки заявлени ҫырнине, ака уйӑхӗн 6-мӗшӗнче иртнӗ чӑваш парламенчӗн сессийӗнче унӑн заявленине тивӗҫтернине эпир пӗлтернӗччӗ. Сӑмах май, ун чухне эпир вӑл тивӗҫе республикӑри ачасен омбудсменне Елена Сапаркинана шаннине асӑнманччӗ. Ку йышӑну этем правине хӳтӗлекен должноҫа ҫӗнӗ ҫынна ҫирӗплетиччен вӑйра пулӗ. Ҫакӑнпа ҫыхӑннӑ саккуна республикӑн парламенчӗн депутачӗсем иртнӗ эрнери сессире улшӑну кӗртсе хӑварнӑччӗ. Юрий Кручинин «Правда ПФО» интернет-хаҫат журналистне Александр Белова панӑ интервьюра ӗҫрен кайма тивнӗ шухӑша уҫҫӑнах палӑртнӑ. Вӑл унта пӗлтернӗ тӑрӑх, этем правине хӳтӗлемелли самай. Малашне ҫавна вӑл малтанхиллех адвокат пулса пурнӑҫлӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
![]() Александр Иванов министртах юлӗ Иртнӗ уйӑхра эпир Ҫын правине хӳтӗлекен республикӑри уполномоченнӑй пулма Чӑваш Енӗн информаци политикин тата массӑллӑ коммуникацисен министрне Александр Иванова шанаҫҫӗ текен сас-хура ҫӳренине хыпарланӑччӗ. «Правда ПФО» тӗнче тетелӗнчи хаҫатра Александр Белов журналист ӗнер хыпарланӑ тӑрӑх, министр апла сӑмах-юмахран тӗлӗннине пӗлтернӗ. Ӑна вӑл пысӑк трибуна умне тухса каламан, калем ӑстипе куҫран куҫ сӑмах вакланӑ чухне кӑмӑл-туйӑмне уҫнӑ. «Прессӑра эпӗ вӑл вырӑна йышӑнасшӑн тесе ҫыраҫҫӗ. Хамран ыйтасчӗ хать. Эп ун ҫинчен шутламан та. Вӑл ман валли мар», — тенӗ министр Александр Белова. Аса илтерер, ӗнер иртнӗ чӑваш парламенчӗн сессийӗнче Чӑваш Республикинчи ҫынсен прависене хӳтӗлекен уполномоченнӑйӑн Юрий Кручининӑн ӗҫрен хӑтарма ыйтса ҫырнӑ заявленине пӑхса тухса омбудсмен пулнӑ ҫыннӑн ыйтӑвне тивӗҫтернӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
![]() Юрий Кручинин. «Правда ПФО»-ри сӑнӳкерчӗк Чӑваш Республикинчи ҫынсен прависене хӳтӗлекен уполномоченнӑй Юрий Кручинин должноҫрен вӑхӑтсӑр каясси пирки заявлени ҫырнине Чӑваш халӑх сайчӗ иртнӗ уйӑхрах пӗлтерчӗ. Чӑн та, паян иртнӗ чӑваш парламенчӗн сессийӗнче унӑн заявленине депутатсем пӑхса тухнӑ. Юрий Кручинин омбудсмен пуканне пушатас тесе ыйтни пирки депутатсем хайсен шухӑшне вӑрттӑн сасӑлавра палӑртнӑ. Юрий Кручинин должноҫрен мӗншӗн каяс тенипе «Тӗрӗслӗхшӗн Раҫҫей» парти пайташӗ Игорь Моляков ҫеҫ кӑсӑкланнӑ. Ҫынсен правине хӳтӗленӗ ҫын ку ыйтӑва татӑклӑнах тата уҫӑмлӑнах хуравламан, должноҫре ытла нумай лартӑм тесе каланӑ. Республика хыснинчен укҫа илекен должноҫри ҫын ирӗклӗн ӗҫлеме пултарайманнине те вӑл кӑштах палӑртнӑ. Ӗҫрен хӑтарма ыйтса ҫырнӑ хӑйӗн заявленине пӑхса тухиччен Юрий Кручинин иртнӗ ҫулхи ӗҫ-хӗле тишкерсе доклад тунӑ. |
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (19.04.2025 15:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 749 - 751 мм, 23 - 25 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 5-7 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Петров Юрий Филиппович, ветеринари ӑслӑлӑхӗсен тухтӑрӗ, профессор ҫуралнӑ. | ||
| Петров Леонид Порфирьевич, чӑваш чӗлхин тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |